Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пс 67

Раздел: Библи –> Псалтирь

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.16 21:31

Предложений: 40; Слово: 440

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Юрлакан ушкӑн пуҫлӑхне. Давид псаломӗ. Юрӑ.

2. Турӑ ҫӗклентӗр#, Унӑн тӑшманӗсем саланччӑр,
Ӑна курайманнисем Унӑн умӗнчен тарса пӗтчӗр.

3. Тӗтӗм сирӗлнӗ пек, сирсе-сапаласа яр вӗсене;
вут-ҫулӑм умӗнче ӑвӑс епле шӑранать,
ҫылӑхлӑ ҫынсем Турӑ умӗнчен ҫапла ҫухалччӑр.

4. Таса ҫынсем вара Турӑ умӗнче савӑнса тӑччӑр,
хӗпӗртенччӗр,
савӑнса киленччӗр.

5. Туррӑмӑра мухтаса юрлӑр, Унӑн ятне мухтаса юрлӑр,
пӗлӗтсем ҫинче Ҫӳрекене аслӑласа мухтӑр;
«Унӑн ячӗ — Ҫӳлхуҫа» тейӗр, Унӑн умӗнче савӑнса тӑрӑр.

6. Тӑлӑхсенӗн ашшӗ, тӑлӑх арӑмсенӗн хутне кӗрекенӗ —
Турӑ — Хӑйӗн сӑваплӑ килӗнче.

7. Пӗчченнисене Турӑ кил-ҫурта вырӑнаҫтарать,
касмӑкрисене сӑнчӑрӗнчен хӑтарать,
пӑхӑнманнисем вара шӑрӑх пушхирех юлаҫҫӗ.

8. Эй Турӑ! Эсӗ Хӑвӑн халӑхна курӑннӑ чухне,
Эсӗ пушхирпе пынӑ чухне
9. Турӑ сӑнӗнчен,
Синай [Турри] сӑнӗнчен,
Турӑ сӑнӗнчен, Израиль Турри сӑнӗнчен,
ҫӗр чӗтренӗ, пӗлӗтсем те ирӗлнӗ.

10. Эй Турӑ, ҫунса выртакан ҫӗр ҫине
Эсӗ тулӑх ҫумӑр ҫутарнӑ,
ӑна, типсе кайнӑскере, ырӑлатнӑ.

11. Санӑн халӑху ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ;
эй Турӑ, Хӑв ырӑ пулнипе Эсӗ чухӑн валли мӗн кирлине янтӑланӑ.

12. Ҫӳлхуҫа сӑмах калаттарать:
хыпар пӗлтерекен арӑмсем имсӗр-сумсӑр:
13. «ҫарсенӗн патшисем тараҫҫӗ, тараҫҫӗ.
Арӑмсем килте тупӑш уйӑраҫҫӗ».

14. Карта хыҫӗнче ларакансем вара
ҫунатне — кӗмӗл, тӗкне ылтӑн сӑрнӑ кӑвакарчӑн пекех.

15. Пурне те Пултаракан ҫак ҫӗр ҫинчи патшасене салатса янӑ чухне
Селмон тӑвӗ ҫине юр ӳкнӗ.

16. Васан тӑвӗ — Турӑ тӑвӗ!
ҫӳллӗ ту — Васан тӑвӗ!

17. Эй ҫӳллӗ тусем, мӗншӗн эсир Турӑ патшара ларма кӑмӑл тунӑ,
ӗмӗрех Ҫӳлхуҫа пурӑнас ту ҫине
вӗчӗрхенсе пӑхатӑр?

18. Туррӑн ҫар урапийӗсем пиншер-пиншер пин,
имӗ-сумӗ те ҫук; вӗсем хушшинче,
Синай ҫинче, сӑваплӑ вырӑнта — Ҫӳлхуҫа.

19. Эсӗ ҫӳле ҫӗклентӗн,
тыткӑна тыткӑнларӑн,
этемсем валли парне ҫӗнтерсе илтӗн,
хирӗҫ тӑраканнисем те Ҫӳлхуҫа Турӑ патне вырӑнаҫчӑр терӗн.

20. Ҫӳлхуҫа куллен-кун мухтавлӑ.

Турӑ пирӗн ҫине ҫӗклем хурать —
анчах пире Хӑех ҫӑлать Вӑл.

21. Турӑ пирӗншӗн — ҫӑлакан Турӑ;
вилӗм хапхи — Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа аллинче.

22. Турӑ Хӑй тӑшманӗсен пуҫне,
ҫылӑхӗсем айне путнӑ ҫыннӑн ҫӑмламас пуҫ тӳпине чӑнах та ҫапса салатӗ.

23. Ҫӳлхуҫа каларӗ:
«Васанран каялла антарӑп,
тинӗс тӗпӗнчен кӑларӑп:
24. уруна тӑшманусен юнне чикӗн,
вӗсен юнӗ йыттусене пулӗ» терӗ.

25. Эй Турӑ, Эсӗ мӗнле пынине,
манӑн Туррӑм, манӑн Патшамӑм сӑваплӑ Ҫурта пынине куртӑмӑр:
26. малта — юрлакансем, хыҫалта кӗвӗ калакансем пыратчӗҫ,
варринче хӗрсем тӳнкӗр ҫапса пыратчӗҫ:
27. «эй Израиль вӑрлӑхӗнчен ҫуралнисем,
пухусенче Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра мухтавлӑр!»
28. Унта вӗсен ҫулпуҫӗ — кӗҫӗн Вениамин;
Иуда ҫулпуҫӗсем — вӗсен пуҫлӑхӗсем,
Завулон ҫулпуҫӗсем, Неффалим ҫулпуҫӗсем.

29. Хӑвӑн Турру сана вӑй-хал панӑ.

Эй Турӑ, пирӗншӗн Ху мӗн тунине ҫирӗплет!

30. Иерусалимри Керменӳ умне
патшасем Сан валли парнесем илсе килӗҫ.

31. Хӑмӑшлӑхри тискер кайӑка,
халӑхсен пӑрушӗсем хушшинчи вӑкӑр кӗтӗвне,
кӗмӗл кӳмерккисемпе каппайланакансене, йӑвашлат;
вӑрҫӑшӑн хӗвӗшекен халӑхсене салатса яр.

32. Египетран элчӗсем килӗҫ;
Эфиопи те аллине Турӑ енне тӑсӗ.

33-34. Эй ҫӗр ҫинчи патшалӑхсем! Турра мухтаса юрлӑр,
тӳпере, авалхи тӳпере, ҫӳрекен Ҫӳлхуҫана
аслӑласа мухтӑр.

Акӑ Унӑн сасси, вӑй-хӑват сасси, илтӗнет.

35. Турӑ вӑй-хӑватне аслӑлӑр!

Унӑн чапӗ — Израиль ҫинче,
Унӑн хӑвачӗ — пӗлӗтсем ҫинче.

36. Эй Турӑ, Эсӗ Хӑвӑн сӑваплӑ Ҫуртӑнта хӑрушӑ.

Израиль Турри —
Вӑл [Хӑйӗн] халӑхне вӑй-хӑват та, тӗрек те парать.

Турӑ мухтавлӑ!

Мухтав:

Сайт:

 

Статистика

...подробней