Короткие
Асапӗпе йывӑрлӑхӗ иккӗшӗ пӗрлешнӗ хыҫҫӑнхи ҫулсенче те нумай тиенчӗ, стройкӑри йӗркелӗхшӗн хытах ҫунаканскере теприсем юриех такӑнтарма та хӑтланнӑ, тепӗр ҫывӑх юлташсемех ун вӑйӗпе, пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ хыҫҫӑн, ытлашши принциплӑ ку тесе, унран пӑрӑнма васкарӗҫ…
4 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Тӑван амӑшӗ, тӗнчипе паллӑ Нур-Салтан, нумай ҫул ӗлӗк Крым ханне Менгли-Гирее качча тухнӑскер, темиҫе уйӑх каялла Бахчэ-Сарайра ҫӗре кӗчӗ, Мускавра аслӑ князь патӗнче пурӑнакан пӗртен-пӗр шӑллӗ, Латиф, ҫулталӑк каялла унтах пуҫне хучӗ, — те хӑй вилчӗ, те вӗлерчӗҫ ӑна.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Каяс умӗн Чӗкеҫ пӗркенчӗкне уҫса Ашшӗне тав тума аллисене ҫӗклерӗ; Йӑлтӑр ҫутӑ ярӑм ылттӑн шӑрҫа Курӑнса кайрӗ те — ашшӗн куҫӗ тӗллерӗ: Пӗр самантра кунтан аса илчӗ Урха Воевотӑ патӗнче илтнӗ сӑмаха: Майра патша валли хатӗрленӗ парне Вӑрӑ хурах аллине лекнӗ, тенине.
XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Вӑл ҫамрӑк писатель мар-ха, кӗнеки те чылаях кун ҫути курнӑ унӑн, ҫапах хӑйӗн ҫак япали пичетленессе ҫамрӑк чухнехи пекех вӗткеленсе, хӑпартланса кӗтрӗ: ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ самантра пӗрре мунчари пек вӗриленсе кайрӗ, тепре пӑрлӑ шыва лекнӗ пек ҫӳҫене-ҫӳҫене илчӗ.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пушкӑрт Республикин Инвестици комитечӗн ларӑвӗсенче промышленноҫ енӗпе «Инвестици сехечӗ» форматра 2024 ҫулта Пушкӑрт Республикин приоритетлӑ инвестици проекчӗсен переченьне 31389,5 миллион тенкӗ инвестицисен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗпе 15 проекта пӑхса тухнӑ тата кӗртнӗ.
Хамӑр патра кӑларнӑ стройматериал сӗнет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... et-3886537
«Ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене пулӑшас тата импортпа тивӗҫлӗ тавар туянма кирлӗ мӗнпур мероприятие туса ирттерес енӗпе пур йышӑнусене те вӑхӑтра йышӑнасса шанатӑп. Шалти рынокра темӗнле хаксем сиксе ан тухчӑр тесе, нимӗн те вӑраха ан ярӑр», - тенӗ Президент.
Путин ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсене вӑхӑтра пулӑшу памалли мерӑсене йышӑнма хушнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... hn-3798604
Ларура Тутарстан Республики тата район йӗркеленнӗ, ҫавӑн пекех, сентябрь уйӑхӗнче пулас Пӗлӳ, Пӗрлехи суйлав кунӗсем умӗн иртекен мероприятире общество хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес, террористла актсене асӑрхаттарас енӗпе хушма мерӑсем йышӑнас ыйтусене пӑхса тухрӗҫ.
Пӗрле ӗҫлемелле // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... le-lemelle
Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчен хыпарлаҫҫӗ: «Лагерӗн малтанхи кунӗсенчех «Лето Первых» фото квест ирттертӗмӗр, ҫутҫанталӑк тусӗ-сем Асӑну садӗнче пӗчӗк экспедицире пулчӗҫ, спортсменсем «Забег Первых» акцие хутшӑнчӗҫ, А.Пушкинӑн произведенийӗсемпе ушкӑнпа паллашрӗҫ».
Каникул кунӗсем ачасене хаваслӑх кӳччӗр // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/06/07/%d0%ba%d0%b ... %b3%d1%87/
— Малтанхи вӑхӑтра Улюк кинпе Натюш Володьсем патӗнче пурӑнатчӗҫ, совхоз панӑ хваттерте, — терӗ те Анюк шӑпланчӗ, малалла ирӗксӗртереххӗн, кӑлӑхах тапратнӑ сӑмаха хӑвӑртрах вӗҫлесшӗн пулнӑ пек, вӗҫлеме пӗлеймен пек калаҫрӗ, ман ҫине вӑрттӑн-кӗрттӗн пӑха-пӑха илчӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Телей сассиллӗ пулчӗ пуль, иртен-ҫӳренсем те илтрӗҫ ӑна, вӑшлаттарса утса пыракан хӗр ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗҫ, ун куҫӗсемпе тӗл пулса хӑйсем те ҫуталса илчӗҫ, тен, ӑмсанчӗҫ те пулӗ ун илемне, хӑйсен те, тен, ун пекех ҫамрӑк та хӗвеллӗ пулас килчӗ ахӑр ҫак ҫӗр ҫинче.
Мӗлке ташши // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 127–134 с.
Пӗрер чӑваш салтакра хутла вӗренкеленӗ те, вырӑс саспаллисемпе чӑвашла ҫырса, ҫыру яма тӑрӑшнӑ, анчах ун пек ҫырусене ашшӗ-амӑшӗ илсе вулайман — тӳре-шара тытса чарнӑ, ҫурса тӑкнӑ, ҫыракана шар кӑтартнӑ, шӗвӗ хулӑпа ҫаптарнӑ, тепӗр пилӗк ҫул салтак служби хушса панӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Час-часах ҫакӑн пек каланине илтме пулать: халӗ чӑвашсем те вырӑсла лайӑх пӗлеҫҫӗ, вырӑс чӗлхи вӗсемшӗн иккӗмӗш тӑван чӗлхе пулса тӑчӗ, ҫавӑнпа та чӑваш чӗлхине малалла аталантарасси ҫинчен мар, халӑх хушшинче ытларах вырӑс чӗлхине сарасси ҫинчен шутламалла, теҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.
Ҫапла вара, чиперех ҫаврӑнчӗ, ӑнӑҫлах вӗҫленчӗ ҫамрӑксен вӑрттӑн, каварлашса туса ирттернӗ ӗҫ укҫи ҫумне сӗтев хушакан «бесплат сахӑр операцийӗ», вӗсене студент ӗмӗрӗн пӗр мӑтӑк тапхӑрне те пулин пылак апат-ҫимӗҫ тӗлӗшӗнчен юрлӑхран хӑтӑлса пурӑнма май туса пачӗ…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хуларан тухсанах вӑл: «Акӑ киле ҫитетӗп те Ваҫҫука чӗркесе пӑхатӑп. Пӗчӗк ачасем ҫутӑ япалана юратаҫҫӗ. Ку та ҫутӑ кипке: пӗр енӗ — хӗрлӗ пурҫӑн, тепӗр енӗ — сенкер. Чӗркесе пӑхсан е куҫӗпе курсан мӗн тери хӗпӗртесе ӳкӗ-ши? мӗн-мӗн кӑна калаҫмӗ-ши!» тесе шухӑшласа пычӗ.
Ҫӗнӗ ҫын // Валентин Урдаш. Ялав. — 1951. — № 6. — 17–19 с.
Аркадий, хура ӗҫ пичет ҫапнӑ ҫаврарах питлӗ каччӑ, сӗтел хушшинче чӑвашра тухса тӑракан пӗр хулӑн журнала тишкерӳллӗн вуласа лараканскер, пуҫне палт ҫӗклерӗ те ҫӗрлехи пӗлӗтсӗр каҫсенчи янкӑр тӳпе пек таса, йӗпкӗн кӑвак куҫӗпе тантӑшне ҫирӗппӗн, тӗлӗнӳллӗн тӗллерӗ:
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Пӗтӗм тӗнчери «Санкт-Петербургри Шурӑ каҫсем» фестивале хутшӑнакансене каланӑ май музыка уявӗ ҫӗршыв таланчӗсене пӗрлештернине, интереслӗ программӑпа уйрӑм атмосферӑшӑн хакланине Кремль сайтӗнчи телеграммӑра пичетлесе кӑларнӑ.
Путин "Санкт-Петербургри Шурӑ каҫсем" фестивале хутшӑнакансене саламланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... an-3854417
Аркадий Давыдович, ҫӗр ҫинче утмӑл ҫула яхӑн пурӑнса, суялӑха питрен те, куҫран та лайӑх уйӑрса илме хӑнӑхнӑ пулас та, куҫкӗрет шӗветсе тӑракана тытса чармалли эпитетсем нумайччӗ ун: «суя чӑпти, суя курланки, суя сӗреки, суя сулнӑкӗ, суя хутаҫҫи, суя лавӗ» тата ытти те.
6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Гоголь сӑнласа панӑ Невски проспект чӑнах та ҫиелтен пӑхма хитре, вӑл кашни сехетре ҫӗнӗ тӗс йышӑнать, вӑл ҫынсемпе хӗвӗшсе тӑрать, анчах вӑл пысӑк хула мӗскӗнлӗхне, Коломнӑра е Мещански урамра пурӑнакансен чухӑнлӑхне, столицӑн тӳнтерле енне пытарма пултараймасть.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
«Чи хастар ҫемье» — Николаевсен ҫемйи, «Чи туслӑ ҫемье» — Арсентьевсен ҫемйи», «Чи хаваслӑ ҫемье» — Михайловсен ҫемйи, «Чи сӑпайлӑ ҫемье» — Семеновсен ҫемйи, «Чи ӑста ҫемье» — Павловсен ҫемйи, «Чи тӑрӑшуллӑ ҫемье» — Гавриловсен ҫемйи тесе палӑртрӗҫ жюри членӗсем.
Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html
Кил хуҫи хӗрарӑмӗ вара тӑватӑ пепкин юратнӑ амӑшӗ ҫеҫ мар, вӑл ҫут ҫанталӑк тусӗ, ӑста пахчаҫӑ, чечек ӗрчетекен, алӑ ӑсти, ҫав вӑхӑтрах ачисем вӗренекен Патӑрьелӗнчи пӗрремӗш вӑтам шкулта, ача садӗнче йӗркелекен мероприятисене те мӑшӑрӗпе пӗрле хутшӑнма май тупать…
Ҫемье телейӗ - ачасенче // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44183-ceme- ... achasenche


