Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эхе, эпӗ ӑна малтанах, вӑл хампа сӑмах хушичченех е ҫак ҫут тӗнчере эпӗ те пурӑннине асӑрхичченех, унчченех эпӗ ӑна хама хам юратнӑ пекех юратнӑ, — юратман тес пулсан, ылхан ӳктӗр вара ман ҫине!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
— Эпӗ мӗн те пулин… усал япала ан кӗрсе ӳктӗр тесе, унпа стакан ҫине витнӗ.— Я этим на ночь стакан закрывал, чтоб туда не попало что-нибудь… ядовитое.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пӗтӗм румбӑсен ҫурма пайӗпе те пулин усӑ кураймастпӑр эпир (180° пулать), ҫав ҫурма пай пулмасан карапа атакӑлама хӑтланса пӑхар-ха, шывалла пӑрахнӑ торпедо шӑпах тӗл ҫине ӳктӗр тесен карап ҫине мӗн вӑй килнӗ таран ҫывӑхрах анса вӗҫмелле-ҫке!
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Фон-Вышимирский ҫинчен мана темшӗн Николай Антоныч ман айӑпӑм хӑй ҫине ан ӳктӗр, тесе шухӑшласа кӑларнӑ пек туйӑнатчӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Нина Капитоновна сӗтеле сиктерчӗ те, Николай Антоныч ан ӳктӗр тесе, унӑн хулӗнчен пырса тытрӗ.Нина Капитоновна отодвинула стул и взяла его под руку, точно боялась, что он сейчас упадет.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
1. Ҫавӑнпа эпир, урӑх чӑтса тӑраймасӑр, Афинӑна хамӑр ҫеҫ юлас терӗмӗр, 2. Турӑшӑн тӑрӑшакан, Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар сарнӑ ҫӗрте пирӗнпе пӗрле ӗҫлекен Тимофей тӑванӑмӑра сирӗн патӑра ятӑмӑр: эпир сире тӗреклӗлентерес, ҫирӗп ӗненме хавхалантарас терӗмӗр, 3. ҫак асапсене пула никам та хавшаса ан ӳктӗр терӗмӗр — хӑвӑр та пӗлетӗр: пире асапланма пӳрнӗ.
1 Фес 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Кӗтӗвне пӑрахса хӑваракан юрӑхсӑр кӗтӳҫӗне хуйхӑ ҫитӗ! унӑн алли ҫине, унӑн сылтӑм куҫӗ ҫине хӗҫ ӳктӗр! унӑн алли пӗтӗмпех хӑрса типӗ, унӑн сылтӑм куҫӗ пачах курми пулӗ, терӗ.
Зах 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Халдейсем ҫине хӗҫ ӳктӗр, тет Ҫӳлхуҫа, Вавилон ҫыннисем ҫине те, унӑн пуҫлӑхӗсемпе ӑсчахӗсем ҫине те ӳктӗр; 36. хӗҫ унӑн юмӑҫӗсем ҫине ӳктӗр, вара вӗсем ухмаха тухӗҫ; хӗҫ унӑн ҫар ҫыннийӗсем ҫине ӳктӗр, вӗсем сехӗрленсе ӳкчӗр; 37. хӗҫ унӑн учӗсем ҫине, ҫар ураписем ҫине, ун хушшинчи хутӑш халӑх ҫине ӳктӗр, вӗсем хӗрарӑмсем пек пулса тӑччӑр; хӗҫ унӑн мулӗ-пурлӑхӗ ҫине ӳктӗр, вӗсене ҫаратса тухчӑр; 38. вӗсен шывӗсем ҫине шӑрӑх антӑр — вӗсем типсе ларччӑр; мӗншӗн тесессӗн ку ҫӗр — кӗлеткесен ҫӗрӗ, вӗсем хӑрушӑ йӗрӗхӗсемшӗн ухмаха тухрӗҫ.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мӗнпур ҫарпуҫӗ, Карей ывӑлӗ Иоанан, Гошаия ывӑлӗ Иезания, пӗтӗм халӑх — кӗҫӗннинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиех — пынӑ та 2. Иеремия пророка каланӑ: эпир ыйтни сан умна ӳктӗр, хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пирӗншӗн, ҫак йӑлкӑмшӑн, кӗлтусамччӗ: ӗнтӗ хӑвах куратӑн — эпир нумай ҫынран сахаллӑн тӑрса юлтӑмӑр, 3. Ҫӳлхуҫа Турру пире утмалли ҫула тата мӗн тумаллине кӑтарттӑрччӗ, тенӗ.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эй патша хуҫамӑм, халӗ мана итле, эпӗ йӑлӑнни сан умна ӳктӗр; мана каялла Ионафан ҫыруҫӑ ҫуртне ан яр, унта вилес марччӗ манӑн.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫав халӑхсен йӑли-йӗрки ниме те тӑмасть: вӑрманта йывӑҫ касаҫҫӗ те пуртӑ тытса ӑна каскалакан аллипе чутлаҫҫӗ, 4. ылтӑн-кӗмӗлпе эрешлеҫҫӗ, ан ӳктӗр тесе, ҫапкӑчпа пӑта ҫапса ҫирӗплетеҫҫӗ.
Иер 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кам та кам хӑйне Пултараканӗ умӗнче ҫылӑха кӗрет, ҫавӑ эмелҫӗ аллине кӗрсе ӳктӗр!15. Но кто согрешает пред Сотворившим его, да впадет в руки врача!
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эппин, вӑл хӑй тунӑ япали ан ӳктӗр тесе тӑрӑшнӑ: вӑл ҫак япала хӑйне хӑй пулӑшаймасса, ку кӗлетке ҫеҫ иккенне, ӑна пулӑшу кирлине малтанах пӗлсе тӑнӑ.
Ӑсл 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Хапха умӗнче, хам майлӑ пуласса шанса, эпӗ тӑлӑх ача ҫине алӑ ҫӗкленӗ пулсассӑн, 22. хулпуҫҫийӗм пӗвӗмрен тӑпӑлса тухтӑр, аллӑм чавса таран хуҫӑлса ӳктӗр: 23. маншӑн чи хӑрушши — Турӑ хаса пани: эпӗ Унӑн аслӑлӑхӗ умӗнче тӳссе тӑраймастӑм.
Иов 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. «Ҫапла хушатӑп: манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан Израиль халӑхӗн ҫыннисем, священниксемпе левитсем кам та кам Иерусалима кайма шухӑшлать, ҫавсем санпа пӗрле кайччӑр. 14. Сана патшапа унӑн ҫичӗ канашҫи Иудӑпа Иерусалима яраҫҫӗ: санӑн хӑвӑн Туррун саккунӗ пур, унти лару-тӑрӑва ҫак саккун тӑрӑх пӑхса тух. 15. Унсӑр пуҫне санӑн унта ылтӑнпа кӗмӗл — патшапа унӑн канашҫисем Иерусалимра пурӑнакан Израиль Турри валли панӑ ылтӑн-кӗмӗле — илсе ҫитермелле; 16. тата эсӗ пӗтӗм Вавилон ҫӗрӗ тӑрӑх кайса ылтӑн-кӗмӗл пуҫтарӑн та ӑна та, тата халӑхпа священниксем Иерусалимри хӑйсен Туррин Ҫурчӗ валли ырӑ кӑмӑлтан панӑ парнисене те хӑвӑнпа пӗрле илсе кайӑн; 17. ҫав укҫапа хӑвӑртрах вӑкӑрсем, сурӑхсем, путексем тата унсӑр пуҫне тырӑ-пулӑ парнисем туян, вӗсем ҫине сирпӗтме иҫӗм эрехӗ туян, ҫакна пӗтӗмпе хӑвӑр Туррӑрӑн Иерусалимри Ҫурчӗн парне вырӑнӗ ҫинче парне кӳр. 18. Ытти мӗн юлнӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ху тата хӑвӑн тӑванусем мӗн тума шухӑшлатӑр, хӑвӑр Туррӑр ирӗкӗпе ҫавна тӑвӑр. 19. Сана хӑвӑн Туррун Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑма панӑ савӑтсене Иерусалим Турри умне ларт. 20. Хӑвӑн Туррун Ҫурчӗ валли тата мӗн кирлине сана патша мулӗн управӑшӗнчен илсе парӗҫ. 21. Эпӗ, Артаксеркс патша, юханшыв леш енчи мул управҫисене ҫапла хушатӑп: Ездра священник, Ҫӳлти Турӑ саккунне вӗрентекен, сирӗнтен мӗн ыйтать, ҫавна пӗр тӑхтаса тӑмасӑр парӑр: 22. ҫӗр талант таран кӗмӗл, ҫӗр кор таран тулӑ, ҫӗр бат таран иҫӗм эрехӗ, ҫӗр бат таран ҫу парӑр, тӑварне вара виҫме те кирлӗ мар. 23. Ҫӳлти Турӑ мӗн хушнӑ, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗшӗн ҫавна тимлӗн, тӑрӑшса тумалла; [асӑрханӑр, ҫӳлти Турӑ Ҫурчӗ ҫине кам та пулин алӑ ан тӑстӑр,] ҫавна пула патшалӑх ҫине, патшапа унӑн ывӑлӗсем ҫине Унӑн ҫилли ан ӳктӗр. 24. Эпир сире пӗлтерсе хуратпӑр: священниксенчен е левитсенчен, юрӑҫсенчен, хапха хуралҫисенчен, левитсене пулӑшакансенчен, ҫак Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракансенчен нихӑшӗнчен те хырҫӑ та, куланай та, нимӗнле тӳлев те илмелле мар. 25. Эсӗ вара, Ездра, Турру ӑслӑлӑхне чӗрӳне хывнӑскер, пуҫлӑхсемпе тӳресем лартса тух; вӗсем юханшыв леш енчи пӗтӗм халӑха — санӑн Туррун саккунӗсене пӗлекенскерсене — тӳррипе сут туччӑр, пӗлменнисене вара вӗрентӗр. 26. Кам та кам санӑн Туррун саккунне, патша саккунне пурӑнӑҫламасть, ҫавна ҫийӗнчех сут туса е вӗлермелле, е хӑваласа ямалла, е укҫа тӳлеттермелле, е тӗрмене хупмалла».
1 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӑл тӳресене ҫапла хытарса каланӑ: Ҫӳлхуҫаран хӑраса, таса чунпа, тӳррипе ӗҫлӗр: 10. хӑйсен хулисенче пурӑнакан тӑванӑрсен кирек хӑш тавӑҫне те татса памашкӑн — юн тӑкни пулнӑ-и вӑл е саккунпа, ӳкӗтпе, е Турӑ панӑ йӗркепе, е йӑла-йӗркепе ҫыхӑннӑ-и — вӗсене ӑс парса вӗрентӗр: вӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче айӑпа ан кӗччӗр, Унӑн хаяр ҫилли сирӗн ҫине тата сирӗн тӑванӑрсем ҫине ан ӳктӗр; ҫапла ӗҫлӗр, вара ҫылӑха кӗместӗр.
2 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хидон йӗтемӗ тӗлне ҫитсессӗн вӑкӑрсем урапана тайӑлтарнӑ та, Оза, Турӑ саккунӗн арчи ан ӳктӗр тесе, аллине ун енне тӑснӑ.
1 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Нахон йӗтемӗ тӗлне ҫитсессӗн вӑкӑрсем урапана тайӑлтарнӑ та, Оза, Турӑ саккунӗн арчи [ан ӳктӗр тесе,] аллине ун еннелле тӑснӑ.
2 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Кайран Давид ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те каланӑ: Нир ывӑлӗ Авенир юнӗшӗн эпӗ те, ман патшалӑхӑм та Ҫӳлхуҫа умӗнче ӗмӗрне те айӑплӑ пулас ҫук; 29. айӑпӗ Иоав пуҫӗпе ун ашшӗн килӗ ҫине ӳктӗр; Иоав килӗ нихӑҫан та вӑрлӑхӗ юхса ҫӳрекен ҫынсӑр е тилҫе ернӗ ҫынсӑр, е туяпа ҫӳрекенсӗр, е хӗҫрен пуҫ хуракансӑр, е ҫӑкӑрсӑр аптӑракансӑр ан пултӑр, тенӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эй Гелвуй сӑрт-тӑвӗ! сирӗн ҫине сывлӑм та, ҫумӑр та [ан ӳктӗр], сирӗн ҫинче ҫимӗҫ кӳрекен уй-хир те ан пултӑр: ӗнтӗ унта паттӑрсен хулканне аркатнӑ, Саула ҫу сӗрнине уямасӑр унӑн хулканне аркатнӑ.
2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.