Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Мк 7

Раздел: Библи –> Марк ҫырнӑ таса Евангели

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.18 11:48

Предложений: 28; Слово: 532

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Иерусалимран пынӑ фарисейсемпе хӑш-пӗр кӗнекеҫӗсем Иисус патне пуҫтарӑннӑ; 2. вӗсем Иисусӑн хӑш-пӗр вӗренекенӗ таса мар алӑпа, аллине ҫумасӑрах, апат ҫинине курнӑ та ӳпкелешнӗ. 3. Мӗншӗн тесессӗн фарисейсем те, пур иудей та, ваттисен йӑлипе, аллине лайӑх ҫумасӑр апат ҫимеҫҫӗ; 4. суту-илӳрен таврӑнсан та ҫӑвӑнмасӑр ҫимеҫҫӗ. Вӗсем тытса пурӑнма йышӑннӑ йӑла-йӗрке тата та нумай: чашӑк-тирӗке, куркасене, хурансене, саксене ҫумалла. 5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ фарисейсемпе кӗнекеҫӗсем Иисусран ыйтнӑ: мӗншӗн Санӑн вӗренекенӳсем ваттисен йӑлипе пурӑнмаҫҫӗ? аллине ҫумасӑрах апат ҫиеҫҫӗ? тенӗ. 6. Вӑл вӗсене ҫапла хуравланӑ: сирӗн ҫинчен, икӗ питлӗскерсем ҫинчен, Исаия пророк тӗрӗс каланӑ, вӑл ҫапла ҫырнӑ: «ҫак ҫынсем Мана чӗлхи-ҫӑварӗпе хисеплеҫҫӗ, чун-чӗрипе вара — Манран аякра: 7. вӗсем этем вӗрентӗвне, этем ӳкӗчӗсене вӗрентеҫҫӗ, апла Мана хисепленин ним усси те ҫук». 8. Эсир, Турӑ хушнине пӑрахса, этем кӑларнӑ йӑласене — куркасене, чашӑк-тирӗке ҫӑвассине тата ҫавӑн евӗрлине — нумай тӑватӑр, тенӗ. 9. Тата каланӑ: эсир хӑвӑр йӑлӑра тытасшӑн Турӑ хушнине пӑрахни лайӑх-и вӑл? 10. Моисей ҫапла каланӑ: «аҫупа аннӳне хисепле» тенӗ; тата: «ашшӗне е амӑшне усал сӑмах калакана вилӗм ҫиттӗр» тенӗ. 11. Эсир вара ҫапла калатӑр: кам та кам хӑй ашшӗне е амӑшне: «эсӗ манран илессине эпӗ «корван» (Турӑ валли) тесе Турра пама асӑнтӑм» тесессӗн, 12. эсир ӑна хӑй ашшӗшӗн е амӑшӗшӗн нимӗскер тумасан та юрать, тетӗр, 13. ҫапла хӑвӑр кӑларнӑ йӑлашӑн Турӑ сӑмахӗнчен иртетӗр; ҫавӑн евӗрлине эсир нумай тӑватӑр, тенӗ. 14. Унтан пӗтӗм халӑха чӗнсе илсе каланӑ: Мана пурсӑр та итлӗр те ӑнланса илӗр: 15. ҫынна тулашӗнчен кӗрекенни нимӗн те ирсӗрлетме пултараймасть; ҫынна ҫын ӑшӗнчен тухаканни ирсӗрлетет. 16. Илтме хӑлха пурри илттӗр! тенӗ. 17. Иисус халӑхран уйӑрӑлса пӳрте кӗрсен вӗренекенӗсем Унран ҫав ытарӑш ҫинчен ыйтнӑ. 18. Вӑл вӗсене каланӑ: эсир те халичченех ӑнланмастӑр-и? Ҫынна тулашӗнчен кӗрекенни нимӗн те ирсӗрлетме пултарайманнине ӑнкараймастӑр-и? 19. Мӗншӗн тесессӗн вӑл ҫын чӗрине мар, вар-хырӑмне кӗрет те унтан каялла тухать, ҫапла кирек мӗнле апат та тасалать, тенӗ. 20. Тата малалла каланӑ: ҫын ӑшӗнчен тухаканни ҫынна ирсӗрлетет: 21. усал шухӑшсем, ясарлӑх, аскӑнлӑх, вӗлересси, 22. вӑрласси, ӗмӗтсӗрленесси, хаяр сунасси, улталасси, намӑс тӑвасси, хапсӑнасси, Турра хурласси, мӑн кӑмӑллӑ пуласси, ӑссӑрланасси ҫын ӑшӗнчен, ҫын чӗринчен тухать; 23. ҫак пӗтӗм усаллӑх ӑшран тухса ҫынна ирсӗрлетет, тенӗ.

24. Унтан кайсассӑн Тирпа Сидон ҫӗрне ҫитнӗ; унта пӗр ҫурта кӗнӗ, ӗнтӗ Хӑй ҫинчен никама та пӗлтересшӗн пулман; анчах та пытарӑнса юлайман. 25. Хӗрне усал ернӗ пӗр хӗрарӑм ҫавӑн чухнех Ун ҫинчен илтнӗ те, пырса, Ун ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ; 26. хӗрарӑмӗ, Сирофиникия ҫынни, суя тӗнлӗскер пулнӑ; вӑл Ӑна хӗрӗ ӑшӗнчи усала хӑваласа кӑларма тархасланӑ. 27. Иисус каланӑ ӑна: малтан ачасене тӑрантармалла; ҫӑкӑра ачасенчен туртса илсе йытӑсене пӑрахса пани аван мар, тенӗ. 28. Хӗрарӑм Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: ҫапла-ха та, Ҫӳлхуҫамӑр, анчах йытӑсем те ачасен сӗтелӗ ҫинчен ӳкнӗ тӗпренчӗксене ҫиеҫҫӗ, тенӗ. 29. Иисус каланӑ ӑна: ҫак сӑмахшӑн каях ӗнтӗ; хӗрӳ ӑшӗнчен усал тухрӗ, тенӗ. 30. Хӗрарӑм киле таврӑннӑ ҫӗре ӗнтӗ ӑшӗнчен усал тухнӑ хӗрӗ вырӑн ҫинче выртнӑ.

31. Иисус Тирпа Сидон ҫӗрӗнчен Вунхула ҫӗрӗ урлӑ кайса каллех Галилея тинӗсӗ патне тухнӑ. 32. Ун патне хӑлхасӑр, селӗп ҫынна илсе пынӑ та Ӑна ун ҫине аллине хума тархасланӑ. 33. Иисус ӑна халӑхран аяккалла илсе кайнӑ та Хӑйӗн пӳрнисене унӑн хӑлхи шӑтӑкӗсене чикнӗ, унтан сурнӑ та унӑн чӗлхине сӗртӗннӗ; 34. вара тӳпенелле пӑхса ассӑн сывласа янӑ та: еффафа?! тенӗ, «еффафа?» тени «уҫӑл» тени пулать. 35. Ҫав самантрах лешӗн хӑлхи те уҫӑлнӑ, чӗлхи ҫыхланни те иртсе кайнӑ, вӑл ӗнтӗ уҫӑмлӑн калаҫа пуҫланӑ. 36. Иисус вӗсене ҫакӑн ҫинчен никама та калама хушман. Анчах Вӑл вӗсене темӗн чухлӗ чарсан та, лешӗсем тата ытларах калаҫса ҫӳренӗ. 37. Ҫынсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: ялан ырӑ тӑвать — хӑлхасӑррисене илтекен, чӗлхесӗррисене калаҫакан тӑвать, тенӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней