Корпус чувашского языка

Короткие

Мероприятие муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, «Защитники Отечества» патшалӑх фончӗн Чӑваш Республикинчи филиалӗн ертӳҫи Елена Зайцева, «Раҫҫей почти» акционерлӑ пӗрлешӗвӗн Чӑваш Енри почта ҫыхӑнӑвӗн управленийӗн директорӗ Максим Ладилов тата ыттисем хутшӑнчӗҫ, уявпа саламларӗҫ.

Помоги переводом

Аннерен хакли никам та ҫук // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51868-anne ... m-ta-cuk-2

1930 ҫулсен иккӗмӗш ҫурринче НКВД партин республикӑри организацийӗн тата ӗҫ тӑвакан органӗсенче «национал-буржуазин, сепаратистсен, троцкистсен совет влаҫне хирӗҫле ушкӑнӗсене» палӑртса явап тыттарнӑ хыҫҫӑн ВКП/б/ Тӗп Комитечӗ Чӑваш АССРне ертсе пыма уйӑрса лартмалли йӗркене хӑшпӗр улшӑну кӗртнӗ.

Помоги переводом

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Пысӑк патогенлӑ грипа пур кайӑк-кӗшӗк, ҫав шутра чӑхсем, кӑрккасем, кӑвакалсем, хир чӑххисем, цесаркӑсем, путенесем, чарлансем, синантроплӑ вӗҫен кайӑксем (кӑвакарчӑнсем, ҫерҫисем, ула кураксем, кӑвакалсем тата ытти те), ҫавӑн пекех, сыснасем, лашасем, шӑшисем, кушаксем, йытӑсем те, ҫынсем те парӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Кайӑк-кӗшӗк грипӗнчен сыхланӑр // Римма Мавлютова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... en-syxlanr

Олимпиадӑна ирттернӗ Чӑваш Республикин Вӗренӳ институтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «пӗтӗмӗшле илсен, интернет олимпиадӑна кӑҫал пысӑк хастарлӑхпа Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисен, Патӑрьел, Вӑрнар, Вӑрмар, Канаш, Куславкка, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Муркаш, Тӑвай, Сӗнтӗрвӑрри, Шупашкар округӗсен шкул ачисем хутшӑннӑ».

Помоги переводом

Чӑваш чӗлхипе интернет олимпиада иртнӗ // Таисия Ташней. https://www.chuvash.org/news/40221.html

Порт таврашӗнче, мӑнаҫлӑ, тӳлек Атӑла ӗҫе кӳлсе, ун питне хатӑррӑн урлӑ-пирлӗ чӗркелесе-ҫуркаласа, моторлӑ кимӗсем йӳрӗккӗн кускалаҫҫӗ, йӑрӑ катерсем ӑмӑртса ишеҫҫӗ, шурӑ чарлансем ярӑнса ӑшӑ ҫил ҫавӑрттараҫҫӗ, виражсем тукалаҫҫӗ, чалтӑртатакан-хӗмленекен хумсем ҫийӗн ярӑнакан-йӳрӗнекенсем те пур.

Помоги переводом

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫапла вара Иван Дормидонтовичпа Петр Филиппович — схемӑлла образсем кӑна, вӗсем калаҫкалани те вырӑнӗ-вырӑнӗпе ытлашши вӑрӑм е тата тырӑ акса тума вӗрентекен инструкци евӗрлӗрех пулса тухать, йӑлӑхтарма тытӑнать, ирӗксӗрех вара леш старик калаҫнине итлес килсе каять (ара, ытла лайӑх калаҫать-ҫке!).

Помоги переводом

Хв. Уярӑн «Ылтӑн кӗркунне» кӗнеки пирки // Александр Артемьев. Ялав. — 1951. — № 6. — 29–31 с.

Шӑпах яваплӑ тапхӑра кӗске вӑхӑтра ирттерсе ярасси, ҫавӑн пекех ялсене аталантарасси пирки хускатрӗ те юнкун, мартӑн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов бизнес-центрта район активӗпе, районти депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсемпе, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура.

Помоги переводом

Районта — ял хуҫалӑх министрӗ // Авангард. «Авангард», 2016, пуш, 11

Шакӑрчаллӑ ҫунисене те, ут хатӗрӗсене те тӗрлӗ-тӗрлӗ лентӑсемпе, эрешсемпе йӳпсӗнтермеллех илемлетсе, ӗлккенлетсе пӗтернӗ; касса чӗнтӗрленӗ пӗкӗсем айне пӗчӗк йӗс шӑнкӑравсем, пӗкӗсен икӗ енне ҫӳҫеллӗ, ярапаллӑ виҫшер тутӑр ҫакнӑ; ҫунисен ларкӑчисемпе хыҫӗсем ҫине килте тӗртнӗ кавир е кашма сарнӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫамрӑк специалист пурнӑҫ ҫулне Шупашкарти промышленноҫ тракторӗсен заводӗнче пуҫланӑ: малтанхи вӑхӑтра — цехри сывлӑх кабинетӗнче, каярахпа — заводпа юнашар ҫӗкленнӗ поликлиникӑра /халӗ унта — стоматологи поликлиники/, унтан — Больница комплексӗн неврологи уйрӑмӗнче ҫынсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ.

Помоги переводом

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

● Октябрӗн 18-мӗшӗнче ЧР Пуҫлӑхӗн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Энӗшпуҫӗнче ҫуралса вӗренсе ӳснӗ Канаш хулинчи медцентрти кардиологи уйрӑмӗн пуҫлӑхне Маргарита Геннадьевна Ивановӑна нумай ҫул хушши халӑх сывлӑхне сыхлас ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑшӑн «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ» хисеплӗ ята панӑ.

Помоги переводом

Энӗшпуҫ ялӗн 2024 ҫулхи асра юлнӑ пулӑмӗсемпе саманчӗсем /Малалли. Пуҫламӑшӗ 5-мӗш номерте/. // Иван КРИКОВ. http://gazeta1931.ru/urmary/12920-en-shp ... sh-nomerte

Ҫавӑн пекех Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округри депутатсен пухӑвӗн председателӗ Светлана Грачева, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Наталия Комиссарова, педагогсемпе ашшӗ-амӑшӗ выпускниксене саламланӑ, малашне те пысӑк ҫитӗнӳсем тума, муниципаллӑ округ чысне ҫӳлте тытма суннӑ.

Помоги переводом

Шкулпа сывпуллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/07/05/%d1%88%d0%b ... %bd%d3%91/

1942 ҫулта батальон командирӗ ӑна «Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн» медальпе наградӑлама ҫырнӑ хут ҫине вӑл 1939 ҫулта Хӗвел анӑҫ Украинӑна ирӗке кӑларма тата нимӗҫ фашисчӗсене хирӗҫ пынӑ вӑрҫа пӗрремӗш кунранах хутшӑнни, ҫапӑҫура стройран тухнӑ танксене йывӑр лару-тӑрура, вӑхӑта пӑхмасӑр юсани ҫинчен ҫырнӑ.

Помоги переводом

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Музыкӑна вӗренессине, малтанхи пекех алӑ сулса сӑвӑсем вулассине, юрлассине вӑл йӗркеллех туса пыратчӗ, мӗншӗн тесен куна вӑл хӑйӗн айккине сирме пултарайман тивӗҫӗ тесе шутламах вӗренсе ҫитнӗ пулнӑ ӗнтӗ, ҫапах та унӑн чӗри, хӑйшӗн таҫта тепӗр темӗнле тивӗҫ шыранӑ пекех, урӑх ҫӗрелле те туртӑнатчӗ…

Помоги переводом

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикӑлас енӗпе ирттерекен акцийӗн тӗп тӗллевӗ — общественноҫӑн тимлӗхне ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗн проблемисене, ачасен ҫул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикӑлассине, пассажир ачасен хӑрушсӑрлӑхӗн проблемисене ашшӗ-амӑшӗсене явӑҫтарассиччӗ.

Помоги переводом

Ачаранах ҫул-йӗр правилисене вӗренеҫҫӗ // Римма Мавлютова. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ne-vrenecc

Ула Тимӗр рюкзакӗн касакла ҫыхнӑ анине салтрӗ, ҫӗр ҫине ҫыртмалли юлашкисем (кӑлпасси таткипе тата икӗ пӗҫернӗ чӑх ҫӑмартипе кӑнтӑр апачӗ тунӑччӗ) хунӑ пӗр целлофан пакечӗ капӑртаттарса кӑларса хучӗ; тӳмисене вӗҫертсе, ҫиелти пӗр кӗсйинчен вӗретнӗ шывӗ ҫурри ҫеҫ юлнӑ пластик кӗленчи кӑларса лартрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн Патӑрьелӗнчи Мӑшӑрлану керменӗнче Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнчи хисеплӗ мӑшӑрсене - Патӑрьелӗнчи Рифкать Загитовичпа Румия Нурулловна Сафиулловсене тата Кивӗ Катекри Петр Васильевичпа Любовь Яковлевна Кузнецовсене - ылтӑн туй, ҫемье ҫавӑрни 50 ҫул ҫитнӗ ятпа саламларӗҫ.

Помоги переводом

Ылтӑн туй ячӗпе - ылтӑн ҫӗрӗ // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52928-ylt- ... -ylt-n-c-r

Графиньӑн пӳлӗмӗ пысӑках мар, ытлашши пукан та ҫук, анчах пурте хӑй вырӑнӗнче — чуна савӑнтарать: тӗкӗр, ун умӗнче лутра ҫемҫе пукан, кравать пуҫӗнче пӗчӗк хитре сӗтел, ун ҫинче тап-таса хрусталь ваза ларать, паян ҫеҫ татса кӗнӗ хризантема чечекӗсем тӑп-тӑрӑ шывра лараҫҫӗ, шанмаҫҫӗ, чуна килентереҫҫӗ.

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

КПРФ партийӗ ӑна Раҫҫей Президентӗнчен пуҫласа РФ Правительствине, РФ Патшалӑх Думине, ТР Министрсен Кабинетне, Экологи, ҫутҫанталӑкпа уса курассин, Промышленноҫпа суту-илӳ, Строительство тата архитектурӑпа ҪКХ, Вӗрентӳпе наука министерствисене, республика Прокуратури таранах ярса пама палӑртрӗ.

Помоги переводом

Кирлех-и завод? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2019.03.07

Эх, ку тумхах мӗне пӗлтернине тӗпчесе, юнавран сыхланса, пуҫне кӗлт ҫавӑрттарса илесчӗ те, ҫиччӗ-саккӑр виҫкелесе вырӑна алли-урипе те пулин тӗпчесчӗ — ҫук ҫав, ӗнтӗ вӑрман тӑрӑх ури айӗнчи хӑрӑк-марӑка кӑна мар, хӑрушлӑх, шик туйӑмӗсене те хатӑррӑн таптаса утса, халӗ те хӑй умне чару карти лартаймарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пӳртри мӗнпур хӑнкӑлакассисене — пӗрене ҫурӑкӗсене — «Карболатпа» сӗрсе тухнӑ, пӳрте шал енчен шпалер ҫыпӑҫтарнӑ, ула-чӑла кӗрӗк тӑхӑнса янӑ евӗр курӑннӑ кӑмакана шуратнӑ, урайне ҫӗнӗрен сӑрланӑ, унччен хӑмпӑ пек тӗссӗр курӑннӑ чӳречесене ҫуса тасатнӑ — пурпӗр тем ҫитмест ҫирӗммӗш ӗмӗр ҫыннисене.

Помоги переводом

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Сайт:

 

Статистика

...подробней