Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малта, Лапшиновӑн сӑрӑ лаши ҫинче, Любишкин Павло сиккипе ыткӑнса пырать, унтан сылтӑм енче шатра питлӗ Агафон Дубцов чукмар тытса, тем тума та хатӗррӗн хӑрушла курӑнса пырать, хыҫалта тата, тӗрлӗ тӗслӗ лашисем ҫинче, йӗркине-мӗнне пӑхмасӑр, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш бригадӑри колхозниксем ҫӗмӗрттерсе пыраҫҫӗ…
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ярски ҫыннисене чылаях чышкӑласа илчӗҫ, вара вӗсем, юнланса пӗтичченех хӗнесе тӑкнӑскерсем, тырӑ тултарнӑ миххисене пӑрахсах ураписем ҫине пыра-пыра йӑванчӗҫ те лашисене ҫӑт та ҫат ҫапкаласа илчӗҫ, ҫухӑрашса-ҫуйхашса тӑракан хӗрарӑмсен кӗпӗрленчӗк ушкӑнӗ витӗр ҫӗмӗрттерсе иртсе, килнелле тухса вӗҫтерчӗҫ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл колхоз правленийӗн ҫуртне ҫӗмӗрттерсе чупса кӗчӗ те сывлӑшне аран-аран ҫавӑркаласа, тӳрех Давыдов патне ыткӑнчӗ:Он вломился в дом правления колхоза, еле переводя дух, — к Давыдову:
18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӗсене хирӗҫ извозчиксем пушӑ ларсемпе ҫӗмӗрттерсе кӗчӗҫ.Навстречу им неслись порожние телеги с извозчиками, подпрыгивавшими на них.
I сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
— Мӗн ҫӗмӗрттерсе пурӑнать санӑн хисеплӗ юлташу Роман Каштан?— Как здравствует-поживает твой уважаемый знакомый, товарищ Роман Каштан?
19 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпир Петькӑпа пӗрле Пименов урамӗнчи тухтӑр патне чупрӑмӑр, унтан ӗлӗкхи Хонжанков кинотеатрӗ ҫийӗнчи пӳлӗмре пурӑнакан тепӗр тухтӑрӑн витӗнкӗҫлӗ тенкелсем лартса тултарнӑ лӑпкӑ хваттерне ҫӗмӗрттерсе пырса кӗтӗмӗр.
Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫамрӑк ҫыннӑм, манӑн алҫырӑвӗсем санӑн аллуна лексессӗн, астуса ил: аванрах та аван тата тӗплӗ улшӑнусем вӗсем —вӑйпа ҫӗмӗрттерсе улӑштарнинчен мар, — этем ӑсхакӑлӗ те йӑлисем аванланнинчен кӑна килеҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ту хушшине ҫӗмӗрттерсе кӗнӗ ҫил Хурах Шӑпчӑк пек улать, шӑхӑрать, часах акӑ чул хӗрес те хӗвелтухӑҫ енчен капланса килекен ҫӑра тӗтре хумӗсен ӑшне пытанчӗ…
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кӑштах тӑрсан пуҫа ҫӗклесе пӑхатӑп та куратӑп: манӑн Карагез хӳрине вӗлкӗштерсе ҫил пек ирӗккӗн ҫӗмӗрттерсе килет, гяурсем хӑйсен ывӑнса ҫитнӗ лашисемпе пушӑ хирте таҫта аякра тӑрса юлнӑ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Командующи хӑйӗн хӗрлӗ уссине чӗпӗткелесе илчӗ те, мана приказ пачӗ: «Гвоздев, ҫӗрле ҫав аэродром патне шавсӑр-мӗнсӗр, йӗркеллӗн, хӑйсен ҫынни пек, ҫывӑхарах пыр та, унтан тӑрук пеме тытӑнса, ҫӗмӗрттерсе кӗрсе кай, вӗсем тӑна кӗриччен пӗтӗмпех кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрса тӑк, пӗр сволочь та вӗҫсе ан кайтӑр, терӗ.
11 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тепӗр чухне тата, пӗр-пӗр урапана икӗ упа кӳлсе, хӑнисем килӗшни-килӗшменнине пӑхмасӑрах, хӑнасене ҫав урапа ҫине лартса, уй-хир тӑрӑх ҫӗмӗрттерсе ҫӳреме кӑларса ярасси те пулкаланӑ.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Минӑланӑ вырӑнсем тӗлӗпе чиперех иртсе кайнӑ та, туппинчен, пулемётӗнчен персе, тӑшмансем хушшинче паника туса, нимӗҫсем йышӑнса илнӗ — анчах Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем икӗ енчен ҫурункӑпа хӗссе лартнӑ пӗчӗкрех хулана пырса кӗнӗ, вара, нимӗҫсене вилсе канмалла хӑратса, хулан тепӗр вӗҫне, хамӑрӑннисем патне ҫӗмӗрттерсе тухнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ӑйӑр айккинелле, кӗрт ӑшне, ҫӗмӗрттерсе кӗрсе кайрӗ.
Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.
Малтисен шутӗнче ҫӗмӗрттерсе пымастпӑр-и-ха?
Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8