Короткие
«Шкулпа ача сачӗ хушшинче уйрӑмлӑх пысӑк. Малтанах, паллах, пӗчӗккисемпе ӗҫлеме йывӑрччӗ. Юнашар опытлӑ пулӑшакансем пулни, ачасене хытӑ юратни ӗҫе хӑнӑхма пулӑшрӗҫ. Халӗ вара хама урӑх вырӑнта курмастӑп та. Манӑн анне те вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Вутланри ача ҫуртӗнче тӑлӑх ачасене пӑхнӑ. Ҫулсем иртсен те вӗсем пирки пӑшӑрханатчӗ. Ачасене юратасси ҫапла йӑхран-йӑха куҫать пулӗ. Хамӑн хӗрсем те воспитатель профессине суйласа илчӗҫ. Эпӗ хамӑн ӗҫпе хӑпартланатӑп. Ача садне куллен ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа ҫитетӗп. Кунта мана пӗчӗккисем йӑл кулӑпа кӗтсе илни савӑнтарать, вӗсен хаваслӑ сасси хавхалантарать. Манӑн тӗллев — вӗсене лайӑххине, ыррине вӗрентесси, тавракурӑмне ӳстересси, тӗрлӗ енлӗн аталантарасси», — тет юбиляр.
Яланах ачасем хушшинче // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/08/16/%d1%8f%d0%b ... %87%d0%b5/
Ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗн С.В. Захарован парнисене ҫӗнсе илессишӗн, СССР тава тивӗҫлӗ спорт мастерне Н.И. Пуклакова асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе ӑмӑртусем, СССР спорт мастерне Н.Гренадерские асӑнса ҫӑмӑл атлетика енӗпе республика шайӗнчи ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. СССР спорт мастерӗсене С.С. Уливанова тата Н.А. Сейфуллина асӑнса самбо енӗпе турнирсем, Олимп чемпионӗн В.С. Соколовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн бокс енӗпе турнир йӗркелетпӗр. Унсӑр пуҫне йӗлтӗрпе чупса мала тухассишӗн Вӑрмар округӗн чемпионачӗсем, аслӑ ӳсӗмри ҫынсем хушшинче «Активлӑ вӑрӑм ӗмӗр» фестивальсем, Вӑрмар муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн мини-футбол енӗпе турнир тата ытти мероприятисем те иртеҫҫӗ.
Физкультура тата спорт – сывӑ пурнӑҫ никӗсӗ // Ирина ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11860-fizkul ... rn-c-nik-s
Депутатсен Пухӑвӗн ларӑвӗнче Патӑрьел муниципалитет округӗн администрацийӗн ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен сектор заведующийӗ Алевтина Медведева Чӑваш Республикинчи Патӑрьел муниципалитет округӗнчи муниципаллӑ пурлӑха 2024 ҫулта приватизацилемелли планпа, 2025-2026 ҫулсенче муниципаллӑ пурлӑха приватизацилемелли тӗп енсем, ҫавӑн пекех Патӑрьел муниципалитет харпӑрлӑхӗ шутланакан пурлӑха 2025 ҫулта приватизацилемелли прогноз планӗ тата 2026-2027 ҫулсенче приватизацилемелли тӗп енсем, муниципалитет пурлӑхне шута илмелли Положение ҫирӗплетесси, муниципалитет округӗн администрацийӗн право тата кадр ыйтӑвӗсен пай начальникӗ Наталия Каргина муниципалитет округӗн Уставне улшӑнусем кӗртесси пирки тухса каларӗҫ.
Виҫӗ ҫулхи бюджета йышӑнчӗҫ // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52088-vic- ... jysh-nch-c
Эсӗ: «Турра чунтан-вартан ӗненекенсен те ҫӗр ҫинчи телейӗ расна: пӗрисен ӑс-тӑнӗ алтӑрпа ӑсмалӑх, теприсен — чей кашӑкӗ ҫинчен ҫулласа илмелӗх е унран та катӑкрах, ҫавна пулах лешсем пурнӑҫа шур ҫӑкӑрпа хура вӑлча ҫисе, тӳрӗ пилӗккӗн пурӑнса ирттереҫҫӗ, кусем вара хура ӗҫре вӗри тар тӑкса тупнӑ хура ҫӑкӑрпа тӑварсӑр пуҫне нимех те ас тивсе кураймаҫҫӗ; пӗрисем юман пек ҫирӗп, кӗрнеклӗ, вӑйлӑ, теприсем йыт ҫӗмӗрчӗ пек имшер, ҫемҫешке, халсӑр, чирлӗ; пӗрисем хӑтлӑ сӑн-питлӗ, теприсем — чӑлах, илемсӗр, асси; пӗрисем хӗрӳ, таса юратуллӑ, ача-пӑчаллӑ, теприсем — юратусӑр типнӗ хӑрӑк турат… Апла пулсан, пӗрисемшӗн ҫӑтмах ҫӗр ҫинче те, леш тӗнчере те, теприсемшӗн — леш тӗнчере ҫеҫ. Ку питӗ пысӑк танмарлӑх вӗт-ха», — терӗн.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
- Преступниксем банк, право хуралӗн сотрудникӗ, патшалӑх ҫӑмӑллӑхӗ кӳрекен работник тесе шӑнкӑравлаҫҫӗ, сирӗн ятпа пӗрисем кредит илесшӗн пулнине пӗлтереҫҫӗ, укҫа-тенкӗне тӑшмансен патшалӑхне куҫарса панӑ тесе те айӑплаҫҫӗ; сутуҫӑсем тӳлевсӗр сайтри пӗлтерӳпе тавар туянакансене укҫине маларах куҫарма е тата укҫа куҫарма банк карттин реквизичӗсене ыйтаҫҫӗ, ярса панӑ каҫӑм (ссылка) урлӑ ӗҫ тума хушаҫҫӗ те перекетри укҫана касса илеҫҫӗ; сотовӑй компанинчен сим-карттӑн срокне тӑсас тесе улталаҫҫӗ; компьютер вӑййисем урлӑ ачасене мӗн те пулин туянма ыйтаҫҫӗ; ватӑ ҫынсене вӗсен ҫывӑх ҫынни аварие ҫакланнӑ, ҫак ыйтӑва татса пама укҫа кирлӗ тесе суяҫҫӗ; ҫӗмӗрнӗ аккаунтсем урлӑ кивҫен укҫа куҫарттараҫҫӗ тата ытти те.
Ултав ҫӗр ҫулпа, чӑнни пӗр ҫулпа утать... Е мошенниксенчен мӗнле хӳтӗленмелле? // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52454-ulta ... t-lenmelle
От лица командования и личного состава войсковой части - полевая почта 29681 хочу выразить искреннюю благодарность за Вашего сына, нашего сослуживца сержанта Петрова Ивана Валерьевича - участника Специальной военной операции на Ореховском направлении Запорожского фронта. Сегодня он с честью, с оружием в руках выполняет все поставленные перед ним задачи. Защищает мирных жителей, женщин и детей, не дает в обиду стариков. Мы очень признательны Вам, ведь благодаря Вашему воспитанию сержант Петров Иван Валерьевич является опорой не только государства, но и нашего будущего - наших детей, родных и близких. В годы Великой Отечественой войны деды перегрызли глотку фашистской гадине. Их подвигами гордится не одно поколение!
Ентеш черетлӗ отпускра пулчӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12724-entesh ... skra-pulch
От лица командования и личного состава войсковой части - полевая почта 29681 хочу выразить искреннюю благодарность за Вашего сына, нашего сослуживца сержанта Петрова Ивана Валерьевича - участника Специальной военной операции на Ореховском направлении Запорожского фронта. Сегодня он с честью, с оружием в руках выполняет все поставленные перед ним задачи. Защищает мирных жителей, женщин и детей, не дает в обиду стариков. Мы очень признательны Вам, ведь благодаря Вашему воспитанию сержант Петров Иван Валерьевич является опорой не только государства, но и нашего будущего - наших детей, родных и близких. В годы Великой Отечественой войны деды перегрызли глотку фашистской гадине. Их подвигами гордится не одно поколение!
Ентеш черетлӗ отпускра пулчӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/12724-entesh ... skra-pulch
Вӗрентӳ тытӑмӗнче нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн Чӗчкен тӗп шкулӗнче акӑлчан чӗлхине вӗрентекене И.Р.Мингалеевӑна, Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗнчи чӑваш чӗлхин вӗрентекенне Т.В.Тимофеевӑна, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн учитель-логопедне Т.Н.Герасимовӑна, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн музыка учительне Е.В.Федотова, Хирти Явӑш тӗп шкулӗнчи кӗҫӗн классен вӗрентекенне Г.Р.Фаряховӑна, Хырхӗрри тӗп шкулӗнчи кӗҫӗн классен вӗрентекенне Н.М.Лукияновӑна, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн поварне Н.С.Индюковӑна, Александровка тӗп шкулӗн директорне Е.Н.Соколовӑна, «Радуга» ача сачӗн воспитательне Т.А.Саванинӑна, Урмаел вӑтам шкулӗнчи кӗҫӗн классене вӗрентекен А.Х.Тукаевӑна Комсомольски муниципаллӑ округӗн Хисеп грамотипе наградӑланӑ.
Умра — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%83%d0%b ... %bb%d3%97/
Уявпа вӗсене муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ, администрацин финанс пайӗн начальникӗ Светлана Чернова, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшу кӳрекен «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» патшалӑх фончӗн Чӑваш Енри филиалӗн Патӑрьел округӗнчи социаллӑ координаторӗ Алена Петрова, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн Патӑрьелӗнчи уйрӑмӗн председателӗ Алена Горшкова, муниципалитет округӗнчи Ашшӗсен канашӗн председателӗ Николай Андреев, Улатӑр тата Пӑрачкав епархийӗн III округӗн благочиннӑйӗ, Патӑрьелӗнчи Турӑ Амӑшӗн Державная турӑшӗ ячӗллӗ чиркӳ настоятелӗ Александр Синяков иерей, Чӑваш Енри мӑсӑльман тӗн управленийӗн председателӗ Мансур хазрат Хайбуллов саламласа ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.
Паттӑрсен ҫывӑх ҫыннисене - уяв саламӗ // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/52921-patt ... uyav-salam
Унти «Демографическая карта республики» пайра ҫапла калани пур: «После того, как были сооружены Карлинская, Тетюшская и Алатырская засеки, южные края стали безопасными для оседлого земледелия. И хотя некоторая часть приказанско-заказанских чувашей-язычников возвращается в XVI-XVII веках в Закамье, другие их группы переселяются на территорию Чувашии, деревни: Старые Шигали, ныне Анчикасы Цивильского района, Дальние Шигали, ныне Ямбахтино Вурнарского района (халӗ пирӗн районта), Ближние Сормы Канашского района, а также Старая Сорма (на реке Кувагале). Переселенцами из Казанского уезда основаны деревни Мамышево, Большие Мамыши Чебоксарского района, Татмыш-Ягутли, ныне слившаяся с селом Янгличи Канашского района и т.д.».
Янкӑлч тӑрӑхӗ – чӑваш литературинче // М. Петрова. http://gazeta-kanash.cap.ru/publication. ... 6&page=658
Вӗсен ашшӗ-амӑшӗсене: Юлия Геннадьевнапа Владислав Уинтонович Ивановсене, Андрей Сергеевич Волковӑн йӑмӑкне Галина Сергеевнана, Алексей Александрович Волковӑн йӑмӑкне Наталья Владимировнана, Римма Ирфановна Бадамшинана, Светлана Сергеевнапа Валерий Николаевич Огурцовсене, Мария Петровнапа Анатолий Николаевич Сергеевсене, Зоя Васильевна Хмелевана, Лилия Замиловнапа Джалиль Жемилович Мурасовсене, Гульсина Ханафиевнапа Ильгизар Зайнуллович Хамзинсене, Елена Петровна Токмакована, Антонина Петровнапа Тигран Петрович Патшеевсене, тата Петр Михайловичӑн мӑшӑрне Любовь Николаевна Нямукована, Анатолий Владимирович Матюшинӑн мӑшӑрне Елена Александровна Гурьянована тав туса, асӑнмалӑх парнесемпе чечексем пачӗҫ.
