Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кунта килнӗ чух ҫул ҫинче ҫапла шухӑшлаттӑм: киле ҫитетӗп, канатӑп, вара вӗренме каятӑп, теттӗм…
V сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тунмастчӗ вӑл, хӑех калатчӗ, ҫав линейкӑпа эп юлхав ачасемпе ашкӑнакансене аллисенчен ҫапа-ҫапа ывӑнсах ҫитетӗп, тетчӗ.Как сам он признавался, уставал бить по рукам ленивцев и шалунов.
I. Иван Федорович Шпонька // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Эпӗ пӗччен те ҫитетӗп, — терӗ Марийка.
IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Итем ҫине ҫитетӗп те эпӗ, куратӑп: Прохор ҫав моторпа молотилкӑна ӗҫлеттерме хатӗрленет.Приезжаю я на ток, а Прохор уже приспосабливает тот мотор к молотилке.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Эпӗ утса ҫитетӗп, — терӗ Андрей хыттӑн.
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
«Хамах ҫитетӗп!» тенӗ вӑл.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Эпӗ хӑваласа ҫитетӗп!
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Вӑл-ку пулсан Мускава каятӑп, Сталин юлташ патнех ҫитетӗп, чӑнлӑха тупатӑпах.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эпӗ пӗчченех ҫитетӗп.
XXII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӑл ҫамрӑк, илемлӗ, пӑрӑҫ пек вӗри, эпӗ вара ватӑ, часах ӗнтӗ вӑтӑра ҫитетӗп, тата епле илемлӗ, сухалӑм ҫеҫ мӗне тӑрать — пӑта пек, пит-куҫӑм та тап-таса — йӑлт мӑкӑль-шакӑллӗ.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Эпӗ унта тӑкӑрлӑкпа ҫитетӗп.
ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
«Тата темиҫе ҫултан эпӗ, чӑнах та, пӗтӗмпех ураланса ҫитетӗп», — шухӑшларӗ вӑл.У ней была мысль: «Через несколько лет я уж буду в самом деле стоять на своих ногах».
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мускавсӑр пуҫне — ӗҫсем нумай пирки унта манӑн пӗрер эрне пурӑнмаллах пулать-ха — унта ҫитиччен манӑн тата икӗ хулара пулмалла, Мускав ҫывӑхӗнче — виҫӗ ҫӗрте, ҫакӑн хыҫҫӑн тин эпӗ Рязане пырса ҫитетӗп.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
11 сехетре, кирек мӗн пулсан та, ҫитетӗп.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Хӑваласа ҫитетӗп.
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— «Чунтанах тав тӑватӑп, ҫитетӗп», — терӗ.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑт эпӗ ҫапла калатӑп: коммунизма эпӗ ҫав-ҫавах, партире мар пулсан та, ҫитетӗп — ҫак куҫҫульпе йӗпеннӗ Кондрат пек мар, ташласа, савӑнса ҫитетӗп, мӗншӗн тесен эпӗ — вакӑ харпӑрлӑхлӑ хуҫа мар, тап-таса пролетари, эпӗ сире ҫакна тӳрех калатӑп!
XXII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Эпӗ хам чечексене ҫав труба тӗлӗнче тӑваратӑп та, малтан кӑмӑлласах колхозсем ҫинчен, рабочи класс ҫинчен, ытти япаласем ҫинчен каланине итлетӗп, кайран вара пуҫа хуть сӗлӗ миххине чик: Мускавран такам ӑйӑр пек: «Налей еще немного, давай выпьем, ей-богу», — тесе ахӑрса ярать, вара, каласан ӗненмӗр, ырӑ ҫынсем, манӑн ҫав тери ӗҫес килсе каять те ним тума аптраса ҫитетӗп!
XIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Каҫ пулнӑ тӗле Дубцов бригадине ҫитетӗп, Куприяновна мана каҫхи апат ҫитеретех, ҫӗрле вара, сулхӑнпа, станицӑна ҫитетӗп.
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Хӗлле, чи шартлама сивӗре те мана хӳшше хӑваласа кӗртес ҫук, сирӗн кирлӗ пӳлӗме кӗрсен, мана йывӑр шӑршӑ тӳрех пуҫа пырса ҫапать, халь-халь тӳнсе каясса ҫитетӗп.
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.