Поиск
Шырав ĕçĕ:
Урал тӑвӗсем, Атӑлӑн анат тӑрӑхӗн ҫиппи кукӑр-макӑр мӗлкеленсе ишсе ҫухалчӗҫ.Извилистой тенью проплыла гряда Урала, ниточка нижнего течения Волги.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Хӗвел ҫӳлех ҫӗкленчӗ, пӗлӗтсем ҫухалчӗҫ.
Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Куҫсем ҫухалчӗҫ.
Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Шухӑшӗсем тухрӗҫ те ҫухалчӗҫ, — малтанхилле мар, хӑвӑрттӑн, уҫӑмлӑн.
Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Пӗр-пӗринпе аякӗсене тӑпӑлтарнӑ хыҫҫӑн вӗсем укҫасене пӗр пек валеҫрӗҫ те, ҫав каҫах хуларан тухса кайса ҫухалчӗҫ.Ободрав друг другу бока, они разделили монеты поровну и в ту же ночь скрылись из города.
Полицейскисем Буратинона ярса илеҫҫӗ те, ӑна тӳрре тухас майпа сӑмах та уҫтармаҫҫӗ // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
Матвипе арлӑ-арӑмлӑ пурӑннӑ ҫулсем Кӗҫенишӗн тӳпере хӑй юррипе киленекен тӑр-тӑри пекех хӑвӑрт-хӑвӑрт иртсе ҫухалчӗҫ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Болгарсем темле савӑнӑҫлӑн ответлерӗҫ те, пӑрӑнса, урама кӗрсе ҫухалчӗҫ.
35 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫаран ҫинче авӑрсем пула-пула тӑчӗҫ, урапасем ҫухалчӗҫ…
III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Анчах унӑн шухӑшӗсем ҫийӗнчех арпашрӗҫ, йывӑррӑн, йӗркесӗр сапаланса ҫухалчӗҫ.Но мысли его тотчас же спутались и расплылись в тяжелых и бесформенных видениях.
V // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
Чикӗ хӗрринчен аяккарах кайнӑҫем хытӑ ҫӗр ҫинче лазутчикӗн йӗрӗ сахалтарах палӑракан пулчӗ, — юлашкинчен вара, сӑртӑн кӑнтӑр енӗпе «Тисса ҫинчи шурӑмпуҫ» колхозӑн виноградникӗсем варрипе авкаланса выртакан чуллӑ сукмак ҫине тухсан, ҫав йӗрсем пачах ҫухалчӗҫ.
7 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ара, вӗсем наряда сылтӑм флангра чухнех сисрӗҫ вӗт, ҫавӑн хыҫҫӑн пограничниксем сасартӑк ҫухалчӗҫ.Они засекли его на правом фланге, но потом наряд неожиданно исчез.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫын пуҫӗ те, бинокль те нумай тӑмарӗҫ, каллех ҫухалчӗҫ.
5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Кларкпа Граб семафор патне ҫитиччен поезд ҫинчен сиксе юлчӗҫ те каҫ сӗмлӗхӗнче ҫухалчӗҫ.Не доезжая до семафора, они соскочили на землю и бесшумно скрылись в темноте.
4 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Ҫул икӗ енӗпе ларакан йывӑҫсем тарса ҫухалчӗҫ, шоссе ҫаралса юлчӗ.
3 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Карл Иванычпа Володя хӑйсен парнисене панӑ вӑхӑтра хӑюлӑхӑм та, ҫирӗплӗх те йӑлтах ҫухалчӗҫ, именӳ вара чи ҫӳлӗ пусӑма ҫитиех хӑпарса кайрӗ: эпӗ чӗререн юн пуҫа пӗр таттисӗр пырса тӑнине, сӑн вӗҫӗмсӗр улшӑнса пынине тата ҫамкапа сӑмса ҫине шултра тар пӗрчисем пӑчӑртанса тухнине туйса тӑтӑм.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫалапа вӗсем саланма пуҫларӗҫ: пӗрисем шупкаланчӗҫ, вӑрӑмланчӗҫ, инҫетелле шуса, куҫран ҫухалчӗҫ; теприсем пуҫ тӗлӗнчи тӳпере витӗр курӑнакан шурӑ пулӑ хуппи евӗр пулса тӑчӗҫ; пӗр пысӑк хура пӗлӗчӗ кӑна хӗвелтухӑҫ енче чарӑнса тӑчӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫинҫе те ҫутӑ курӑк туни пек курӑнакан мачтӑсем чылайччен тинӗсӗн тӑватӑ еннелле пуҫҫапрӗҫ, юлашкинчен пачах куҫран ҫухалчӗҫ.
I // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Ӑмӑртса чупакан пӑлансем, таҫта аякка-аякка кайса, йӑсӑрланса тӑракан тӗтре ӑшнелле кӗрсе ҫухалчӗҫ, сасӑсем те илтӗнми пулчӗҫ, анчах ҫак шӑплӑхра сасартӑк ҫӗнӗ шӑв-шав хускалчӗ: шкул ачисем, алла яхӑн та пулӗ вӗсем, пӑлансем хыҫҫӑн ыткӑнчӗҫ.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Чӳречесенчен курӑнакан пуҫсем куҫран ҫухалчӗҫ.
2 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вара вӗсем, пурте пӗр харӑс ҫуначӗсене сулса илсе, сывлӑша вӗҫсе хӑпарчӗҫ те часах куҫран кайса ҫухалчӗҫ.И вдруг все разом взмахнули крыльями, поднялись в воздух и скоро совсем скрылись из глаз.
IX // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.