Чакӑ енӗ ҫутҫанталӑкӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗпе мӑнаҫлӑ // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... pe-manacla
Уявра нумай ҫул пӗрле мӑшӑрпа килӗштерсе пурӑнса ачисене тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнтерсе ура ҫине тӑратнӑ чи сумлӑ ҫемьесене, ылтӑн юбилярсене (Изосим Семеновичпа Антонина Михайловна Герасимовсем, Алексей Геннадьевичпа Елена Васильевна Андреевсем, Григорий Степановичпа Наталия Семеновна Владимировсем, Андрей Владимировичпа Валентина Емельяновна Петровсем, Николай Самуиловичпа Валентина Ильинична Никифоровсем, Виталий Ивановичпа Лидия Львовна Михайловсем, Анатолий Гавриловичпа Ирина Сергеевна Ильинсем, Михаил Евгеньевичпа Лилия Ивановна Петровсем, Виталий Давыдовичпа Галина Александровна Лаврентьевсем, Валерий Николаевичпа Елена Давыдовна Семеновсем, Георгий Евгеньевичпа Людмила Николаевна Петровсем) саламларӗҫ.
Ҫынсем ял историне пуянлатаҫҫӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2024 ... ta-3850193
Анчах сисмесӗрех ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнать те, хайхи куҫ умне Веняпа Хӗлимун тытӑҫса кайни, вӑл, лашана хӑварса чупса пырса, иккӗшӗн хушшине кӗрсе тӑни, Веня нимӗн тӑвайман енне перӗнсе вилни мар, е унччен нумай ҫул маларах тин ҫеҫ-ха яппун вӑрҫинчен таврӑннӑ Хӗлимун вӑйӑра ӑна ташлама чӗнсе кӑларни, кайран, уйӑх ҫутинче юмахри Йӑван-паттӑр пек таса та хӑватлӑ курӑнаканскер, унпа шӑнкӑр валак умӗнче шӑкӑл татса калаҫса тӑни, е тата чылай ҫулсем иртсен, Веня ӗнтӗ тӗнче вӑрҫи фронтне кайсан, Хӗлимунӑн, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗпе яла килнӗскерӗн, кӗтмен ҫӗртен ирӗксӗрех Сӑпани килӗнче ҫӗр каҫма тивни, ҫав ҫӗрле вара Сӑпани, хӑй мӗн хӑтланни пирки пач шухӑшламасӑр, пуҫне ҫухатсах, сасартӑк унпа юнашар пырса выртса ҫылӑха кӗни тухса тӑрать…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кунта чи кирли: пурин те тӳсӗмлӗ, кунӗ пулмалла, хӑйне хӑй мӑнна хуракан намӑса юлӗ, хӑйне хӑй пӗчӗклетекенни чапланса кайӗ; кашни ҫын ыттисене, вӗсем хӑйне мӗн сунасса кӗтет, ҫавна ҫеҫ сунтӑр; усала хирӗҫ вӑйпа тӑрса кӑна мар, ырӑ тӗслӗхпе те ҫӗнмелле; ӗҫлемесӗр алла ҫӑкӑр тытма юрамасть; сывлӑхлисен чирлисене сыватмалла, вӑй-халлисен халсӑррисене пулӑшмалла; пысӑк ӑслӑ, тарӑн пӗлӳллӗ ҫынсем тӗпчесе тупнӑ е этемлӗх пурнӑҫӗн опычӗнчен пухнӑ ырӑ, усӑллӑ пӗлӳсем пӗтӗм этемлӗх ӑс-тӑн пуянлӑхне ҫаврӑнмалла; пуянсен хӑйсен вӑхӑтлӑх пуянлӑхне тӳрӗ ӗҫпе пурӑнакан чухӑнсемпе пайламалла; ҫӗр ҫинче кашни ҫын (ҫывӑхри те, ҫич-ҫич тинӗс леш енчи те) хӑйне ҫеҫ мар, ыттисене те ырӑ ҫеҫ тӑвас, вӗсемпе юлташланас, тӑванланас шухӑш-ӗмӗтпе пурӑнмалла.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
«Ку сферӑра ӗҫлеме ҫӑмӑл мар, кашниех тепӗр ҫын ыратӑвне пайлама, хуйхине йышӑнма, пулӑшма, ҫав хушӑрах социаллӑ пулӑшусен тулли пуххипе тивӗҫтерме пултараймасть. Ҫавӑнпа та социаллӑ ӗҫченсенчен чылайӑшӗ ку профессие чун тата чӗре ыйтнипе суйланӑ. Республикӑра патшалӑхӑн социаллӑ политикине пурнӑҫа кӗртессипе 6 пине майлӑ социаллӑ ӗҫчен тӑрӑшать. Тата паян республикӑри кашни виҫҫӗмӗш ҫын социаллӑ пулӑшусем илсе тӑрать. Ҫынсене чун-чӗре тимлӗхӗпе тивӗҫтерекен тытӑм ҫак тӗп принципсем ҫинче никӗсленет: пулӑшу панӑ чухне яваплӑха туйни, адреслӑ пулӑшу пани тата йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене тимлӗх уйӑрни», - тенӗ Чӑваш Республикин ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова социаллӑ ӗҫченсен кулленхи ӗҫне хак панӑ май.
Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html
«Ҫӳлти Турӑ пире ытарма ҫук ҫутҫанталӑк панӑ, пирӗн мӑн асаттесем истори палӑкӗсем пулса тӑнӑ объектсем тунӑ, – нумаях пулмасть пире темӗнле ҫутӑ, инфратытӑм кӑна ҫитместчӗ, – палӑртнӑ Радий Хабиров. - Тӗлӗнмелле, нумаях пулмасть эпир куҫса ҫӳрекен цивилизацисен Еврази музейӗн визит центрне уҫрӑмӑр, ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх ӑна Шульган-Таш ҫӗр хӑвӑлӗнчи музейрен те ытларах ҫын килсе курнӑ. Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ регионти туризма аталантармалли ыйтӑва сӳтсе явнӑ май ҫемьесене мӗнле объектсем пырса курма кӑсӑк пулни ҫинчен калакан хайлавсемпе те усӑ курнине палӑртнӑ. Ҫамрӑксемшӗн туризм ҫинчен каланӑ май Радий Хабиров федерацин 2022 тата 2023 ҫулсенче Пушкӑрт шкул ачисене усӑ курма май паракан «Шкул туризмӗ» программине аса илтернӗ.
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ тӳрӗ эфирта туризм пирки хуравланӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/turizm-/2024 ... an-4038920
«Ку сферӑра ӗҫлеме ҫӑмӑл мар, кашниех тепӗр ҫын ыратӑвне пайлама, хуйхине йышӑнма, пулӑшма, ҫав хушӑрах социаллӑ пулӑшусен тулли пуххипе тивӗҫтерме пултараймасть. Ҫавӑнпа та социаллӑ ӗҫченсенчен чылайӑшӗ ку профессие чун тата чӗре ыйтнипе суйланӑ. Республикӑра патшалӑхӑн социаллӑ политикине пурнӑҫа кӗртессипе 6 пине майлӑ социаллӑ ӗҫчен тӑрӑшать. Тата паян республикӑри кашни виҫҫӗмӗш ҫын социаллӑ пулӑшусем илсе тӑрать. Ҫынсене чун-чӗре тимлӗхӗпе тивӗҫтерекен тытӑм ҫак тӗп принципсем ҫинче никӗсленет: пулӑшу панӑ чухне яваплӑха туйни, адреслӑ пулӑшу пани тата йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене тимлӗх уйӑрни», - тенӗ Чӑваш Республикин ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова социаллӑ ӗҫченсен кулленхи ӗҫне хак панӑ май.
Пирӗн ӗҫре ҫынна ӑнланма пӗлни кирлӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/piren-ecre-cyinna ... kirle.html
«Пирӗн уҫӑмлӑ, амбициозлӑ, утӑмлӑ программа ҫӗршыв аталанӑвӗн хӑватлӑ та чӑннипе пӗтӗм халӑх пулӑшӑвӗ ҫине таянать. Ҫавӑн пек ҫирӗплӗх, ҫынсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑни, ҫӗршыва тата пирӗн хаклӑ ҫӗнтерӗве ӗненни тӑрать. Вӗсем Раҫҫейӗн тӗп, шанӑҫлӑ интересӗсене пӗтӗмӗшле ӑнланӑвӗнчен ҫуралаҫҫӗ, Тӑван ҫӗршыв хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересшӗн, пирӗншӗн историлле таса асӑнӑва, ӑс-хакӑла, пӗрлехи хаклӑхсене, перекетлес тата малалла пырас тӗллевпе ҫуралаҫҫӗ, ҫав шутра «Россия» наци центрӗ те, унта эпир халӗ сирӗнпе, кунта съезд иртет«, - тенӗ патшалӑх Пуҫлӑхӗ. «Россия» наци центрне РФ Президенчӗ Владимир Путин хушнипе ВДНХри - ноябрӗн 2023 ҫулхи ноябрьтен пуҫласа 2024 ҫулхи июль уйӑхӗччен пӗрлехи выставка еткерлӗхне упраса хӑварма йӗркеленӗ.
Владимир Путин "Россия" наци центрӗ валли тӗп тӗллевсем палӑртнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... tn-4055650
32 муниципалитет йӗркеленӗвӗнче /Патӑрьел районӗнчи Патӑрьел, Куславкка районӗнчи Энтри Пасар, Кунер, Тӗрлемес, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски, Хуракасси, Канаш районӗнчи Вӑтакас Кипеч, Пӑрачкав районӗнчи Пӑрачкав, Вӑрмар районӗнчи Чулкаҫ ял, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав, Чурачӑк, Шупашкар районӗнчи Атайкасси, Вӑрман Ҫӗктер, Ишлей, Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь, Хӗрлӗ Октябрь, Макарин, Вырӑс Улхашӗ, Тӑванкасси, Етӗрне районӗнчи Мӑн Чураш, Мӑн Шемертен, Иваньково, Мучар, Советски, Елчӗк районӗнчи Кӗҫӗн Таяпа, Елчӗк, Тӑвай районӗнчи Тӑвай ял тӑрӑхӗсенче тата Куславкка районӗнчи Куславкка, Вӑрмар районӗнчи Вӑрмар, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Сӗнтӗрвӑрри хула тӑрӑхӗсенче/ коммуналлӑ пулӑшу тӳлевӗн индексӗ 6,7% пулӗ.
Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
«Ун чухне аван ӗҫлесе илеттӗм. Ачасене общежитире мар, тара тытнӑ хваттерте пурӑнтартӑм, укҫаран татӑк тӑратман, холодильнике апат-ҫимӗҫпе тултарсах тӑнӑ. Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та Ольӑпа пӗрлех пурӑнтӑмӑр, эпӗ эрни-эрнипе килте пулман чухне ывӑла пӗччен епле хӑварас? 9-мӗш класс хыҫҫӑн Владик та Шупашкара кайрӗ. Ялти ҫурта ҫӑра ҫакса, выльӑх-чӗрлӗхе сутса Оля та ывӑлӗпе, хӗрӗпе пӗрле хулана пурӑнма куҫрӗ. Медсестрана вӗреннӗскер пӗр вӑхӑт ялти садикре ӗҫлерӗ. Унтан кайсан, вӑхӑт иртсен, квалификацие ҫухатрӗ. Хулара кафере савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те, пекарньӑра та ӗҫлерӗ. Ҫӑкӑр пӗҫернӗ чухне сутлӑха юрӑхсӑрри тӑтӑш пулатчӗ унӑн, куншӑн хӑйӗн кӗсйинчен тӳлеттеретчӗҫ. Тӑкакӗсене хам кӗсьерен тем чухлех саплаштарнӑ», — каласа кӑтартрӗ Владимир Ильич.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №


