Короткие
● Ялти культура керменӗнче энӗшпуҫсене паллӑ чӑваш артисчӗсем Алина Михайловӑпа унӑн аппӑшӗ Лидия Васильевна, Елена Иовлева, Диана, Сергей Павлов, Александрпа Алина Ильинсем, «Асамат» эстрада ушкӑнӗ, «Савӑнӑҫ» халӑх театрӗ «Вӗлтӗрен кайӑкӗ» спектакль лартса пачӗҫ.
Энӗшпуҫ ялӗн 2024 ҫулхи асра юлнӑ пулӑмӗсемпе саманчӗсем /Малалли. Пуҫламӑшӗ 5-мӗш номерте/. // Иван КРИКОВ. http://gazeta1931.ru/urmary/12920-en-shp ... sh-nomerte
Тӗл пулӑва хапӑл тунисем Геннадий Айхи ячӗллӗ музейра тата ял вулавӑшӗнче пулнӑ, унӑн тӗнче шайӗнче 50 ытла чӗлхепе янӑракан сӑввисен пӗлтерӗшӗ пирки калаҫнӑ, «Айги: тот самый поэт» кӗнекене пахаланӑ, юлашкинчен поэтӑн вил тӑпри ҫине кайса пуҫ тайнӑ, чечек кӑшӑлӗ хунӑ.
Геннадий Айхи сӑввисем 50 ытла чӗлхепе янӑраҫҫӗ // Канаш ен. https://avangard-21.ru/gazeta/51077-genn ... e-yan-racc
— Тӗрӗслӗх чӗлхипе каласан, — терӗ Шуйттан, — акӑ мӗн тени пулать вӑл: эпӗ, ватта юлнӑ хӗсӗр хӗр, мӗн ӗмӗр тӑршшипех хам ӑсӑм пек мука йӗппе, хам шухӑшӑм пекех ҫӗрнӗ ҫӑм ҫипсемпе хӑйсен пуҫчашкине лӑпкӑлӑхра та ӑшӑра тытма юратакансем валли ухмахла калпаксем_ ҫӗлерӗм…
Пурнӑҫ хуҫисем // Александр Алга. Ялав. — 1951. — № 6. — 7–12 с.
Вӑл куҫарнисем хушшинче А. Пушкин («Ҫӗпӗре», «Чаадаева», «Ял», «Хӗллехи каҫ», «Хӗллехи ир» т. ыт. те), В. Маяковский, Т. Шевченко, Джамбул Джабаев сӑввисем, М. Лермонтовӑн «Пирӗн вӑхӑтри герой» романӗ (Н. Пиктемирпа пӗрле куҫарнӑ) тата ытти авторсен произведенийӗсем те пур.
Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.
Горизонтальлӗ участок тӑрӑх 10 м/сек хӑвӑртлӑхпа пыракан поезд анаталла анма тытӑнса +2 м/сек² чухлӗ пӗртикӗс хӑвӑртланса пыма тытӑнсан, унан хӑвӑртлӑхӗ вара пӗр секунда хушшинче 2 м/сек чухлӗ ӳсет, ҫавӑнпа хӑвӑртлӑх пӗр секунда иртсен v₁ = 10 м/сек + 2 м/сек = 12 м/сек пулать.
1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ку вӑхӑт тӗлне эпӗ кресло ҫинче тӗлӗрсе е шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пыракан юлташсем мӗнле ӗмӗтпе инҫе ҫула тухма шут тытнине кӑштах чухлаттӑм ӗнтӗ: Лисукпа Ваҫук, халь кӑна пӗрлешнӗскерсем, Казахстана ӗҫлеме кайнине, вырӑссем пекрех каласан, туй ҫулҫӳревӗ вырӑнне хураҫҫӗ.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Виҫӗ вӑя пӗр-пӗринпе шайлаштарнӑ чух, 44а чертежра кӑтартнӑ пек, хуть те хӑш икӗ вӑя та хушӑнакан вӑйсем тесе шутлама пулать; вара виҫҫӗмӗш вӑй шайлаштаракан вӑй пулать, урӑхла каласан, вӑл малтанхи икӗ вӑйӑн равнодействующийӗпе пӗртан тата ӑна хирӗҫле еннелле выртать.
1. Пӗр-пӗринпе шайлашса тӑракан вӑйсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Тӗрӗссипе, юлашки вариантне ҫеҫ термин вырӑнне йышӑнмалла, мӗншӗн тесен кустӑрмаллӑ паллӑ ячӗ кун пек сӑмах ҫаврӑнӑшӗсенче хӑйӗн пӗлтерӗшӗпе колеснӑй сӑмахран нимпе те уйрӑлса тӑмасть, ҫавӑнпа та Мускавра тухнӑ «Вырӑсла-чӑвашла словарьте» (1971 ҫ. ) ӑна ҫаплах куҫарнӑ.
1 // А.Е. Горшков. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 46–70 с.
- Эпир ҫак акци халӑх сывлӑхне упраса хӑварас енӗпе пӗлӳ шайне ӳстерессе тата ҫынсене кулленхи пурнӑҫӗнче сывлӑх тата ырлӑх уссипе улшӑнусем тума хавхалантарасса шанатпӑр, - каласа панӑ Республикӑри общество сывлӑхӗпе медицина профилактикин тӗп врачӗ Алиса Мамаева.
Пушкӑртстанра сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен халӗ автобусра та пӗлме пулать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3756695
Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ ӗҫченсене РФ Ҫутӗҫ министерствин Хисеп грамотисемпе тата Тав ҫырӑвӗсемпе, ЧР Вӗрентӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствин, Канаш муниципаллӑ округӗн администрацийӗн Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.
Педагогсем канашланӑ, тӗллевсене палӑртнӑ // Наталья Калашникова. http://kanashen.ru/2023/09/01/%d0%bf%d0% ... %80%d1%82/
«Пирӗн ҫывӑхри районсен центрӗсем — Хӗрлӗ Чутай, Муркаш, Элӗк — пурте ялсем, вӗсем хӑйсене тухтӑрсемпе 100 проценчӗпех тивӗҫтерчӗҫ. Эпир ыйтнипе унти специалистсем пирӗн района эрнере пӗр-икӗ хутчен килсе каяҫҫӗ, чирлисене йышӑнаҫҫӗ», — пӗлтерчӗ Владимир Николаевич.
Ялсенче кадр ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
— Ҫывӑрасси пулмарӗ! — сарай ҫивитти сирӗлнӗ хушӑкран тухӑҫалла пӑхрӗ каччӑ, шурӑмпуҫ хӗрелнине асӑрхарӗ, шушшилерен ялт сиксе анчӗ, гимнастеркипе аялти кӗпине вӑрт-варт хывса пӑрахрӗ, пахчари пусӑран шыв ӑсса, пилӗк таран ҫӑвӑнчӗ, тумланчӗ те хапха патне ҫитсе тӑчӗ.
I // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Сӑмах пӗтмен: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 190 с. — 3–33 с.
Хӗрарӑм, татах пӑтӑр-пӑтӑр пӑтӑртаткаласа, хӑр-хӑр хӑрлаткаласа, ҫурӑм ӑшши тӑхӑнчӗ, краҫҫынпа ҫунакан хунар ҫутрӗ, вара вӗсем виҫҫӗшӗ те килхушшине тухрӗҫ те мухтамаллах мар, тольпе витнӗ, кивӗ, ҫуркаланчӑк пӗренисем тӗллӗн-тӗллӗн аврӑҫнӑ, витепе сыпӑннӑ сарая кӗчӗҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ку юхӑмри машинӑсем: «Унта пирӗнсӗрех шавлӑ, пирӗнсӗрех йышлӑ! Каяс! Каяс!» — тесе васканӑн туйӑнать; теприсем, стройкӑна ҫитме тухнисем: «Хытӑрах кӗрлетӗр стройка! Улӑп стройкӑн сасси те улӑпла пулмалла! Кӗтеҫҫӗ унта пире, кӗтеҫҫӗ! Ҫитес! Хӑвӑртрах ҫитес!» — теҫҫӗ пек.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тӗрлӗ округран пуҫтарӑннӑ 100 яхӑн атлета Елчӗк муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев, республикӑри «Кӗрешӳ» федерацийӗн председателӗ Виталий Васильев тата ыттисем саламланӑ.
Ентешсене асӑнса // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/
Тимӗр Кӗркури пӗр авӑк чӗрӗп пек пуҫтарӑнса, чунне ҫӑтса, сывлама хӑймасӑр, мӗскӗн, йӳҫӗ кулӑ хыҫне пытанса ларчӗ, подъездра сасӑ шӑплӑха сӑрхӑнса йӑмсан тин вырӑс чӗлхин «юравсӑра тухнӑ, упи-супи япаласем тултарнӑ хуп ҫӳпҫине» кӗмпӗрр! аслати авӑттарса ӳпӗнтерсе ячӗ:
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Информушкӑнпа пӗрле ку мероприятире округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗренӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова, округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан М.М.Зайнуллин, округ депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Р.Х.Идиатуллин хутшӑннӑ.
Тӗрлӗ ыйту пӑхса тухнӑ, агролаборатори уҫнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d1%82%d3%9 ... %be%d1%80/
«Вперед к здоровью» номинацире «Химик» спорт клубӗн тренерӗ Зинаида Ижелеева (вӑл сасӑлавра 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ), «К знаниям без барьера» номинацире Ярмушка шкулӗн учителӗ Любовь Максимова, Пӑртасри тата Хирпуҫӗнчи библиотекарьсем Ольга Ивановапа Надежда Михайлова.
Вӑрнарсем те хастар хутшӑнчӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10983-v- ... utsh-nch-c
«Чӑваш Республикинче пултарулӑха аталантарма, тивӗҫлӗ ӗҫ вырӑнӗ тупма майсем ҫителӗклех, — терӗ Михаил Васильевич ҫамрӑксене малашлӑхра ырӑ сунса. — Паллах, кулленхи пурнӑҫра йывӑрлӑхсемсӗр те мар, такӑнасси те пулать, анчах пуҫа ан усӑр. Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать».
Чи лайӑххисем // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Ҫӗр, тӗн вӗрентнӗ тӑрӑх «турӑ престолӗ» пулса тӑнӑскер, тата ҫыннӑн ӗҫ вырӑнӗ — «тӗнчене тунин тӗллевӗпе вӗҫӗ пулса тӑнӑскер», хӑй вырӑнтан хускалманлӑхне ҫухатать те, ытти планетӑсемпе пӗр пекех тата ытти планетӑсем хушшинче Хӗвел тавра васкасах ҫавӑрӑнма тытӑнать.
V. Пӗтӗм тӗнчери туртӑм законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.


