Короткие
Рахметов хӑйӗн пурнӑҫӗн кашни утӑмне халӑхшӑн кӗрешес ӗҫе пӑхӑнтарать, ҫавна вӑл чи пысӑк тивӗҫ тесе шутлать, Вӑл профессионал-революционер пулса уҫҫӑн ӗҫленипе кӑна ҫырлахмасть, вӑрттӑн ӗҫлеме тытӑнать, вырӑссен ытти революционерӗсемпе, урӑх ҫӗршывсен революционерӗсемпе ҫыхӑну тытма пуҫлать.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
«Кирек мӗнле профессие суйласа илсен те, кирек-епле ӗҫ тусан та ҫакна асра тытӑр – суйласа илнӗ тивӗҫе хисеплени тата яваплӑ пурнӑҫлани, ҫӗршыва, унӑн паттӑрла историне, йӑли-йӗркине юратни, Аслӑ Раҫҫее хӳтӗлеме кирек хӑҫан та хатӗр пулни яланах хаклӑ пулнӑ», – тесе хушса каланӑ республика ертӳҫи.
«Пысӑк тӗллевсем лартӑр, йывӑрлӑхран ан хӑрӑр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/25/pisk ... n-oleg-nik
Депутатсем ҫавӑн пекех В. Максимова — «Чӑваш Республикин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» уйрӑмлӑх паллипе, О. Микушинӑна — «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ», В. Макарова — «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» хисеплӗ ятсене парассине пӑхса тухнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Сергей Михайлова шаннӑ // Ирина Машкина. http://kanashen.ru/2022/02/11/%d1%80%d0% ... %80%d0%b3/
Хаваслӑн, ҫӗкленӳллӗн утрӗҫ аэродромра ӗҫлекенсен ҫурчӗ патнелле хӗрпе каччӑ, анчах вӗсене пӗри унта чӗрене ҫурса яракан хӑрушӑ хыпар пӗлтерчӗ: ҫӗр каҫ пушар пулнӑ та, Илюш кил-ҫурчӗ тӗпӗйӗрӗпе тенӗ пекех ҫунса кайнӑ, анкартинчи шур мунча кӑна тӗрӗс-тӗкел юлнӑ, выльӑх-чӗрлӗхе кӑларса ӗлкӗрнӗ тата.
Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.
Пурне те кашни вак-тӗвек таран — хуҫа арӑмӗпе хӑш хутри хӑш пӳлӗмре ҫывӑрнине те, хаклӑ япалисене ӑҫта упраса усранине те, магазинра ӑҫта мӗн сутнине те, ҫӗрле хуралҫӑсем ӑҫта тӑнине те, хӑш вӑхӑтра улшӑннине те, вӑрттӑн тухса ҫӳремелли вырӑнсене те, алӑксене мӗнле ҫӑрапа питӗрнине те вӑлтса пӗлнӗ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Пулӑшу пуҫтаракан вырӑнсене Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнчи Э.Чукмарев 5 михӗ ыхра, Хирти Мӑнтӑр ялӗнчи Г.Крылов 60 килограмм пыл, Ҫӗнӗ Кипеҫри О.Петров килти ашран хатӗрленӗ тушенкӑсем, Комсомольскинчи С.Батюков кондитер изделийӗсем, Аслӑ Чурачӑкри Г.Пурлушкин атӑ-пушмак таврашӗсем салтаксем валли илсе килнӗ.
Хамӑрӑннисене нихӑҫан та пӑрахмӑпӑр // М.Прохорова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/
Тӗслӗхрен, Павӑл хӑйӗн пиччӗшӗ Михаил патне Вяткӑна (хальхи Киров хули) кайса килни, Максимов-Кошкинскипе Шупашкарта тӗл пулни, Тал-Мӑрсана пӗрле хамӑр театр пуласлӑхӗ пирки, шутлани, чаплӑ ӑстаҫӑ Амати тунӑ сӗрме купӑса туянни т. ыт. те П. Осипов биографийӗнче чӑнах пулнӑ самантсене аса илтереҫҫӗ.
Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.
Ула Тимӗре вара ӑҫта пулсан та канӑҫ паман, тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ ҫеҫпӗл ҫеҫки ҫинчи ирхи сывлӑм пӗрчи пек таса, ҫутӑ туйӑмне вирлӗрех палӑртма, хӗрачан ӑсне-пуҫне те чун-чӗрине тарӑнрах сӑрхӑнса кӗме алхасуллӑ, анчах йӗркеллӗ, ҫирӗп правилосемпе «карталаннӑ» вӑйӑсем кӑна ҫителӗксӗр пек туйӑнчӗҫ-ши.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫулсенче ҫавӑн пек ректора пур енчен пӗрин пашшанни евӗрлӗ курӑнакан хӑтланӑшӗсене ҫӳҫенсе те курмӑш пулса чылай вӑхӑт хушши сӑнама-тӳсме хал ҫитернӗ влаҫри чиновниксем — вырӑнтисем те, Мускаврисем те, чарусӑр, этем ретсӗр иртӗхекен хуҫана ӗҫрен кӑларас шухӑш патне пырса тухаҫҫӗ.
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8
Ҫав ҫулхи майӑн 13-мӗшӗнче ирттернӗ лару протоколӗнче ҫакӑн пек ҫырса хуни пур: терминсем тунӑ чух, пӗрремӗшӗнчен, ют чӗлхе терминӗсене чӑваш сӑмахӗсемпе куҫармалла, иккӗмӗшӗнчен, чӑвашла ҫӗнӗ термин сӑмахсем тумалла, виҫҫӗмӗшӗнчен, апла та капла та май килмесен, урӑх чӗлхе терминӗсене йышӑнмалла.
Терминологин литература чӗлхин системинчи вырӑнӗпе аталанӑвӗ // Н. П. Петров. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 25–45 с.
Татьяна Николаевнӑпа Николай Васильевич Узалуковсем ҫӗр ҫинчи икӗ тӑлӑх ачана хӑйсен хӳтлӗхне илни, вӗсене кирлӗ пек воспитани пани, тӗпренчӗкӗсем сывӑ та тӗреклӗ ӳсчӗр тесе питӗ нумай-нумай тӑрӑшни... ачасем калашле, вӗсемшӗн чи-чи юратнӑ ҫынсем пулни — сӑваплӑ та, патшалӑх умӗнче пархатарлӑ та.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
«Ҫӑварни пикине хула художникӗсем шухӑшласа тупнӑ. Ӑна тумлантармашкӑн пин метр пусма кирлӗ пулнӑ. Вӑл хула ҫыннисене питӗ кӑмӑла кайнӑ. Унта ачасем хаваспах выляҫҫӗ, ҫамрӑксем каҫсерен пухӑнаҫҫӗ», - пӗлтерчӗ Шупашкар хула администрацийӗн культурӑпа туризм управленийӗн пуҫлӑхӗ Людмила Маркова.
Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Кунта вӑл арӑмне паян хаҫатран вуласа пӗлнӗ ҫынсем ҫинчен каласа пачӗ, вӗсем патшалӑха самолет е танк тума ҫӗршер е аллӑшар пин пани ҫинчен пӗлтерчӗ: Улатӑр патӗнчи пӗр вырӑс ҫӗр пин панӑ, Пӑрачкав патӗнчи пӗр хӗрарӑм аллӑ пин тенкӗ панӑ, Елчӗк районӗнчи пӗр колхоз председателӗ ҫӗр пин тенкӗ хывнӑ.
ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑлах Перу Республикинчи «Международный менежмент», Казахстан Республикинчи «Вестник университета Болашак» журналсен редакци коллегийӗн членӗ, Чулхула патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн, Латинла Америкӑри Перу Республикин С.Боливар ячӗллӗ «Перуанские крылья» университетӑн Хисеплӗ профессорӗте.
Ӗҫӗпе мухтавлӑ, чунӗпе пуян // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52536-c-pe ... pe-puyan-2
Пирӗн ҫамрӑксене экологи воспитанийӗ парассипе ӗҫлемелле тата ҫӗр айӗнчи пурлӑхпа экологи енчен хӑрушсӑр, тавралӑха сиен кӳмесӗр тӗрӗс усӑ курса ӗҫлекен профессионалсене хатӗрлемелле, - палӑртнӑ чемпионата йӗркелекен комитетӑн председателӗ, ПР Правительствин вице-премьерӗ Азамат Абдрахманов.
Пушкӑртстан Пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш «ГеоВызов» геологи чемпионачӗ ирттерет // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... et-3435985
Магнитофонра урмӑшакан юрӑҫӑ пӗрре ӑшӗ йӗкленнӗ чухнехи пек мӗкӗрет, тепре ури ҫине йывӑр чул ӳкерсе ыраттарнӑн урмӑшать; юрӑ-кӗвӗ инструменчӗсем, эх, тачлаттараҫҫӗ темле сунтала, унтан, ҫӗр ҫинче выртакан хӗҫтимӗре таптама тапратнӑн, шачӑр-шачӑр, кӗмсӗр-кӗмсӗр, хӑлтӑр-халтӑр, шарт-шарт тутараҫҫӗ.
Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа хӑюлӑхпа ҫирӗплӗх кӑтартнӑшӑн Владимир Герасимова СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн Грамотипе, «Совет ҫарӗсене Афганистанран кӑларнӑранпа 25 ҫул», «Совет Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене 100 ҫул», «Танк ҫарӗсене 100 ҫул» медальсемпе, «Воин-интернационалиста» паллӑпа тата ыттипе наградӑланӑ.
Йывӑрлӑхсем ҫирӗплӗхе вӗрентнӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11308-jy ... he-v-rentn
Унта эпӗ ҫӗршывшӑн йывӑр кунсенче — ун урамӗсенче танксем кӗмсӗртетнӗ, пехота батальонӗсем асфальта тӗпретсе утнӑ чух та, тӑшманӑн хура хӗреслӗ тискер ялавӗсене Хӗрлӗ площаде пӑрахса купаланӑ вӑхӑтра та, ҫӗршывӑмӑр вӑрҫӑ суранӗсенчен юсанса, Улӑп пек хӑватланса ҫӗкленнӗ ҫулсенче те пулса курнӑ.
Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Халлӗхе вӑл пӗр япалана ҫеҫ ӑнланчӗ: унӑн та управляющи пекех ертсе пымалла, вӑл трест пуҫлӑхӗсенчен пӗри, эппин, трестра пурин те ӑна управляющие итленӗ пекех итлемелле, унран пурин те управляющирен хӑранӑ пекех хӑрамалла, кунпа пӗрлех — Пятин сӑмахӗнчен иртмелле мар, ун кӑмӑлне юрама тӑрӑшмалла.
3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Хамӑрӑн несӗлӗмӗрсенчен юлнӑ ял таврашӗнчи шыв управӗсене пулас ӑру валли упраса хӑварас, вӗсене ҫӗнетес, ҫав вӑхӑтрах кашни юхан шывпа ҫӑлкуҫшӑн яваплӑ хуҫине тупас тӗллевпе Патӑрьел муниципалитет округӗн администрацийӗ «Патӑрьел муниципалитет округӗнчи чи хӑтлӑ ҫӑлкуҫ» конкурс та йӗркелерӗ.
Ан сур ҫӑла, куҫ шӑрҫи пек упра ӑна // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52025-an-s ... ek-upra-na


