Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫухалчӗҫ (тĕпĕ: ҫухал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗлен евӗрлӗ явкаланса лӗкӗ ӑшне йӑшт та йӑшт кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

Чун кӗчӗ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 59–61 с.

Шавлакан сассисем те пӳртелле кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Пысӑк йывӑҫ мӗлкисем татах та пысӑкланса ҫул хӗрринчен шалалла тарчӗҫ, ҫухалчӗҫ, вӗсем вырӑнне ҫӗннисем ӳсрӗҫ.

Помоги переводом

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Анкарти виҫекенсем вӑл каялла таврӑнасса кӗтсе тӑмасӑрах Лапша Павӑлӗн кил хушшине тепӗр хут кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Иккӗшӗ те кӗҫех шакалкисене хул пуҫҫи ҫине хурса Лапша Павӑлӗн сарай алӑкӗнчен кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Шурӑ хут татӑкӗсем ҫерем ҫийӗн ҫилпе вӗлтӗртетсе вӗҫсе ҫухалчӗҫ.

Белые клочья бумаги, мелькая на ветру, разлетелись над лугом.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Хӗрачасем часах хӑвасем хушшинче ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вӑрман ӑшне кустарса Кӗрсе кайрӗҫ, ҫухалчӗҫ

Помоги переводом

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Вӑйӑ ҫынни салансан Пайтах вӗсем калаҫрӗҫ, Ыталаса пӗр-пӗрне Тӗттӗм ҫӗрте ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Липӑпа Зейнаб куҫ умӗнчех таҫта кайса ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӑртак тӑрсан вӗсем те ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах вӗсем ҫав каҫ ялта мӗнле инкек пулассине пӗлмерӗҫ, хӑйсен сунарҫӑ хатӗрӗсене илсе каҫ пулнӑ-пулманах хӑвалӑха кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай Пикпулата тем каларӗ те, вӗсем ваттисем тепӗр хут ӳкӗтлеме пуҫличчен урам кӗтессинелле пӑрӑнса кӗрсе куҫран ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Часах ҫула пӳлсе тӑракан вӗрлӗксем ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ял вӗҫӗнче кӗрт хӳсе тултарнӑ вырӑнта ярӑнакан ачасем шӑнкӑрав сассине илтсе чӑл-пар саланчӗҫ те часрах килӗсене кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вырӑс воеводисем халӑха юлашки хут пуҫ тайса крепоҫе кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Воеводӑсем Горбатыйпа Шигалей хыҫҫӑн крепоҫе кӗрсе ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Арҫынсем пӗр чӗнмесӗр шыв хумӗсем айӗнче ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

Кӑваркуҫ. 1230 ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗррехинче ҫӗрле ҫар ачисем пӑшӑлтатса калаҫкаларӗҫ те таҫта ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

Сутӑнчӑк // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Тутарсем ҫаврӑнчӗҫ те тусан тустарса ӑҫтан килнӗ ҫавӑнталла кайса ҫухалчӗҫ.

Помоги переводом

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней