Корпус чувашского языка

Короткие

Ҫак предложенисенче чӗлхене илемлетекен мелсем пӗртте ҫук, апла пулин те вӗсем (предложенисем) пирӗншӗн, вулакансемшӗн, сӑнарлӑ та уҫӑмлӑ пек туйӑнаҫҫӗ: хӗрсем хӑйсен савнийӗсене чун пек кӗтсе лараҫҫӗ, унтан вӗсем килнине сиссенех савӑннипе ниҫта кайса кӗме пӗлмеҫҫӗ.

Помоги переводом

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

«Марье-ҫке ку! Пире Ҫӗпӗре ӑсатнӑ чух ҫак хӗрарӑм пуринчен ытларах савӑнчӗ, Микулайпа пӗрле Ҫӗпритунсен пуянлӑхне ҫилпе салатрӗ! Турӑ пӳрни ҫитрӗ иккен. Акӑ вӑл хӑех Ҫепритун аллине килсе ҫакланчӗ!» — тем пек савӑнса йӑлкӑшса илчӗ ватӑ кашкӑрӑн ҫунса кӑмрӑкланнӑ чӗри.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсем тӑпра пулӑхлӑхне ӳстерме хура пусӑ тӑратса хӑварнине, тислӗк тӑкнине, минераллӑ удобренисем сапнине, чир-чӗртен вӑхӑтра хӳтӗленине шута илсен кӑтарту пысӑкрах пулмаллаччӗ, анчах ҫанталӑк условийӗсене хирӗҫ кайма ҫук.

Помоги переводом

Сӗтел тулли апатшӑн тавах сана, ҫӗр ӗҫченӗ! // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51684-s-te ... -c-r-cchen

Тӑван ҫӗршывӑн шанчӑклӑ ывӑлӗсене юлашки ҫула ӑсатма район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов, Пушкӑртстанри Патшалӑх Пухӑвӗн — Курултайӑн депутачӗ Рустем Ахунов, Пишпӳлек ял совечӗн пуҫлӑхӗ Александр Семенов, ҫар комиссариачӗн представителӗсем, ветерансем килнӗ.

Помоги переводом

Пишпӳлекре ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан икӗ ҫынпа сывпуллашнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/news/ytarl-car-operaq ... hn-3893643

…Ҫак вӑхӑтра Ула Тимӗр, аллинче ҫунакан зажигалкине тытса, инҫех те мар хӑйне тепӗр арҫын сӑнаса пӑшт пулса тӑнине сисмесӗр, чӗрине элексир пек сип кӳрекен «охо-хо-хо» сасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе тӑчӗ, хӑй те «эхе-хелесе» илчӗ, сӑмахпа та чӗнсе пӑхрӗ — хирӗҫ чӗв те пулмарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗрлӗ Чутай шкулӗн салтак ҫулне ҫитмен ҫамрӑкӗсем вара - Александр Агаськин, Валерий Аргандейкин, Никитӑпа Евгений Канцеляровсем, Игорь Князьков, Иван Сармандейкин (командир), Егорпа Павел Секайкинсем, Федор Ябыков, Богдан Яркин - паян мӗн тунипе ҫырлахса ларасшӑн мар.

Помоги переводом

Чи ҫамрӑк команда иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ // А.КАРПОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 19.05.31

Патшалӑх службин тивӗҫӗпе хушнисене яланах тӗрӗс пурнӑҫлама хӑнӑхнӑ Ирина Витальевнана нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн (2018 ҫул) тата юстици ӗҫӗнчи ПР Патшалӑх комитечӗн ҫитӗнӳсемшӗн тата служба тивӗҫӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн (2020 ҫул) Хисеплӗ грамотӑпа наградӑланӑ.

Помоги переводом

Служба ӗҫӗсене кӑтартуллӑ пурнӑҫлать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3914598

Урай варрине каллех Ҫӗпритун почтальон тухрӗ, каллех аттисене, чӗркуҫҫисене ҫапса илчӗ, анчах хальхинче аллипе ҫӗртен тытса, хӑрах ура ҫинче ҫаврӑнмарӗ, ҫавӑнпа сывлӑшӗ пӳлӗнмерӗ те — вӑрах ташларӗ, кам умне те пулсан ура пырса тапмаллине мансах урайне кӗрӗслеттерчӗ.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Професси пӗлӗвӗн тытӑмне аталантарма республикӑра комплекслӑ майпа усӑ кураҫҫӗ: пурлӑхпа техника никӗсӗ лайӑхланать, преподавательсемпе студентсем валли мотиваци тытӑмӗ йӗркеленет, ҫӗршыв вӗрентӗвӗн лайӑх практикисене ӗҫе кӗртеҫҫӗ, пахалӑхлӑ практика тивӗҫтерет.

Помоги переводом

Кирлӗ специальноҫсене вӗренни ӗҫ хӑвӑртрах тупма пулӑшӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... sh-3904635

Пуҫламӑш классен учителӗ Марина Вениаминовна Андреева — Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле вӗренӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, вырӑс чӗлхин вӗрентекенӗ Светлана Валентина Минигулова — ПР вӗренӳ отличникӗ, Рамиль Амирзянович Минигулов — РФ воспитанипе ҫутӗҫ пайӗн хисеплӗ ӗҫченӗ.

Помоги переводом

Шкулти чи лайӑх йӑла-йӗркесене упраҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ra-3895210

Иван Ильич вилсен вара ун ҫак вӑрттӑнлӑхӗ — туйӑмӗ ытла вӑйлӑ пулнӑ-тӑр ҫав — пӗтӗм ял умне тухрӗ: вӑл каҫса кайсах йӗчӗ, кайран ҫынсем ӑна час-часах ҫак авӑр хӗрринче пуҫне чиксе ларнине куратчӗҫ; учителӗн ӳтне тӑванӗсем, тури чӑвашсем, пытарма хӑйсен ялне илсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Владимир Садай. В. Л. Садай. Ҫӗр ҫалкуҫ: повеҫсемпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 184 с. — 3–101 с.

Культурӑллӑ строительствӑна туллин пурнӑҫа кӗртсе пыни пурлӑх тата ӑс-тӑн культуринче чӑн-чӑн пуянлӑхсем туса хатӗрлеме, ҫӗнӗ, коммунизмла шухӑш-кӑмӑллӑ ҫынсем ӳстерессине вӑйлатма, ӗҫ ҫыннисен творчествӑлла активлӑхне нихҫанхинчен те ҫӳлти пусӑма хӑпартма пулӑшӗ.

Помоги переводом

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн «Слава картофелю» агрофирмӑн электромонтерне Юрий Долгова тата Комсомольски муниципаллӑ округ администрацийӗн ӗҫӗсен управляющине Татьяна Крюковӑна Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Тав ҫырӑвӗпе тата алла ҫыхмалли сехетпе наградӑларӗҫ.

Помоги переводом

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗччен Чӑваш Республикин Ял хуҫалӑх министерстви килти хушма хуҫалӑх тытакансене тата «Професси тупӑшӗ ҫине хуракан налук» ятарлӑ налук тытӑмӗпе усӑ куракансене хӑйсен ӗҫне аталантарма субсиди парасси пирки пӗлтерет.

Помоги переводом

Килти хушма хуҫалӑх валли // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/obshchestvo/22136 ... l-kh-valli

«Эпир пӗр сӑмахпа каласан, ҫав тери пысӑк тухӑҫлӑха ӳстеретпӗр. Тепӗр тесен, халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайе лайӑхлатса халӑха валли хӑтлӑ условисем туса пама витӗм кӳрсе пыратпӑр. Тепӗр тесен бизнеса аталанса вӑй илсе пыма та меллӗ, условисем пӗтӗмпех хӑтлӑ», - тенӗ вӑл.

Помоги переводом

Пӑрачкав салинче тасатакан сооруженисен ҫӗнӗ комплексне уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/02/03/para ... sen-cene-k

«Чӑлха ҫыхнӑ чухне пӗр йӑллине сиктерсе хӑварсан, пӗтӗм ӗҫ пӑсӑлать. Хаҫат вуласси те ҫавӑн пек япала — пӗр-ик кун вуламасӑр юлсанах пурнӑҫри пулӑмсемпе ӗҫсене сӑнаса пырасси арканать, хаҫат вулас интерес пӗтет», — терӗ те, итлесе ларакансем сасартӑках хускалса илчӗҫ.

Помоги переводом

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Унта хутшӑнакансем пирӗн пӗчӗк Тӑван ҫӗршывӑн чи илемлӗ вырӑнӗсем тӑрӑх виртуаллӑ ҫулҫӳреве тухнӑ: республикӑн «ылтӑн списокне» Салават Юлаев палӑкӗ, курай, «Урал-батыр» эпос, Шульган-таш ҫӗр хӑвӑлӗ, пушкӑрт пылӗ, Янган-тау тӑвӗ, Красноусольск минерал ҫӑлкуҫӗсем кӗнӗ.

Помоги переводом

Кистенлӗри Культура ҫуртӗнче ток-шоу иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3891025

Килте хӑнана кайнӑ ачисене Ула Тимӗр хунямӑшӗ, чакӑр кӑвак куҫлӑ, лутака, йӑрӑ карчӑк, кӑвак чечеклӗ сарӑ сатин кӗпине пилӗк хуҫми ярса тӑхӑннӑскер, йӑм-йӑм чие ҫырли ӳкернӗ шурӑ тутӑр ҫыхнӑскер, чун-чӗрипе ҫунӑхса, чӳречерен куҫ илмесӗр тенӗ пек пӑхса кӗтсе ларнӑ иккен.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кунта Раҫҫей Президенчӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи полномочиллӗ представителӗн заместителӗ Ю.Золотарев РФ Президенчӗн Тав ҫырӑвӗсемпе федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен шырав ушкӑнӗсен Аслӑ Ҫӗнтерӗве уявлама хатӗрленнӗ чи тӑрӑшуллӑ представителӗсене чысланӑ.

Помоги переводом

Чи тӑрӑшуллисене чысланӑ // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07

Вӗсем асӑннӑ факультетра пилӗк ҫул пӗлӗвӗсене тарӑнлатнӑ хушӑра ҫӗршыв шайӗнчи ӑслӑлӑх тата пултарулӑх конкурсӗсемпе олимпиадӑсене хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсен ретне пӗрре мар тӑнӑ, обществӑпа культура пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ, «Урал сасси» хаҫатпа та туслӑ ҫыхӑну тытнӑ.

Помоги переводом

Малашне те ҫитӗнӳсем тума сывлӑх, ӑнӑҫу, хавхалану сунатпӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/amr-k-ru/202 ... -r-3850661

Сайт:

 

Статистика

...подробней