Короткие
Ҫӗр ӗҫ культурисене туса илессинчи технологие ҫирӗп пӑхӑнса ӗҫлекен «Урожай» ОООри тыр-пул ӑстисем — «АГРОС-530» комбайнсемпе ӗҫлеме ҫирӗплетнӗ Сергей Доброхотовпа Иван Шингалов тата Михаил Петров, водительсем — Юрий Струнковпа Алексей Багадеров ҫанталӑк кӑларса тӑратнӑ умри йывӑрлӑхсене пӑхмасӑр, черетлӗ вырмара та хӑйсене шанса панӑ ӗҫ вырӑнӗсенче пысӑк тухӑҫ алла илес шанӑҫпа тимлеҫҫӗ…
Кашни кун хӗрӳ ӗҫре иртет // Светлана АРХИПОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/08/0 ... %b5%d1%82/
а) изафет формипе: токарь станокӗ (урӑхла каласан, токарь ӗҫлекен станок), сборка цехӗ (сборочный паллӑ ячӗ ҫак япала ятӗнчен пулнӑ), сварка цехӗ, зуборез участокӗ, модуль участокӗ, гипс растворӗ, Мускав районӗ (Шупашкар хулинчи), Калинин районӗ, Ленин районӗ, Мускав кӗперӗ, курьер поезчӗ, пассажир поезчӗ, тавар поезчӗ, груз поезчӗ (анчах груз турттаракан поезд мар), котлотурбина цехӗ, заготовка цехӗ;
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
2023 ҫулхи тӗллевсене - патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрне - никӗслекен документри йӗркесене итлеме Чӑваш Ен Правительствин, РФ Патшалӑх Думин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, ӗҫ тӑвакан влаҫ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен, предприятисемпе организацисен ертӳҫисем, патшалӑх влаҫӗпе суд органӗсен, общество тата тӗн пӗрлешӗвӗсен представителӗсем, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ.
Тӗллевсем пысӑк, ҫӗнӗлӗхсем кӑмӑла ҫӗклеҫҫ // А. ИВАНОВ. http://avangard-21.ru/gazeta/44267-t-lle ... la-c-klecc
Паллӑ пулӑма Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн тата Правительствин Администрацийӗн тӗп блокӗсен ертӳҫисем, регионсемпе муниципаллӑ йӗркеленӳсен пуҫлӑхӗсем, парламентарисем, госкорпорацисен тата ҫӗршыври чи пысӑк бизнес-компанисен топ-менеджерӗсем, общество ӗҫченӗсем, ӑслӑлӑхпа эксперт пӗрлӗхӗн представителӗсем пӗтӗмпе 1200 ытла официаллӑ хӑна цифра сервисӗсен сферинчи ҫитӗнӳсене сӳтсе явнӑ.
Патшалӑх управленийӗн аталанӑвӗшӗн цифра трансформацийӗ пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2026/02/11/111
Полина пӗтӗм шкул шайӗнче ирттернӗ наука конференцийӗнче Сатурн таврари ункӑсем ҫинчен тунӑ, ку тӗлӗшпе тӗн вӗрентӗвӗн «суя» догмачӗсене «тӑрӑ шыв ҫине кӑларакан» доклада Ула Тимӗр ӗмӗрлӗхех ас туса юлчӗ (каярахпа, ӗнтӗ Ула Тимӗрпе ҫемье ҫавӑрсан, Полина ҫакӑн ҫинчен те пӗлтерчӗ: вӑл ашшӗ-амӑшӗ хавхалантарнипе Ҫӗр спутникӗн Уйӑх фазисем епле ылмашӑнса тӑнине те уйрӑм тетраде ҫырса пынӑ иккен).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чылай калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн, Эльгеев кайма тӑрсан, Анисим Митрофанович ӑна хӑй патнерех чӗнсе илчӗ те: — Кирек кам пулсан та, Эльгеев, хӑв халӑхна ан ман. Кӑткӑс музыкӑна итлеме хӑнӑхиччен — малтан вӑл таса куҫлӑ, витӗр хӑлхаллӑ, ҫутӑ сӑн-питлӗ те ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма вӗрентӗрччӗ. Эп вак халӑхсем хушшинче ӳснӗ, вӗсен нушине хам ӗмӗрте чылай курнӑ. Сывлӑх кирлӗ вӗсене кирек мӗнле самантра та! — терӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ир-ирех ҫуралнӑ ачан ашшӗ хӑйне ҫав териех шыранине пӗлтерсен, Виссарион выртса канас шухӑша ҫийӗнчех пӑрахӑҫларӗ: пульницӑна утса ҫитме, утса ҫитсен вара хайхи ашшӗпе тӗл пулса калаҫмалӑх вӑй пур-ха унӑн, ыттине — куҫ кӑтартӗ кайран; тен, кӑмӑла ҫӗкленӗ тӗл-пулу хыҫҫӑн, участока килсе, алӑк питӗрмесӗрех выртса ҫывӑрӗ, — питӗрӗнме юрамасть, тӑруках вӑл кирлӗ пулӗ те — ывӑннӑскере час вӑратаймӗҫ.
