Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн пурлӑх — ӗмӗрхи хурлӑх.
11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӗмӗрхи юрпа витӗннипе ҫунатланнӑ пек курӑнакан чӑнкӑ тусем хушшинче — лӑпкӑ кӑвак кӳлӗ; чӗнтӗр тыттарнӑ кӑпӑш аркӑ пек садсем шыв хӗрринелле кӑтраланса анаҫҫӗ, шыва ҫырантан шурӑ ҫуртсем пӑхаҫҫӗ, вӗсене сахӑртан купаланӑн туйӑнать, йӗри-тавра мӗн пурӗ ача ыйхи пекех тӳлек.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Унта йӳҫӗ шурлӑхсем те тӗксӗм чӑтлӑхсем ҫеҫ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑрманӗ ӗмӗрхи ватӑ вӑрман пулнӑ, йывӑҫ турачӗсем пӗр-пӗринпе ҫыхланса пӗтнӗ, ҫавӑнпа вӗсем хушшинчен пӗлӗт курӑнман, хӗвел шевлисем те шурлӑхсем ҫине аран-аран ӳкме пултарнӑ.
III сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Анчах ҫак тӗрлӗ ӗмӗрсенчи сӗтел-пукан, картинӑсем хушшинче никамшӑн та ним тӗшне тӑман, ҫапах Ольгӑпа Штольца телейлӗ сехете, асран кайми саманта аса илтерекен япаласем хушшинче, тем чухлӗ кӗнекесемпе нотӑсем хушшинче вӗсен ӑшӑ пурнӑҫӗ сисӗннӗ, вӗсен ӑсӗпе эстетикӑллӑ туйӑмӗ киленнӗ; йӗри-тавра ӗмӗрхи ҫутҫанталӑк илемӗ йӑлтӑртатнӑ пекех, ҫакӑнта пур ҫӗрте те лӑпланма пӗлмен шухӑш пурри сисӗннӗ, е этем ӑсӗн илемӗ йӑлтӑртатса тӑнӑ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫавна татса пама ултав та, сивӗнни те кирлӗ мар ӗнтӗ, лӑпкӑ та телейлӗ чӗре ӗмӗрех пӗр тикӗсӗн тапни кирлӗ, ӗмӗрех тулли пурнӑҫ, пурнӑҫӑн ӗмӗрхи сӗткенӗ, йӑла тирпейӗ тӗлӗшӗпе сывлӑхлӑ пулни кирлӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тен, ыйхӑ, сӳрӗк пурнӑҫӑн ӗмӗрхи шӑплӑхӗ, ниҫта тухса ҫӳремесӗр пурӑнни, тӗрлӗрен чӑн-чӑн сехӗрленӳсем, тем те пӗр пулса иртнисемпе хӑрушлӑхсем чӑн пурнӑҫрах ҫынна урӑхла, пулма пултарайман пурнӑҫ шухӑшласа кӑларма хистенӗ пулӗ, ҫав пурнӑҫра вара ӗҫсӗр ӑс-тӑн валли иртӗнӳпе йӑпану е кулленхи ӗҫсен тупсӑмне шырамалла пулнӑ пулӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тӗнче тавра ҫул ҫӳресе таврӑннӑ карап капитанӗ палуба ҫинче тӑнӑ евӗр, аллисене хӗреслетсе тытнӑ Крузенштерн Тинӗс корпусӗ умӗнче ӗмӗрхи вахтӑра тӑнӑ.
Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Пурнӑҫ унталла та кунталла та ҫавӑрать, тӗттӗмре хӑйне ҫул уҫакан ҫӗр айӗнчи шыв пек, ӗмӗрхи шӑплӑх ҫӗр варринче сиксе вӗресе сасартӑк ирӗке, хӗвел ҫине персе тухать, ҫавӑн евӗр манӑн машина та халӗ пӗлӗт хушшинчен сиксе тухрӗ акӑ — эппин, чӑнласах нимӗн те ахаль ҫухалмасть иккен!
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Юлташӑм каланӑ пек пулмарӗ, ҫанталӑк уяртрӗ те пире тӳлек ир пуласса ӗмӗтлентерчӗ; инҫетре тӳпе хӗрринчи ҫӑлтӑрсен карти тӗлӗнмелле илемлӗ тӗрӗ пек тӗрленсе пӗтнӗ те, ӗмӗрхи юрпа витӗннӗ тусен чӑнкӑ ҫамкисене хӗвелтухӑҫӗнчи шупкарах ҫутӑ ерипен ҫутатса, тӗттӗм кӑвак тӳпе тӑрӑх сарӑлса пынӑҫемӗн ҫӑлтӑрсем те пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнеҫҫӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Чаплӑ вырӑн ку айлӑм! йӗри-тавра улӑхма ҫук ҫӳллӗ тусем ешӗл плюшпа пӗркенсе тӑраҫҫӗ, тата чинарӑ тӗмӗсемпе тумланнӑ хӗрлӗрех сӑмсахсем, ҫуркаланса пӗтнӗ чӑнкӑ ҫыран хӗррисем курӑнаҫҫӗ, лере, таҫта ҫӳлте, ылтӑн ҫӳҫеллӗ ӗмӗрхи юрсем палӑраҫҫӗ, аялта тата Арагвӑ шывӗ хура та сӗм-тӗттӗм ту хушшинчен шавласа сикекен пӗр ятсӑр ҫырмапа ыталаннӑ та, кӗмӗл ҫил пек тӑсӑлса, тирне йӑлтӑртаттаракан ҫӗлен пек ҫуталса выртать.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӗмӗрхи чӑрӑшсен турачӗсем ҫинче ача юшкисем типсе тӑнӑ, пӗчӗк хырсен турачӗсем ҫинче ӳпӗнтерсе хунӑ тӑм чӳлмексем е кӑкшӑмсем ҫил ҫинче кушса тӑнӑ.
18 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӗмӗрхи ватӑ хырсем пӗр-пӗринпе пӑлхануллӑн, шӑхӑракан сасӑпа пӑшӑлтатса илчӗҫ, хускалнӑ туратсем ҫинчен типӗ пас ҫемҫен лӑстӑртатса тӑкӑнчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах кайран хӑйсемех, ӗмӗрхи кӑмӑл-сипетлӗх саккунне хирӗҫ каяйманнине ӑнланса Люба пирки: «Влаҫ пичет пуссан качака пек сиксе ҫӳреймест», - теҫҫӗ…
Ку кулӑшла тӗлӗкрен вӑран та… // Римма ПРОКОПЬЕВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Паянхи кун хуласен вӑйлӑ аталанӑвӗ ӗмӗрхи культура эткерлӗхне ҫӑмӑлах амантма пултарать – ку пӗтӗм тӗнчери тенденци.
Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
«Тӑхӑрьял тӑхӑмӗ» кружока ҫӳрекен К.Семеновӑпа О.Хлыновӑна – «Манӑн ҫемье историйӗ – Тӑван ҫӗршывӑн ӗмӗрхи историйӗн пӗр пайӗ» районти иккӗмӗш гуманитариллӗ ҫут ӗҫ конференцийӗн ҫӗнтерӳҫисене – Пӑва районӗн вӗрентӳ уйрӑмӗн грамотисене пачӗҫ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Ҫимӗк кунӗ чӑвашсем ӗмӗрхи йӑлапа, камӑн мӗнле вӑй ҫитнӗ таран, тӑванӗсене асӑнма пухӑнаҫҫӗ.
Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01
Кӑҫал ҫур ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тӑвакан хӗрсемпе каччӑсем 10 «А» тата 10 «Б» классенче вӗренсе пурӗ утмӑл иккӗн алла аттестат илнӗ.
Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
16. Вӑл ӳтлӗ этемсен йӗркипе мар, ӗмӗрхи пурӑнӑҫ хӑвачӗпе священник пулса тӑнӑ.16. Который таков не по закону заповеди плотской, но по силе жизни непрестающей.
Евр 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Турӑ пире ҫӑлнӑ, тасалма чӗннӗ, пирӗн ӗҫӗмӗрсене кура чӗнмен, Хӑй кӑмӑл тунипе тата ӗмӗрхи вӑхӑтсенчен малтанах пире Иисус Христос урлӑ панӑ тивлетне кура чӗннӗ.
2 Тим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24-25. Ӗнтӗ Турра мухтар: Вӑл сире эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар урлӑ — Иисус Христос ҫинчен пӗлтерекен Хыпар урлӑ — тата сире ӗмӗр-ӗмӗртенпех пытарӑнса тӑнӑ вӑрттӑнлӑха пророксем урлӑ уҫса парса ӗненме тӗреклӗлентерет; халӗ ӑна, ӗмӗрхи Турӑ хушнипе, пур халӑхсене те — вӗсем пурте ӗненсе Турра пӑхӑнччӑр тесе — пӗлтернӗ.
Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.