Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анфиса Марковна ҫуталакан чӳречесем ҫине пӑхса илчӗ те, хӑвӑрттӑн тумланса, юр шӑлса лартнӑ крыльца ҫине тухрӗ.Анфиса Марковна, взглянув на посветлевшие окна, быстро оделась и вышла на крыльцо.
I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Бек-Агамалов хӑвӑрттӑн, лаша евӗр, тулхӑрса сывланине те илтрӗ Ромашов, ун куҫӗн хӑрушла шуррисемпе йӑлтӑр-ялтӑр ҫуталакан шӑрҫисене те, шатӑртатса хускалакан шурӑ янахне те курчӗ, анчах ҫак пӑсӑлса улӑшӑннӑ, тискерленсе кайнӑ питре ӑссӑрлӑх вучӗ кашни самантрах сӳнсе-сӳнсе пынине туйрӗ ӗнтӗ вӑл.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Татӑкӑн-татӑкӑн тураса сапалантарнӑ ӳт-пӳрен чӗрӗ ашӑн тӑкӑс шӑрши кӳ-ӳ те кӳ-ӳ киле-киле ҫапрӗ, унашкал шӑрша вӑл кирек хӑҫан та аш лавккисем умне ҫакнӑ тушкасенчен йӑсӑрланса сарӑлать, Ромашов унӑн сӑрӑ та кӑвак тӗслӗ шалти йӑлмакланса ҫуталакан яка пайӗсене курчӗ, курчӗ хырӑмӗнче мӗн-мӗн пуррине, курчӗ ун пуҫӗн мимине — сӑрӑ-сарӑскерне, йӑлт кукӑр-макӑр йӗрсемпе витӗннӗкере, утнипелен сӗтел ҫинче формӑран кӑларнӑ желе пеклӗн чӗтӗресе выртаканскере.
XVIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унтан, мӗн пултарнӑ таран шӑппӑн сывлама тӑрӑшса, пӗкӗрӗлчӗ те пуҫне хулпуҫҫисем ӑшне чикрӗ, стена ҫумӗпелен чӗрне вӗҫҫӗн ҫех иртрӗ, уттине хӑвӑртлатса пырса, хапха патне ҫитрӗ, вара уйӑх ҫутипе ҫуталакан урам урлӑ васкаса чупса каҫрӗ те хирӗҫри хӳмен хуп-хура мӗлкинче ҫухалчӗ.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ун хыҫӗнчен пухӑнчӑклах мар, йӑлтӑр-ялтӑр ҫуталакан ушкӑнпа свити куҫса пычӗ: лайӑх пӑхса усранӑ, ҫав тери хӳхӗм утсем утланнӑ штаб офицерӗсем, пӗр вунпилӗк ҫын.
XV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
— Вӑл сылтӑм ал лаппине кӑна вылянтарса, хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн темиҫе ҫаврӑм турӗ, ҫавна май хӗҫ лапкӑшӗ ун пуҫӗ ҫийӗнче пӗр тӑтӑш ялтӑраса ҫуталакан ункӑ пулса тӑчӗ.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Акӑ эпӗ хресченӗн пысӑк та тӗттӗм пӳртне куратӑп, чӗпкуҫӗпе тӗксӗмӗн ҫуталакан сӗтел куратӑп унта, плащ-палаткӑпа карса хунӑ чӳрече.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ вӑрӑ-хурахсен бригӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ матрос пек: ҫав матросӑн чунӗ тӑвӑлпа ҫапӑҫӑва йӑлтах хӑнӑхса ҫитнӗ, ӑна типӗ ҫӗр илӗртеймест; сулхӑн ката та, лӑпкӑ хӗвел епле савӑнса ҫутатни те ӑна илӗртес ҫук: кунӗпех вӑл тинӗс хӗрринчи хӑйӑр тӑрӑх утать, хум ҫине кӗрсе пӗр евӗрлӗ саспа кӗрлекен тинӗс шавне итлет те тӗтреллӗ инҫете тинкерсе пӑхать: курӑнмӗ-ши унта ҫав кӑвак тинӗспе хӑмӑр пӗлӗт хушшинче шыв чарланӗн ҫунатти пек ҫуталакан ӗмӗтри парӑс?
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пушарсен хӗрлӗ ҫутипе, ракетӑсен шурӑ ҫутипе, час-часах снарядсем ҫурӑлнӑ ҫутӑпа ҫуталакан вӑрманта, бензин шӑрши кӗрекен, йывӑҫсем айӗнче самолёт пытанса тӑракан вӑрманта шӑпчӑк юррисене итлесси тӗлӗнмеллерех пулчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950