Короткие
Концертра республикӑри паллӑ солистсемпе, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗн артисчӗсемпе пӗрлех Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн, Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин студенчӗсемпе преподавателӗсен пултарулӑхӗпе паллашма май килчӗ.
Чӑваш композиторӗсен хайлавӗсем янӑрарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36675.html
Район администрацийӗн ял хуҫалӑхпа экологи пайӗн начальникӗ Илдус Миннетуллин, «Слава картофелю» агрофирма» ООО директорсен совечӗн председателӗ Александр Капитонов, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Надежда Петрова Асанкасси ял поселенийӗнче пулчӗҫ, вырӑнти ял хуҫалӑх кооперативне тата шкула ҫитрӗҫ.
Тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ // Л.ШУРЯШКИНА, Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22
Пӗрремӗшӗнчен, хальхи наукӑпа техника революцийӗн условийӗсенче, ҫынсен пӗлӳлӗхӗпе культура шайӗ нихҫанхинчен хӑвӑрт ӳснӗ чухне, этемлӗх ӑсласа тупнӑ пӗлӳсен, тӗрлӗрен информацин калӑпӑшӗ виҫесӗр пысӑкланнӑ чухне, аталаннӑ чӗлхесен лексики тӗпрен илсен терминологипе пуянланса, хушӑнса пырать.
Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.
Ҫавӑнпа кунта Ярмулай тата Слакпуҫ шкулӗсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсене Т.А.Алексеевапа М.М.Трофимована‚ Пелепейри чӑваш гимназийӗн вӗрентекенӗсене В.К.Алексеевапа П.Г.Кирилована‚ Кивӗ Сименкке шкулӗнчи педагогсене С.В.Игнатьевапа Е.Н.Григорьевана асӑнса хӑварни вырӑнлӑ пулӗ.
Чӑваш халӑх поэтне халалланӑ Акатуй // Ирина ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.05.25
Асӑннӑ акци шайӗнче центр специалисчӗсем профилактика субъекчӗсемпе пӗрле учетра тӑракан ҫул ҫитменнисем, шкул ҫулне ҫитмен ачасем пур ӑнӑҫсӑр, йывӑр лару-тӑрури ҫемьесене тӗрӗслес тӗлӗшпе ведомствӑсем хушшинчи рейдсем ирттерӗҫ, вӗсем вӗренӳ ҫулӗн пуҫламӑшӗ тӗлне епле хатӗрленнипе кӑсӑкланӗҫ.
«Вӗренме кайма пулӑш» акци пуҫланнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/
Пинер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Шуйский тата Энтрияль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Е.Филиппова ҫӗнӗ ФАПсене кӗске вӑхӑтра хӑпартса лартма пулӑшнӑшӑн республика, район руководствине, ҫавӑн пекех строительсене тата ҫак ӗҫе активлӑ хутшӑннӑ мӗнпур ҫынна ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансен ячӗпе пысӑк тав сӑмахӗ каларӗҫ.
Вӑрмар районӗнче икӗ ФАП уҫӑлчӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3525-v-rmar- ... -fap-u-lch
Час-часах вӑл термин пӗлтерӗшӗпе чӗлхери сӑмахсемпех усӑ курать: чӗлхе, сасӑ, ҫырулӑх, мӑшӑрлӑх «парность», тупмалли «оглавление», хӑнӑхтару, хисеп «число», сум «числительное», кӗлетке «форма», ӗҫхӗл «глагол», сыпӑк «аффикс», татӑк «слог», чӗвӗ «междометие», пӑнчӑ «точка», вӗҫле «склонять» т. ыт. те.
2. Чӗлхе терминӗсем йӗркеленме тытӑнни. Терминологи ӗҫӗн тӗп тапхӑрӗсем // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.
«Микрокредитная компания «Агентство по поддержке малого и среднего бизнеса в Чувашской Республике» АНО директорӗн ҫумӗ Александр Быченков тата «Гарантийный фонд Чувашской Республики» АНОн ӗҫ тӑвакан директорӗн ҫумӗ Надежда Аржаева укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу илме майсем пурри ҫинчен каласа пачӗҫ.
Ӗҫлӗ лару-тӑрура иртрӗ // Оксана Козина. http://kasalen.ru/2024/05/21/%d3%97%d2%a ... %80%d3%97/
«Кӑҫал пирӗн шкула 519 пин ытла ача каять. Педагогика пӗрлӗхӗпе пӗрле эпир Стерлитамакра вӗренӳ канашлӑвӗнче калаҫрӑмӑр. Муниципалитет пуҫлӑхӗсем патне манӑн пӗр ыйту пур: шкул таврари территорие йӗркене кӗртмелле. Ҫуран ҫӳремелли ҫулсем, ҫутӑсем, хӳмесем — пурне те тумалла», — тенӗ Радий Хабиров.
Радий Хабиров шкулсен территорисене сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне тирпейлеме хушнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... hn-3892436
Этеме телее ӗҫпе ҫеҫ туптамаллине аса илтерсе, тӗслӗх кӑтартса, пыл хурчӗсем, сӗрме купӑс сассиллӗн сӗрле-сӗрле, туй-ҫуй сиктере-сиктере, сывлӑша эреш-мерешсемпе тӗрле-тӗрле, виражсем те тукала-тукала, чечек-курӑк ҫинчен пыл, тусан, ҫилӗм пуҫтараҫҫӗ, шӑрка тунисене шӑрка тусанӗсемпе пӗтӗлентереҫҫӗ.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Ятарлӑ лексикӑн кирек хӑш отрасльне асӑнас пулсан та — наука облаҫӗнчи математика, физика, хими, философи, истори т. ыт. отрасльсен терминӗсене илӗпӗр-и е ремеслапа (профессипе) ҫыхӑннӑ ятсене тишкӗрӗпӗр — вӗсем пурте ӗҫ хатӗрӗсене, технологи процесӗсене, пулӑмсемпе ӑнлавсене пӗлтерекен сӑмахсем.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Фольклорпа кулленхи калаҫу чӗлхинчен кӗске хушӑра куҫару чӗлхи, илемлӗ литература тата политикӑлла пропаганда чӗлхи пулса тӑнипе ҫамрӑк ҫырулӑхлӑ чӗлхесем пӗр вӑхӑта халӑх калаҫакан чӗлхерен самаях уйрӑлма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен халӑх чӗлхи литература чӗлхи хыҫҫӑн яланах ӗлкӗрсе пыраймасть.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Чее хӑтлантӑм эпӗ вӑл ҫулхине тет Магмет-Эминь, пӗр енчен, тутарсене хам Мускав умӗнче пуҫ тайманнине, кирлӗ вӑхӑтра ӑна хирӗҫ тӑма та хатӗррине кӑтартса патӑм, тепӗр енчен, вырӑссемпе те нихҫан килӗштерейми вӑрҫса каймарӑм, хамӑн кӑмӑла тултарнӑ хыҫҫӑн вӗсемпе килӗшӳ тума хирӗҫ маррине систертӗм.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Апла пулин те хальлӗхе «Хыпар», «Хресчен сасси», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ» /пурте «Хыпар» Издательство ҫуртӗнче тухса тӑраҫҫӗ/ хаҫатсенче тӑрӑшакан калем ӑстисемшӗн тӗпре ял валли специалистсем хатӗрлекен аслӑ шкулӑн паянхи йывӑрлӑхӗ-ҫитӗнӗвӗ ҫинчен вулакана уҫӑмлатса парасси пулчӗ.
Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№
Чӑваш Ен географи тӗлӗшпе ӑнӑҫлӑ вырнаҫнӑ, республикӑра политика лару-тӑрӑвӗшӗн тӑнӑҫлӑх кӑтартуллӑ, промышленноҫ хӑвачӗ пысӑк, тивӗҫлӗ инфратытӑм аталаннӑ, ӑста та пӗлӳллӗ специалистсем ҫителӗклӗ, патшалӑх бизнеса пулӑшать — ҫак тата ытти услови Чӑваш Енӗн инвестици илӗртӳлӗхне тивӗҫтереҫҫӗ.
Япони: инҫетре пулсан та - питӗ ҫывӑх // А.ВОЛКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Чӑхсене тустарма юратакан чее тилӗ, сурӑх-путеке курсан канӑҫне ҫухатакан кашкӑр, тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман яла тутлӑ ыйхӑран вӑратса авӑтакан автан, хӗл кунӗсенче тутлӑ ыйха путакан тата тулли пыл чӗресӗшӗн каҫӑхса кайма хатӗр упа утаман, каҫсерен, кӗтӳ ансан ача-пӑчана тутлӑ сӗтпе савӑнтаракан ӗне...
Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№
Ачасене саламлама тата Чӑваш Ен ҫинчен каласа пама проект координаторӗ, Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова, унпа пӗрле Раҫҫей чӑвашӗсен федерацин наци культура автономийӗн, чӑвашсен Мускаври наци культура автономийӗн, ҫавӑн пекех Мускав хулинчи чӑвашсен культурин обществин членӗсем килнӗ.
Чӑваш Енӗн культурипе паллаштарнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Кукленсе, васкамасӑр хӑй тавра чылайччен алӑ сӗмӗпе хыпаласа шырарӗ ӑна — тупаймарӗ, вара, тӳрленсе тӑрса, рюкзакне тӳрлеткелерӗ те, нимрен тытма ҫук енне, алла лекнӗ тӗмӗллӗ йывӑҫ вуллисенчен ҫатӑрласа тытӑнса, пиҫӗ туратсенчен ҫакланкаласа, урисене шутаркаласа куҫаркаласа, аялалла анма пуҫларӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Мероприяти тӑршшӗпех вӗсем ҫулталӑк хушшинче туяннӑ пӗлӗвӗсемпе пултарулӑхсене кӑтартнӑ, юрӑсем юрланӑ, сӑвӑсем каласа кӑтартнӑ, ташӑсемпе савӑнтарнӑ, ҫапла майпа пирӗн геройсене «Злыня Страшиловнӑна» тата итлеменсен шкулӗнчи «Нехочухӑна» лайӑх шкулта ҫеҫ вӗренме вӗсем тивӗҫлӗ тесе ӗнентернӗ.
Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче шкул умӗнхи ушкӑнсенче вӗренсе тухакансен балӗ иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... tn-3788498
Икчӗлхелӗх условийӗсенче, чӑваш ҫыннисем тӑван чӗлхесӗр пуҫне вырӑс чӗлхипе (сайрарах — ытти чӗлхесемпе, сӑмахран, тутар, мари чӗлхисемпе) усӑ курнӑ чухне, сӑмах ҫак икӗ чӗлхе, пӗрешкел функцисене пурнӑҫласах, ҫӳлерех кӑтартнӑ тавралӑхсемпе сферӑсенче пӗр пек вырӑн йышӑнманни ҫинчен пыма тивӗҫлӗ.
Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.


