Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пурне те ӗлкӗрсе пыма алли ҫитсех каймарӗ ҫав мӑнтарӑн старикӗн; тырри-пуллине сахалтарах акса тума тиврӗ, ытти ҫинчен вара калама та кирлӗ мар.Не до всего доходили руки старика, посев уменьшился, а про остальное уж и говорить нечего.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫул ҫинче тӗл пулакан колхоз председателӗсене Федор Лукич кӗскен кӑна кӑтартусем, инструкциллӗ сӑмахсем калама ӗлкӗрсе пычӗ, ҫитменлӗхсене те кӑтартрӗ.
VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Кӗҫӗн кухарка ӗҫӗсене ҫӑмӑллӑнах туса ӗлкӗрсе пырать вӑл.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Степан Бояркин йӗлтӗрпе ҫӳреме пултарсах каймасть; халь акӑ уҫнӑ йӗрпе шурӗ пулсан та, вӑл хӑйне Ҫӗрӗк вӑрмана ҫити ӑсатма пынӑ партизансене аран-аран ӗлкӗрсе пычӗ.
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Епле ӗлкӗрсе пыратӑн-ха эсӗ? — хӗрхенсе ыйтрӗ Тимофей Ильич.— И как же ты обходишься? — участливо спрашивал Тимофей Ильич.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Хворостянкин, хулпуҫҫи ҫине уртса янӑ йӗпе те йывӑр буркине хывма ӗлкӗрсе, ӑна кӑнт тӑратса ячӗ — вӑл алӑк патӗнче ӳпле пек саркаланса тӑрать; ҫӗлӗкне хывса, ӑна пӗтӗм вӑйран алтупанӗ ҫине ҫапрӗ, вара шутсӑр нумай шыв тумламӗсем пӗтӗм кабинета сирпӗнчӗҫ; пысӑк утӑмсемпе шавлӑн утса пынӑ чухне урайне пылчӑклӑ атӑ йӗрне хӑварса, хӑйӗн хытӑ та йӗпе аллипе Сергей аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ҫапла ӑнланмалла: пирӗн станицӑсенчи пурнӑҫ ҫав тери хӑвӑрт малалла кайса пынипе нумайӑшӗсем, уйрӑмах колхозсен руководителӗсем, ун хыҫҫӑн ниепле те ӗлкӗрсе пыраймаҫҫӗ.
XX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
«…Акӑ, паян та килмерӗ, паллах, Стегачев тытса чарчӗ пуль-ха», — шутларӗ Григорий, трактор патнех ҫитме ӗлкӗрсе.«Вот и сегодня не приехала, наверно, задержал Стегачев», — подумал Григорий, уже подходя к трактору.
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
МТС-ӑн машина хуҫалӑхӗ те вӑхӑт хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пырайман, вӑл япӑх йӗркеленӗ тӗлсӗр-йӗрсӗр колонна пек: хӑшпӗр комбайнсем, жаткӑсем, косаркӑсем мала сиксе тухса, пиҫсе ҫитекен тулӑ пуссинче ларнӑ, теприсем МТС килкартинчех-ха, вӗсен моторӗсене те, шалти ытти пайӗсене те кӑлара-кӑлара илнӗ; молотилкӑсен пӗр агрегачӗсем йӗтем ҫинелле ҫул тытнӑ, теприсене халь анчах мастерскойсене илсе каяҫҫӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Валеҫессе пур ҫӗрте те ӗлкӗрсе пыракан Петро Семиглаз валеҫме тытӑннӑччӗ.Заняться дележом вызвался было всюду поспевающий Петро Семиглаз.
XVIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Ярцева ун хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пыма хӗн: кӑкӑр тулли тенӗ пек ӳслӗк, чӗре валли вырӑн та сахал ӗнтӗ унта.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑй шӑпине шыраса пурӑннипе, Лозневой вӗренессе те, паллах, япӑх вӗреннӗ, юлашкинчен вара, ҫулталӑк вӗҫӗнче ӑна, вӗренӳре ӗлкӗрсе пырайманшӑн, университетран кӑларса янӑ.
XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
— Эпӗ ӑна хӑй вӗренме ӗлкӗрсе пырайманни ҫинчен систерсе каларӑм.— А я ему насчет успеваемости его собственной тоже намек сделал.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Оленин, ӑна «Устенька патне пыр-ха» тесе калама аран ӗлкӗрсе, хӑйӗн юлташӗ патне кайса тӑчӗ.Оленин, успев только проговорить: «Приходи же к Устеньке», — отошел к своему товарищу.
XXXVIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Кулса ашкӑнма юратакан ачасем евӗр, ушкӑнпа кӗпӗрленсе чуптарчӗҫ шухӑ флейтӑсемпе кларнетсем, ҫӗнтерӳ хавасӗпе кӑшкӑрса, юрлаттарса ячӗҫ ҫӳллӗ пӑхӑр трубасем, параппанӑн хупӑнчӑк панлатӑвӗсем тата хытӑраххӑн васкатрӗҫ вӗсен ахаль те хивре ыткӑнӑвне, нӑкӑ, лӑпкӑ, пархӑтлӑ сассисемпе ӑшшӑн та евӗклӗн мӑкӑртатрӗҫ вӗсен хыҫӗнчен ӗлкӗрсе пырайман йывӑр тромбонсем.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Эпӗ ун хыҫҫӑн аран-аран ӗлкӗрсе пытӑм.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Граната ванчӑкӗсем лексе йӑлт аманса пӗтнӗ Нагульнов ҫав самантрах вилчӗ, пӳлӗмелле вирхӗннӗ Давыдов, тӗттӗмре ҫапах та икӗ хут пеме ӗлкӗрсе, пулемет пульлисем тӗлне пулчӗ.
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Кунсем уяр, шӑрӑх тӑнине пула шыв илмен айлӑмсенчи курӑк часрах ӗлкӗрсе ҫитрӗ, ҫавӑнпа та Шырланпуҫри юлашки виҫҫӗмӗш бригада та утӑ ҫулма тухрӗ.
XII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Нагульнов ҫапӑҫу вӑхӑтӗнчи пек решенисем йышӑнчӗ: ҫынсен ушкӑнӗнчен вӑркӑнтарнӑ чултан пӑрӑнса ӳкме ӗлкӗрсе, вӑл ҫӳлелле персе ячӗ те тӳрех кӗлет умӗнчен чупса анчӗ.
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
«Н-н-ну, тӑхта-ха, шуйттан шапи, — сиввӗн урсах тарӑхса шухӑшларӗ Давыдов, лешӗ ҫапнинчен пӑрӑнма ӗлкӗрсе, — Любишкин курӑнса кайсанах эпӗ сана тӑрӑнтармаллипех тӑрӑнтарӑп акӑ, пӑра пекех пӗтӗрӗнсе ӳкӗн!»
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959