Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫав Эрхип чиркӳре пулнӑ-мӗн, кӗлтуса хӑй ҫылӑхӗсене каҫарттарнӑ.
25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пурнӑҫа ҫапла тунӑ: халӑх ултӑ кун ӗҫлет, ҫиччӗмӗш кунне ҫылӑха кӗрет, хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн те тӳлет, ҫылӑхӗсене каҫарттарнӑшӑн та тӳлет, — ҫак анчах.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Юлашкинчен Том Джим Холлиса шыраса тупрӗ, лешӗ ӑна ҫапла ӗнентерме пуҫларӗ: Том хӑйӗн ҫылӑхӗсене каҫарттарман, ҫавӑнпа тӳпе Том пуҫӗ ҫине чир янӑ.
22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
23. Камӑн ҫылӑхӗсене каҫарӑр, унӑн каҫарӑнӗҫ; камӑнне каҫармӑр, унӑн ҫылӑхӗсем каҫарӑнмӗҫ, тенӗ.23. Кому простите грехи, тому простятся; на ком оставите, на том останутся.
Ин 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа каланӑ та: 16. «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм, тет Ҫӳлхуҫа; Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн чӗринех кӗртсе лартӑп, вӗсенӗн ӑсне-тӑннех ҫырса хурӑп, 17. вӗсенӗн ҫылӑхӗсене, вӗсенӗн усал ӗҫӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫуллен парне кӳни вӗсенӗн ҫылӑхӗсене астутарса тӑрать: 4. пӑру юнӗпе качака юнӗ ҫылӑхсене пӗтерме пултараймасть.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Этеме пӗрре анчах вилмелле тунӑ, унтан вара — сут; 28. ҫавӑн пекех Христос та, нумайӑшӗн ҫылӑхӗсене Хӑй ҫине илмешкӗн, Хӑйне Хӑй парнене пӗрре кӳнӗ; иккӗмӗш хутӗнче Вӑл ҫылӑхран тасатма мар, Хӑйне кӗтсе тӑракансене ҫӑлмашкӑн килӗ.
Евр 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах та Турӑ Хӑйӗн халӑхне питлесе ҫапла калать: «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе, Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа; 9. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ чухне хывнӑ халал пек пулмӗ. Вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, ҫавӑнпа Эпӗ вӗсене тиркерӗм, тет Ҫӳлхуҫа. 10. Акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм: Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн ӑшчиккине кӗртсех лартӑп, чӗрисем ҫинех ҫырса хурӑп, вӗсенӗн Турри пулӑп, вӗсем Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа. 11. Вара юлташӗ юлташне, тӑванӗ тӑванне: «Турра пӗл» тесе вӗрентмӗ, мӗншӗн тесессӗн Мана пурте — кӗҫӗннинчен пуҫласа аслине ҫитиех — пӗлме пуҫлӗҫ, 12. мӗншӗн тесессӗн Эпӗ вӗсенӗн усал ӗҫӗсене каҫарӑп, вӗсенӗн ҫылӑхӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.
Евр 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫакӑ пӗтӗмпех — Турӑран; Вӑл пире Иисус Христос урлӑ Хӑйпе килӗштерчӗ тата пире ыттисене те Хӑйпе килӗштермешкӗн ӗҫлеме хушрӗ: 19. этемсенӗн ҫылӑхӗсене пӑрахӑҫласа, Турӑ Христос урлӑ тӗнчене Хӑйпе килӗштернӗ, Хӑйӗнпе мӗнле килӗштермелли ҫинчен вӗрентме пире хушнӑ.
2 Кор 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй тӑванӑмсем, эпӗ сире (хӑвӑра пысӑка хурасран) ҫак вӑрттӑнлӑх ҫинчен пӗлтермесӗр хӑварасшӑн мар: Израиль халӑхӗ пӗтӗмпе мар, хӑшӗсем ҫеҫ аташса кайнӑ, ку та ӗмӗрлӗхе пымӗ, суя тӗнлисем пурте Турӑ патне пыриччен ҫеҫ тӑсӑлӗ, 26. ҫапла ӗнтӗ хӑҫан та пулин пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫӑлӑнӗ, Ҫыру ун ҫинчен ҫапла калать: «Сионран Хӑтаракан килӗ те Иаковран йӗркесӗрлӗхне сирӗ. 27. Вӗсен ҫылӑхӗсене сирсессӗн, вӗсемпе ҫак халала хывӑп» тет.
Рим 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫавӑн пекех Давид та ӗҫне тумасӑрах Турӑ тӳрре кӑларнӑ ҫынна телейлӗ тет: 7. «йӗркесӗр ӗҫӗсене каҫарттарнӑ, ҫылӑхӗсене пӑрахӑҫлаттарнӑ ҫын телейлӗ; 8. ҫылӑхне Ҫӳлхуҫа шута кӗртмен ҫын телейлӗ» тет.
Рим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӑй вӑрах тӳссе тӑнӑ вӑхӑтра ҫынсен унччен тунӑ ҫылӑхӗсене те каҫарса, Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне кӑтартнӑ.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ачамсем! эпӗ ҫакна эсир ҫылӑха кӗресрен ҫыратӑп; кам та пулин ҫылӑха кӗрсен, Атте Турӑ умӗнче пирӗн хута кӗрекен тӳрӗ Иисус Христос пур; 2. Вӑл — пирӗн ҫылӑхсене каҫарттаракан парне, пирӗн ҫылӑхсене ҫеҫ мар-ха, пӗтӗм тӗнче ҫылӑхӗсене каҫарттаракан парне.
1 Ин 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Камӑн ҫакӑ ҫук, вӑл суккӑр, куҫне хупнӑ, вӑл хӑйӗн унчченхи ҫылӑхӗсене каҫарнине мансах кайнӑ.9. А в ком нет сего, тот слеп, закрыл глаза, забыл об очищении прежних грехов своих.
2 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Израиле ӳкӗнтерсе ҫылӑхӗсене каҫармашкӑн Турӑ Ӑна Хӑйӗн сылтӑм аллипе ҫӗклесе Пуҫлӑх та, Ҫӑлакан та туса хучӗ.
Ап ӗҫс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
76. Сана вара, ачамӑм, Ҫӳлти Туррӑн пророкӗ тейӗҫ: Ҫӳлхуҫа валли ҫул хатӗрлемешкӗн эсӗ Унӑн умӗнчен пырӑн, 77. Унӑн халӑхне эсӗ мӗнле ҫӑлӑнмаллине — ҫылӑхӗсене каҫарттарса ҫӑлӑнмаллине — ӑнлантарӑн: 78-79. Туррӑмӑр ырӑ та хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран тӳперен пирӗн пата тухакан хӗвел евӗрлӗ Ҫутӑ килчӗ: Вӑл сӗмлӗхре, вилӗм ӗмӗлкинче ларакансене ҫутатӗ, пирӗн урасене канӑҫлӑх ҫулӗ ҫине тӑратӗ, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл вӗсене ҫапла каланӑ: сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме пӳрнӗ, ыттисене вара ҫакна пурне те ытарлӑн каламалла: 12. вӗсем Турӑ енне ҫаврӑнасшӑн мар, ҫылӑхӗсене каҫарттарасшӑн мар: вӗсем куҫпа пӑхсассӑн та курмаҫҫӗ; хӑлхапа илтсессӗн те ӑнланмаҫҫӗ.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
64. Вӑл сирӗн ӗмӗтӗрсене, хӑвӑр ӑшӑрта мӗн шухӑшланине пӗлсе тӑрать, ҫылӑха кӗрекенсене, ҫылӑхӗсене пытарма тӑрӑшакансене хуйхӑ ҫитӗ!
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Тен, пире пула, ҫӗр ҫинче пурӑнакансен ҫылӑхӗсене пула тӳрӗ ҫынсене сӑвӑрас вӑхӑт вӑрахланӗ, терӗм.39. И, может быть, из-за нас не наполняются житницы праведных, и ради грехов живущих на земле.
3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ ҫапла каласа кӗлтунӑ чухне, хамӑн ҫылӑхӑмсене тата пӗтӗм халӑхӑмӑн, Израилӗн, ҫылӑхӗсене каласа парса чунтанах ӳкӗннӗ чухне, Ҫӳлхуҫа Туррӑма пӗтӗм чунтан Туррӑмӑн сӑваплӑ тӑвӗшӗн тархасланӑ чухне, 21. акӑ ҫаплах кӗлтунӑ чухне эпӗ унччен маларах курнӑ Гавриил ар хӑвӑрт вӗҫсе килсе мана пырса сӗртӗнчӗ.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.