Корпус чувашского языка

Короткие

Округӑн творчествӑлла пурнӑҫне активлӑн хутшӑнакан, тӗрлӗ шайри конкурссенче палӑрнӑ ачасене Николай Никандрович Тав хучӗсем парса чысланӑ, ҫав шутра: Аслӑ Чурачӑкри структура подразделенийӗн «Тевет» ансамблӗ, хореографи уйрӑмне ҫӳрекен Аделина Архипова, Валерия Григорьева, Татьяна Григорьева, Анастасия Евдокимова, Эвелина Иванова, Кристина Краснова, Ксения Скворцова, Юлия Степанова, Ксения Чернова, ӳнер уйрӑмне ҫӳрекен Дарья Лесницкая, Виктория Потапова.

Помоги переводом

Маттур ачасене чысланӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%bc%d0%b ... %bd%d3%91/

Тутарстанри журналистсене саламланӑ май, Ф.Мухаметшин калем ӗҫченӗсене сывлӑх, творчествӑра ҫитӗнӳсем сунчӗ, ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ ятӗнчен профессионаллӑ ҫитӗнӳсем тунӑшӑн хӑш-пӗр журналистсене Тав хучӗсем пачӗ: Марина Юдкевича («Вечерняя Казань»), Венера Якуповӑна («Казанские ведомости»), Нина Киркинӑна («Зеленодольская правда»), Владимир Изергина («Бугульминская газета»), Галина Григоренкӑна («Время и деньги»), Юлия Казанцевӑна («Новый век» ТРК).

Помоги переводом

Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Мероприятие шалти ӗҫсен органӗсен ветеранӗсен Чӑваш Республикинчи обществӑлла организацийӗн председателӗн заместителӗ Юрий Григорьев, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Василий Шигильдеев, «Урмарский» уйрӑмӗн начальникӗ Алексей Софронов, Вӑрмарти шалти ӗҫсен органӗсен сотрудникӗсемпе ветеранӗсем, Мӑнҫырмари чиркӳ настоятелӗ Леонид Ермолаев протоиерей, асӑну хӑмине халалланӑ ветерансен тӑванӗсем, Вӑрмарти шкулта вӗренекенсем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннӑ ветерансен ячӗпе // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/urmary/12911-asl-ot ... en-yach-pe

Акӑ мӗн ҫырнӑччӗ ҫав статьяра: «Учредительнӑй пуху членӗсем: Гаврил Федорович Алюнов (особоуполномоченнӑйӑн помощникӗ), Иван Васильевич Васильев, Семен Николаевич Николаев, вӗсене пулӑшакансем — Алексей Степанович Блинов ҫавӑн пекех е хӑйсен ирӗкӗпе шуррисен ҫарне кайнисем, е ялсенче Совет влаҫне хирӗҫ вӗрентекенсем (пупсем, кулаксем т. ыт. те) ҫавсем пурте РСФСР тата мӗнпур чухӑн, мӗскӗн чӑвашсен тӑншанӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсене…» — малалла вулаймарӗ Павлуш.

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсенчен виҫҫӗшӗ - Ыхра Ҫырминчи вӑтам шкулта вӗренекенсем хатӗрленӗ «Вӑрҫӑпа пиҫнӗ ачасем» (ертӳҫисем Альфия Саберзянова, Райля Вахитова) «Пӗчӗк калӑпӑшлӑ чи лайӑх спектакль», Аслӑ Чементи вӑтам шкулти «Овация» ушкӑн кӑтартнӑ «Француз чӗлхин урокӗ» (Надежда Кошелева) «Пысӑк калӑпӑшлӑ чи лайӑх спектакль», Хирти Пикшикри вӑтам шкул артисчӗсем чӑвашла сцена ҫине кӑларнӑ «Тупалча» спектакль (Людмила Данилова, Лилия Ачамова) пӗрремӗш степеньлӗ лауреатсем пулчӗҫ.

Помоги переводом

Сцена ҫинче - ҫамрӑк артистсем // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51521-stse ... -artistsem

Комисси вӑхӑта йӗм ҫӗтсе ларса ирттермен, тепӗр виҫӗ уйӑх иртсен, 1948 ҫулхи июнӗн 2-мӗшӗнче, куратпӑр ӗнтӗ, СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ аслӑ ҫӗршывӑмӑрӑн кашни кӗтесне пырса тивекен «Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫ тивӗҫӗсене хутшӑнассинчен сӗмсӗррӗн пӑрӑнакансене (злостно уклоняющихся) тата халӑха хирӗҫле харам пырла пурнӑҫ йӗркипе пурӑнакансене аякри районсене кӑларса ярасси ҫинчен» ятлӑ Указ йышӑннӑ тата ӑна пурнӑҫа кӗртме май туса паракан документсене ҫирӗплетнӗ.

Помоги переводом

"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51522-obsh ... -kh-n-khur

«Медицинӑра чи кирли — яваплӑх, профессионализм, коллективра ӗҫлесе ҫынсене пулӑшма тӑрӑшни. Пирӗн больницӑра ӑнсӑртран лекнӗ ӗҫченсем ҫук. Вӗсем кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ҫынсен пурнӑҫне сыхласа хӑварассишӗн сыхӑ тӑраҫҫӗ. Ҫак уяв кунӗсенче вӗсене ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре те, пурнӑҫра та ӑнӑҫу сунатӑп. Уйрӑмах сывлӑх сыхлавӗн ветеранӗсене тав сӑмахӗ калатӑп. Вӗсем хӑйсен опытне ҫамрӑксене парса пынӑ, сӗнӳ-канашсемпе пулӑшса тӑнӑ. Пурне те пархатарлӑ ӗҫӗршӗн тав тӑватӑп».

Помоги переводом

Шур халатлӑ ӗҫченсене чысланӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/06/18/%d1%88%d1%8 ... %bd%d3%91/

Зухра Маулитбаевна РБ предпринимательлӗх тата туризм министерствин «Пишпӳлек районӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата предпринимательлӗхе аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн» уйрӑм предпринимательсене Газиз Рифгатович Сирева, Алия Тафкиловна Файзуллинана, Эльнара Тимербаевна Суфьянованана, ҫавӑн пекех Пишпӳлек район администрацийӗн экономика, инвестицисемпе предпринимательлӗх пайӗн начальникне Елена Александровна Захарована Тав ҫырӑвӗсем панӑ.

Помоги переводом

Пишпӳлекре пулӑ фестивалӗ кӗрлесе иртрӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tr-3848954

Общество приговорӗн докуменчӗсене шыраттарса тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн Красноярск ҫумӗнчи Емельяново районӗн халӑх сучӗ Василий Матвеевича 1948 ҫулхи декабрӗн 14-мӗшӗнче икӗ статьяпа - СССР Верховнӑй Совет Президиумӗн 1941 ҫулхи апрелӗн 9-мӗшӗнче кӑларнӑ Указӗпе (тавар поезчӗ ҫинче хӑй тӗллӗн ларса ҫӳренӗшӗн) тата РСФСР уголовлӑ кодексӗн 82-мӗш статйипе (ссылка е спецпоселенисене янӑ ҫӗртен тухса тарнӑшӑн) 7 ҫул та сакӑр уйӑхлӑха ирӗкрен хӑтарма приговор кӑларса парать.

Помоги переводом

"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51566-obsh ... h-n-khur-2

Ведомствӑсен ӗҫ укҫине вӑхӑтра тата туллин тӳлес, официаллӑ мар майпа ӗҫлессин тӳпине чакарас енӗпе ӗҫлекен пӗрлехи комиссийӗн Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пынипе иртнӗ ларӑвӗнче, пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк укҫа виҫи шайӗнчен те пӗчӗкрех кӑтартуллисен йышне чакарас тӗллевпе йӗркеленӗ регион программи епле пурнӑҫа кӗрсе пыни ҫинчен, Чӑваш Реcпубликинчи Патшалӑх ӗҫлев инспекцийӗн – тӗп инспекторӗ – ертӳҫӗ Алексей Метелкин тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.

Помоги переводом

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

«Хӑрушлӑхсӑр ҫул» проекта Чулхула, Хусан, Саранск, Шупашкар, Тольятти, Йошкар-Ола, Самар, Пермь, Чӗмпӗр, Ӗпхӳ хулисенче пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ, - пӗлтерчӗ проект авторӗ, «Чӑваш Енри автомобилистсен «АсАвто» ассоциацийӗ» общество организацийӗн президенчӗ Максим Забалуев. - Ӑна ҫул ҫинче аварисен, вилекенсен, сусӑрланакансен шутне чакарас, автомобилистсемпе ҫуран ҫӳрекенсене пӗр-пӗрне хисеплеме вӗрентес, ҫынсен право пӗлӗвне ӳстерме пулӑшас тӗллевпе хатӗрленӗ».

Помоги переводом

Чăваш çамрăкĕсен черетлĕ çитĕнĕвĕ // В.БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Унта ҫапла ҫырнӑ: «Политика репрессийӗсене пула шар курнисен таса ятне тавӑрасси ҫинчен» 1991 ҫулхи октябрӗн 18-мӗшӗнче йышӑннӑ Раҫҫей саккунӗн 3-мӗш статьин «в» пункчӗпе килӗшӳллӗн Василий Матвеевич Прохорова административлӑ йӗркепе ялтан кӑларса яни репресси шутланать, ҫав енӗпе ӑна ребилитациленӗ«. Кӑштах маларах иртсе калас-тӑк, 2009 ҫулта пирӗн республикӑра, ытти регионсемпе пӗрлех, «Политика репрессийӗсене пула шар курнисен Асӑну кӗнекине» икӗ томпа кӑларнӑ.

Помоги переводом

"Общество приговорӗн" хӗн-хурӗ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51566-obsh ... h-n-khur-2

Калаҫу сӑмахӗсем айкаш, виҫҫӗлӗх, вуннӑлӑх, йӑкӑс, йӗлпӗр, ӗнселе, каҫан, кӑльт, кӗрӗплеттер, лӑпӑркка, лапсӑрти, ленкке, лӗркке, лӗрӗлтет, лакӑрти, лӑпӑсти, мӑкӑрти, мӑшӑлтӑк, мӑнттай, нахас, наччас, сӑсӑрлантар, тӑнкӑркка, тӗпӗлтет, тӗрмекле, тунала, усравкка, чӑкӑлти, чумантай, яклашка, яла-пӑла, яшлаттар т. ыт. те (асӑрхӑр, ҫак сӑмахсене 1961 ҫулта тухнӑ словарьте те калаҫу сӑмахӗсем тесе палӑртнӑ) пӗлтерӗш тӗлӗшӗпе ытлашши кӑнттамах мар, вӗсем нейтраллӑ лексикӑна ҫывӑх.

Помоги переводом

Проза чӗлхи типтерлӗ пултӑр // Ю. Ф. Ефимов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 45–62 с.

Хуҫалӑха ертсе пыракансене, кунта ӗҫлекенсене саламлама район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов, район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Г.Боредский (Пинер округӗ), Пинер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Шуйский, райадминистрацин ялхуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Н.Николаев, районти халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӑн директорӗ В.Нестеров, чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши, историк-таврапӗлӳҫӗ, «Деревни на Анише» кӗнеке тата ытти нумай кӗнекесен авторӗ А.Святсков килсе ҫитнӗ.

Помоги переводом

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Культурӑпа кану учрежденийӗсенчи хастар ӗҫченсенчен кӑҫал Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Ахпӳртри культура ҫурчӗн ертӳҫине Лидия Сеприхановӑна, Канаш районӗнчи Сиккассинчи Ирина Андреевӑна, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрпуҫӗнчи культура ҫуртне ертсе пыракан Галина Соловьевӑна, Муркаш районӗнчи Москакассинчи Галина Голубевӑна, Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялти пултарулӑх ҫурчӗн илемлӗх ертӳҫине Эльвира Альмешкинӑна, Етӗрне районӗнчи Лапракассинчи Лев Иванова палӑртнӑ.

Помоги переводом

Чи лайӑххисем – ҫӗнтерӳҫӗсем // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Тӗлӗнмелле пулин те, словарьте ку термин ҫук, анчах социалистический сӑмаха виҫӗ тӗрлӗ куҫарма ирӗк пани пур: социализм, социализмлӑ, социализмла; ~ ая индустриализация социализмла индустриализаци; ~ая культура социализмла культура; ~ая революция социализмла революци; ~ ая система хозяйства хуҫалӑхӑн социализмла системи; ~ие завоевания социализм ҫӗнтерӗвӗсем; ~ий строй социализм стройӗ, ~ое государство социализмлӑ государство; ~ое строительство социализм тӑвас ӗҫ.

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхинчи термин тумалли мелсемпе хаҫатсенче мӗнле усӑ кураҫҫӗ // В. И. Сергеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 108–125 с.

Амӑшӗ ачисемпе йӗркеллӗ калаҫни те, вӗсене шеллесе, хура-шур йӗрлекелесе пӗтернӗ шуранка, ҫухӑнчӑк тырӑ пӗрчи пек ырханланнӑ пичӗ тӑрӑх вӗри куҫҫуль юхтарса, ыталаса макӑрни те пулкалать-ха, анчах унран ытларах сивӗ, хавшак ҫилӗ тапса тӑрать: ачисем ытлашши алхаскаласан, йӳнсӗрленсен е ӑнсӑртран вӑл-ку япалана, ӗҫе майсӑр тусан, ӳпки ҫеҫ мар, психикипе нервисем те пӑсӑлса, сулчӑланса пӗтнӗскер, вӗсене чӗрре кӗрсех ятлани те, купарчаран ҫатлаттаркалани те пулкалать.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Эргоним тытӑмне кӗрекен ҫӗршыв ятне вырӑсла палӑртнӑ чухне икӗ майпа усӑ кураҫҫӗ: а) хӑшпӗр партисене кӑтартнӑ чух ҫӗршыв ятне родит. падеж формине лартаҫҫӗ: Коммунистическая партия Великобритании, Коммунистическая партия Чехословакии, Коммунистическая партия Турции; б) тепӗр йышши партисене палӑртнӑ чухне ҫӗршыв ятне ҫыхӑну паллӑ ячӗн формине лартаҫҫӗ: Французская коммунистическая партия, Румынская коммунистическая партия, Ливанская коммунистическая партия.

Помоги переводом

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

Ҫак тӗллевпе иртнӗ эрнере ЧР ШӖМӗн информаципе телекоммуникаци технологийӗпе правӑна пӑсса усӑ куракансемпе кӗрешекен пай начальникӗ Сергей Фомин, РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрӑмӗн начальникӗ Андрей Андреев телефон ултавҫисенчен сыхланас тӗллевпе муниципалитет округӗн администрацийӗн структура подразделенийӗсен ертӳҫисемпе, территори пайӗсен начальникӗсемпе, округри организаци-предприяти, учреждени ертӳҫисемпе канашлу ирттерчӗҫ.

Помоги переводом

Ултавӑн ури саккӑр // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51653-ulta ... uri-sakk-r

«Ку эпӗ ачасене, вӗсен тренерӗсене тата, паллах, ашшӗ-амӑшӗсене саламлакан питӗ лайӑх результат, — тесе ҫырнӑ Радий Хабиров. — Манӑн ӗмӗт — республикӑра май килнӗ таран ытларах шахматла выляма вӗренесси, терӗм эпӗ. Ку вӑл питӗ пысӑк ӑс-хакӑл вӑййи, вӑл шухӑш-кӑмӑла вӑйлӑ аталантарать, задачӑсене творчество тӗлӗшӗнчен татса парас ӗҫе пӗр тан пурнӑҫлама вӗрентет. Ҫӑлтӑрсем мӗн чухлӗ ытларах ҫуталаҫҫӗ, ачасем ҫав спорт ҫине ҫавӑн чухлӗ тимлӗрех пӑхӗҫ. Эпир пулӑшӑпӑр».

Помоги переводом

Пушкӑрт ҫамрӑк шахматисчӗсем ПФО первенствинче медальсем ҫӗнсе илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/sport/2024-11-12 ... ln-4004633

Сайт:

 

Статистика

...подробней