Короткие
«Кӑҫал пирӗн шкула 519 пин ытла ача каять. Педагогика пӗрлӗхӗпе пӗрле эпир Стерлитамакра вӗренӳ канашлӑвӗнче калаҫрӑмӑр. Муниципалитет пуҫлӑхӗсем патне манӑн пӗр ыйту пур: шкул таврари территорие йӗркене кӗртмелле. Ҫуран ҫӳремелли ҫулсем, ҫутӑсем, хӳмесем — пурне те тумалла», — тенӗ Радий Хабиров.
Радий Хабиров шкулсен территорисене сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне тирпейлеме хушнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... hn-3892436
Этеме телее ӗҫпе ҫеҫ туптамаллине аса илтерсе, тӗслӗх кӑтартса, пыл хурчӗсем, сӗрме купӑс сассиллӗн сӗрле-сӗрле, туй-ҫуй сиктере-сиктере, сывлӑша эреш-мерешсемпе тӗрле-тӗрле, виражсем те тукала-тукала, чечек-курӑк ҫинчен пыл, тусан, ҫилӗм пуҫтараҫҫӗ, шӑрка тунисене шӑрка тусанӗсемпе пӗтӗлентереҫҫӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Ятарлӑ лексикӑн кирек хӑш отрасльне асӑнас пулсан та — наука облаҫӗнчи математика, физика, хими, философи, истори т. ыт. отрасльсен терминӗсене илӗпӗр-и е ремеслапа (профессипе) ҫыхӑннӑ ятсене тишкӗрӗпӗр — вӗсем пурте ӗҫ хатӗрӗсене, технологи процесӗсене, пулӑмсемпе ӑнлавсене пӗлтерекен сӑмахсем.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Фольклорпа кулленхи калаҫу чӗлхинчен кӗске хушӑра куҫару чӗлхи, илемлӗ литература тата политикӑлла пропаганда чӗлхи пулса тӑнипе ҫамрӑк ҫырулӑхлӑ чӗлхесем пӗр вӑхӑта халӑх калаҫакан чӗлхерен самаях уйрӑлма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен халӑх чӗлхи литература чӗлхи хыҫҫӑн яланах ӗлкӗрсе пыраймасть.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Чее хӑтлантӑм эпӗ вӑл ҫулхине тет Магмет-Эминь, пӗр енчен, тутарсене хам Мускав умӗнче пуҫ тайманнине, кирлӗ вӑхӑтра ӑна хирӗҫ тӑма та хатӗррине кӑтартса патӑм, тепӗр енчен, вырӑссемпе те нихҫан килӗштерейми вӑрҫса каймарӑм, хамӑн кӑмӑла тултарнӑ хыҫҫӑн вӗсемпе килӗшӳ тума хирӗҫ маррине систертӗм.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Апла пулин те хальлӗхе «Хыпар», «Хресчен сасси», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» /пурте «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче тухса тӑраҫҫӗ/ хаҫатсенче тӑрӑшакан калем ӑстисемшӗн тӗпре ял валли специалистсем хатӗрлекен аслӑ шкулӑн паянхи йывӑрлӑхӗ-ҫитӗнӗвӗ ҫинчен вулакана уҫӑмлатса парасси пулчӗ.
Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Чӑваш Ен географи тӗлӗшпе ӑнӑҫлӑ вырнаҫнӑ, республикӑра политика лару-тӑрӑвӗшӗн тӑнӑҫлӑх кӑтартуллӑ, промышленноҫ хӑвачӗ пысӑк, тивӗҫлӗ инфратытӑм аталаннӑ, ӑста та пӗлӳллӗ специалистсем ҫителӗклӗ, патшалӑх бизнеса пулӑшать — ҫак тата ытти услови Чӑваш Енӗн инвестици илӗртӳлӗхне тивӗҫтереҫҫӗ.
Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Чӑхсене тустарма юратакан чее тилӗ, сурӑх-путеке курсан канӑҫне ҫухатакан кашкӑр, тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман яла тутлӑ ыйхӑран вӑратса авӑтакан автан, хӗл кунӗсенче тутлӑ ыйха путакан тата тулли пыл чӗресӗшӗн каҫӑхса кайма хатӗр упа утаман, каҫсерен, кӗтӳ ансан ача-пӑчана тутлӑ сӗтпе савӑнтаракан ӗне...
Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Ачасене саламлама тата Чӑваш Ен ҫинчен каласа пама проект координаторӗ, Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, унпа пӗрле Раҫҫей чӑвашӗсен федерацин наци культура автономийӗн, чӑвашсен Мускаври наци культура автономийӗн, ҫавӑн пекех Мускав хулинчи чӑвашсен культурин обществин членӗсем килнӗ.
Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Кукленсе, васкамасӑр хӑй тавра чылайччен алӑ сӗмӗпе хыпаласа шырарӗ ӑна — тупаймарӗ, вара, тӳрленсе тӑрса, рюкзакне тӳрлеткелерӗ те, нимрен тытма ҫук енне, алла лекнӗ тӗмӗллӗ йывӑҫ вуллисенчен ҫатӑрласа тытӑнса, пиҫӗ туратсенчен ҫакланкаласа, урисене шутаркаласа куҫаркаласа, аялалла анма пуҫларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мероприяти тӑршшӗпех вӗсем ҫулталӑк хушшинче туяннӑ пӗлӗвӗсемпе пултарулӑхсене кӑтартнӑ, юрӑсем юрланӑ, сӑвӑсем каласа кӑтартнӑ, ташӑсемпе савӑнтарнӑ, ҫапла майпа пирӗн геройсене «Злыня Страшиловнӑна» тата итлеменсен шкулӗнчи «Нехочухӑна» лайӑх шкулта ҫеҫ вӗренме вӗсем тивӗҫлӗ тесе ӗнентернӗ.
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3788498
Икчӗлхелӗх условийӗсенче, чӑваш ҫыннисем тӑван чӗлхесӗр пуҫне вырӑс чӗлхипе (сайрарах — ытти чӗлхесемпе, сӑмахран, тутар, мари чӗлхисемпе) усӑ курнӑ чухне, сӑмах ҫак икӗ чӗлхе, пӗрешкел функцисене пурнӑҫласах, ҫӳлерех кӑтартнӑ тавралӑхсемпе сферӑсенче пӗр пек вырӑн йышӑнманни ҫинчен пыма тивӗҫлӗ.
Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.
Ҫак задачӑна татса пама Ньютон ҫапла шутланӑ: йывӑрӑш вӑйӗ хушӑ (инҫӗш) квадрачӗпе пропорциллӗ улшӑнса пырать, тенӗ; вара Ҫӗр центрӗнчен Уйӑх инҫӗшӗнче йывӑрӑш вӑйӗ мӗнле пулмаллине шутласа кӑларнӑ; ҫапла шутласа тупнӑ числона Ҫӗр Уйӑха тивекен варринелле туртакан вӑй пысӑкӑшпе танлаштарса пӑхнӑ.
V. Пӗтӗм тӗнчери туртӑм законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ҫапла вара вӑрҫӑ мӗнле пӗтессине кӗске вӑхӑтлӑха пыракан ансат майсем мар, яланах пурӑнакан факторсем — тыл ҫирӗплӗхӗ, ҫарӑн мораллӗ пӗрлӗхӗ, дивизисен шучӗпе вӗсен пахалӑхӗ, ҫара лайӑх хӗҫпӑшаллантарни, ҫарти командирсемпе начальниксем ҫапӑҫу ӗҫне кирлӗ пек организацилеме пултарни татса пачӗҫ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Чӑматанӗ тӳпемиех тулсан, хупӑлчине таччӑн пусарса хупрӗ, ӑна пӗчӗк уҫӑпа питӗрсе илчӗ, вара сӗтел хушшине такам ҫавӑтса пынӑ пек, хӑрт вӗҫнӗ пек, уйӑх ҫапнӑ пек ытла та хистенсе, вайкаланса пырса ларчӗ, сунтӑхран хистене-хистене хутпа (тетрадь листине вӑтӑрнӑскерпе) кӑранташ кӑларса, ҫырма пуҫларӗ:
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
2015 ҫулхи К.В.Иванов ҫулталӑкӗнчен те нумаййине кӗтетпӗр: чӑваш литературин классикӗн пултарулӑхне халӑх хушшинче анлӑрах сарасса, Чӑваш Енӗн историпе культура еткерлӗхне сыхласа хӑварма майсем туса парасса, республикӑн ятне-сумне ҫӗклессе, Раҫҫейри халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетессе тата ыттине те.
Литература ҫулталӑкӗ - писательсемсӗр? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 4 с.
Мӗнех, манерӗпе ту качаки вирлӗхнех лараймарӗ пулин те, ҫамрӑк, пиҫӗ ҫан-ҫурӑмлӑ арҫын, хӗрӗх градуслипе те хӗрӗннӗскер, пӗрре яшлатса, тепре кутелене-кутелене, шуҫа-шуҫа, йӑвалана-йӑвалана, ӳт-пӗвне тӑвар касичченех вӗрилентерсе, «чӑнкӑлтата-чӑнкӑлтата», сивӗ, чӑкраш ҫырана парӑнтарчӗ-парӑнтарчех.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Аса илтеретпӗр, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене: строительствӑран юлнӑ ӑпӑр-тапӑра; лампӑсене (люминесцентлӑ, чӗркӗмӗллӗскерсене); аккумуляторсемпе батарейӑсене; ҫу (ӗҫе кӗртнӗ мотор, трансформатор); шинӑсене, покрышкӑсене, йывӑҫ вуллисене, пралуксене; ӳсентӑран каяшӗсене (курӑкпа тислӗк) пӑрахма юрамасть.
Правилӑсене пӑхӑнмалла // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... e-pxnmalla
Вӗренӳре «пиллӗк» тата «тӑваттӑ» паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыракан, Пӗтӗм тӗнчери, Раҫҫейри тата регионти конкурссене, олимпиадӑсене, ӑмӑртусемпе фестивальсене хастар хутшӑнакан, хӑйсене общество ӗҫ-хӗлӗнче аван енчен кӑтартакан шкул ачисем ҫулсеренех Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн стипендине илсе тӑма тивӗҫеҫҫӗ.
Ҫамрӑкла вӗренни – чул ҫинче // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/03/21/%d2%ab%d0%b ... %87%d0%b5/
Пӗлтӗр эпир Сочире пулнӑ чухне Крым Республикин Министрсен Канашӗн Председателӗпе /халӗ Крым Республикин Пуҫлӑхӗ/ Сергей Аксеновпа тата Севастополь Кӗпӗрнаттӑрӗпе Сергей Меняйлопа Килӗшӳсем алӑ пуснӑччӗ, ҫавна май хальхи ӗҫлӗ тӗлпулусенче эпир вӗсене хӑш енчен пулӑшма пултарнине сӳтсе яврӑмӑр.
Крымпа Севастополь ертӳҫисем пирӗн пата килӗҫ // И.КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 1 с.


