Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫукпа (тĕпĕ: ҫук) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ытти енӗпе сан хӑвӑр нацирен юлни ҫукпа пӗрех… —

А так в тебе мало от твоей нации…

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Шурути ҫукпа пӗрех.

— Пырею почти нету.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Манӑн правительство наградисем ҫукпа пӗрех, анчах та пур пӗрех мухтанмалли пурах пек туйӑнать.

— У меня правительство наград почти не было, но все равно, думается, есть чем похвалиться.

Геннадий Волков: «Пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пиллетӗп» // Тантӑш. http://yaltch.cap.ru/news/2010/02/02/gen ... -am258sh27

Ҫимелли ҫукпа пӗрех.

Жратвы-то почти никакой.

III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ку ҫул ҫинче хӑрушлӑх ҫукпа пӗрех, темелле, — вӑрҫӑ сасси мӗнӗ илтӗнмест кунта.

Это было почти безопасно — сюда не долетали даже отзвуки войны.

II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Куҫхаршийӗсем ҫукпа пӗрех, кӑвак куҫӗсем аран ҫеҫ палӑраҫҫӗ, ҫак сарлака та нӗрсӗр пит ҫине пӑхсан, вӑл мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗлме питӗ йывӑр ӗнтӗ.

Трудно было понять, что выражало его расплывчатое лицо, почти безбровое, с едва заметными серенькими глазками.

IX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Иртсе ҫӳрекенсем ҫукпа пӗрех.

Прохожих здесь почти никого не было.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Урамра иртен-ҫӳренсем ҫукпа пӗрехчӗ, рикшана аран-аран шыраса тупрӑм.

На улице почти не встречалось прохожих, я с трудом отыскал рикшу.

Пӗр пӗчӗк ӗҫ // Николай Иванов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 13–16 стр.

Ку кӗнекере пуҫран шухӑшласа кӑларни ҫукпа пӗрех.

В ней почти нет вымысла.

Керчьри урам // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Эпӗ кунта пурӑнма пуҫланӑранпа маншӑн тӗнчере хӗрарӑмсем ҫукпа пӗрех.

С тех пор как я живу здесь, для меня как будто не существует женщин.

XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Анчах ҫак ҫынсем халь уншӑн пурте ют; мӗлке пек кӑна курӑна-курӑна юлаҫҫӗ, уншӑн вӗсем ҫукпа пӗрех.

Но все эти люди были ему теперь чужды; они были как призраки; они для него не существовали.

XXXVII. Икӗ юханшыв // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӳлӗмӗнче ирӗк, ҫурт япалисем ҫукпа пӗрех, каминӗ пысӑк, стена ӑшне шкапсем тӑва-тӑва лартнӑ, кунта унӑн ӗҫлемелли пӳлӗмӗ те, аптеки те, ҫывӑрмалли вырӑнӗ те ҫакӑнтах.

Просторная, почти без мебели, с большим камином и вделанными в стену шкафами, она служила ему и кабинетом, и аптекой, и спальней.

V. Каҫ тӑсӑлать-ха // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Утнӑ май, ӑна пӑхрӑм-пӑхрӑм та, — пӗтсе кайнӑ хӑй, начарккаскер, ура ҫинче те аран тытӑнкаласа тӑрать мӗскӗн, тумтирӗ те ҫукпа пӗрех…

По дороге я к нему присмотрелся, — худой, слабый, едва держится на ногах, бедняга, и почти раздетый…

IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Сӗтел-пукан ҫукпа пӗрех.

Мебели почти нет.

III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Анчах «ирхине» пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫукпа пӗрех.

Но почти несомненно «на утро».

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Шанчӑклӑ, шанчӑклӑ, иккӗленсе тӑмалли ҫукпа пӗрех.

Почти, почти несомненная надежда.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫав ҫитменлӗхрен, шухӑш-кӑмӑл тивӗҫлӗхӗ енчен илсен, икӗ майпа ҫеҫ хӑтӑлма пулать: ҫын Али-Паша Янинский, Джеззар-Паша Сирийский, Мегемет-Али Египетский евӗр калама ҫук путсӗр, чӑтма ҫук ултавҫӑ пулсан — вӗсем Европа дипломачӗсене тата Аслӑ Наполеона (Джеззар) хӑйне те пӗчӗк ачасене улталанӑ пек улталанӑ, улталаса ҫав тери вӑйланса кайнӑ, вӑл вӑйланса кайнине пула ҫыннӑн пӗр лайӑх мар шухӑш-кӑмӑлне те: каппайлӑхне те, хӑйне хисеплеттерме юратнине те, хӑй пуҫ пулса тӑрассине юратнине те, хӑйне хӑй юратнине те, нимӗне те хускатма ҫук; анчах ҫакӑн пек улталакан геройсем питӗ сахал, Европа ҫӗршывӗсенче вӗсем ҫукпа пӗрех, ҫак ҫӗр-шывсенче ҫав тери ӑста путсӗрлӗхе ҫыннӑн нумай лайӑх мар шухӑш-кӑмӑлӗсем пӑсса тӑраҫҫӗ.

От него есть избавленье только в двух крайних сортах нравственного достоинства: или в том, когда человек уже трансцендентальный негодяй, восьмое чудо света плутовской виртуозности, вроде Али-паши Янинского, Джеззар-паши Сирийского, Мегемет-Али Египетского, которые проводили европейских дипломатов и (Джеззар) самого Наполеона Великого так легко, как детей, когда мошенничество наросло на человеке такою абсолютно прочною бронею, сквозь которую нельзя пробраться ни до какой человеческой слабости: ни до амбиции, ни до честолюбия, ни до властолюбия, ни до самолюбия, ни до чего; но таких героев мошенничества чрезвычайно мало, почти что не попадается в европейских землях, где виртуозность негодяйства уже портится многими человеческими слабостями.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Йӗплӗ хулӑ ҫырмин тайлӑмӗнче, — эсӗ хӑвах курнӑ-ҫке, — курӑк питӗ лайӑх, анчах тӑвайккисемпе тӗрлӗ ҫырма-ҫатрасенче машинӑпа ҫулаймӑн, ҫавапа ҫулакансем бригадӑра ҫукпа пӗрех.

По скатам Терновой балки, — ты же самолично видал, — трава дюже добрая, но косилки на косогоры и на разные вертепы не пустишь, а косарей с ручными косами в бригаде кот наплакал.

XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Тырри те ҫукпа пӗрех те… — хӑюсӑррӑн пуҫласа янӑччӗ ӗнтӗ Кӗҫӗн Аким, хӑйне ҫав тери кӗтмен ҫӗртен ҫапла килсе тапӑннипе шалтах тӗлӗнсе кайнӑскер, анчах арӑмӗ ун еннелле ҫилӗллӗ куҫӗсемпе кӑн пӑхса илчӗ те тӳрех пӳлсе хучӗ:

Его, и хлеба-то, почти нету… — нерешительно начал было Аким Младший, огорошенный столь неожиданным приступом, но жена метнула в его сторону озлобленный взгляд, резко перебила:

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Пепен шӑлаварӗ ҫукпа пӗрех пулнӑ, вӑл пӗтӗмпех таткаланса-ҫуркаланса пӗтнӗ.

Видеть это было трудно, — от штанов Пепе на ногах его оставалось совсем немного.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней