Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ӑҫта ҫӗтнӗ тыр-пул юрри?
Юрӑпи // Галина Матвеева. Суслин, Д. Ю. Юрӑпи: этнографи юмахӗ: [кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли] / Дмитрий Суслин. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 64 с.
Татарски ҫинелле артиллерипе пеме пуҫланӑ кунах ту вӗҫӗнче пурӑнакан хутор ҫыннисен виҫҫӗр сурӑхлӑ кӗтӗвӗ шыва путнӑ пек таҫта ҫӗтнӗ.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ӑҫта кайса ҫӗтнӗ эсӗ?
10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Константинӑн сывлӑшӗ пӳлӗнчӗ, вӑл темскер ыйтасшӑн пулчӗ, анчах чӗлхи ҫӗтнӗ пек, тутисене ҫеҫ сиктеркелесе илчӗ.
6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ун ҫумӗнче винтовки те, хӗҫӗ те ҫук, сылтӑм уринчи атти таҫта ҫӗтнӗ, — вӗсене йӑлтах вӑл ӗнерхи ӗҫкӗ хыҫҫӑн ҫухатса пӗтерме ӑс ҫитернӗ.
LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Асат хуҫса кӑларнӑ пек хутланса кӗнӗ дворец вӗсене чӗлхи ҫӗтнӗ евӗр чӗмсӗррӗн пӑхса ӑсатать.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Вилесем айӗнчи нӳрӗ ҫӗр йӑлтах ҫӑрӑлса пӗтнӗ, сарӑхса кайнӑ таптанчӑк курӑк ҫинче ура йӗрӗсем палӑраҫҫӗ; урапасем таткаласа ҫӗтнӗ ҫерем тарӑн ланкашкасемпе ҫӗвекленсе юлнӑ.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Чӑнах та ӗнтӗ, Володя машинӑпа ҫӗлени ниме те пӗлтермен: вӑл час-часах хӑйӗн карап парӑсӗсене хӑй касса хӑй ҫӗленӗ, футболла вылянӑ чух ҫӗтнӗ йӗмне те хӑех сапланӑ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Мускавран ӑҫта кайса ҫӗтнӗ вӑл, — ку та паллӑ мар.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Пӑх-ха, чӗлхи ҫӗтнӗ ун.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лушка мӑнаҫлӑн тухнӑ, ӑнран кайнӑ, чӗлхи ҫӗтнӗ, пӗтерсех пӑрахнӑ Филимониха ҫине йӗрӗнсе те пулин пӑхса илмен.
III сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун умӗнче сасартӑк «тӗпсӑр авӑр уҫӑлчӗ», «чул хӳме» купаланса ларчӗ, Обломов пулман пек, куҫран ҫухалнӑ пек, ҫӗтнӗ пек туйӑнчӗ; ун чӗрине йывӑр хуйхӑ пусса илчӗ; уйрӑлу хыҫҫӑн пӗр тус теприн патне пӑлханса васкать, анчах, тусӗ тахҫанах ҫуккине, вилнине пӗлет те, вара ҫавнашкал хуйхӑрать.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Мӗншӗн-ха вара Обломов сывалнӑ хыҫҫӑн та, хӗлӗпех салхуллӑ чух, унпа аран ҫеҫ калаҫнӑ чух, ун пӳлӗмне кӗмен чух, вӑл мӗн тунине пӗлесшӗн мар чух, унпа шӳтлесе кулман чух — вӑл начарланчӗ, мӗншӗн сасартӑк сӳрӗкленчӗ, йӑлтах сивӗннӗ пек пулчӗ: кофе авӑртать-и — мӗн тунине те астумасть, е цикорий ярса тултарать те кофине ӗҫме ҫук — хӑй, чӗлхи ҫӗтнӗ пекех, ним те туймасть.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Эсӗ паҫӑр мана: санӑн питӳ ҫутах мар, пӗркеленкӗ терӗн, — калаҫма пуҫларӗ Обломов, сӑмахне малалла тӑсса, — ҫапла, эпӗ ҫемҫешке, тӑхӑнса ҫӗтнӗ сӑхман пекех кивӗ, анчах ку — ҫанталӑка пула мар, ӗҫе пула мар, вуникӗ ҫул хушши ҫутта хам ӑшра хупса усранӑран ҫапла, вӑл тухмалли ҫул шырарӗ, анчах хӑйӗн тӗрмине ҫеҫ ҫунтарса ячӗ, ирӗке тухаймасӑр сӳнчӗ.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӑҫта ҫӗтнӗ илемсӗр ҫаврашка куҫӗсем — тӑмана куҫӗсем — вӗсем унӑн ҫӗрле те хупӑнмастчӗҫ.Куда делись неестественно круглые глаза — глаза совы, — которые не закрывались на ночь?
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Лартса каясса кайнӑ та, хӑй таҫта ҫӗтмеллипех ҫӗтнӗ.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Анчах Томӑн чӗлхи ҫӗтнӗ пекех пулчӗ.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
55. Анчах шӑпах ҫав вӑхӑтра Алкима шалкӑм ҫапса пӑрахнӑ та, унӑн тума пикеннӗ ӗҫӗсем чарӑнса ларнӑ; унӑн ҫӑварӗ хупӑннӑ, чӗлхи ҫӗтнӗ, урӑх вӑл пӗр сӑмах чӗнме те, хӑйӗн килне халалласа хӑварма та пултарайман.
1 Мак 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.