Корпус чувашского языка

Короткие

Пӗчӗк коллектив пысӑк ӗҫ тӑвать тесен пӗрре те йӑнӑшмастӑп пулӗ: кунта пай начальникӗ И.Никонорова, ертсе пыракан специалист-эксперт И.Федорова, аслӑ казначей О.Димитриева, 1 разрядлӑ специалистсем Е.Александрова, А.Алиева, А.Волкова ӗҫлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Патшалӑх пуянлӑхӗ – патшалӑх хыснинчен килет // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/3595-patshal ... chen-kilet

Ял ҫыннисем масар ҫинчи вилтӑприсене тасатма ҫулсеренех хутшӑннипе пӗрлех унта пыракан ҫула юсама, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрма, кӗнӗ ҫӗре брусчатка сарма, пӳрте тимӗр кӑмака лартма та укҫа-тенкӗ пуҫтарнӑ, патшалӑх пулӑшӑвӗпе те усӑ курнӑ.

Помоги переводом

Ял илемӗ унта пурӑнакансенчен килет // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%8f%d0%b ... %b5%d1%82/

Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ Элли Юрьевӑн пултарулӑхри паттӑрлӑхне хӑйӗн указӗсемпе вилӗмсӗрлетрӗ: хулан ҫӗнӗ урамне, ачасен ӳнер шкулне унӑн ятне пачӗ, Президент бульварӗнче Юрьевӑн музей-галерейине уҫнӑ, Асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.

Помоги переводом

Паллӑ художниксене манӑҫа кӑлармастпӑр-ши? // Николай КАРАЧАРСКОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Оля хирӗҫлерӗ, ура ҫине тӑчӗ те аллисемпе шинеле аяккалла сирсе ячӗ, хӑй пӗрмай: «Ҫук, ҫук, эсӗ ху шӑнса пӑсӑлатӑн!» — терӗ, анчах кайран лӑпланчӗ, аллисене усрӗ, вара Володя, шинельне ун ҫине витсе ярса, хӑй ҫуллахи гимнастеркӑпа ҫеҫ тӑрса юлчӗ.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак сасӑсем илтӗннӗ тӗлелле ҫывхарас тӗллевпе арҫын прачак хӗррипе (кунтах унран ҫурҫӗрелле «туратланакан», ҫӗре алтӑкласа кӗрсе вӑрманалла хывнӑ машина — вӑрман кӑларакансен — ҫулӗ те курӑнчӗ), трактор йӗрӗ ҫине ӳксе, малалла кӗштӗртетрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Коммуналлӑ пӗтӗм пулӑшушӑн, кунта сивӗ тата вӗри шыв, газ, электричество парса тӑрасси, пурӑнмалли вырӑна хутса ӑшӑтасси, унтан хура шыва юхтарса кӑларасси кӗрет, 33 тӑваткал метр йышӑнакан хваттерте пурӑнакан пӗр ҫын пуҫне тӳлев 6,4% хушӑнать.

Помоги переводом

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

1) талккӑш (область, республика, район), хула, ял, колхоз т. ыт. вырӑн ячӗсенчен пулнисем япала е ҫын конкретлӑ вырӑнта пулнине пӗлтереҫҫӗ: Комбайнсемпе кӗме ҫук вырӑнсенчи тырпула алӑ вӗҫҫӗн пухса кӗртме колхозниксене мобилизациленӗ (КЯ, 12.ХI.80).

Помоги переводом

Япала ятне вырӑн тата вӑхӑт тӑрӑх ӑнлантаракан определенисем ҫинчен // И. П. Павлов. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 22–44 с.

«Сывлӑх поезчӗ» ҫавӑн пекех врачсене халӑхпа тата вӗсен сывлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусемпе паллашма, професси шайне ӳстерме, инҫетри ялсенчен килейменнисене ансӑр специальноҫлӑ врачсем йышӑнма пултарнине пурне те витӗмлӗ пулӑшу пама пултараҫҫӗ.

Помоги переводом

Сахалрах чирлӗпӗр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/syvl-kh/2024 ... -r-3893659

Епле тавҫӑрма ӑс ҫитерчӗтӗр Матви Хирти Тӗнкӗрӗн хир урамӗпе анса лавкка урамнелле пӑрӑнсан, янках вӗтелесе илчӗ ун ӑшӗ-чиккине: ара, вӑт, каттӑршнӑй пуҫӗ, шантарса тӑнӑ япала туянса парӑп тесе арасланса пурӑннӑ ҫӗртенех пуҫран тӑнч тухах ӳк.

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫакӑн пек пысӑк уява йӗркелесе ирттерме укҫа-тенкӗ енчен пулӑшнӑ ҫынсене – Тӳртӳллӗ ял хутлӑхӗн пуҫлӑхне Л.Н.Гибатована тата уйрӑм предпринимателе Р.С.Файзуллина‚ ялта пурӑнакансене‚ ҫак тӑрӑхра ҫуралса ӳснисене – тав сӑмахӗсем калатпӑр.

Помоги переводом

Манӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑм // Валентина ЖУКОВА. «Урал сасси», 2016.06.22

Вырӑнти администраци пуҫарӑвӗсене ял совет ветеранӗсен канашӗ те яланах Александр Григорьевич Женжуров ертсе пынипе тата лара-тӑра пӗлмен чи хастар ветерансемпе Николай Степанович Васильевпа Геннадий Васильевич Семеновпа пӗрле пулӑшать.

Помоги переводом

Ял ҫыннисен интересӗсемшӗн тӑрӑшаҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... ha-4009604

Раҫҫейри 6-7 регион кӑна ҫак тӳлеве памалли субьектсен ретӗнчен тухса ӳкнӗ-мӗн, «ку енӗпе эпӗ хам та РФ премьерӗн ячӗпе, ытти тытӑма ыйтупа тухнӑ. Хамӑр енчен эпир пӗтӗмпех шутланӑ, хатӗрленӗ — тивӗҫлӗ документсене ярса панӑ. Пӗтӗмпех — ӗҫре».

Помоги переводом

Ҫынсем хваттер кӗтеҫҫӗ — кӗтсе илеймеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2017.11.20

Телевиденипе паракан передачӑсемпе киносен художествӑллӑ пахалӑхӗ пирки сӑмах хускатмасӑрах ҫапла калама пулать: чӗрӗ театра нимӗн те улӑштараймӗ, вӑл нихӑҫан та пӗтсе лармӗ, малашне те ӳссе аталанса, ытти пур искусствӑсене пуянлатса пырӗ.

Помоги переводом

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Чӑваш чӗлхинче вӑтан глаголпа кун пек пӗлтерӗшлӗ ҫыхӑнура тӑракан сӑмахсем пирке падеж формине йышӑнаҫҫӗ (асӑрхӑр: ашшӗ ӳсӗр ывӑлӗшӗн вӑтанса кайрӗ), ҫавӑнпа та А. Артемьев повеҫӗн иккӗмӗш кӑларӑмӗнче кивелнӗ кофтишӗн вӑтанса тесе тӳрлетет.

Помоги переводом

Александр Артемьевӑн чӗлхипе стилӗ ҫинчен // А. Е. Горшков. Чӗлхене нормӑлас ыйтусем. — Шупашкар, 1985. — 102 с. — 63–87 с.

Хутран касса тунӑ пукане ҫинче чӑваш хӗрарӑмӗн пуҫа сурпан сырас вӑрттӑнлӑхне, качча каякан хӗр йӗрри йӗнине, ӗлӗкхи чӑвашӑн пиҫиххине виҫҫӗллӗ, пиллӗклӗ, ҫиччӗллӗ явса тунине кӑтартни жюри членӗсемшӗн те, конкурсантсемшӗн те кӑсӑклӑ пулчӗ.

Помоги переводом

Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова // Л.Владимирова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%82%d3%9 ... %b5%d0%bd/

Савӑнмаллаччӗ кӑна ҫакӑншӑн, анчах шӑпах ҫак мунчана лартнӑ хыҫҫӑн Мининсен ҫемйинче тулса тӑкӑнакан артак пурнӑҫ тӗкӗнме, сулӑнма, сакӑлталанма, айӗн-ҫийӗн ҫаврӑнма тытӑнчӗ, инкек ҫине синкек, сиенсуран ҫине сиен-суран шаршанланма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗвел, тӳпене талккишпех карса илнӗ ванчӑк кантӑк тӗслӗ ҫӳхе, шӗвек пӗлӗт витӗр тӗксӗм сарӑ футбол мечӗкӗ евӗр ҫап-ҫавракаланса, куҫа йӑмӑхтармасӑр мӗлтлеткелекенскер, анӑҫалла еккине ярса, шӑпи картнӑ ӗмӗрхи ҫулӗпе йӑпӑш-йӑпӑш йӑпӑшлатать.

Помоги переводом

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Эпир Кӗркури пӑсӑлнӑ ҫимӗҫе ҫӑвартан сурса пӑрахасса кӗтрӗмӗр, вӑл вара ӑна, куҫне пирӗн тавра ансухла, таракан пек чуптаркаласа, шалти мӗнпур вӑйне пухса, пырне хыртара-хыртара, йӗклене-йӗклене, куҫҫуль тумлата-тумлата, лӑнкӑрт! ҫӑтрӗ те ячӗ.

Помоги переводом

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Шкул ҫулӗсенчех ачасем спортпа ҫывӑх пулччӑр тесе В.И.Плешков, В.Ф.Волков, А.Ф.Мамуткин, Т.И.Волкова, А.А.Тихонов, И.А.Ильина, О.А.Кошкина, Р.В. Сапожникова, И.Р.Минсафинов, В.М.Гаврилов, Е.Г.Басников тата ытти физкультура учителӗсем нумай тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки – куллен-кун чи кирли // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/08/14/%d1%81%d1%8 ... %80%d0%bb/

Мероприятие округ пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов, депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Валерий Шумилов, тӗп больницӑн тӗп врачӗ Сергей Илюткин, Мӑн Явӑшри территори пайӗн пуҫлӑхӗ Юрий Туринге, «Мураты» кооператив представителӗ Леонид Спиридонов хутшӑнчӗҫ.

Помоги переводом

Ял ҫыннисен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12492-ya ... -k-sav-n-c

Сайт:

 

Статистика

...подробней