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Мероприятине хутшӑннисене Раҫҫей Федерацийӗн сенаторӗ Николай Владимиров, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлешӳсен Совечӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Кузнецов саламланӑ, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсене – хӑйсен ҫӑмӑл мар, анчах та питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗнче вӑй-хал суннӑ.
«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar
Информаци кунне хутшӑннисене муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ-экономика, ял хуҫалӑх тата инвестици ӗҫӗ-хӗлӗн пай начальникӗ Юлия Селиванова тата муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ - финанс пайӗн начальникӗ Светлана Чернова Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнчи кӑҫалхи тӑхӑр уйӑхри социаллӑ пурнӑҫ тата экономика кӑтартӑвӗсемпе, уй-хир ӗҫӗсен итогӗсемпе кӗскен паллаштарчӗҫ.
Тӗп ыйтусенчен пӗри - коммуналлӑ хытӑ каяша вӑхӑтра турттарасси // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51518-t-p- ... urttarassi
Пӗр енче тӗпсӗр чӑнкӑ ҫыран, чӳречерен пӑхнипех чун ҫӳҫенет, тепӗр енӗпе стена пек чӑнкӑ ту хӑпарать, ан та пӑх ҫӳлелле — тӑррине пӗрех кураймӑн, ту хысакӗсенче чул катӑкӗсем ҫакӑнса тӑнӑн, вӗсем кӗҫ-вӗҫ татӑлса анас пек туйӑнать; ҫулӗ пӗрре чӑнк тӑвалла — ун пек чух вӑраххӑн, мӗнпур хӑвачӗпе кӗрлесе пыракан пӗчӗк автобус вӑй ҫитереймесрен чун юлмасть, тепре анаталла вӗҫӗ те курӑнмасть — анатӑн….
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Ула Тимӗр куҫне асӑрхануллӑн тавралла ывӑтса илчӗ, унтан, пур-ҫук хӑюлӑхне карӑнтарса, самана, комсомол никӗсленӗ турра ӗненменлӗх карти урлӑ йывӑррӑн «ура ярса пускаласа», кӗпи тӳмисене вӗҫертсе ячӗ, ют куҫран асӑрханса, кӗпи айӗнчен мӑйран ҫакнӑ пӗчӗк кӗмӗл хӗресне туртса кӑларчӗ, пӑталанӑ Христос барельефне тӗселекелесе ларчӗ, вара хӗресе виҫӗ хут чуп туса илчӗ те виҫӗ хут кӗл тунӑ пек каларӗ:
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ленин — Сталин партийӗ ертсе тата хавхалантарса пыракан совет халӑхӗ вӑрҫӑ хыҫҫӑн кӗске вӑхӑтрах вӑрҫӑ туса хӑварнӑ йывӑр сурансене тӳрлетрӗ те халӑх хуҫалӑхне ҫӗнӗрен вӑйлӑн ҫӗклесе ячӗ, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пилӗкҫуллӑха ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа, коммунизм аслӑ стройкисене тума — типӗ ҫӗрлӗ районсенчи ҫутҫанталӑка улӑштарма май паракан пысӑкран та пысӑк гидроэлектростанцисемпе каналсем тума тытӑнчӗ.
Совет халӑхӗн историллӗ ҫӗнтерӗвӗ // Прохор Трофимов. Ялав. — 1951. — № 6. — С. 1-3
Вырӑнти активпа, ял ҫыннисемпе Уйкас Янасалта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев, районти ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ертӳҫи Ираида Дмитриева, Йӳҫкассинче район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — йӗркелӳпе кадрсен, право енӗпе тивӗҫтерессин тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхӗ Лилия Тарасова, районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Аникина тӗл пулчӗҫ.
Ҫынсемшӗн ял шӑпи ют мар // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2015.01.28
Хӗрсенчен хӑйсен виҫе категорийӗсенче пӗрремӗш вырӑна Анастасия Волкова (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Анна Казакова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Диляра Сафьянова (Чӗчкен тӗп шкулӗ), Анастасия Латышева (Шурут вӑтам шкулӗ), Айше Тухфетуллина (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), Айназ Зейнетдинова (Чӗчкен тӗп шкулӗ), Фирдиля Рахимзянова (Урмаел вӑтам шкулӗ), Динара Азмуханова (Урмаел вӑтам шкулӗ) тивӗҫрӗҫ.
Алӑ вӑйне виҫсе ӑмӑртрӗҫ // Ирина Ильина. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b0%d0%b ... %97%d2%ab/
Чӗлтӗр-чӗлтӗр шурӑ ҫеҫкеллӗ, симпыл шӑршиллӗ лаштра-лаштра улмуҫҫи; пулас тырӑ-пулӑпа сӗткенленсе хумлӑ-хумлӑ хум хӑвалакан пулӑхлӑ, телей еккиллӗ пусӑ; йӑр-йӑр тӑри сассиллӗ, йӑн-йӑн сӗрме купӑс чунӗллӗ чӗнкӗл-чӗнкӗл, шӗнкӗл-шӗнкӗл ҫырма, ҫӑл пырӗ; куккук куклатӑврллӗ, вунҫиччӗри хӗр кулли евӗр янкӑр-янкӑр сывлӑш; тӑрна куҫӗ пек тӑп-тӑрӑ тӳпери сехет те, ҫеккунт та лӑш курман кӑлтӑр-кӑлтӑр хӗвел…
Тӗвӗ // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унта Чӑваш Ен патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи Александр Шакин, ЧР Пуҫлӑхӗн ҫамрӑксен политики енӗпе ӗҫлекен Управлени начальникӗ Кирилл Лукин, Тӑвай муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Олег Ломоносов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Леонид Пронин, вӑрҫӑ, ӗҫ тата право сыхлав органӗсен ветеранӗсен районти Канашӗн председателӗ Римма Гурина, ветерансем, шкул ачисем тата округра пурӑнакансем хутшӑннӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн хӳтӗлевҫине, Ҫӗнтерӗве халалланӑ // Галина ЕГОРОВА. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... halallana/
Тӗрӗссипе, ҫакӑн пек сӑмах майлашӑвӗсене те изафет формипе ҫеҫ каламалла: пир-авӑр комбиначӗн мотальщици, электроаппарат завочӗн рабочийӗ, агрегат завочӗн слесарӗ, университет преподавателӗсемпе студенчӗсем, обком работникӗсем, культура министерствин главнӑй бухгалтерӗ т. ыт. те, мӗншӗн тесен асӑннӑ ҫынсем ҫак учрежденисемпе предприятисене вӑхӑтлӑха пынӑскерсем мар, унта ялан ӗҫлекенскерсем.
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Пӗлместӗп, кама мӗнле те, «тӑнӑҫ» текен ӑнлава та таҫта кайса вуҫӗпех ҫухалайманскере, ӑнӑҫлӑн каялла мӗнле тавӑрасси пирки пинӗн-пинӗн (е пинӗ-пинӗпе) шутлаҫҫӗ пек ҫавах: пӗр чарӑнми сӳтсе яваҫҫӗ (интернет пирӗнпе ку пурнӑҫра ялан пулмашкӑн ахальтен килмен пулӗ тесе те шутлакаласа илетпӗр!), хурапа шурра халӗ хӑвӑртрах уйӑрма таҫта та – ҫав-ҫавах парка курӑнакан ялпа хулара та вӗрентме тӑрӑшаҫҫӗ.
«Ҫак вӑхӑтсенчи пек радиона та ытлашши тӑнласах итлемен пулӗ…» // Леонид Атлай. https://t.me/parhatar/22
«Эпӗ ҫавӑн пек воспитани илнӗ пулӗ, яланах ырӑ тума тӑрӑшатӑп. Ку лару-тӑрура кирлӗ ҫынсене пӑрахма юрамасть. Пирӗн боецсем ятарлӑ ҫар операцийӗ иртекен зонӑра. Пирӗн вӗсене мӗнпе пулӑшма пултаратпӑр, ҫавӑнпа пулӑшмалла, эпӗ хурӑн милӗкӗсем, хамӑр уйри тутлӑ шӑршӑллӑ курӑксем хушса, ҫыхрӑм, ан тив, салтаксем милӗкпе ҫапӑнччӑр, хӑйсене сыхлаччӑр, вӗсене пурне те кӗтеҫҫӗ, киле хӑвӑртрах таврӑнччӑр».
Михайловка ҫыннине сӳрӗк мар пулнӑшӑн тавтапуҫ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... pu-3876276
Акӑ республикӑри чи лайӑх культурӑпа кану учрежденисен йышне ҫаксем лекнӗ: Улатӑр районӗнчи - Октябрьскинчи, Элӗк районӗнчи - Питӗшкассинчи, Патӑрьел районӗнчи - Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи, Комсомольски районӗнчи - Урмаелти, Муркаш районӗнчи - Шетмӗпуҫӗнчи, Пӑрачкав районӗнчи - Напольное ялӗнчи, Шӑмӑршӑ районӗнчи - Кивӗ Чукалти, Етӗрне районӗнчи - Лапракассинчи, Тӑвай районӗнчи Мушарти культура ҫурчӗсем.
Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№


