Короткие
Колледж педагогӗсемпе администрацийӗ темиҫе площадка йӗркеленӗ, унта ӑсталӑх класне хутшӑнакансем: кондитерпа повар ӗҫӗпе, электриксен ӗҫӗпе, электричество сеткисемпе тата хӳтлӗх тумтирӗпе, каменщик ӗҫӗпе, ҫӗвӗҫ ӗҫӗпе, тӗрлӗ ялхуҫалӑх техникипе паллашнӑ.
Ученӑй патӗнче хӑнара // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ra-4059801
Сӑмахӗ вара кунта ҫав ҫулталӑк хушшинче тумалли ӗҫсен планӗ ҫинчен пырать (ӑна иртнӗ ҫултах йышӑнса ҫирӗплетнӗ), апла пулсан ҫулталӑк (квартал, уйӑх) планӗ, смена норми (заданийӗ т. ыт. те) темелле, урӑхла каласан, кун пек чухне те изафет формипе усӑ курма кирлӗ.
3 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
Районти культура ҫурчӗ ҫумӗнче нумаях пулмасть йӗркеленнӗ «Без проблем» вокалпа инструментсен ансамблӗн концертне (ертӳҫи Иван Куропаткин), Андрей Дмитриев шӑпах ҫак ушкӑнӑн солисчӗ, Константин Григорьев шӑрантарнӑ юрӑсене куракансем кӑмӑлласа йышӑнчӗҫ.
Вӑйлисем, хӑюллисем ӑмӑртрӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%b2a%d0 ... 2%d1%80ec/
…Лянит — те чӗкеҫ пек хуп-хура пулнӑран, ялта ӑна Чикан Ляничӗ тенӗ; ҫаплах тата унӑн хушамачӗ те Цыганков ҫырӑннӑ — хӑй Ҫӗр Ҫӑлкуҫсем пулман, кунта вӑл алӑри ачалла килсе лекнӗ; ун амӑшӗ ку таврана выҫлӑх ҫулхине таҫтан анатран, Саратов патӗнчен килсе тухнӑ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.
Мероприяти тени хӑпартса, ӳстерсе каланӑ пек туйӑнать пулин те, ӑна чӑвашсен ӗлӗкрен пыракан йӑлипе пыл ҫулӗпе кайса ҫу ҫулӗпе таврӑнма ырӑ сунса йӗркеленӗ ӑсату каҫне ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем, Николай Александровича хисеплекен тус-тантӑшӗ чылайӑн пуҫтарӑннӑ.
Ҫара пил парса ӑсатнӑ // Юрий Михайлов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/
Вӗсем валли тутлӑ шӑршӑллӑ утӑ рулонӗсем кӗрсе выртаҫҫӗ те траншейсене нумай ҫул ӳсекен курӑксен сӗтеклӗ, витаминлӑ — люцерна, клевер, донник, хӗвелтухӑҫ козлятник т.ыт. те — выртаҫҫӗ, нумай ҫул ӳсекен культурӑсене 53 процент, пӗр ҫулхисене — 20 процент ҫулнӑ.
Сенаж — траншейсенче, утӑ — рулонсене // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ne-3848969
ЧР цифра аталанӑвӗпе информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова, ЧР культура министрӗн ҫумӗ Елена Чернова ертсе пыракан ушкӑн вара чи малтанах Атнар ял тӑрӑхӗнче пулчӗ, Атнарти вӑтам шкул коллективӗпе тӗл пулса калаҫрӗ.
Чылай ҫитменлӗх тупса палӑртрӗҫ // А.ОРИНОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.05.17
Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн Леонард Левыйӑн 2024 ҫулхи майӑн 16-мӗшӗнчи 59-р номерлӗ хушӑвӗпе килӗшӳллӗн «Яманчурино» сахал яваплӑ обществӑри Юрий Сергеевич КОМИССАРОВ механизатор ячӗпе округ администрацийӗн ҫурчӗ умӗнче Ӗҫ Мухтавӗн ялавне ҫӗкленӗ.
Ӗҫ Мухтавӗн ялавне ҫӗкленӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... %d0%bde-3/
Хамӑр ялта ҫуралса ӳснӗ, ялшӑн нумай тӑрӑшакан Владимир Васильевич Александрова, Николай Афанасьевич Афанасьева, Екатерина Ивановна Лукинана Хуруй ялӗн хисеплӗ ҫынни пулни ҫинчен пӗлтерсе хулпуҫҫи урлӑ хӑю ҫакрӗҫ, ҫавӑн пекех удостоверени парса чысларӗҫ.
Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr
Патӑрьел муниципалитет округӗнче Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв, Чӑваш Енри Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкӗсене тата Тӑван ҫӗршывӑн 1941 - 1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа пурнӑҫа кӗртме палӑртнӑ пӗлтерӗшлӗ мероприятисем сахал мар.
Вӑрҫӑ ачисене асра тытса - сумлӑ палӑк // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/53021-v-rc ... suml-pal-k
Раҫҫейри Педагогпа наставник, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче ачасемпе ҫамрӑксем хушшинче кӑмӑл-сипет пуянлӑхӗпе эстетикӑпа патриотла кӑмӑл-туйӑма ҫирплетес тӗллевпе йӗркеленӗ ҫак конкурсра 27 облаҫрен, ытти регионсемпе хуласенчен 1200 ача хутшӑннӑ.
Пултарулӑх конкурсӗнче ҫӗнтернӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%bf%d1%8 ... 80%d0%bde/
Саламлакансен йышӗнче округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Александр Федоров, вырӑнти АПК ветеранӗсен канашӗн председателӗ Валерий Долгов, «Канмаш» агрофирмӑн ӗҫ тӑвакан директорӗ Валерий Лапшин, Ачча территори пайӗн ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Марина Порфирьева пулчӗҫ.
Уя пырса саламланӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/18/%d1%83%d1% ... b0%d0%bda/
Пурнӑҫ ҫулне пӗрле суйласа илнӗскерсем 5 ҫул вӗреннӗ хыҫҫӑн направленипе Муркаш тӑрӑхне килсе вырнаҫаҫҫӗ: Николай Семеновича Нискассинчи ветеринари участокне ертсе пыма шанаҫҫӗ, Ирина Николаевна «Сеятель» хуҫалӑхра выльӑх тухтӑрӗнче ӗҫ биографине уҫать.
Пурнӑҫланнӑ ӗмӗт // Анатолий БЕЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№
Пуҫ тӳпинех кармашса хӑпарнӑ хӗвелӗ пӗрре, таса тӳпене ярр! ярӑнса тухсан, ӑшшӑн ҫуталса, ялтраса каять, тепре, «шур сухалсемпе» е «ҫам таткисемпе» «чапикла выляма» пуҫласан, хӗвӗшсе, хӑйӗн шуркам йӗс ҫавракипе халь-халь лап сӳнекен уҫӑ вучах пек тӗлкӗшкелет.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Кичем, хӑрушӑ шухӑшсен тыткӑнне лекрӗ вӑл: пӗр енчен, Ҫимунӗ вӑрманта чӑн-чӑн хуҫаланса кайни шиклентерет, тепӗр енчен, халь-халь алӑкран ҫапкаланчӑк таркӑнсем кӗрсе тӑрассӑн туйӑнать — нумай калаҫмӗҫ, ҫапӗҫ те пӑрахӗҫ, ҫири кӗрӗкпе урари ҫӑматта хывса илӗҫ.
Вӑрманти ыйткалакан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Санӑн хӑвӑн вӑйна ҫухатас килмест, тасалӑхна варалас килмест, туйӑмусене ватӑлтарас килмест, хӑвӑн юратӑвна вӑйсӑрлатас килмест, мӗншӗн тесен вӑй та, тасалӑх та, чӑн-чӑн туйӑмсем те, юрату та — пурте ҫамрӑклӑхра, ҫын пурнӑҫӗн чи хитре тапхӑрӗнче пуҫланаҫҫӗ…
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
«Питех те савӑнӑҫлӑччӗ пуҫарулӑх кӑтартса ӗҫлеме, районти кашни ялах ҫитсе кураттӑмччӗ. Комсомолецсен пухӑвӗсенче ҫамрӑксене пырса тивекен тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яваттӑмӑр, интереслӗ мероприятисем йӗркелеттӗмӗр», - аса илет ҫав вӑхӑтсене комсомол ветеранӗ.
Тӳрӗ кӑмӑллӑ, хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннӑ ӗҫтеш // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.12
«Европӑра ҫав тери ухмах пулнӑ французсемпе нимӗҫсем те Российӑра генерал пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем балсенче лайӑх ташлама, патша майрисемпе хӗрӗсен аллисене хӗрӳллӗн чуптума, илемлӗн пуҫ тайма тата ҫар тумне уйрӑмах шукӑль тӑхӑнма пӗлеҫҫӗ», — терӗ вӑл…
Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.
Ҫавӑн пек потенциллӗ энерги персе, хӗссе лартнӑ е туртса тӑсса хунӑ тапӑмлӑ япаласенче пулать: сехет пружининче, пружинӑллӑ рессорӑсенче, буферсенче, тӑснӑ резинӑра, электричествӑланӑ е магнитланӑ пӗр-пӗринчен пӗр паллӑ инҫӗшре тӑракан икӗ япалара т. ыт. те.
4. Механикӑлла энерги // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Вӗсен канӑвне усӑллӑ ирттермелли мероприятисем, ашшӗ-амӑшӗпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелли мелсем тата ытти ыйту тавра тӗплӗн калаҫрӗ вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультура тата спорт управленийӗн начальникӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Николай Анисимов.
Саккуна пӑхӑнни те, асӑрханни те кирлӗ // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52014-sakk ... ni-te-kirl


