Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫӳресси (тĕпĕ: ҫӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тинӗсре ҫул ҫӳресси мӗн тери хӑрушӑ пулнине эсир ӗнтӗ хӑвӑр тӳссе куртӑр.

Вы сами на себе испытали, как опасно путешествовать по морю.

Иккӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Аҫу сана тинӗссем тӑрӑх ҫӳресси ҫинчен яланлӑхах манма хушнӑччӗ-ҫке.

Ведь отец требовал, чтобы ты раз навсегда позабыл о чужих краях.

Пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Эпӗ старике хӗрхентӗм, тӑван килтех юлма шухӑшларӑм, тинӗссем тӑрӑх ҫӳресси ҫинчен шухӑшлама пачах пӑрахас терӗм.

Мне стало жаль старика, я твердо решил остаться в родительском доме и не думать более о морских путешествиях.

Пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Тинӗссемпе океансем тӑрӑх ҫӳресси мана чи пысӑк телей пек туйӑнатчӗ.

Мне казалось величайшим счастьем скитаться по морям и океанам.

Пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Анчах эпӗ пӗрмаях тинӗссенче ишсе ҫӳресси ҫинчен ӗмӗтленеттӗм.

Но я мечтал о морских путешествиях.

Пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Вӗренесси, чаплӑ ҫынна тухасси — сирӗн, манӑн вара — ҫавӑншӑн асапланса ҫӳресси

Вам ученье да благородство, а мне одна мука с вами…

VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Мӗн унта ҫӳресси?

— Чего там?

XIV. Кӗпҫе патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хирсенче, ҫулсем ҫинче тӑтӑшах пӑлхар виллисем тупӑна пуҫларӗҫ, хуласемпе ялсем хушшинче ҫӳресси кансӗрленсех пычӗ.

На полях и дорогах все чаще находили трупы болгар, и сообщение между городами и селами становилось все более и более опасным.

I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫу уйӑхӗнче уҫӑлса ҫӳресси темӗне тӑрать, — сывлӑхна усӑллӑ пулӗ.

В мае месяце полезно прокатиться, — здоровей будешь.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хырӑмӗ ҫинче аллисене хӗреслетсе тытса, ура ҫинчех тӑчӗ вӑл, ҫак ҫылӑхлӑ тӗнче тӑрӑх унӑн чӑнласах та ҫӳресси килмерӗ.

Он стоял, сложив руки на животе и ему явно не хотелось совершать путешествия по грешному миру.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вера Павловна та вӗсемпе ҫӳретчӗ, хальхинче вара Дмитрий Сергеич та вӗсемпе пычӗ, ҫакна пула уҫӑлса ҫӳресси питӗ лайӑх пулчӗ: вӑл вӗсемпе сайра хутра кӑна пӗрле ҫӳренӗ, хальхипе шутласан, пурӗ те иккӗмӗш хут ҫеҫ тухнӑ вӑл кун пек.

Вера Павловна обыкновенно ездила с ними, в этот раз поехал и Дмитрий Сергеич, вот почему прогулка и была замечательна: его спутничество было редкостью, и в то лето он ехал еще только во второй раз.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӑнсӑртран сиксе тухнӑ ухмахла япалана пула унӑн сухаланӑ пусӑ тавра ҫаврӑнса ҫӳресси те виҫӗ ҫухрӑм таран ун тӑрӑх такӑна-такӑна утасси килместчех ӗнтӗ.

Ему вовсе не улыбалась перспектива обходить пахоту либо три километра спотыкаться по пашне, и все это из-за какой-то нелепой случайности.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӗрле, вырӑнӗ ҫинчен тӑрса, ыйӑха путнӑ пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳресси те час-часах пулкалать (пӗр алӑкӗ те чӗриклетес ҫук, тӑпсисене юриех хур ҫӑвӗпе лайӑх сӗрсе лартнӑ).

Ночью он часто ходил по спящему дому (ни одна дверь не скрипнет, заботливо смазанная в петлях гусиным жиром).

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӗсен пуҫ ҫийӗн утса ҫӳресси ҫеҫ юлать вара.

Им остается только ходить на головах!

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Санькӑн каллех лашапа ҫӳресси килсе кайрӗ.

Саньку по-прежнему тянуло к коням.

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫаруран чупса ҫӳресси ӑна пӗчӗк ачалла хӑтланнӑ пек туйӑнчӗ, кирек мӗнле ҫанталӑкра та ашшӗн ухутана ҫӳремелли аттине тӑхӑнатчӗ.

Бегать босиком он уже считал ниже своего достоинства и в любую погоду носил тяжелые охотничьи отцовские сапоги.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Председательте ҫӳресси ҫӑмӑл тесе шутлатӑн-и эсӗ?

Думаешь, легко это в председателях ходить!

4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсене, пуринчен ытла Штольца, «хӑйсен харпӑр хӑй ӗҫӗ» канӑҫ памарӗ, ҫавӑнпа вӗсем ҫӳресе ывӑнатчӗҫ, ҫӳресси вӗсемшӗн иккӗмӗш вырӑна юлчӗ.

Их, или, по крайней мере, Штольца, так занимало «свое собственное дело», что они утомлялись от путешествия, которое для них отодвигалось на второй план.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Обломов пирки калас пулсан, вӑл паркран аяккалла ниҫта та тапранмӗччӗ, Ольга вара пурне те шухӑшласа кӑларать, пӗр Обломов ҫеҫ, ӑҫта та пулин кайма сӗнсен, хирӗҫ калама тытӑнса тӑрать, кайса ҫӳресси пурнӑҫланатех пулас.

Что касается Обломова, он дальше парка никуда бы не тронулся, да Ольга все придумывает, и лишь только он на приглашение куда-нибудь поехать замнется ответом, наверное поездка предпринималась.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫамрӑк, вӗҫкӗн ҫынпа ҫӳресси — урӑх ӗҫ, анчах Ольга инкӗшӗ ҫапах ним те каламан пулӗччӗ: вӑл, яланах сӑпайлӑскер, урӑх йӗрке тунӑ пулӗччӗ: ҫав каччӑпа пӗрле хӑй те ҫӳреме кайӗччӗ, е кама та пулин урӑххине ҫӳреме хушӗччӗ, вара лешин Ольгӑпа уҫӑлса ҫӳресси хӑй тӗллӗнех пӗтнӗ пулӗччӗ.

Гулять с молодым человеком, с франтом — это другое дело: она бы и тогда не сказала ничего, но с свойственным ей тактом, как-нибудь незаметно установила бы другой порядок: сама бы пошла с ними раз или два, послала бы кого-нибудь третьего, и прогулки сами собою бы кончились.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней