Текст: Ҫыравҫӑна
Автор: Лидия Филиппова
Источник: https://chuvash.org/lib/haylav/7347.html
Добавлен: 2019.04.09 19:32
Предложений: 35; Слово: 141
Тип текста: Поэзия
По-русски Тема: Культура
Эсӗ — ҫыравҫӑ… Поэт та теҫҫӗ… Литератор… Сӑвӑҫ…
Пӗлесшӗн пурте – епле хавал хистет ҫынна сӑвӑ ҫырма?..
Ӑҫтан тата мӗнле тапса тӑрать сӑвӑҫ тенин ҫӑлкуҫӗ?
Мӗн кансӗрлет ӑна, апӑршана, теприн пек лӑпкӑн пурӑнма?
Эсӗ — ҫыравҫӑ… Поэт та теҫҫӗ… Литератор… Сӑвӑҫ…
Музӑсене илес пулсан та… Хӑшне-ши парӑннӑ чуну?..
Лирикӑпа поэзи, тетӗн? — Эппин, Евтерпа хӳтӗлет сана…
Ҫӗр ҫывратмасӑр, пӗр шелсӗррӗн ӗҫлеттерет чун-чӗрӳне…
Тен, Каллиопа, Эпика пикийӗ? Тен, Полигимни
Янраттарать, ҫавӑрттарать, Гимн евӗр, шалти мӗнпур вӑйна?
Эсӗ — ҫыравҫӑ… Поэт та теҫҫӗ… Литератор… Сӑвӑҫ…
Суйланӑ Туррӑмӑр — сана… Ҫынсен чунне шала кӗрсе
Ырӑпала Усал кӗрешӗвне эс майлаштарӑн. Сӑмахупа,
Мехел ҫитсен, паллах, ҫумри мӗнпур йӑх-ях сӗмне аркатӑн.
Эпир — ҫыравҫӑсем… Поэт та теҫҫӗ… Литератор… Сӑвӑҫ…
Пирте — Поэзин вӑй-хӑвачӗ. Рифма… Ритм… Йӗркесемпе
Пегас пекех шухӑшлавпа ҫӳлтен-ҫӳле вӗҫсе, тӗллев лартса,
Ҫунатпӑр чӗрепе… Хӑшӗ-пӗри ӑнланмасан та… Муза пирӗнпе!