Корпус чувашского языка

Короткие

Ҫак самантра Пятин Ярусовран ытларах Топрисова кураймарӗ: пӑх-халӗ, «приписка мар» тесе пакӑлтатнӑ, «чӑнах, хушса ҫыртӑмӑр» тенӗ пек ӑнланмалла вӗт-ха ку сӑмаха; ухмах, ҫакна та ӑнланаймасть, ӑт, кӑлар ӗҫ, ту маневр кунашкал начальниксемпе, мӗн те пулин сиксе тухсан-и, управляющи ыйтнипе хушса ҫыртӑмӑр тесе хурать вӗт, парткомра та ытлашши пакӑлтатсах ӑна йывӑрлӑха кӗртсе ӳкерчӗ; мӗн пытарас, Топрисова пӗтӗмпех хӳтӗлесе хӑварма пултаратчӗ вӑл, эп ӑна ирӗк патӑм — эппин, мана сӳтсе явӑр тетчӗ те…

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Малалла — дежурнӑйсем ҫырса пынисем: акӑ, паян ирхине цементпа баржа ҫитнӗ, ун ҫинчен УПТКана пӗлтернӗ, апла, тен, ӑна пушатма тытӑннӑ та; хулан кӑнтӑр енчи 4-мӗш микрорайонта ҫӗркаҫ 18 — 20-мӗш позицисене ҫутӑ кӗртнӗ, уяв хыҫҫӑн вӗсенче икӗ-виҫӗ сменӑпа ӗҫлеме пулать; суту-илӳ комплексӗнче паян 5 ҫынран тӑракан слесарьсен бригади ӗҫлет; «Лифтмонтаж» участокӗн пуҫлӑхне, Ермакова, телефонограмма панӑ: «Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи 16 «б» позицире лифт лакса ларнӑ, мозаичниксем 11 — 12-мӗш хутсенче ӗҫлеймеҫҫӗ.

Помоги переводом

2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Вӑл хӑюллӑ калаҫни, хирӗҫлеме те пӑхни Акимова тепӗр шухӑш патне ҫитерчӗ: ку та Курмышов майлӑ ҫаврӑнма тытӑннӑ, Курмышова райкомра, чрезвычайлӑ комиссире хӳтӗлессе шанать, вырӑнти влаҫсем ҫак тӗллевпе милици уйрӑмне те кирлӗ мар ӗҫпе вӑхӑта ан ирттерӗр тесе хушма пултараҫҫӗ: эппин, ОБХСС ҫыннисене Махачкаларан е Шупашкартан чӗнсе илмелле, вара усси пулатех; ҫавӑн чухлӗ стройматериала ахалех салатса пама пултарайман, ҫыннисем те, участокра ӗҫ укҫи илсе, аякра пӗр пуссӑрах вӑй хума кирлӗ марах.

Помоги переводом

4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Акӑ, «Коммунизм ялавӗ» хаҫатран тӗслӗхшӗн илнӗ ятсем: Элӗк районӗнчи «Молния» колхоз (28.II.84) — Элӗк районӗн «Молния» колхозӗ тесе калас вырӑнне; Шупашкарти «Промприбор» производство пӗрлешӗвӗ (28.II.85) — Шупашкар «Промприбор» производство пӗрлешӗвӗ вырӑнне; Республикӑри «Сельхозтехника» пӗрлешӗвӗнчи промышленность предприятийӗсем (КЯ, 21.Х.77) — Республика «Сельхозтехника» пӗрлешӗвӗн промышленность предприятийӗсем вырӑнне; Канашри автоагрегат завочӗ (21.Х.77) — Канаш автоагрегат завочӗ вырӑнне.

Помоги переводом

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Пӗр самант шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн: «Эпӗ халь кӑшт тӗшмӗше те ӗненетӗп пуль, малашлӑх пирки ним те палӑртса та хурас килмест. Манӑн ҫывӑх юлташ Сергей пурччӗ. Вӑл отпуска кайрӗ те хӗрӗпе мӑшӑрланчӗ. Вӗсен ачи те пулмаллаччӗ. Мана хреснашшӗ тӑватпӑр тесе тӑратчӗҫ. Сергей хам куҫ умӗнчех вилчӗ. Ачи те ҫуралаймарӗ… - тесе хушса хучӗ. - Пӗлетӗр-и, унта ҫап-ҫамрӑк ачасем вилеҫҫӗ, шел вӗсене, - терӗ калаҫнӑ май Серафим. - Серафим, ҫамрӑк текеннисем миҫере вара? - ыйтрӑм татах. - 21-23 ҫулсенче. - Эсӗ хӑв миҫере, Серафим?

Помоги переводом

Ҫук, эс вилмен, таврӑнӑн юлашки фашист пӗтсен // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51654-cuk- ... ist-p-tsen

Чи малтанах вӑл Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗпе Василий Шигильдеевпа, унӑн заместителӗпе — АПК аталанӑвӗпе экологи пайӗн начальникӗпе Иван Ивановпа, ҫавӑн пекех социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен заместителӗпе — вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӗпе Виктор Павловпа, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн экономика, ҫӗрпе пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗпе Леонид Степановпа пӗрле пирӗн округри «Романтика» сывлӑха ҫирӗплетмелли лагерьте пулчӗ.

Помоги переводом

Вӑрмар округӗнче ЧР Экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов пулнӑ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12414-v-rmar ... asnov-puln

Чӑнах та чӑвашсем ҫинчен халӑх аристокрачӗсем теме май пур пуль: чӑваш хӑйне сӗтел хушшинче тирпейлӗ тытать; ӗҫре питӗ чыслӑ; ӗҫе юратса, тӗплӗн пурнӑҫлать; тус-тӑванпа килӗштерме тӑрӑшать; ҫут тӗнче ҫине ырӑ сунса пӑхать; ытти халӑх ҫыннисене те ырӑ сунать; кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен ҫӳллӗ шайра пулнине юратать; ҫипуҫ тирпейлӗхне пысӑка хурать; ҫын ӗҫре маттур-тӑк, йӗркеллӗ, чыслӑ пурӑнать-тӑк «ку — лайӑх ҫын» тесе палӑртать; ҫын ӳркевлӗ-тӗк, пысӑкрах ҫулпа утать-тӑк, «ку — начар ҫын» тесе палӑртать.

Помоги переводом

Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8

Анат Туҫари Владимирпа Зинаида Кузнецовсем, Кӗҫӗн Шӑнкӑртамри Фиркатьпа Гульнар Мулюковсем, Альфикпа Зульфия Абитовсем, Вӑтаелӗнчи Иванпа Зоя Шайкинсем, Шӑнкӑртамри Шагзатпа Гельнас Пазюковсем, Тутар Тимешӗнчи Ильшадпа Сария Якушевсем, Хирти Пикшикри Рахимуллапа Эльфия Вахитовсем, Патӑрьелӗнчи Василийпе Галина Поповсем, Тутар Сӑкӑтӗнчи Наилпе Назия Шарафутдиновсем, Упамсари Николайпа Лидия Пятаковсем, Вӑрманхӗрри Шӑхалӗнчи Аркадийпе Галина Тазуровсем ҫур ӗмӗр пӗрле килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Раштавра пуҫтарӑнӗҫ тӑванӗсем кӗреке тавра // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51941-rash ... reke-tavra

Кун пек чухне пӗрремӗш компоненчӗн (промышленность тракторӗсен, техника профессийӗсен, электровиҫев приборӗсен) иккӗмӗш сӑмахне (тракторсен, профессийӗсен, приборӗсен) пӗрреллӗ хисепре калани чӗлхе законӗпе килӗшсе тӑмасть: чӑваш чӗлхинче изафетлӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен пӗрремӗш компоненчӗ пӗрреллӗ хисепре чухне камӑнлӑх аффиксӗ йышӑнсан, конкретлӑ япалана пӗлтерет (асӑрхӑр: кӗнеке хуплашки, урӑхла каласан, кирек хӑш кӗнеке хуплашки те — кӗнекен хуплашки, урӑхла ҫак конкретлӑ кӗнекен хуплашки).

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Эпӗ ялӑн хирти кӳллисене, ҫырми-ҫатрисене, асамлӑ тип варӗсене, ҫывӑхри хутӑш вӑрмана, тухӑҫлӑ уй-хирӗсене нимӗнпе те улӑштарман, тӑван ялтах пурӑнакан тантӑш-юлташсене ырӑпа асӑнатӑп: электрогазосварщикра ӗҫлекен Валерий Ильина, ҫавӑн пекех Владик Игушкин электромонтера, выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан Николай Краснова, вӑрмана юратакан Константин Горбунова, аслӑ пӗлӳллӗ Валерий Мартынов инженер-механика, хамӑр класри Валентин Мучейкин купӑсҫа, пӗрремӗш класлӑ тракториста тата шофера Володя Сергеева.

Помоги переводом

Аслӑ ҫул // Валери Туктар. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

«Пӗр-пӗр чӗлхен формисене пӗлсе ҫитмесӗр, вӗсенчен кашнин ӗҫне-хӗлне уйрӑмшарӑн, ҫавӑнпа пӗрлех — вӗсен пӗрлехи ҫыхӑнуллӑ ӗҫне-хӗлне тишкермесӗр, чӗлхепе мӗнле-мӗнле тавралӑхра, сферӑра усӑ курнине палӑртмасӑр, чӗлхе хӑй ӗҫне епле социаллӑ условисенче пурнӑҫласа пынине шута илмесӗр чӗлхе тӗлӗшӗнчен лару-тӑрӑва тивӗҫлипе туллин ӑнланса илме май ҫук. Нумай чӗлхелӗх чухне кунсӑр пуҫне тата чӗлхесем пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑнса, ҫураҫса тӑни ҫине уйрӑмах тимлӗ пӑхас пулать», — тесе ҫырать В. А. Аврорин.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.

Мероприятие муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, администрацин вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, Комсомольски тата Елчӗк районӗсемпе ӗҫлекен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, Германири тата Варшава килӗшӗвӗн ҫӗршывӗсенчи Совет ҫарӗсен ушкӑнӗн ветеранӗсен Чӑваш Республикинчи Ассоциацийӗн ертӳҫин ҫумӗ Юрий Филиппов, ҫак ассоциацин вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Николай Смирнов, округри ветерансен Канашӗн председателӗ Юрий Тимофеев, кадетсен ашшӗ-амӑшӗсем тата ыттисем те хутшӑннӑ.

Помоги переводом

Халӗ вӗсем — чӑн-чӑн кадетсем // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/10/25/%d1%85%d0%b ... %b5%d0%bc/

Хӑштик-хӑштик сывлаҫҫӗ юлташӑмсем, хӑйсен пурнӑҫӗн юххине ҫавӑрнӑ ача-пӑча ӗҫне-хӗлне, шӗпӗр-шепӗр япаласене пӗрчӗлекелеҫҫӗ, вырӑнлӑ-юравлӑ йӑскӑлтатса, харсӑрланса-сатурланса тунӑ «пуҫсӑрлӑхӗсемпе» мухтанаҫҫӗ: пӗри, арҫурие ҫаврӑнса, пушшӑн янӑраса, юхӑнса ларакан ҫӑм арманӗн маховикне «ҫухӑрта-ҫухӑрта» ҫавӑрнӑ; тепри, хӑйӗн килти качака такинчен тӗслӗх илсе, анкартинчи хӑрӑк ҫатан карти урлӑ шӑчӑпа ялт! кӑна сиксе каҫнӑ; виҫҫӗмӗшӗ хӑрах алӑпа кӑна вастра ишсе пӗве сарлакӑшне ним мар парӑнтарнӑ.

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Ҫул-йӗр ҫинчи транспортпа ҫыхӑннӑ хӑрушлӑхсенчен асӑрханассине профилактикӑлассипе, водительсен культурине ӳстерес тӗллевпе Вӑрмарти Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн ӗҫченӗсем, РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрӑмӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн начальникӗ Е.Георгиев, Г.Е.Егоров ячӗллӗ Вӑрмарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта 7 «А» класра вӗренекенсемпе вӗсен класс руководителӗ Е.Васильева — пурте пӗрле «Водителе ҫыру» («Письмо водителю») акци йӗркелесе ирттерчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫул-йӗр ҫинчи хӑрушсӑрлӑхшӑн // К.ПУДРИКОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9098-ul-j-r- ... -rl-khsh-n

Лайӑххи ак мӗнпе ҫыхӑннӑ: унӑн арӑмне нихҫан та кӗвӗҫме тивмест, мӗншӗн тесен вӑл енчен еннелле куҫсене ялкӑштарса пӑхмӗ, урӑххипе ҫыхӑнасси ҫинчен аса та илмӗ; Ренӑна вӑл ытлӑ ӑслӑ тесе шутламасть, ӑслӑ-тӑк хӑй пуҫлӑхӗпе — лаборатори заведующийӗпе — урлӑ илес ҫукчӗ, лешӗ йӑнӑшать е тӗрӗс мар хӑтланать пулин те — ку вӑл Рена ӗҫӗ мар, вӑхӑчӗ ҫитсен, куна пысӑкрах пуҫлӑхсем хӑйсемех кӑтартаҫҫӗ; хӑ-ӑ, тупнӑ та урлӑ илмелли, ҫитменлӗхсене кӑтартмалли вӑхӑт — шӑпах пуҫлӑх заместителӗн вырӑнӗ пушаннӑ чух…

Помоги переводом

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Тӗрӗссипе кунта та изафетпа усӑ курмалла: асфальт-бетон завочӗ (ур. к. ҫак завод асфальтпа бетон тӑвать), автофургон завочӗ, кутлӑ шыв завочӗ, лента фабрики, пахалӑх инспекцийӗ (ур. к. пахалӑха тӗрӗслесе тӑракан инспекци), гражданла оборона инженерӗ, пассажир автотранспорчӗ, судна шлюзӗ, груз лифтерӗ, груз автомобилӗ ковёр цехӗ, снабжени агенчӗ, НОТ инженерӗ, хӑрушсӑрлӑх техникин инженерӗ, пахалӑх инженерӗ, йӑла комбиначӗ, физкультурӑпа спорт комитечӗ, профтехвӗренӳ комитечӗ, пӗтӗмӗшле пӗлӳ шкулӗ т. ыт. те.

Помоги переводом

2 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.

Хӗр пуҫне пӑркаларӗ, ҫак самантра унра пӗтӗм пурнӑҫ ҫути, пӗтӗм ырӑ туйӑм-туртӑм лап сӳнчӗ тейӗн ҫав, Валерий чунсӑрлӑхӗпе пӗрле лап сӳнчӗ; чуна ҫӳҫентерсе, ӑш-чике ыраттарса туйса илчӗ вӑл ак: пӳлӗмре текех Валерий Красинов ҫук та, ҫапла-ҫапла, малтанхи Валерий — чипер те ӑслӑ, юратупа ҫиҫекен, сана нимле кинори нимле артисткӑпа улӑштармӑп текен Валерий ҫук; ун вырӑнне халь пачах урӑх Валерий вута кӗнӗ кушак пек кускаларӗ пӳлӗмре — сивӗ те кӑвак сӑнлӑ, чӗтрекен пысӑк туталлӑ, темле нӗрсӗртен-нӗрсӗр арҫын.

Помоги переводом

1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.

Надежда ИВАНОВА, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗн заместителӗ: «Инаугураци вӑхӑтӗнче Владимир Путин хӑйне чӑн-чӑн лидер, ҫирӗп тӗллевлӗ руководитель пек кӑтартрӗ. Ҫӗршывра пурӑнакан мӗнпур ҫын Владимир Владимировичпа мӑнаҫланать, пӗтӗм ҫӗршыв ун тавра пӗр чӑмӑра пухӑннӑ. Вӑл Раҫҫее ура ҫине тӑратнӑ, социаллӑ тата экономикӑллӑ аталанӑвне тивӗҫтернӗ. Тӑван ҫӗршывӑмӑр малалла та Владимир Путинпа пӗрле ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем тӑвасса иккӗленместпӗр».

Помоги переводом

Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн должноҫне официаллӑ йышӑнни — пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑм // Хӗрлӗ Ялав. http://gazeta1931.ru/urmary/11943-vladim ... -shl-pul-m

«Паллах, ҫамрӑксене спорта явӑҫтарасси спорт шкулӗн ӗҫӗ-хӗлӗнче тӗп тӗллевсенчен пӗри, анчах аслӑ ӳсӗмри ҫынсене те пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Акӑ, 55 ҫулхи тата аслӑрах хӗрарӑмсем, 60 ҫулхи тата аслӑрах арҫынсем А.Ф. Федоров ячӗллӗ Вӑрмарти спорт шкулӗн спортзалне тата бассейна ятарлӑ графикпе тӳлевсӗр ҫӳреме пултараҫҫӗ. Тӗп юсав хыҫҫӑн «Илем» физкультурӑпа спорт комплексӗнче те, спорт ҫуртӗнче те сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансемшӗн сывлӑха ҫирӗплетме, спортпа туслӑ пулма условисем татах лайӑхланнӑ».

Помоги переводом

Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s

Ҫапла-ҫке вӑл савни сӑмахӗ — кӑмӑла сар ҫу пек ирӗлтерет, мӗн пур усал-тӗселе мантарать, чӗрере вӗҫӗмсӗр ырӑ туйӑм ҫуратать; ӗнтӗ хӗр ачана нимле хӑрушлӑх та кӗтмест пек, пурте лайӑх, пурте ырӑ Картишӗнче, вите тӑрринчи кашта ҫинче, автан авӑтать, авӑттӑрах, унӑн яланах пӗр ӗҫ — ҫынсене вӑхӑт пӗлтересси; пӳртре, ҫӗр хута чупса ҫӳретӗн тесе ама ҫури ҫилленсе пӑхать — пӑхтӑрах, ун пек пӑхнине Эрнепи тахҫанах хӑнӑхнӑ; хӑлхара Ахтупайӑн кӑшт мухтанарах каланӑ сӑмахӗ янраса тӑрать: «Шӗкӗр хулара пулса куратӑп».

Помоги переводом

17. Эрнепи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней