Корпус чувашского языка

Короткие

Вӑл, чылайранпа путлӗн ҫӑвӑнманнипе чӳпӗкленнӗ сухалне силлентерсе, ансӑр питне пӗркелентерсе илчӗ, кӑмака умӗнчи пушӑ вырӑна тухса, каллӗ-маллӗ чӑтӑмсӑррӑн уткалама тытӑнчӗ, ҫавӑн халлӗн вучахри хуранран вӗри шыв ӑса-ӑса савӑт-сапа ҫӑвакан пӑлатна Машук ҫине куҫне ҫиҫтере-ҫиҫтере пӑхкаларӗ.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унӑн тачка сӑмси, тачка тути, вӗсем ҫеҫ-и — пит ӳчӗ ҫинчи кашни сывлӑш шӑтӑкӗ ҫывӑхрах курӑннипе вӑл халӗ темле сарӑлса-сарӑлса пыракан лӑймака пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа Сӑпанин тӑрса хӑвӑртрах айккинелле пӑрӑнас килчӗ, ҫапах вӑл вырӑнтан пач та хускалмарӗ, хӑй те Мӗтрие куҫран хирӗҫ ҫирӗппӗн пӑхрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шалтах тӗлӗннӗ йӗкӗте малалла аварла темӗн каларӗ; кил хуҫине итленӗҫемӗн бульдозерист пит-куҫӗ ҫуталса пычӗ, хайхискер кӗҫех Виссарион ҫине ӑшшӑн та ытараймасӑр пӑхрӗ, сӑран туртнӑ курткине хывса ҫакса, сӗтел хушшине ларчӗ те: — Юрать, — терӗ, электрик аллине чӑмӑртаса, — паян эп сирӗн алӑра…

Помоги переводом

6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Хастар, ҫивӗч ӑс-тӑнлӑ, пултаруллӑ, мал ӗмӗтлӗ — ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ турӑм Роберт Иванов, Иван Егоров, Ольга Викторова, Арина Петрова, Мирослава Иванова, Мария Иванова, Мария Казанцева, София Федорова, Диана Васильева, Милена Александрова, Яна Степанова, Владимир Иванов пирки вӗсемпе калаҫнӑ май.

Помоги переводом

Журналистикӑри утӑмсем сӑвӑ ҫырассинчен те пуҫланаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9678-zhurnal ... -puclanacc

Информкунра ҫак темӑсене сӳтсе явма палӑртнӑ: Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи экономикипе социаллӑ аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тата 2016 ҫулхи тӗллевсем ҫинчен; пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнасси, ҫурхи шыв-шуртан асӑрханса тӗрлӗ мероприятисем ирттересси; территорисене тирпей-илем кӗртесси.

Помоги переводом

Мартӑн 16-мӗшӗнче - Пӗрлехи информаци кунӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Анчах малалла вара ӑна час-часах лектеркеле пуҫларӗҫ: ача ытла та чӑрсӑрланма тытӑнчӗ, кашни сехетрех мӗнле те пулин айӑпа кӗрет: е каллех гаражран хуп-хура вараланса килет, е килте будильнике ҫӗмӗрсе пӑрахать, е приемникӑн мӗнле те пулин пайне кӑларса хӑй вырӑнне хураймасӑр таҫта тухса тарать…

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Чиперех манпа юнашар вашлаттарса пыракан ҫын, аллея вӗҫне ҫитсен, сасартӑк чарӑнчӗ те ик-виҫ утӑм каялла ярса пусрӗ, ҫул хӗрринче йӑваланса выртакан ҫӗмрӗк кӗленчене пӗшкӗнсе илчӗ, инҫех мар сак вӗҫӗнче ларакан ҫӳп-ҫап сулчи патне утрӗ, ванчӑк кӗленче тӗпне типтерлӗн кӑна ҫав чул савӑта пӑрахрӗ.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Вӗсене Мӑнҫырмари территори пайӗн начальникӗ Николай Николаев, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ, В.Д.Николаев ячӗллӗ Мӑнҫырмари вӑтам шкул директорӗ Геннадий Васильев, Тихвински Турамӑш турӑшӗ ячӗллӗ Мӑнҫырмари чиркӳ настоятелӗ Леонид Ермолаев протоиерей кӗтсе илчӗҫ.

Помоги переводом

Кашни ыйту тимлӗхре // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12909-kashni ... -timl-khre

чӑх-чӗп тушкине вакланӑ чухне резина перчетке тӑхӑнмалла, ку вӑхӑтра сӑмсана перӗнмелле мар, пӳрнене ҫӑвара чикмелле мар, какай вакланӑ хыҫҫӑн ывӑспа ҫӗҫҫе тата перчеткене вӗри шывпа, супӑньпе ҫумалла, шӑнтнӑ продукцие микрохумлӑ кӑмакара ирӗлтермелле — ҫакӑ вирусран пуҫӗпех упранма май парӗ.

Помоги переводом

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

Вӑрҫӑ ветеранне ҫапӑҫу хирӗнче тӑшманпа ҫапӑҫса хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн I степень Тӑван ҫӗршывӑн вӑрҫин орденӗпе, III степень Мухтав орденӗпе, «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн», «1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн», «Ӗҫри паттӑрлӑхшӑн» медальсемпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Йӗппи ӑҫта — ҫиппи ҫавӑнта // Зинаида СОЛОВЬЕВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№

Ял ҫыннине пулӑшассине — чӗр таварӑн сутлӑх хакне тивӗҫлӗ шайра йӗркелесе пырас тата уйрӑм хушма хуҫалӑхпа пурӑнакансемпе хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсенче, ял хуҫалӑх предприятийӗсенче сӑвӑнакан ӗне выльӑхсен хисепне сыхласа хӑварас ыйтусене Чӑваш Ен Правительстви шайӗнче сӳтсе явни те тӗрӗс.

Помоги переводом

Калаҫу — сӗт хакӗ тавра // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%ba%d0%b ... %80%d0%b0/

Ку суя халап-и е чӑн пулни-и — Таранов пат татса калаймасть, анчах Филипп Сидорович тӗрӗслӗхшӗн хыпса ҫуннине лайӑх пӗлет, ахальтен мар халь «Ҫӗр юнӗ» романӗ пирки Нарспи Гавриловнӑран мӗн илтни ҫинчен сӑмах пуҫарчӗ, анчах вӑл шухӑшне вӗҫлесе те ҫитереймерӗ — Филипп Сидорович ҫапла каласа хучӗ:

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗртмелли станок никӗсне пулас пир валли ҫипсене хӑйсен йӗркипе вырнаҫтараҫҫӗ: малтан пӗр мӑшӑр шурӑ ҫип, унтан 11 мӑшӑр хӗрлисене, малалла 2 мӑшӑр кӑваккине, 3 мӑшӑр шуррине, 2 мӑшӑр кӑваккине, тата 11 мӑшӑр хӗрлине, 1 мӑшӑр хурине, 10 мӑшӑр кӑваккине, 4 мӑшӑр хӗрлине, 10 мӑшӑр кӑваккине хурса хӑвараҫҫӗ.

Помоги переводом

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сирӗн ырӑ шухӑшӑр, престола чаплӑ патша Шейх-Аулияр ывӑлне Шах Алине лартас шухӑшӑр, Хусан ҫыннисене — бексене, сеидсене, улансене, куназсене, мулласене килӗшет, эпир кунтан кайнӑ хыҫҫӑн ҫакӑн пирки каласа парсан вӗсем сирӗн шухӑшӑра чӗререн ырларӗҫ, вӗсем сире ҫакӑн ҫинчен пӗлтерме хушса ячӗҫ.

Помоги переводом

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Палӑртма кӑмӑллӑ, конкурсра Вӑрнар тӑрӑхӗнчи пултаруллӑ ачасем - «Химик», «Рассвет» спорт клубӗсен, ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн, Чӑрӑшкас Хирлепри клубӑн, «Ромашка», «Березка», «Рябинка», «Ручеек», «Светлячок» ача сачӗсен воспитанникӗсем, Кӳстӳмӗр, Мӑн Явӑш клубӗсене ҫӳрекенсем хастар хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Ҫуркунне илӗртет, ташӑ картине чӗнет! // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. https://putpobedy.ru/publikatsii/14252-c ... ine-ch-net

Вӗсене кунта, пӗр вӑрӑм тавар вакунӗ тӗлӗнче, платформа ҫинче, икӗ ҫын кӗтсе илчӗ: пӗри ҫак станции начальникӗ, кӗрнеклӗ, чух пӳллӗ, чӑн чӑваш сӑн-питлӗ арҫын, хурӑмлӑ ҫи-пуҫ тӑхӑннӑскер; тепри Зинонпа договор ҫырнӑ универбаза экспедиторӗ, тулаш енчен Сергей Филиппов киноактера аса илтерекенскер.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пассажир пароход палуби тӑрӑх куҫса пынине сӑнаса пӑхса, эпир ҫакна куратпӑр: пассажирӑн траекторийӗпе хӑвӑртлӑхӗ задачӑра мӗнле япалана хускалми япала тесе шутланинчен килет; ҫӗр ҫинчи ҫын пӗр траектори, пӗр хӑвӑртлӑх курать, палуба ҫинчи ҫын урӑх тӗрлӗ траектори, урӑх тӗрлӗ хӑвӑртлӑх курать.

Помоги переводом

3. Движенисене хушасси // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Утӑ ҫулакансем, ӗҫ юххине пӳлсе, хӑш та хаш хашлаткаласа, пӑш та паш пашлаткаласа, лӑш-лаш тӳрленкелесе тӑчӗҫ те, тарланӑ пичӗ-куҫӗсене вӗлтти-велтти шӑлкаласа, ҫӳҫ-пуҫа тирпейлекелесе, ӗнтӗ туй шӑнкӑравӗ сассиллӗн татӑлмасӑр юхакан юрӑ илтӗннӗ еннелле хӑпӑл-хапӑл ҫаврӑнса, тим хурсах тинкерчӗҫ:

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Халӗ Иван Егоров кӗнекинче ҫыравҫӑсемпе хутшӑннӑ культура ертӳҫисем (Тимӗр Иванӗ, Кати Ульки, Маҫак, Т. Парасова, Хӗрлӗ Петте) ҫинчен каланине вулатӑп та, унта ҫырнисенчен ытларахӑшӗ тӗрӗсех пулӗ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен ертӳҫӗ тӳресен хура тискерлӗхне манӑн хамӑн та сахал мар чӑтма тивнӗччӗ.

Помоги переводом

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

— Шутлӑр-ха ӗнтӗ хӑвӑрах: строительсен бригади ҫинчен очерк ҫырса пӗтеретӗп те, пурте вырӑнлӑ пултӑр, йӑнӑш-мӗн ан кайтӑр тесе, ӑна бригада ҫыннисене вуласа паратӑп; килӗшеҫҫӗ вӗсем эпӗ ҫырнипе, тав тӑваҫҫӗ мана, кайран, очерк пичетленсе тухсан, ҫыру яраҫҫӗ: бригада ӗҫ-хӗлне тӗрӗс кӑтартса паман…

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней