Короткие
Питӗ нумай ыйтать ҫамрӑк Шигалей Ту енчи ҫӗр-шывран: Мускав боярӗсемпе Крым княҫӗсене парнелеме лавӗ-лавӗпе хаклӑ йышши тир ӑсатмалла, ҫар валли галюфе-фураж хатӗрлемелле, ҫӗрпе усӑ курнӑшӑн, ҫурт-йӗршӗн, вак суту-илӳшӗн куланай пуҫтармалла, ҫывӑхри хуралҫӑсем валли пинӗ-пинӗпе ухӑ-ҫӗмрен тумалла.
8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
2024 ҫулхи июль уйӑхӗн 26-мӗшӗнчи указӗпе килӗшӳллӗн асӑннӑ наградӑпа ачисене тивӗҫлӗ воспитани парас, ҫемье йӑли-йӗркисемпе хаклӑхӗсене сыхласа хӑварас тата ҫирӗплетес ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн Архангельск районӗнчи Райсапа Булат Янышевсене тата Благовещенск хулинчи Ольгӑпа Анатолий Фатеевсене чысланӑ.
«Ашшӗ-амӑш мухтавӗ» медалӗн хуҫисем паллӑ // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2024-06- ... ll-3826403
— Карасевӑн башня кранӗ павлин пек хитре: кӳлепи сенкер, тараси кӗрен, чи ҫӳлли те чи вӑйли, сарса хурсан, туй халӑхне ташлама ҫителӗклӗ анлӑ та вӑрӑм панель-плитасене ак ҫапла ҫеҫ йӑтса хӑпартать! — терӗ ҫав ҫамрӑк, куҫ ытамне кӗмен, халь кӑна тӑвакан корпус-комплекс еннелле аллине ҫӗклесе кӑтартса.
Кӑрлач чечекӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 91–110 с.
Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Ӗҫ тӑвакан комитетӑн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, культура пайӗн начальникӗ Зульфат Сагдеев, ҫамрӑксен ӗҫӗ, спорт тата туризм енӗпе пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов, ҫутӗҫ пайӗн начальникӗ Газинур Халиуллов ӗнерхи шкул ачисене ҫак паллӑ кун ячӗпе саламларӗҫ.
Аттестат — аслӑ пурнӑҫа путевка // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... na-putevka
— Сирӗн пысӑк ҫурт умне ҫитсессӗн Марфа аппа мана: «Куля, эсӗ пӗлетне, ҫак пульницара чирлӗ ҫын нумай выртать. Вӗсем сан панулмине ҫиччас илсе пӗтерӗҫ. Ан атя, ҫитрӗмӗр. Ҫаврӑн ман енне ҫурӑмупа, пулӑшам кутамккуна тӑхӑнма. Пульницана кӗрсен панулми сутма шур халатлисенчен ирӗк ыйтма ан ман», — терӗ.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Чи малтанах ҫакна каламалла: вырӑс чӗлхинчи мӑшӑр определенисене вӗсен компоненчӗсем хӑйсем палӑртакан япала ячӗсемпе мӗнле ҫыхӑнура тӑнине кура икӗ ушкӑна уйӑрма пулать: 1) пӗр пек ҫыхӑнура тӑракан компонентсемлӗ определенисем (тӗслӗхрен, англо-русский словарь, венгеро-советская дружба т. ыт. те).
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Кунта тата ҫакна та калас пулать: вӗсем произведени, писатель ӑнлавсене мар, ытларах наука ӗҫӗ, наука работникӗ ӑнлавсене палӑртма юрӑхлӑрах пек: чӑвашла калаҫакансемпе вулакансем ӑстӑвӑмҫӑ сӑмаха халӗ ҫыру чӗлхинче тӗл пулакан ӑслӑлӑхҫӑ (ученӑй) терминпа пӑтраштарма пултарассине шута илме кирлӗ.
1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Ку чылай результат кӳнӗ ӗнтӗ — 2023 ҫулта дисциплина енӗпе ӗҫлекен 50 пине яхӑн ҫынна дисциплина яваплӑхне явӑҫтарнӑ, 500 ытла ҫынна - шанӑҫ ҫухатнипе ҫыхӑнса ӗҫрен кӑларнӑ, судсем прокурорсен коррупцие хирӗҫ шыравӗсене 400 миллиард ытла тенкӗпе тивӗҫтернӗ, укҫа-тенкӗн пысӑк пайӗ патшалӑх бюджетне кӗнӗ.
Пушкӑртра коррупципе кӗрешме шанчӑклӑн ҫул тытаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/pravo-tata-z ... ta-4069368
Хӑмла ҫитӗнтерме предприятинче хальхи йышши тӗрлӗ техникӑсем - хӑмла татакан виҫӗ комбайн, Чехинче туса кӑларнӑ хӑмла типӗтмелли икӗ сушилка, хӑмлана гранулӑмалли тата пресламалли агрегатсем, пысӑк склад, машинӑпа трактор паркӗ пур, вӗсенчен те хаклисем вара - хӑмла ҫитӗнтерме пултаракан кадрсем.
«Симӗс ылтӑнран» - чӑн-чӑн ылтӑн медаль // А.НИКОЛАЕВА. Хӗрлӗ ялав, 10.06.17
Аслӑ шкулсенче усӑ курмалли словарьсенче (сӑмахран, чӗлхе пӗлӗвӗпе литература пӗлӗвӗн терминӗсене йӗркеленӗ чухне), шкулти предметсен словарӗсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантарса памасан та юрать пулӗ — студентсемпе шкул ачисем вӗсемпе лекцисенче, уроксенче, вӗренӳ кӗнекисем вуласа паллашаҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.
Аслӑ ҫулпуҫӑмӑр Сталин юлташ: «Тӑшман тытса илнӗ районсенче тӑшманшӑн тата ӑна пулӑшакансемшӗн пуриншӗн те тӳсме ҫук условисем туса хурас пулать, вӗсене кашни утӑмрах хӗссе, пӗтерсе тӑкас пулать, вӗсен мӗнпур мероприятийӗсене аркатса ярас пулать», — тесе чӗнни хӑватлӑ партизанла юхӑм ҫӗклесе ячӗ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Хула комитечӗн секретарӗ ку ыйтӑва уҫӑмлӑх кӳрессе кӗтнӗччӗ Ярусов, анчах та Фролов трест умӗнчи тӗллевсем ҫинче ытларах чарӑнса тӑчӗ, плансене кварталтан квартала тултарассишӗн, ҫурт-йӗр пахалӑхне лайӑхлатассишӗн парткомӑн ҫине тӑрса ӗҫлемеллине астутарчӗ, ку енӗпе пур ҫитменлӗхсене шӗкӗлчерӗ.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗн заместителӗ — экономика политикин, агропромышленноҫ комплексӗн тата экологи комитечӗн председателӗ Олег Мешков акан 27-мӗшӗнче Правительство ҫуртӗнче «Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ парас ӗҫ практики» ятпа «ҫавра сӗтел» хушшинчи калаҫу ирттерчӗ.
Чылайӑшӗ никӗс те яман // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Тӑрсан-тӑрсан, Люба кӑштах малалла утса пӑхасшӑнччӗ, каялла килнӗ чух кунта татах чарӑнса тӑрӑп, тенӗччӗ, анчах шӑп ҫав самантра ун хыҫӗнче ура сассисем илтӗнсе кайрӗҫ те, вӑл унталла ҫаврӑннӑ-ҫаврӑнманах, такам, темле палламан ҫын, унран: — Ларионова Марина Петровна ҫакӑнта пурӑнать-и? — тесе ыйтрӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.
Канашлу вӑхӑтӗнче социаллӑ пӗлтерӗшлӗ министерствӑсен, хула тата район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен предприятисемпе организацисене туххӑмрах ҫӗнӗлӗхсем пирки ӑнлантарса памаллине каланӑ, предприятисене - йӗрке пӑхӑнманнисене тупса палӑртсан, ҫийӗнчех явап тыттарма пултарассине асӑрхаттарнӑ.
Туянакансен прависене хӳтӗлессипе ӗҫлекен Координаци канашлӑвӗн ларӑвӗ иртнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/tuya ... -koordinac
Акӑ ҫырнӑ вӑл: «...Каҫ пулать те ир пулать — ерипенех ӗмӗр иртет пулмалла. Анчах маншӑн хӑть каҫ, хӑть ир — умран та, хыҫран та пӳтсӗр вилӗм йӑраланса ҫӳрет. Колхозниксен ҫырӑвне илсе вуларӑм — савӑнтӑм, макӑртӑм...» Катя патне шӑрҫаланӑ ҫырусенче вӑл хӑйӗн шӑпи хӑрушлӑхра пулнине аван туйни палӑрать.
Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №
Кунта, Шупашкарти Республика лапамӗнчи Ленин палӑкӗ умӗнче, «Демократилле альтернатива» парти членӗсемпе вӗсен майлисем митинг ирттереҫҫӗ иккен (кун йышши шӑв-шавлӑ пухусене иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче Раҫҫейри пур халӑх йышлӑ пурӑнакан хуласемпе поселоксенче, саласенче те курма-илтме пулатчӗ).
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
«Кунта сипленмешкӗн чылайранпа ҫӳретӗп. Сыватмӑш тӗпрен илемленсе улшӑнни кӑмӑла ҫӗклет, тухтӑрсем лайӑххи савӑнтарать. 50 ҫулта чухнех мана операци тума юраманни, кун-ҫулӑм татӑлма пултарасси пирки пӗлтернӗччӗ. Кунти тухтӑрсем пулӑшнипе 78 ҫула ҫитрӗм. Тавах вӗсене», — пӗлтерчӗ Клавдия Митрошина.
«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№
Ҫав графика тумашкӑн пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ икӗ величинан числоллӑ пӗлтерӗшӗсене темиҫе мӑшӑр тупса хумалла та, кашни мӑшӑртан пӗр числине абсцисса тесе, тепӗрне ордината тесе шутламалла, унтан координатӑсен кашни мӑшӑрӗ тӑрӑх тӳремҫи ҫинче точка тупмалла, вара тупнӑ точкӑсене линипе ҫыхӑнтармалла.
1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Пухӑннисен умӗнче салам сӑмахӗсемпе тухса калаҫнӑ муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый ӗҫченлӗхпе палӑрса тӑракан округра пурӑнакан ӗҫ ҫыннине куҫ тӗлне тӑвасси малашне те малти вырӑнта пулма кирлине палӑртса каланипе пӗрлех пурне те Тӑван ҫӗршывӑмӑр ячӗпе малашнехи ӗҫре ӑнӑҫусем сунчӗ.
Ҫурхи уяв халӑха пӗрлештерчӗ // Лариса ЕВГЕНЬЕВА. http://елчекен.рф/2023/05/05/c%d1%83%d1% ... 80%d1%87e/


