Короткие
Унтан Анатоли вӑл хӑй те, тӑванӗсем те, Валинкка та, — хӗр ун асне темшӗн уйрӑм килчӗ, — ҫывӑх тусӗсемпе ялти ытти пӗлӗшӗсем те унашкал ҫынсем маррине, пурте лайӑххине, вӗсемпе пӗрле ӗҫлеме те, пурӑнма та питӗ лайӑххине, савӑнӑҫлине аса илчӗ те ун кӑмӑлӗ ҫӗкленме пуҫларӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.
Инҫетри Ҫӗпӗрти колхозра икӗ ҫул ӗҫлесен хура кӗркунне Моляков тӑван яла канма килнӗччӗ, ҫавӑн чух амӑшӗн килӗнче эрне пурӑнчӗ-пурӑнмарӗ-и — ун ячӗпе телеграмма персе ҫитрӗ: «Володя, тархасшӑн, Шупашкара кил. Кунта эп кам патӗнче пурӑнма пултарнине эс пӗлме тивӗҫ. Ира».
Авӑн уйӑхӗнчи тӗлпулу // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 9-21 с.
Юлашкинчен хайхискер юрлайми те, ташлайми те пулчӗ: «Ах, эп ӳсӗрӗлсе кайрӑм-ҫке, ман ҫывӑрмалла», — терӗ те тайкалана-тайкалана залалла сӗнкӗлтетрӗ, унти диван ҫине хутланса выртрӗ: «Астӑвӑр, мана чӗрне хурипе те ан тӗкӗннӗ пултӑр!» — терӗ те выртнӑ-выртманах ыйха путрӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Малараххисенче аван паллӑсемех илнӗ, тепӗр утӑм ҫеҫ тумалла тесе шутласа сумкӑна кирлӗ ручкӑсем тата экзамена илсе кӗме юранӑ ытти ӑпӑр-тапӑра хутӑм, тумтире хатӗрлерӗм, будильнике ирхине ултӑ сехетре шӑнкӑравласа ятӑр тесе лартрӑм та кӑнтӑр иртсенех ҫывӑрма выртрӑм.
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.
Маркка пичче те пулса иртнӗ ӗҫ хыҫҫӑн пит пӑшӑрханнӑ: пысӑк укҫалла вылянине хӑй ӗмӗрӗнче курманскер, ҫапӑҫса кайса пӗр-пӗрне инкек тӑвасран шикленсе, вӑл Эльгеева кайса систернӗ: сехет таврашне выляса яма пуҫлани — пӗр-пӗрне хӗнесе тӑвасси патне те илсе пыма пултарнӑ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хӑйсем эрнеренпе ҫӑкӑрсӑр, серте яшки ҫине кӑшт ҫӑнӑх лӑкаса ҫинипе ҫеҫ тӑранса пурӑнни ҫинчен тата ӗнер юлашки ҫӑнӑхӗ те пӗтни ҫинчен уҫҫӑн каласа пама ҫӑмӑлах мар Анука, ку вара упӑшкипе хуняшшӗ ятне ашшӗ-амӑшӗ умӗнче, пуринчен ытла ашшӗ умӗнче, намӑса кӗртни пулӗччӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Халь апла мар, Твиккапа Квикка Ламппаса хӑйне хӑваласа яраҫҫӗ: Ламппас ҫенӗк умне тухсан, Твикка тӗкӗсене шӑртлантарса, унччен те пысӑк куҫне тата ытларах чарса пӑрахать те хаяррӑн лӑр-лӑр! тесе мӑкӑртатать, Ламппас вара ырӑ мара сиссе ҫав самантрах ҫенӗк айне шӑвӑнать.
Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.
Алла Самойлова аллинчен ЧР сывлӑх сыхлавӗн Хисеп грамотисене поликлиника заведующийӗ, функцин диагностика врачӗ Венера Чумышева, Улянкӑри ФАПӑн заведующийӗ Алена Григорьева, терапи уйрӑмӗн медсестри Валентина Егорова, поликлиника медсестри Валентина Павлова илчӗҫ.
Тар кӑларса ӗҫленӗ хыҫҫӑн, ай, савӑнтӑмӑр та акатуйра // А.НИКИТИНА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.06.15
Акимовӑн хӑйне хӑй самантлӑха хуть Акашина вырӑнне тӑратса пӑхасчӗ, вара пӗлетчӗ унпа мӗнлерех калаҫмаллине, — ҫук, кун пек тавҫӑрулӑх ҫитеймерӗ ҫамрӑк пуҫлӑха, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗнпе калаҫнӑ хыҫҫӑн инкеклӗ хӗрарӑм чун-чӗринче мӗн пулса иртнине тавҫӑрма та пултараймарӗ.
2 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.
Вӗсен калаҫӑвӗ, пӗр-пӗринпе сӑмахлани тӑрӑхах ҫакна туйса илетӗн: ушкӑнсем тӗрлӗ республикӑсемпе облаҫсенчен, хуласенчен килнӗ пулсан та уявӑн тӗп чӗлхипе саламлашаҫҫӗ, калаҫу-каларӑшра тӗрлӗ пусӑм тусан та чӑн-чӑвашла туйӑма палӑртса сумлӑн та именчӗклӗн пуҫ таяҫҫӗ.
Телейпе ырлӑх утравӗ // Е.ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/2 ... b0%d0%b2e/
Юбилей кунӗсене палӑртса ирттерекен аслӑ ҫулсенчи ҫыннӑмӑрсене уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата Тутарстанпа Ульяновск облаҫӗнчи патшалӑх пурлӑхне тытса пыракан Федерацин регионсен хушшинчи территорири управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов саламларӗҫ.
Пурнӑнни вӑл — телей, енчен унӑн хакне пӗлсен // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... akne-plsen
Каллех шалтан тар пек ҫӑтӑр-ҫӑтӑр тивсе кайса, шарт! сирпӗнсе каймӗ-ши качтаки?» — ыйту ҫине ыйту купаланчӗ ун умӗнче, вара, вӗсемпе хӑвӑрӑлса ҫунса, пӑраланса, вӗсем ҫине хурав тупаймасӑр мӑш туса, хивре тулашӑнса тутине шӑлӗсемпе юн сӑрхӑнса тухмаллах ҫырта-ҫырта илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Патвар йывӑҫсем — хӑватлӑран та хӑватлӑ машинӑсем, ҫӗршывӑн тӗрлӗ завочӗсенчен тухнӑ, халь вара таҫти ҫул ҫинче те ҫапла васкакан, хӑйсем васканӑ май пурнӑҫ таппине васкатакан тӗрлӗрен тӗрлӗ машинӑсем, тӗрӗсрех каласан, пурнӑҫ таппи хӑй хистенӗрен васкакан машинӑсем.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Залри пассажирсемшӗн ку ӑнсӑрт, тулӑксӑр, пуклашка пурнӑҫӑн кукрашки, чӑнах та, тӳлевсӗр кӑтартакан камитех пулчӗ ӗнтӗ: пӗрисем чӑхлатаҫҫӗ, теприсем пӗр кӗвӗллӗн кусса кайнӑ ҫинҫе саспа ихӗлтетеҫҫӗ, варне хӗҫлентерсе, ӑна ик аллипе ҫӑтӑр-ҫӑтӑр тытса ахӑлтатакан та пур.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Стенд патӗнче тӑракан темӗн пысӑкӑш моторсем ҫине пӑхать — курмалли чӑнах та питӗ чаплӑ ӗнтӗ: кантӑк трубкӑсем эрешмен карти пек явӑнкалаҫҫӗ, тӗрлӗ тӗслӗ лампочкӑсем ҫутӑла-ҫутӑла илеҫҫӗ, хӑйсем тӗллӗн ҫыракан приборсем чалӑш-тӗлӗш йӗрсем тӑваҫҫӗ, моторсем кӗрлеҫҫӗ…
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ҫичӗ ҫамрӑк Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятарлӑ стипендине илсе тӑрать, 10 вӗренекен - Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Н.Маловӑн стипендине, 10 вӗренекен - администраци пуҫлӑхӗн стипендине, 11 вӗренекен - нотариат округӗн (Р.Праулован) ятран паракан стипендине.
Пахалӑхлӑ пӗлӳ илме майсем пур // А.ВАСЮКОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11882 ... majsem-pur
Федерацин Атӑлҫи округӗнчи Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн саккун кӑларакан органӗсен Ассоциацийӗн координаторӗ, Чулхула облаҫӗн саккунсем кӑларакан Пухӑвӗн Председателӗ Евгений Люлин Чӑваш Ен опычӗ хӑйне евӗрлӗ, ыттисемшӗн чӑн-чӑн паха тӗслӗх тенӗ.
Чӑваш Енре ҫичӗ ҫул хушшинче пуҫаруллӑ бюджетировани проекчӗсен шучӗ 10 хут ытла ӳснӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/12/11/chav ... ulla-byudz
Пӗтӗм Россия халӑхӗ славян халӑхӗсене хӑйӗн тачӑ тӑванӗсене юратнӑ пек юратни ҫак кунсенче питӗрех те палӑрчӗ, мӗншӗн тесен ҫак хушӑра Австро-Венгрия патшалӑхӗ славян йӑхӗнчен тухнӑ Сербия патшалӑхне ирӗксӗрлесе, ирӗк патшалӑха илӗшмен сиенлӗ ӗҫсем тутарасшӑн пулчӗ.
Германияпа, Австрияпа вӑрҫӑ тухни // Паллӑ мар. Германипе, Австрипе вӑрҫӑ тухса кайни. - Симбирск, 1914. - 14 с.
Унта республикӑри тӗрлӗ кӗтесрен пухӑннӑ ял хуҫалӑхӗнче, вӗрентӳре, культурӑра, сывлӑх сыхлавӗнче, муниципалитет влаҫӗн тытӑмӗнче тӑрӑшакан ҫамрӑксем ЧР Пуҫлӑхӗпе Олег Николаевпа, ЧР ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа куҫа-куҫӑн тӗл пулса тӗрлӗ ыйту хускатрӗҫ.
Пуласлӑх — ҫамрӑксенче // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... %87%d0%b5/
Ҫавӑнпа та Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ, строительство, инфратытӑм аталанӑвӗн пай пуҫлӑхӗ Равиль Ямалетдинов пӗчӗк ялӑн пысӑк ыйтӑвӗ - вӗсем патне «кӑвак ҫулӑма» илсе ҫитересси - хальхи вӑхӑтра пӗлтерӗшлӗ пулнине, ҫак ыйтупа ӗҫленине палӑртса хӑварчӗ.
Килӗшӳллӗ кӗтӳре кашкӑр та хӑрушӑ мар... е // А. ЕГОРОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44269-kil-s ... rush-mar-e


