Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ

Автор: Агафон ПЕТРОВ

Источник: «Урал сасси», 2016.06.01

Добавлен: 2016.06.01 15:29

Предложений: 94; Слово: 1043

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Культура

Хамӑр ял масарӗ (ҫӑви) ҫинче сахал мар пулнӑ эпӗ. Ятарласа кӗрсе тухкалани те пулнӑ. Тӑвансен вилтӑприне тирпейлеме, карталанисене сӑрлама та, виле пытарма кайма та тӳр килнӗ.

Самаях пысӑк ҫав масар. Пысӑк та теме пулӗччӗ-и ӑна, киввипе ҫӗн ҫӑвана пӗрлештерсен, анчах ун пек тума май ҫук. Мӗншӗн тесен вӗсем ялӑн тӗрлӗ енче вырнаҫнӑ: пӗри тухӑҫра, тепри анӑҫра.

Кивӗ (тӗп) масар ял историйӗпе пӗр вӑхӑтрах пуҫланнӑ теме пулать.

Ӗлӗкхи мӑн асаттесем чӑн чӑваш тӗнне, йӑли-йӗркине, ҫут ҫанталӑк саккунне пӑхӑнса масара ялӑн хӗвеланӑҫ енне тунӑ. Ҫут тӗнчене килекен ҫӗнӗ ҫынна, ҫӗнӗ чуна Тухӑҫран килекен, пуҫланакан Ҫӗнӗ кунпа танлаштарнӑ. Урӑхла каласан, этем пурнӑҫӗн пуҫламӑшӗ Шурӑмпуҫ пулнӑ. Анӑҫра ҫутӑ кун пӗтет — каҫ пулать. Ҫавӑнпа этемӗн пурнӑҫӗ вӗҫленсен ӑна ялӑн хӗвеланӑҫ енне илсе кайса пытармалла тенӗ. Ҫапла вара пирӗн ял-йыш мӑн асаттесен йӑлине хирӗҫлесе 40 ҫул ӗнтӗ хӑйсенчен уйрӑлса кайнӑ ҫывӑх ҫыннисене кӳршӗ ял масарӗ ҫине — хӗвелтухӑҫнелле пытарать.

Мӗншӗн ҫакна эпӗ тӗплӗн каласа парас терӗм-ха? Мӗншӗн тесен авалхи тӗп масара хуптарни мӑн асатте-асаннесене мантарса йӑх-ӑру тымарне кӑклани, тӑван чӗлхепе йӑла-йӗркене асра тытмасса, чӑвашлӑха пӗтерес тесе сиенлӗ ӗҫ туни пулнӑ. Хальхи ҫамрӑксем капла та харпӑр хӑй несӗл-йӑх пуҫӗсене пӗлсех каймаҫҫӗ. Вӗсене асра тытни, хисеплени — тӑванлӑхпа чӑвашлӑх туйӑмне упрама вӗрентекен тӗп тивӗҫ.

Иртнӗ кунсенче тепре кӗрсе тухрӑм ҫӑва ҫине. Вуншар хут курнӑ вилтӑприсене, вӗсем ҫинчи палӑксене тепӗр хут пӑхса ҫаврӑнтӑм. Тарӑн шухӑша ярать ҫакӑ. Этемӗн пурнӑҫӗпе шӑпи пирки шухӑшлаттарать. Вуншар та ҫӗршер вил тӑпри: ваттисенчен пуҫласа кӑкӑр ачи таранах. Кашнинех хӑйӗн шӑпи, ӑраскалӗ. Чирлесе е ватӑлса вилнисем те, пурнӑҫран сарӑмсӑр уйрӑлнисем те, ҫарта пуҫ хунисем те — пурте ҫакӑнта, нихӑҫан вӑранайми ыйхӑра.

Акӑ, вилтӑпри ҫинче ӳнерҫӗ (художник) сӑрласа тунӑ палӑк. Пӗр метр ҫӳллӗш ӳкерчӗкрен пирӗн ҫине хура чатӑр витӗр ҫӗр айӗнчи тӗттӗмлӗхрен, ӗненекенсем каланӑ пек «леш тӗнчерен», ватӑ енне сулӑннӑ хӗрарӑм пӑхать. Мӗн каласшӑн-ши вӑл пире, чӗррисене?

«Эй, ҫут тӗнчере пурӑнакансем! Чӗрӗ-сывӑ чухне хирӗҫсе-харкашса пурӑнса, пурнӑҫ йывӑр тесе ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи ырлӑхран уйрӑлса кунта килме ан васкӑр! Влаҫра ларакан тӗрлӗ тӳре-шарасем, чиркӳ ҫыннисем: «Леш тӗнчене» кайсан ҫӑтмаха лекетӗр, сӗт кӳллинче, пыл та ҫу ҫинче ярӑнса ҫӳретӗр!» тенине ан ӗненӗр», — тесе каланӑн туйӑнать.

Кунтах пире ҫырма-вулама вӗрентнӗ, ӑс панӑ учительсем, халӑхра хӑйсем пирки ӗмӗрлӗхех ырӑ ят-сум хӑварнӑ ҫынсем: Ф.И.Ефимов, В.Ф.Яковлев, О.В.Меркулова.

Ольга Васильевна вӑрҫӑ ҫулӗсенче пирӗн шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ. Аслӑ шкул пӗтермен пулсан та вӑл ачасене тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме хӑнӑхтарнӑ. Шкул программине кӗрекен чӑваш драматургӗсен пьесисем тӑрӑх спектакль лартса атте-анне чӗлхи вӗренекенсен чӗри варне ӗмӗрлӗхе кӗрсе вырнаҫтӑр тесе чунтан парӑнса ӗҫлетчӗ. Пирӗн ӑрури ял ачисен драма искусствине, театра юратасси тӑван чӗлхе урокӗсенчен пуҫланнӑ.

«Нарспи» драмӑри Тӑхтаман сӑнарне ӑста калӑпланӑ хӑйпултаруллӑ артист Николай Петров та, Л.Агаковӑн «Ылтӑн вӑчӑринчи» штурмпанфюрер Генрих Шварцпа «Муҫҫа Хӗветӗрӗ хӗр парать» комединчи Муҫҫа, «Нарспири» Михетер, «Ҫӗрпе хӗр» драмӑри Астахви пуп сӑнарӗсене вылянӑ ялти чи юратнӑ «артист» Самсон Васильевич Иванов та ҫӑва ҫинче ӗмӗрлӗхех канӑҫ тупнӑ.

Кунтан инҫех те мар вырнаҫнӑ вилтӑпри ҫинчи ӳкерчӗкрен ман ҫине хитре те ӑшӑ пит-куҫлӑ ҫамрӑк хӗрарӑм пӑхать. Ку вӑл — М.Ухсайӑн «Ҫу, ҫумӑр, ҫу!», К.В.Ивановӑн «Нарспи» драмӑсенчи Лисукпа Нарспи сӑнарӗсене чун кӗртнӗ Анна Федотовна Дмитриева (Иванова).

Пӗр шеллесе-хурланса, тепре кулянса-тӑвӑнса пӑхатӑн ун ҫине. Куҫӗсенчен тинкеретӗп. Тарӑн шухӑша путатӑп. Ҫак хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗ илемлӗ ҫамрӑк вӑхӑтра татӑлнӑшӑн манра айӑп ҫук пулин те, хама ун умӗнче темшӗн пусӑрӑнчӑк туятӑп. Ҫавӑнпах-ши пуҫра: «Лӑпкӑ ҫывӑр, чипер те хисеплӗ артистка», — текен шухӑш явӑнать.

Кунтах, гранит палӑк айӗнче, Афганистанри хаяр тытӑҫура пуҫне паттӑрла хунӑ Иван Александрович Никитин выртать. Тӑванӗсен, тус-юлташӗсен асӗнче вӑл ӗмӗрех вун тӑххӑрти ҫамрӑк.

Ман чӗререн ӗмӗр тухман тӑвансем те, ытти ҫывӑх ҫынсем те ҫакӑнта вырӑн тупнӑ. Пурте асра, пурте куҫ умӗнче. Кун-ҫулӗсем синкерлӗ пулнӑ, вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ ҫынсен вилтӑприсем те чылай кунта. Кашни вилтӑпри темле салхулӑхпа шӑплӑха кӗртсе ӳкерет. Кашни сӑнӳкерчӗк, хуҫи ҫинчен каласа парас пек, хӑй ҫине тӗмсӗлсе пӑхма хистет… Кунта пытарнӑ ҫынсен шӑписене тӑван ял историйӗ теме пулать.

Вилтӑприсем ҫынсем пекех те тӗрлӗрен. Гранитран, тимӗртен, чулран, бетонран тунӑ палӑксем те, нимӗн те ҫырман тимӗр тата йывӑҫ хӗрессем те, юпа кӑна лартнисем те пур. Мӗн тӑвӑн: вилнӗ ҫын хӑйне хӑй пытараймасть, юлашки ҫула ӑна ҫемйи, тӑванӗсем, ял-йыш ӑсатаҫҫӗ. Чыс-хисепне, мул-пурлӑхне шута илсе те.

Ман шутпа, пурнӑҫран уйрӑлнӑ ҫыннӑн тус-тӑванӗсен ҫынлӑхне вилтӑпри ҫине лартнӑ палӑка кура кӑна хаклани ҫителӗксӗр: пӗрисем ҫӳллӗ палӑк лартса хӑвараҫҫӗ те кайран вилнӗ тӑванӗн тӑпри тӗлне манаҫҫӗ. Теприсем вара тӑванне сӑпайлӑн, ансат пытараҫҫӗ пулин те ун патне килсех, вилтӑприне тирпейлесех тӑраҫҫӗ. Йывӑҫ лартса хӑвараҫҫӗ, чечексем ӳстереҫҫӗ…

Юлашкинчен ҫакна та палӑртса хӑвармалла. Пирӗн ял масарӗ ҫинче тирпейлӗх ҫук тесе каласа пулмасть. Выльӑх-чӗрлӗх кӗрсе ҫӑвана таптамасть, вараламасть. Йӗри-тавра тытнӑ карта кивелнӗ пулсан та тӑн-тӑн ларать. Анчах та ҫӑва ҫинчи «хурал пӳрчӗн» сӑнӗ-тӗсӗ кивелнӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче А.А.Петров сӑрласа тунӑ чӑвашла эрешсене ҫӗнетсе улӑштармалла. Масара пӑхса тӑраканӗ те пур. Вӑл хӑйӗн тивӗҫне манмасть.

Нумаях пулмасть ял хутлӑхӗн пуҫлӑхӗ кивӗ масарпа юнашар ҫӗр уйӑрса парса карталаттарчӗ. Халӗ ӗнтӗ ял ҫыннисем юлашки ҫула ӑсатакан тӑванне ҫӗнӗ вырӑна пытараҫҫӗ.

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗк-авалах сума сунӑ. Чӑвашсен ҫакна паллӑ тумалли ятарлӑ кун та пур. Ӑна пирӗн мӑн асаттесем ҫуракине вӗҫлесен ирттернӗ. Ҫӗр ами пӗтӗленнине палӑртакан Ҫинҫе уявӗ хыҫҫӑн ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑш эрнинче — кӗҫнерни кун — паллӑ тунӑ. Ку вӑл — Ҫимӗк. Вырӑс чиркӗвӗн ҫветтуйӗсемпе нимӗнле те ҫыхӑнман. Православи тӗнне йышӑнтариччен авалтан килекен чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки. Ӑна эрне варринче — кӗҫнерни кун ирттернӗ. Вырӑс Троиципе пӗр эрнере тӳр килнӗрен кайран унпа пӗрлештерсе янӑ. Тӗрӗссипе каласан, ҫакӑ пирӗн чӑвашлӑха пӗтерме пулӑшакан тепӗр сӑлтав пулса тӑнӑ. Хуласенче пурӑнакансем кӗҫнерни кун ӗҫ пӑрахса килеймен пирки вырӑс Троицине — вырсарни кун кӑна яла килеҫҫӗ. Унти тӑванӗсемпе пӗрле масар ҫине асӑнма каяҫҫӗ.

Ҫимӗк — чӑваш халӑхӗн чи лайӑх, ырӑ йӑлисенчен пӗри. Вилтӑприсем ҫине ларса ҫӗре кӗнисене аса илни, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ларни чуна уҫать, тасатать.

Ҫимӗк кунӗ чӑвашсем ӗмӗрхи йӑлапа, камӑн мӗнле вӑй ҫитнӗ таран, тӑванӗсене асӑнма пухӑнаҫҫӗ. Вилтӑприсем ҫинче — икерчӗ, ҫӑмарта, чӑкӑт. Ытлӑн-ҫитлӗн пурӑнаканнисем ӗлӗкрех кукӑль та хунӑ. Хальхи вӑхӑтра магазинран туяннӑ апат-ҫимӗҫ ытларах. Эрех-сӑра кӑларса лартакансем те пур.

Ватӑрах вилесен тӑпри ҫинче шавлӑн калаҫни илтӗнет. Эрех сыпкаласа хӗрнисем те пур. Пурӑнас кун-ҫуллӑ ашшӗ-амӑшӗсене е ачисене ҫухатнисем вӗсен ҫӗнӗ тӑприсем ҫинче выртса макӑрнине те курма пулать…

Хӑшӗ-пӗрисем хурӑнташӗсем ҫул ҫитсе вилнишӗн савӑнса, хӑйсем валли те ҫавнашкал телей килессе ӗмӗтленсе чӗркуҫҫи ҫине тӑрса кӗл тӑваҫҫӗ: «Асатте-асанне… Атте, анне, ачасем… тӑвансемпе хурӑнташсем — пурте пил тӑвӑр… Эпир ҫинине эсир те ҫийӗр… Эпир ӗҫнине эсир те ӗҫӗр… Эпир тутӑ — эсир те тутӑ пулӑр… Йывӑр тӑпрӑрсем ҫӑмӑл пулччӑр… Чунӑрсем сӗтлӗ кӳлӗре ҫӳреччӗр…»

Ак ҫапла ӗнтӗ вӑл чӑваш халӑхӗн чи сӑваплӑ уявӗ — Ҫимӗк.

Ҫут тӗнчерен кайнисене сума сӑвасси пирӗн тивӗҫ, пирӗн парӑм. Ҫӗре кӗнисене манни сӑвапсӑр вӑл, ҫапма пӗлмен пушӑ хамӑрах тивет. Вилнисен умӗнчи тивӗҫе тӗрӗс пурнӑҫласа пырасчӗ. Ку вӑл чӗррисене кирлӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней