Короткие
Район администрацийӗн Тавне илнисем: Артем Гурьев хирург, Марина Ваганина, Фаина Зайцева, Галина Краснова, Светлана Петрова, Любовь Терентьева, Татьяна Шоркина медсестрасем, Светлана Матвеева акушерка, Лариса Филиппова фельдшер, Вера Андюшкина лаборатори техникӗ, Валентина Алибаева тирпейлӳҫӗ.
Ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшакансене – чыс та хисеп! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10977-cy ... -ta-khisep
Чи пӗлтерӗшли — ун чухнехи халӑх мӗнле шухӑш-кӑмӑлпа пурӑннине палӑртасси, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне хаяр тӑшман килсе аркатнӑ хыҫҫӑн чӑваш халӑхӗ вакланса ҫухалма пуҫлани, тӗрӗс ҫул тупаймасӑр тертленни, хӑй тӗллӗн аталанма майсем хупланнипе Мускав е Хусан «ҫулне» суйласа илмелле пулса тухни.
Шурӑ акӑш — ҫӗнтерӳ хӑвачӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.30, 154-155№
Ҫавнашкалах тӗрлӗ словарьсенче вырӑсла «дягиль», «ужовник», «вонючка», «дудник», «купырь» ятсемпе чӑвашла «упа кӗпҫи, упа шӑмакки», «шӑна кӗпҫи», «шӑна кӗпҫи», «пантӑ кӗпҫи», «пантӑк кӗпҫи», «пантаккай (пантакай)», «шӑршлӑ кӗпҫе» ятсем пӗр-пӗринпе ним йеркесӗр, урлӑ-пирлӗ пӑтр шса ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхин пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ тата терминологи ӗҫӗн задачисем // М. И. Скворцов. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 3–24 с.
Тумланса картишне тухсан, ҫулла ҫӗлӗк мӑнӑш кӑна пулнӑ анчӑк, халӗ Хураҫка ятлӑскер, ҫемҫе утӑ-улӑм ҫинче тынашкапа юнашар выртса ҫывӑрма юратаканскер, чи малтан сиксе тӑрать, пӳртрен тухнӑ ҫынна куҫран ӑслӑн пӑхса хӳрине пӑлтӑртаттарать, кил-хуралта ҫӗр каҫипех шанчӑклӑ хураллани пирки евитлет.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Манӑн поэзи династийӗ /асатте Якку Якурӗ, атте Василий Велвокай, йӑмӑкӑм Альбина Любимова-Юрату, хӗрӗм Илемпи Бородкина, ывӑлӑм Рома Бородкин, мӑнукӑм Дима Константинов, йӑмӑк хӗрӗ Ольга Любимова, аппа хӗрӗ Людмила Николаева, тӗнчене вун-вун кӗнеке, пин-пин сӑвӑпа поэма, калав, пьеса, юрӑ парнеленӗ.
Питӗ ҫывӑх, ӑнланма йывӑр Сарпи // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Ку уйрӑмӑнах хӑшпӗр мӑшӑр определениллӗ сӑмах майлашӑвӗсенче сисӗнет, сӑмахран: организациллӗ праваллӑ форма «организационно-правовая форма», социаллӑ-экономикӑлла система «социально-экономическая система», обществӑн социаллӑ-политикӑлла тытӑмӗ «социально-политическая структура общества».
Чӑваш чӗлхинчи термин тумалли мелсемпе хаҫатсенче мӗнле усӑ кураҫҫӗ // В. И. Сергеев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 108–125 с.
Ҫапах, упранакана турӑ упрать тенине асра тытса, вӑл инҫе тарса каймарӗ, чӗрӗк сехетсем утсан, темле ҫырма хӗррине ҫитсе тухрӗ те, ҫилпе тӳннӗ улӑп юмана курсан, ун патне йӑпшӑнса пычӗ, кӑкӗ тӑпӑлса тухнӑ тӗлти самай пысӑк хӑвӑла кӗрсе выртрӗ, тымарсене чармаклантарса, ҫӳлтен курмалла мар хупланчӗ.
4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
«Пушкӑртстан 139 колонна гуманитари пулӑшӑвӗпе фронта, ҫӗнӗ регионсене, Курск тата Белгород облаҫӗсене янӑ. Медиксем, строительсем, ҫул-йӗр тата коммуналлӑ работниксем унта мирлӗ пурнӑҫа юсама пулӑшаҫҫӗ. Пирӗн «милосерди сестрисем» волонтер отрячӗсен составӗнчи госпитальсенче боецсене пӑхаҫҫӗ.
Радий Хабиров волонтерсене СВОна пулӑшнӑшӑн тав тунӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ytarl-car-op ... un-4049032
Ҫӗнӗ ҫулсем хута каяҫҫӗ, ача сачӗсемпе шкулсем, спорт тата медицина объекчӗсем, пурӑнмалли ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, территорисем капӑрланса илемленеҫҫӗ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ, ҫӗнӗ производствӑсемпе предприятисем уҫӑлаҫҫӗ, пысӑк технологиллӗ хушма ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленеҫҫӗ.
Хӑйтытӑмлӑх кунӗ иртрӗ // Н.ФЕДОРОВА, А.АЛЕКСАНДРОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
Курмышов райӗҫтӑвком председательне, районта ҫӗр чӗтренни кӳнӗ инкеке пӗтерес тӗлӗшпе ӗҫлекен чрезвычайлӑ комиссие ертсе пыракан Гаджиева тарӑхрӗ: курать те, пӗлет те вӑл Акимов пуҫтахланнине, участок пурнӑҫне арпашу кӳнине, — ҫаплах татӑклӑ мера йышӑнмасть, ӑна та чарса пырать, тӑхтама хушать.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Митинга пухӑннисен умӗнче район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.И. Иванов, тыл ӗҫченӗсем М.Я. Сорокина, М.М. Катякова (Тӑвай), Н.Г. Григорьева (Канаш районӗ), М.И. Сурмин пенсионер (Йӑнтӑрчӑ), Канаш хулин, Канаш тата Тӑвай районӗсен ҫар комиссарӗ Ю.В. Барышов, Н.А. Степанов саппасри подполковник тухса калаҫнӑ.
Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/
Ку тӗллевпе типӗ ҫанталӑкра ҫуртсемпе производство объекчӗсем ҫывӑхӗнче, ял патӗнчи пурте усӑ куракан ҫӗрсем ҫинче, ҫум айне пулнӑ пушӑ хирсемпе улӑх-ҫаранта, пурӑнмалли ҫурт-йӗр таврашӗнче, коллективлӑ садсенче типӗ курӑкран тасалма ӑна ҫиччӗ виҫмесӗр вут тивертессинчен пурин те асӑрханмалла.
Ҫу уйӑхӗсенче уйрӑмах тимлӗ пулӑр // Алексей СОРОКИН. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/22143 ... timl-pul-r
Хӑйсен сӑмахӗнче вӗсем хамӑр аслӑ Тӑван ҫӗршывра ҫамрӑк сад ӑстаҫисем пур ҫӗрте те епле пысӑк ҫитӗнӳсем туни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ, слётра шкул ачисене пурне те ленинла-сталинла комсомол вӑтӑр ҫул тултарнине чысласа ҫӗнӗ садсем ӗрчетес тӗлӗшпе тата тӑрӑшарах ӗҫлеме чӗнни ҫинчен те пӗлтерчӗҫ.
VI. Комсомол вӑтӑр ҫул тултарнӑ ятпа // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.
Тӗрӗсех каларӗ ҫав Суровцев, Акимов хыҫҫӑн «Чувашия» стройучасток пуҫлӑхне ларнӑскер, пирӗн заявкӑсене УПТКара уявсем иртмесӗр те сунтӑхран кӑларса пӑхмӗҫ терӗ, кайса пӑх, чӑтӑмлӑх ҫитерӗн-и унта ӗҫ кӑларма, ытах та уявччен снабженецсене хускатмасан, мӗн тӑвӑн, кайран хыпалантарма тивӗ ҫав терӗ.
1 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
— Мӗнле те пулин наказани парасси ҫинчен шутласан эпир паян Борис Сергеевич пирки пӗр йышӑну кӑна тума пултарӑпӑр, сӑмахран, кафедрӑна кирлӗ пек ертсе пырайманшӑн тата амораллӑ пулӑмшӑн, — терӗ Яглинский проректор, — ертӳҫӗрен кӑларасси е кафедрӑран кафедрӑна куҫарасси — ректорӑн прерогативи.
Улттӑмӗш сыпӑк // Анатолий Волков. А.Н. Волков. Атте ҫути: роман — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 368 с
Унӑн тӗп ӗҫӗсем: «Воля и волеизъявление в гражданском праве», «Российское вексельное законодательство и практика его применения», «Проблемы правового регулирования векселя в российском гражданском праве», «Вексель», «Предпринимательское право», «Торговое (коммерческое) право» тата ыттисем те.
Пирӗн ентеш // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51884-pir- ... entesh-103
Вӑл шоферсене тем каларӗ те, аллине капюшонлӑ симӗс куртка кӗсйине чиксе, кӑтра ҫӳҫлӗ ҫара пуҫне ҫиле хирӗҫ пӗксе, ҫул урлӑ каҫрӗ, сӑрт пек ҫӗкленсе тӑракан тӑм купи ҫине ҫӑмӑллӑн чупса хӑпарчӗ, ту-чакӑл ҫамкинчи качака ҫулӗ пек кукӑр-макӑр ансӑр сукмакпа стройкӑн «тӗп урамӗ» еннелле кайса ҫухалчӗ.
IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Усанов ку хутӗнче ӑна ним калама та ӗлкӗреймерӗ — трубкӑра пиклетме тапратрӗ; Вовин ҫав тери хӑюллӑн, пӗртте хӑрамасӑр калаҫма хӑйни питӗ тӗлӗнтерчӗ, вӑл халлӗхе ним тума, ним шутлама аптрарӗ, пӗр япала ҫеҫ паллӑ: ҫак шӑнкӑрав хыҫҫӑн партком секретарӗн ним ахаль лармалла мар, мӗн те пулин тумаллах.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Сахвине ҫӑткӑн, кӑптӑрмӑш, ҫынсем ҫинчен ялан усаллине ҫеҫ калаҫакан юнсӗс этем; вӑл, ӑтӑр пек, хӑйӗн кил-ҫуртне вӗҫӗмсӗр пурлӑх йӑтать, ҫапах та ун ҫӑварӗнчен нихҫан та «манӑн ҫавӑ пур, эпӗ ӗнтӗ текех ҫавӑншӑн хуйхӑрмастӑп» текен сӑмах тухман, — унӑн яланах нимӗн те ҫук, ӑна яланах темскер ҫитмест.
9. Купӑс ӑсти Ятламас // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Чи малтанах управляющие кӑтартмалла; Усанов нихҫан та Вовина шансах пӗтермен, ун управленийӗ плансене тултарса пынӑран ҫеҫ унпа йӗркеллӗ калаҫкаланӑ, ҫук, «малтан плансене тултарса пынӑран» темелле, куна та стройуправленири Никон Никонович Суровцев главнӑй инженер пултарулӑхӗпе ҫыхӑнтармалла.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.


