Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫумри (тĕпĕ: ҫум) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн ҫурҫӗрчченех ман ҫумри мӑнтӑркка мана хӗстерсе, мӑшлатса тӑчӗ, барабансем кӗмсӗртетрӗҫ, хӗрлӗ, симӗс пӑнчӑсем вӗлтлетрӗҫ.

Хотя рядом со мной сопел толстяк, со сцены несся оглушающий звон гонгов и грохот барабанов, а перед глазами без конца мелькали зеленые и красные фигуры.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Хӑвӑн Олюткуна эсӗ ҫумри хӗрес вырӑнне хӗрес кантри ҫине ҫакса ҫӳре!

Повесь ты свою Олютку на гайтан заместо креста».

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вара эп, пуҫа чикӗнсе ӳкесрен пӑртакҫӑ хыҫалалла тытса, асӑрханса куклентӗм, Игорӗн хамран яман аллине хулпуҫҫи урлӑ тытрӑм, тепӗр аллӑмпа ҫумри йывӑҫӑн аялти туратӗнчен уртӑнтӑм, аран-аран ҫӗклентӗм, хампала пӗрле Игоре те тӑратрӑм.

И тогда я, стараясь не наклонять головы, держа ее чуточку запрокинутой назад, опустилась на колени и, перекинув через свое плечо руку Игоря, которую я так и не выпустила, другой рукой уцепившись за толстую низкую ветвь дерева, поднялась и заставила подняться Игоря.

27 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫумри витере — мухтаса пӗтерейми Дюльдяль тулхӑркалать, кӑмӑрт-кӑмӑрт тутарса утӑ ҫиет».

Пофыркивает и хрустит сеном в конюшне его этот самый хваленый Дюльдяль…»

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫумри ҫырма хуралса каять, унтан, ҫыранӗсенчен тухса, хула ҫинелле хускалать; Сивӗ хура хумсем Палан пичейпе арӑмӗ пурӑнакан пӗчӗк ҫурта ӳпӗнтерсе янӑ Хӑйсем, шереметсем, ун чух килте пулман, мӗнпур пеккине, ӗмӗр тӑршшӗпе перекетленӗ пурлӑха, урнӑ ҫырма шӑлса каять.

Река почернела, вспухла и двинулась на городок, Холодные черные волны разрушили домик, в котором жили Брат Указательный и его жена, Их не было в тот час дома, и все, что было скоплено за жизнь, все унесла злая река.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗр ҫумри хӗҫсене ярса тытрӑмӑр, дамӑсем ӑнсӑр пулса ӳкрӗҫ; пире уйӑрчӗҫ; ҫак каҫах эпӗр ҫапӑҫма кайрӑмӑр.

Мы бросились к саблям; дамы попадали в обморок; нас растащили, и в ту же ночь поехали мы драться.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Сӑмахупа, Мехел ҫитсен, паллах, ҫумри мӗнпур йӑх-ях сӗмне аркатӑн.

Словами, если хватит Возможности, естественно, разобьешь все ближайшие дрянные симптомы.

Ҫыравҫӑна // Лидия Филиппова. https://chuvash.org/lib/haylav/7347.html

Эп ҫакна ӗнентерсе каласшӑн: пирӗн хушӑра, ытларах коммунистсем пулнӑ пулсан та, харпӑр хӑйне, ҫумри юлташне, Тӑван ҫӗршывне, хӑйӗн партине сутакан тупӑнмарӗ.

Помоги переводом

Сулахай флангра. Самана сатурӗсем // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 9.04.2011

16. Ҫав кунран пуҫласа вара ман ҫумри ҫамрӑк ҫынсем ҫур халӑхӗ ӗҫлетчӗ, ҫурри сӑнӑпа, хулканпа, ухӑпа, тимӗр тумтирпе авӑрланнӑччӗ; ҫарпуҫсем яланах хӳме хӑпартакан Иудея ҫыннисемпе юнашар пулчӗҫ.

16. С того дня половина молодых людей у меня занималась работою, а другая половина их держала копья, щиты и луки и латы; и начальствующие находились позади всего дома Иудина.

Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней