Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳлте хускалакан, тӑрӑран хысак ҫине улӑхакан икӗ мӗлкене курсан лешӗ тилӗрсе кӑшкӑрчӗ те персе ячӗ, анчах таркӑнсем тӗм хушшинче ҫухалчӗҫ ӗнтӗ; ҫав вӑхӑтра картиш хӳми урлӑ чикӗ хуралҫисем сике-сике каҫрӗҫ, аркату пуҫланчӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вокзалра Тимкӑпа ашшӗ чарӑннӑ поезд вакунӗсем еннелле вӑрхӑннӑ халӑх хумӗпе пӗрле куҫран ҫухалчӗҫ.
III сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Итлемерӗҫ мана, пач ҫухалчӗҫ вӗсем, Унтанпа канӑҫ ҫуккӑ ман чун-чӗрере.
«Пӗчӗк пӳрт авалхи йывӑҫсем хыҫӗнче…» // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 26 с.
Виҫҫӗшӗ те экипажран тухрӗҫ те алӑкран кӗрсе ҫухалчӗҫ.
VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Шӗвӗрккесенчен пӗри ҫак самантрах ахӑлтатса кулса ячӗ, калпакӑма манӑн сӑмса ҫинех антарса лартрӗ те ҫӑра уҫҫине чӑнкӑртаттарчӗ, вара: «Кунта кӗпӗрнаттӑр пурӑнать!» — тесе кӑшкӑрчӗҫ те пурте ҫухалчӗҫ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 382–396 с.
Вӗсен кӳлеписем тайкалана-тайкалана тӗттӗмре ҫухалчӗҫ те — пӗлӗт хыҫӗнчен уйӑх шуса тухрӗ, леш енчи ҫыранӑн инҫетри йӗрне канӑҫсӑр йӑлтӑртату ӑшне пытарчӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Пӗчӗк арҫын хӗрарӑм еннелле ҫаврӑнчӗ, вара вӗсем иккӗшӗ те… тӑруках ирӗлчӗҫ, витӗр курӑнакан кӳлепесем ҫап-ҫутӑ хӑйӑр ҫинче чӗтреме тапратрӗҫ, унтан ҫухалчӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 360–374 с.
Вӑл килӗнчен вӑтӑр мильӑра асӑрханӑ тискер кайӑк ҫамрӑк ҫӳлевӗҫчӗ; унпа Ганэль пульли пӗр еннелле кайса ҫухалчӗҫ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
Тӑмсайсем упӑте пек сике-сике чӳречерен тарса тӗм хыҫӗнче ҫухалчӗҫ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.
Ҫак самантрах Кволльпе урапи тата лаши унӑн чӗрнисем лексе ҫӗкленӗ хӗрлӗрех, куҫа ҫиекен тусан пӗлӗтӗнче ҫухалчӗҫ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Вӗсем патне ҫитме пилӗк утӑмран та сахалрах юлнӑччӗ — пӗр самантрах ҫухалчӗҫ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.
Иллюминатор тӗлӗнче шыв сакӑр хутчен сирпӗнсе ункӑланчӗ — унта питех те чаплӑ винчестерсен кӗпҫисемпе кӳпчекӗсем ҫухалчӗҫ, унтан Стерс негрсем шлюпкӑна антарнӑран вӗрен кӑчӑртатнине илтнипе лаштах сывласа ячӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.
Суккӑрсем ҫухалчӗҫ, пӗри юлчӗ — чи ватти тата хӑйӗнпе мӗн пуласси пирки нихӑҫан та кӑсӑкланманскер.Слепые исчезли, остался один, самый старый и равнодушный ко всему, что может произойти с ним.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Унтан вӗсем иккӗшӗ те кимӗ ӑшӗнче ҫухалчӗҫ; темиҫе минутран кимӗ ту хысакӗ патнелле куҫрӗ, кӗҫех ҫав моряках мостик ҫине пӗччен тухрӗ: хул пуҫҫинчен хутаҫ ҫакнӑ, аллинче туя.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.
Ҫиҫӗм ҫути хальлӗхе аслати кӗрлевӗсӗр, унта-кунта сайраран кӑна ялкӑшать, ҫутӑ авӑкӗнче Нок ҫыран хӗрринче сывлӑша шӑршлакан тилле курчӗ; унӑн шӗвӗр сӑмсипе хуҫланчӑк малти ури мӗнле курӑннӑ ҫавӑн пекех — самантрах — ҫухалчӗҫ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Юлашкинчен тискерскерсем ту хысакӗ хыҫне кӗрсе ҫухалчӗҫ, вара тинех, каллех — пуҫтарӑнса, пӗрлехи шанӑҫ пӗтнӗрен хурланса та хӑраса — пӗр-пӗринпе калаҫма пикентӗмӗр.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Вӑхӑт-вӑхӑтӑн вӑл хӑйне таҫта шӑрӑхра, хӗвел питӗнче, чылай вӑхӑт ҫывӑрнӑн, кӑкӑрӗнчи ыратупа вӑранса кайнӑн туять, мӗншӗн тесен ыйхи чаплӑ та черчен пулчӗ, шел те — юрату тунсӑхӗпе тулнӑ курӑнусем унӑн вырӑнӗ ҫумӗнчен ирте-ирте ҫухалчӗҫ, вӑл кӑнтӑрлахи ҫунтаракан шӑплӑхра, пӗчченлӗхре вӑранса кайрӗ.
VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Аптӑраса-хӗрелсе ӳкнӗ йӗкет тӗмсӗлсех алӑксене шырама тытӑнчӗ, анчах вӗсем ҫухалчӗҫ, стенасем пурте пӗрешкел пек, куҫӗсем алчӑрасах кайрӗҫ, ылтӑн хашакасенчен капӑр хӗрарӑмсен хытса ларнӑ куллисем кӑна пӑхаҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Кун пеккине кӗтмен поляк салтакӗсем вӑшт кӑна тарса ҫухалчӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хурал салтакӗсем ӑна тимлӗ итлерӗҫ пулин те, каҫпа пӗрин хыҫҫӑн тепри таҫта кая-кая ҫухалчӗҫ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.