Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Рим 3

Раздел: Библи –> Сӑваплӑ Павел апостолӑн Рим ҫыннисене янӑ ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.18 21:50

Предложений: 30; Слово: 433

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Эппин, иудей ыттисенчен мӗн тӗлӗшпе маларах-ха? ӳт кастарни ӑна мӗнле усӑ кӳрет? 2. Пур тӗлӗшпе те маларах, пуринчен ытла акӑ мӗн: вӗсене Турӑ сӑмахне шанса панӑ. 3. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри шанчӑксӑр пулсан та, мӗнех вара? Вӗсем шанчӑксӑр пулни Турӑ шанчӑклӑхне пӗтерӗ-и? 4. Паллах, апла мар. Турӑ шанчӑклӑ, этем вара кирек хӑшӗ те ултавҫӑ; Ҫырура та ҫапла ҫырнӑ: «Санӑн пур сӑмаху та тӗрӗс, Эсӗ Хӑвна айӑплакансене ҫӗнтерӗн» тенӗ. 5. Пирӗн тӳрӗмарлӑх Туррӑн тӳрӗлӗхне тата уҫӑмлӑрах курӑнакан тӑвать пулсан, мӗн калӑпӑр ӗнтӗ? Тен, Турӑ (этем шухӑшланӑ пек калатӑп) ҫиллине кӑтартса тӗрӗс мар тумасть-ши? 6. Паллах, апла мар. Апла Турӑ тӗнчене епле сут тутӑр? 7. Манӑн тӳрӗмарлӑхӑм Туррӑн тӳрӗлӗхне палӑртса Ӑна мухтава кӑларать пулсан, мӗншӗн тата мана ҫылӑхлӑ ҫын вырӑнне хурса айӑпламалла? 8. Апла ырӑ пултӑр тесен, усал тумалла мар-и? Хӑшӗ-пӗрисем пире ҫапла хурлаҫҫӗ те: шӑпах ҫапла вӗрентеҫҫӗ вӗсем, теҫҫӗ. Ҫавӑн пек ҫынсене тӗрӗс сут пулӗ.

9. Мӗнле ӗнтӗ? Эпир, иудейсем, суя тӗнлисенчен авантарах-и? Ҫук, иудейсем те, эллинсем те пурте ҫылӑх айӗнчине эпир кӑтартса патӑмӑр. 10. Ҫырура та каланӑ: «тӳрӗ ҫын ҫук, пӗр ҫын та ҫук; 11. пӗр тӑнлӑ ҫын та ҫук, никам та Турра шырамасть. 12. Пурте ҫултан аташнӑ, пурте юрӑхсӑра тухнӑ; ырӑ тӑвакан ҫук, пӗр ҫын та ҫук. 13. Вӗсенӗн карланки — уҫӑ тупӑк; чӗлхипе улталаҫҫӗ; чӗлхи айӗнче — аспид наркӑмӑшӗ; 14. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси те хӑртасси. 15. Вӗсенӗн урисем юн юхтарма васкаҫҫӗ; 16. вӗсен ҫулӗ ҫинче — ҫарату та вилӗм; 17. канӑҫлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ вӗсем. 18. Вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ» тенӗ.

19. Анчах та эпир пӗлетпӗр: саккун мӗн те пулин калать пулсан, вӑл ӑна саккуна пӑхӑнса тӑракансене калать; ҫапла вара пур ҫӑвар та хупӑнать, Турӑ умӗнче пӗтӗм тӗнче айӑплӑ пулать, 20. мӗншӗн тесессӗн саккун хушнине туса Турӑ умӗнче пӗр ҫын та тӳрре тухаймӗ: саккун вӑл ҫылӑха анчах палӑртать. 21. Халӗ ӗнтӗ Турӑ саккунсӑр пуҫнех тӳрре кӑларать, ун ҫинчен саккунпа пророксем те пӗлтернӗ. 22. Иисус Христоса ӗненни урлӑ Турӑ пурне те, пур ӗненекене те тӳрре кӑларать, мӗншӗн тесессӗн пур ҫын та пӗр: 23. пурте ҫылӑха кӗнӗ, пурте Турӑ мухтавне ҫухатнӑ; 24. Христос Иисус асапланса вилсе пире ҫылӑхран хӑтарнипе, Турӑ тивлечӗпе пурте ахалех тӳрре тухаҫҫӗ; 25-26. Христоса ӗненекенсем пурте Унӑн Юнӗ урлӑ тасалччӑр тесе, Турӑ Ӑна ҫырлахтаракан парне пулмалла тунӑ. Хӑй вӑрах тӳссе тӑнӑ вӑхӑтра ҫынсен унччен тунӑ ҫылӑхӗсене те каҫарса, Турӑ Хӑйӗн тӳрӗлӗхне кӑтартнӑ. Вӑл Хӑй тӳрӗ пулнине кӑтартса, Иисуса ӗненекенсене тӳрре кӑларса, Вӑл паян та Хӑйӗн тӳрӗлӗхне кӑтартать. 27. Мухтанмалли ӑҫта ӗнтӗ? Пӗтернӗ ӑна. Мӗнле саккун пӗтернӗ? Ӗҫ туса тӳрре тухма хушакан саккун-и? Ҫук, ӗненме хушакан саккун пӗтернӗ. 28. Ӗненсессӗн, этем саккун хушнисене тумасӑрах тӳрре тухать тетпӗр эпир. 29. Турӑ пӗр иудейсен Турри анчах-им? суя тӗнлисен Турри те мар-им? Паллах, суя тӗнлисен Турри те, 30. мӗншӗн тесессӗн Турӑ пӗрре анчах, Вӑл ӳтне каснисене те ӗненӳ урлӑ тӳрре кӑларӗ, ӳтне касманнисене те ӗненӳ урлӑ тӳрре кӑларӗ. 31. Эпир ӗненӳпе ҫапла саккуна пӑрахӑҫламастпӑр-и? Пачах та апла мар; саккуна ҫирӗплететпӗр.

Сайт:

 

Статистика

...подробней