Поиск
Шырав ĕçĕ:
Таҫта инҫетре-инҫетре, ҫеҫен хир Дон ҫыранӗсемпе сыпӑннӑ тӑрӑхра, тип ҫиҫӗм явӑнать; унӑн шупка хӗрлӗ шевлисем аманнӑ кайӑк ҫунатти пек чӗтренсе чӳхенеҫҫӗ.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Тепӗр икӗ ҫамрӑк хӗрарӑмӗ — Эрхип кинӗсем; вӗсем чикмек картлашки тӑрӑх хӑмӑшпа капӑрлатса витнӗ пӳрт вителӗкӗн ҫунатти айнех улӑхса тӑнӑ, — хӗрсех шуратаҫҫӗ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Мишка ӑна сывлӑх сунчӗ; хӗрарӑм, куҫне чӗкеҫ ҫунатти пек чалпашрах куҫ харшисен айӗпе ҫутӑлтарса, йӑл кулса ыйтрӗ:Мишка поздоровался с ней, и она, блеснув из-под разлатых бровей улыбкой, спросила:
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Пӗлетӗн-и, Митрич, — калаҫма пуҫларӗ пӗркеленсе пӗтнӗ хӑлха ҫунатти вӗҫӗнчен алка тирсе янӑ казак, алӑк умӗнче тӑраканскер.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Сухалне ӳстерсе янӑ кӗре сӑн-питлӗ казак, пӗркеленчӗк хӑлха ҫунатти вӗҫне тирнӗ кӗмӗл алкине ҫапкалантарса, котелок айне ҫапӑ тӗркелесе чикрӗ.
I // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Аэроплан ҫунатти ҫинче ҫутӑ тӑхлантан тунӑ темле тыткӑч йӑлтӑртатрӗ, — ҫак вӑхӑтра аэроплан, хӳрине майӗпен чалӑштарса, аяккалла пӑрӑнчӗ.Крыло аэроплана сверкнуло какой-то алюминиевой частью; он поворачивался, плавно занося хвост.
20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Мирон Григорьевич кухньӑра вентерь ҫунатти ҫыхса пӗтерес тесе аппаланать, ӗҫленӗ май Михей тахҫан такам темӗнле ҫынна вӗлерни ҫинчен каласа кӑтартнине итлет.
18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Такан Яккӑвӗ хыҫалтан пырса ҫапнӑ ҫын вӗҫерӗнсе тухрӗ, хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче, ҫапса хуҫнӑ кайӑк ҫунатти майлӑн, туртса ҫурса антарнӑ шупка кӗрен кӗпе ҫанни ҫапкаланать.
5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кӑштах пӗшкӗннӗ пек те ҫав куҫхаршисем, унӑн таса куҫӗсенчен пӑхаҫҫӗ пек; пӗчӗкҫеҫ тутине ӗнтӗ, вӑл вӑхӑтри ҫамрӑксем ун ҫине пӑхса тутисене ҫулакаласа илнӗ, юриех, шӑпчӑк юрри шӑрантарма тесех тунӑ тейӗн; ҫӳҫӗ вара ҫӑхан ҫунатти пек хура, ҫамрӑк йӗтӗн пек ҫемҫе (ун чух хӗрсем ҫӳҫӗсене тӗрлӗ тӗслӗ ҫинҫе хӑюсем яра-яра пӗчӗкҫӗ ҫивӗтсем туман-ха), илемлӗн кӑтраланса анать те вӑл ылтӑнпа тӗрлесе эрешленӗ кунтушӗ ҫине выртать.
Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Вӗсем пӗр-пӗрне хывни пуринчен те курӑннӑ: иккӗшӗ те ҫӳллех мар пулнинче те, хӑйӗн ҫулӗсемпе Наталья Павловна чӑннипех Ирина амӑшӗ пулма юрӑхлӑ пулнипе те; унӑн кӗҫӗн ывӑлӗ, ҫарта службӑра тӑраканскер, Иринӑран виҫӗ ҫул аслӑ пулнипе те; вӗсен ҫӳҫӗсем хура пулнипе те; пӗрин ҫӳҫ тӗсӗ курак ҫунатти пек, тепри те — курак ҫунатти пекех, анчах вӑл чылай шуралма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ; Ирина питӗнчи кӑмӑллӑ паллӑсем тата унӑн ачашшӑн пӑхакан куҫӗсем Наталья Павловнӑн ҫамрӑк чухнехи пит-куҫӗсем пек пулнипе те; тата, юлашкинчен, ҫак икӗ хӗрарӑмӑн кӑмӑл-туйӑмӗсенче те пӗр пекки нумай пулнӑ: хӗрарӑмпа ырӑ чун та, харпӑр хӑйшӗн ҫеҫ хыпса ҫунманни те, уҫӑ кӑмӑл та…
XXII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл кивӗ хура сюртук тӑхӑннӑ, сюртукӗ унӑн ансӑр хулпуҫҫийӗ ҫинче ҫекӗлрен ҫакса янӑ пек ҫакӑнса тӑрать тата Мойсей Мойсеич савӑнса е хӑраса пӗр аллине тепӗр аллипе ҫатлаттарса илмессеренех унӑн аркисем кайӑк ҫунатти пек сулкаланаҫҫӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Давыдов кӑштах хумханкаласа аллине плуг аври ҫине хучӗ, хӑй умӗнче плуг шӑрчӗ касса уйӑрнӑ тачка хура тӑпра сийӗ, тӗрен ҫинелле хӑпарса, тӗренӗн ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатакан ҫунатти тӑрӑх шӑвӑнса, ӗнтӗркенӗ мӑн пулӑ евӗр хӑяккӑн йӑвана-йӑвана ҫаврӑнса ӳксе юлнине пӑхса, плуг хыҫҫӑн утса кайрӗ.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Ҫунатти пулма кирлӗ, — лӑпкӑн хуравланӑ Щукарь мучи.
36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Вӑл хӑйӗн тӗссӗрленсе кайнӑ тӗксӗм сарӑ кӗпи ҫаннисене тавӑрса-туса тӑмарӗ, анчах Кӗҫӗн Акима кӗтсе илсе, ӑна ҫав тери майлӑн та маттуррӑн янах шӑмминчен янклаттарса ячӗ, вара Аким, ҫурӑмӗпе халӑха тӗрткелесе сирсе, ҫил арманӗн ҫунатти пек хӑлаҫланкаласа, пӗр-икӗ чалӑша яхӑнах кайса ыткӑнчӗ.
33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унтан алӑсене вӗҫертсе яратпӑр та, ҫӗре персе анатпӑр, тӑсӑлса ӳкетпӗр, — унсӑрӑн тепӗр ҫунатти ҫитсе ҫакланать.Тут руки разжимаешь и падаешь на землю, лежишь, а то другое крыло зацепит.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Карчӑк, хура тымарлӑ, шӑнса пӑсӑлнипе сыпписем кӗсенленнӗ урисене кутник ҫинчен ҫӗрелле усрӗ те, сарӑхса кайнӑ хӑлхи ҫунатти ҫумне алтупанне тытса, итлесе ларчӗ.
3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Андрей Иванӑч ачасене сулахай аллине тӑсса пачӗ, сылтӑм алли вырӑнӗнче унӑн, персе амантнӑ кайӑк ҫунатти пек, пушӑ ҫанни кӑна ҫапкаланать.
23-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Шӑп ҫак самантра эпӗ хам ҫийӗмрех пӗркеленсе пӗтнӗ ватӑ пите куртӑм, вӑл тенкел айнелле ӳпӗнсе пӑхать Пуҫхӗрлӗ тӑракан пите аялтан пӑхма питӗ кулӑшла иккен: тек тухнӑ сӑмса ҫунатти, лӑпӑс-лӑпӑс сухал, ҫакӑнса тӑракан мӑйӑх вӗҫӗсем.
20 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ҫунатти ун, ирсӗрӗн, кунта ҫити тӳсеймест.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Эпӗ вӑрӑ-хурахсен бригӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ матрос пек: ҫав матросӑн чунӗ тӑвӑлпа ҫапӑҫӑва йӑлтах хӑнӑхса ҫитнӗ, ӑна типӗ ҫӗр илӗртеймест; сулхӑн ката та, лӑпкӑ хӗвел епле савӑнса ҫутатни те ӑна илӗртес ҫук: кунӗпех вӑл тинӗс хӗрринчи хӑйӑр тӑрӑх утать, хум ҫине кӗрсе пӗр евӗрлӗ саспа кӗрлекен тинӗс шавне итлет те тӗтреллӗ инҫете тинкерсе пӑхать: курӑнмӗ-ши унта ҫав кӑвак тинӗспе хӑмӑр пӗлӗт хушшинче шыв чарланӗн ҫунатти пек ҫуталакан ӗмӗтри парӑс?
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964