Короткие
Лида нимле вечерсене те ҫӳременнине тата ҫакӑн сӑлтавне (хӑйне начар туять) пӗлсен, ун амӑшне ӳпкелерӗ: мӗнле-ха вӑл пӗр хӗрне — Евлене ниҫта кайма та чармасть, Лидӑна, авӑ, килтех тытать, кӗҫӗн хӗрӗн халь ҫакӑнта лармалла-им, ҫамрӑксемпе савӑнса-юрласа ҫӳремелле унӑн!
6 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 303 с.
Эпир, ученӑйсем, сире валли юрӑхлӑ вӑрлӑх туса парас тесе вуншар ҫул хушши тӑрӑшса ӗҫлетпӗр, асапланатпӑр, йӑнӑшатпӑр, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ сортсем шыратпӑр, пӗр пучахран туратланса ӳсекен темиҫе пучах тӑватпӑр, кӗркунне-акмалли тырра ҫуркунне акса пӑхатпӑр, тата тем те пӗр.
XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
«Тилли юррисем» кӗнекери юрӑсене юрлакан уйрӑм ҫын чӑваш хушшинче чӑнах та пулнӑ-и е пулман-и, поэт вӗсене Тиллирен ҫырса илнӗ-и е ҫырса илмен-и, ҫапах та, вӗсем — халӑх юррисем ҫеҫ мар, поэт произведенийӗсем те, вӗсенче Хусанкай ӑсталӑхӗ, пултарулӑхӗ, таланчӗ сисӗнет.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Капитал ҫӗршывӗсенче ҫывхарса килекен кризисӑн паллисем палӑраҫҫӗ, производство чакса пырать е пӗр вырӑнта тӑрать, ӗҫсӗрлӗх ӳссе пырать тата халӑх массисем чухӑнланса пыраҫҫӗ пулсан, социализм лагерӗнче вара мӗнпур экономикӑпа культура тӗлӗрен хӑватлӑн ҫӗкленет.
Тӗнчери лару-тӑру // И. Артемов. Коммунизм ялавӗ. - 1953. - 23 декабрь (№ 253). - С. 4.
Акӑ мӗншӗн иккен: вӑл хӑйӗн аслашшӗн чапне упрайман, халӑх кӑмӑлне хирӗҫле вӑрҫӑ-харҫӑ нумай ирттернӗ, аслашшӗ пурлӑхне кӑна мар, халӑхӑнне те нумай ҫунтараса пӗтернӗ пек харама янӑ, ҫавӑнпа ун ҫинчен, вырӑссен ҫун (гори) сӑмахӗпе усӑ курса, ӗмӗрлӗх ылханнӑ ят кӑларнӑ.
«Игорь вӑрҫӑпа кайни ҫинчен хунӑ сӑмахӑн» чӑвашла куҫарӑвӗсем // Г. Ф. Юмарт. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 88–101 с.
Ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтра кун йӗркинче ялан ҫивӗч тӑракан ыйтусене — хуҫасӑр йытӑсене тытса усрасси, выльӑх-чӗрлӗхе идентификаци тӑвасси тата шута илесси, хуҫалӑх кӗнекисене электронлӑ майпа йӗркелесси, Чӑваш Республикинчи эпизооти лару-тӑрӑвӗ ҫинчен сӳтсе явнӑ.
Елчӗк тӑрӑхӗнче — патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b5%d0%b ... %83%d0%b6/
Малта кӑтартнӑ опытра тӗрлӗ цилиндрсем — йывӑҫран тата металран тунӑ цилиндрсем — илсе е пӗр цилиндр ҫумнех тӗрлӗ грузсем ҫыхса хурса ӳкерсен, ҫӳлте каланӑ пек виҫнисем, япалан масси хуть те мӗнле пулнӑ чухне те, ирӗклӗ ӳкни хӑвӑртланнин пӗр пӗлтерӗшнех кӑтартаҫҫӗ.
Задачӑсене шутламалли правилӑсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Апатланнӑ хыҫҫӑн Микула нумаях та кӗтмерӗ, урамӑн тепӗр енче Касмуххасем килнине асӑрхарӗ, Ку таранччен вӑл, хирӗҫсе кайнӑ Ӗнелпе Пиш хушшинче нимле туслӑх та пулма пултарайман пек сунса, уполномоченнӑйӗсем те пӗр-пӗрин ҫине тӑшманла пӑхасса, уйрӑм ҫӳрессе кӗтнӗччӗ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Вӗренме кӗнӗ чухнехи тӗрӗслеве экзамен пуҫланиччен улӑштарни килӗшӳллӗ мар. Вӗренме кӗрекенсен тӗплӗн хатӗрленме вӑхӑчӗ те нумаях юлмасть. Халӗ пулас студентсем вӗренме кӗнӗ чухне мӗнле предметсемпе экзамен тытмаллине 9 уйӑх маларах пӗлсе тӑраҫҫӗ», - тенӗ депутат.
А.Аршинова: «Вӗренме кӗмелли экзаменсене улӑштарни килӗшӳсӗр» // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07
1939 ҫулта кашни пин ҫын пуҫне аслӑ шкултан вӗренсе тухнисем ултӑ ҫын, вӑтам тата ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулсем пӗтернисем 77 ҫын пулнӑ пулсан, 1959 ҫул тӗлне кашни пин ҫын пуҫне 18 ҫын аслӑ шкултан вӗренсе тухнӑ тата 263 ҫын вӑтам шкулпа ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулсенче пӗлӳ илнӗ.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Июнӗн 2-мӗшӗнче «Шурале» аттракцион паркӗнче «Спорта кӑмӑллакан Хусан тусӗсене йышӑнать» уяв, июнӗн 5-мӗшӗнче аквапаркра усрава илнӗ ачасем валли «Лето-Sтор» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ, июнӗн 6-мӗшӗнче Ҫамрӑксен «Ак Барс» центрӗнче «Ырлӑхпа ыр кӑмӑллӑх ытӑмӗнче» уяв иртеҫҫӗ.
Ҫӗр чӑмӑрне ачасене парнелер // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01
Уҫлӑх анлӑшӗнче куҫа шӑнӑҫакан тем тӑршшӗ хир те, ун ытамӗнче ытлӑхлӑн тӗлӗрекен унчченрех лӑпчӑннӑ хумлӑ-хумлӑ юр та, халь-халь сӑмах хушса калаҫма пикенес шӑплӑх та — пурте, пурте вӗсем ҫак кӗвӗ асамлӑхӗпе витӗннӗ, пурте вӗсем ҫак чипертен те чипер ҫӗнӗлӗхе ӳпӗннӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Магаев, «укҫа ҫук» текелесе, «хӑлхисене ваткӑпа вӑшт-вашт питӗрчӗ» те, уттине татах та сулмаклантарса хӑвӑртлатрӗ, анчах офис алӑкӗ патне ҫитсен, ун ҫулне чӑп-чӑмӑр питлӗ, тапчам, йӑпӑш ҫырӑ ҫӳҫлӗ, ҫар ҫыннилле тумланнӑ арҫын (гимнастерки ҫеҫ пакунсӑр) валт! пӳлсе хучӗ:
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
«Ҫынсем ӗҫленӗ чух эсӗ ӗҫме юрататӑн, мӑшӑру та сан эс ӗҫнӗрен пӑрахса кайнӑ. Кайран тата миҫе арҫынпа ҫылӑха кӗтӗн, тет. Колхоз правленийӗ штравласан та, аран-аран Ӗҫе тухкаларӑн. Ҫӗр ҫинче путсӗр пулнине кунта сана кам юсатӑр! Тамӑка!» — тесе ура тапса кӑшкӑрать турӑ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Наҫтаҫ хӑйӗнчен чылай маттур та чипер йӗкӗтсенех ҫывӑха яманнине, унӑн ҫав хӗр юратӑвӗ ҫинчен ӗмӗтленме те май ҫуккине пӗлтерчӗ, пӗр енлӗ юрату вӑл — юрату мар терӗ, иккӗшӗ те пӗр-пӗрне саваҫҫӗ-тӗк, ку вӑл чӑн-чӑн юрату пулӗччӗ, паян мар-тӑк ыран ҫемье чӑмӑртакан юрату.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Ларӑва муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Осипов, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫин ҫумӗ — граждансен ыйтӑвӗсемпе, обществӑлла тӗрӗслев субъекчӗсемпе ӗҫлекен управлени начальникӗ Алексей Гурьев тата обществӑлла палатӑн ытти членӗсем хутшӑннӑ.
Пӗрремӗш ларӑва пухӑннӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d0%bf%d3%9 ... %bd%d3%91/
Сасартӑк, пӗр харӑс тӑрса, Эпир вӗтлӗх витӗр, сӑрт урлӑ, хирпе Васкарӑмӑр аслӑ вӑрҫа, Эпир — малтисемччӗ; ҫӗнме ҫӗкленсе Кӗрейрӗмӗр ҫулӑм ӑшне, — Ахлатрӗ тавралӑх, шартах чӗтренсе, Тем шӑхӑрчӗ: хӑшӗ — хӑшне! — Вӑл ухӑ снаряд-мӗн шартлатрӗ ҫумра, Сӳ килчӗ, сӳ кайрӗ хӗрӳ…
Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.
Икӗ ҫын, вӑтам ҫулсенчи кутамас, сӑмси ҫине куҫлӑх утлантарнӑ тӗксӗм сӑн-питлӗ арҫынпа хӑийашка хӗрарӑм, кӑвак флёр тутӑр ҫыхнӑскер, кӗпер ҫинчен чупса тухрӗҫ те тӑвалла, тӑпӑл-тӑпӑл та капмар ҫуртсемпе капӑрланса-мӑнаҫланса ларакан урамалла хыпса ҫунсах ӗрӗхтерчӗҫ.
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Анчах та кӑшкӑрам, хӗпӗртенине пӗлтерем тенӗ сӑмаххи те унӑн чӗре анинче чӑмӑртаннӑ евӗрех лак! тӑрӑнчӗ те пырне, аллинчи вӗлтӗркке ҫӗклемлӗ Христина ҫывӑха пырса тӑрса ҫӑвар уҫсан тин, типӗ аната йӗпепе тӗртсе антарнӑн, тути хӗррисенчен йӑшӑл! вӗҫерӗнчӗ темӗн хытти.
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫавӑнпа кӗпӗрнери мӗн пур халӑха пӗлтеретӗп: саккун тӑрӑх, ополчение ҫарне кӗнисен, е дружина тиекен ҫарсене кӗнисен ҫемйисене, запасран кайнӑ ахаль салтаксен ҫемйисемпе пӗрех, хыснаран пулӑшу тухать; ҫавӑн пекех хӑйсем ирӗк туса кайнисен ҫемйисене те пулӑшу тухать.
Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.


