Поиск
Шырав ĕçĕ:
21. Арави тата Кидар ҫулпуҫӗсем пурте санпа тавар улӑштаратчӗҫ: санпа путексем, сурӑх такисем тата качака такисем ылмаштаратчӗҫ.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ман халӑхӑмӑн хӗрӗн ҫулпуҫӗсем юртан та тасарахчӗ, сӗтрен те шурӑрахчӗ; ӳчӗпе вӗсем мерченрен те хитререхчӗ, сӑнӗпе вӗсем сапфир евӗрлехчӗ; 8. халӗ вӗсенӗн сӑнӗ тӗксӗмрен те тӗксӗм; вӗсене урамра курсан паллаймаҫҫӗ; вӗсенӗн тирӗ шӑмми ҫумнех ҫыпӑҫӑнса ларнӑ, хӑрӑк йывӑҫ пекех пулса кайнӑ.
Хӳх 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Сион хӗрӗн чаплӑ илемӗ пӗтӗмпех сӳнчӗ; унӑн ҫулпуҫӗсем — улӑх тупайман пӑлансем пек; вӗсем, халтан кайнӑскерсем, хӑвалакан умӗнче пыраҫҫӗ.
Хӳх 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Эхер те эсӗ халдейсем патне тухас мар тетӗн пулсассӑн, мана Ҫӳлхуҫа уҫса панӑ сӑмах ҫакӑн пек: 22. акӑ Иудея патшин керменӗнче тӑрса юлнӑ мӗнпур арӑма Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне илсе кайӗҫ, ҫав арӑмсем вара ҫапла калӗҫ: «тусусем хӗтӗртрӗҫ сана, хӑйсем майлӑ ҫавӑрчӗҫ; шурлӑха путрӑн та — пӑрахса тарчӗҫ сана».
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Иеремия ӗнтӗ Седекия патшана ҫапла каланӑ: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсӗ Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухсассӑн, санӑн чуну чӗрӗ юлӗ, ҫак хула та вутра ҫунса каймӗ, эсӗ чӗрӗ юлӑн, килӳ те сыхланса юлӗ; 18. эхер те Вавилон патшин ҫулпуҫӗсем патне тухмасассӑн, ҫак хула халдейсен аллине лекӗ, вӗсем ӑна вутпа ҫунтарса ярӗҫ, эсӗ ху та вӗсен аллинчен хӑтӑлаймӑн, тенӗ.
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Кӗтӳҫӗсем йӗрсе йӑлӑнни, кӗтӳ ҫулпуҫӗсем ӗсӗклени илтӗнет — Ҫӳлхуҫа вӗсен кӗтӳлӗхӗсене пушатса хӑварчӗ.36. Слышен вопль пастырей и рыдание вождей стада, ибо опустошил Господь пажить их.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Кӑшкӑрса макӑрӑр, йынӑшӑр, кӗтӳҫӗсем, тусан ҫинче йӑваланӑр, кӗтӳ ҫулпуҫӗсем: сире парнене кӳрес кунсем ҫитрӗҫ — сире салатса ярӗҫ, эсир хаклӑ савӑт пек ванса каятӑр.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Сехӗрленсе ӳкнӗ Ассур хӑй тӗрекӗ умӗнченех чупса иртсе кайӗ; унӑн ҫулпуҫӗсем ялавран хӑраса ӳкӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа; Унӑн вучӗ — Сион ҫинче, вучахӗ — Иерусалимра.
Ис 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫак халӑха ҫулпуҫӗсем улталаса аташтарӗҫ, вӗсем ертсе ҫӳренисем тӗп пулӗҫ.16. И вожди сего народа введут его в заблуждение, и водимые ими погибнут.
Ис 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй Турӑ, Эсӗ мӗнле пынине, манӑн Туррӑм, манӑн Патшамӑм сӑваплӑ Ҫурта пынине куртӑмӑр: 26. малта — юрлакансем, хыҫалта кӗвӗ калакансем пыратчӗҫ, варринче хӗрсем тӳнкӗр ҫапса пыратчӗҫ: 27. «эй Израиль вӑрлӑхӗнчен ҫуралнисем, пухусенче Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра мухтавлӑр!» 28. Унта вӗсен ҫулпуҫӗ — кӗҫӗн Вениамин; Иуда ҫулпуҫӗсем — вӗсен пуҫлӑхӗсем, Завулон ҫулпуҫӗсем, Неффалим ҫулпуҫӗсем.
Пс 67 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Израиль ҫулпуҫӗсем те, патша та йӑвашланнӑ та ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа тӳррине калать! тенӗ.6. И смирились князья Израилевы и царь и сказали: праведен Господь!
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн чухне Ровоам патне тата Сусакимран тарса Иерусалима пуҫтарӑннӑ Иудея ҫулпуҫӗсем патне Самей пророк пынӑ та каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Мана пӑрахрӑр, ҫавӑншӑн Эпӗ те сире пӑрахатӑп, Сусаким аллине паратӑп, тет, тенӗ.
2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Израиль ывӑлӗсене вара вӑл хӑй ӗҫӗсен ӗҫлевҫисем туман, вӗсем ӗнтӗ ҫар ҫыннисем, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗсем, ҫар ураписемпе юланутҫӑсен ҫулпуҫӗсем пулнӑ.
2 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах аммонсен ҫулпуҫӗсем Аннона каланӑ: Давид санӑн аҫуна хисепленӗрен йӑпатакансем ярса панӑ тесе шутлатӑн-и эсӗ?
1 Ҫулс 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Манассия йӑхӗн хӑш-пӗр ҫыннисем те Давид енне куҫнӑ, ун чухне Давид филистимсемпе Саула хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ пулнӑ, анчах вӗсене пулӑшман, мӗншӗн тесессӗн Филисти ҫулпуҫӗсем хӑйсем хушшинче канашласа илнӗ хыҫҫӑн, «вӑл хӑйӗн хуҫи Саул енне куҫӗ те пирӗн пуҫ чӗрӗ юлмӗ» тесе, ӑна хӑйсенчен уйӑрса янӑ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Асӑнса тухнӑ ҫак ҫынсем хӑйсен ӑрӑвӗсен ҫулпуҫӗсем пулнӑ, вӗсен тӑхӑмӗсем питӗ анлӑн сарӑлнӑ.38. Сии поименованные были князьями племен своих, и дом отцов их разделился на многие отрасли.
1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Израиль ывӑлӗсене вара Соломон ӗҫлевҫӗсем туман, анчах вӗсем унӑн ҫар ҫыннийӗсем, унӑн тарҫисем, унӑн улпучӗсемпе аслӑ ҫыннисем, унӑн ҫарпуҫӗсем, урапаллӑ ҫарсемпе утлӑ ҫар ҫулпуҫӗсем пулнӑ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Анчах аммонсен ҫулпуҫӗсем Аннона, хӑйсен хуҫине, ҫапла каланӑ: Давид санӑн аҫуна хисепленӗрен йӑпатакансем янӑ тесе шутлатӑн-им эсӗ? хула пӑхма, унта мӗн пуррине курса кайма, кайран ӑна килсе аркатма яман-и Давид хӑйӗн тарҫисене? тенӗ.
2 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анхус Давида ҫапла хуравланӑ: шансах тӑр, эсӗ манӑн куҫӑм умӗнче Турӑ Ангелӗ пекех лайӑх; анчах Филисти ҫулпуҫӗсем: «вӑл пирӗнпе пӗрле вӑрҫа ан пытӑр» теҫҫӗ.
1 Пат 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Филисти ҫулпуҫӗсем ӑна ҫилленсе кайнӑ та ҫапла каланӑ: ку ҫынна эсӗ каялла яр, вӑл эсӗ уйӑрса панӑ вырӑнтах лартӑр, вӑл пирӗнпе пӗрле вӑрҫа ан пытӑр, вӑрҫӑра пирӗн тӑшман пулса ан тӑтӑр.
1 Пат 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.