Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Вӗсене Иерусалима кӗвӗ-юрӑ сассипе, тӳнкӗр ҫапса, трупа кӑшкӑртса, ыррӑн-сыввӑн илсе ҫитермешкӗн Дарий вӗсемпе пӗрле пин ҫынлӑ утлӑ ҫар янӑ.
2 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иерусалим хӳмине тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн левитсене мӗнпур вырӑнтан чӗнтерсе пурне те Иерусалима пуҫтарнӑ: ҫак уява чаплӑн та савӑнӑҫлӑн ирттермешкӗн вӗсен мухтав юррисемпе тав юррисем юрласа, кимвал ҫапса, псалтирьпе кӗсле каласа тӑмалла пулнӑ.
Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ваалсене чӳк парни кӳмелли вырӑнсене ун умӗнчех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ; Астарта юписене ҫӗмӗрнӗ вӑл, суя турӑсен касса та шӑратса тунӑ кӗлеткисене тусан пуличчен ҫапса салатнӑ, тусанне ҫав йӗрӗхсене пуҫҫапса пурӑннисен тупӑкӗсем ҫине сапнӑ, 5. апӑссен шӑмми-шаккине лешӗсем хӑйсемех туса лартнӑ парне вырӑнӗ ҫинче ҫунтарса янӑ, вара Иудейӑпа Иерусалима тасатнӑ, 6. Манассияпа Ефрем хулисенче, Симеон хулисенче — ӗнтӗ Неффалим йӑхӗ таранах — тата ҫав хутлӑхра пушанса юлнӑ вырӑнсенче те ҫавӑн пекех тунӑ, 7. чӳк парни вырӑнӗсене, Астарта юписене, суя тӗн туррисен кӗлеткисене тусан пуличчен ҫапса ҫӗмӗрнӗ, пӗтӗм Израиль ҫӗрӗ ҫинчи кӗлеткесене аркатнӑ, вара Иерусалима таврӑннӑ.
2 Ҫулс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Уяв вӗҫленсессӗн унта хутшӑннӑ израильсем пурте Иудея хулисене кайнӑ та суя турӑ кӗлеткисене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, чӳк йывӑҫӗсене касса тӑкнӑ, пӗтӗм Иудейӑри тата Вениамин, Ефрем, Манассия ҫӗрӗсенчи тӳпем вырӑнсене, чӳк парнисен вырӑнӗсене тӗппипе ҫӗмӗрсе тухнӑ.
2 Ҫулс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ӗнтӗ Иерусалимри чӳк парнисен вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе тухнӑ, [йӗрӗхсене] тӗтӗрмелли пӗтӗм хатӗр-хӗтӗре те ҫапса аркатнӑ та Кедрон юхӑмне кайса пӑрахнӑ; 15. иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Пасха путекне пуснӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑрҫӑра пире вӗсен туррисем ҫапса аркатрӗҫ пулӗ тесе, вӑл Дамаск туррисене парне кӳнӗ, вӑл: вӗсене Сири патшисенӗн туррисем пулӑшаҫҫӗ; эпӗ вӗсене парне кӳрӗп те вӗсем мана та пулӑшӗҫ, тенӗ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑн пекех Ҫӳлхуҫа ӑна Израиль патшийӗн аллине те панӑ, лешӗ вара ӑна ҫапса салатмаллипех ҫапса салатнӑ.Также и в руку царя Израильского был предан он, и тот произвел у него великое поражение.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вара хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри ӑна Сири патшийӗн аллине панӑ, Сири ҫыннисем ӑна ҫапса аркатнӑ, нумай ҫыннине тыткӑна илсе Дамаска хӑваласа кайнӑ.
2 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эсӗ: «эпӗ идумейсене ҫапса салатрӑм» тетӗн.
2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Иорам хӑйӗн ҫарпуҫӗсемпе, мӗнпур ҫар урапипе вырӑнтан тапраннӑ; вӑл ҫӗрле тапранса тухнӑ та хӑйне ҫавӑрса илнӗ идумейсемпе вӗсен ҫар ураписен пуҫлӑхӗсене пӗтӗмпе ҫапса аркатнӑ, [халӑхӗ вара чатӑрӗсене тарнӑ].
2 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ эфиопсене Аса умӗнче, Иуда умӗнче ҫапса хуҫнӑ; эфиопсем каялла тарнӑ.12. И поразил Господь Ефиоплян пред лицем Асы и пред лицем Иуды, и побежали Ефиопляне.
2 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем кӑшкӑрса ярсассӑн, Турӑ Авияпа Иуда умӗнче Иеровоампа израильсене пӗтӗмпе ҫапса хуҫнӑ.И когда воскликнули Иудеи, Бог поразил Иеровоама и всех Израильтян пред лицем Авии и Иуды.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӗсем пурте ашшӗ ертсе пынипе кимвал ҫапса, псалтирьпе цитра каласа Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче юрланӑ, ҫапла вӗсем Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑнӑ, патша мӗн хушнине е Асаф, е Идифун, е тата Еман кӑтартнине туса пынӑ.
1 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидпа ҫарпуҫсем ӗнтӗ Асаф, Еман тата Идифун ывӑлӗсене ятарлӑ ӗҫ валли уйӑрса илнӗ: вӗсен псалтирьпе цитра каласа, кимвал ҫапса Турра аслӑламалла пулнӑ; ҫав ӗҫе тӑвакансенӗн йышӗ: 2. Асаф ывӑлӗсенчен: Заккур, Иосиф, Нефания тата Ашарела; ывӑлӗсене Асаф хӑй ертсе пынӑ, кӗвӗ сӑпрайӗсене вӑл патша вӗрентнӗ пек каланӑ.
1 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давид ӗнтӗ Адраазара, Сува патшине, Емафра ҫапса аркатнӑ, лешӗ ун чухне Евфрат хӗрринчи ҫӗре пӑхӑнтарма кайнӑ пулнӑ.
1 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Еманпа Идифун вӗсемпе пӗрле пулнӑ, вӗсем трупа кӑшкӑртнӑ, кимвал ҫапса янӑраттарнӑ тата ытти тӗрлӗ сӑпрай каласа Турра мухтанӑ; Идифун ывӑлӗсене вара хапха умне тӑратнӑ.
1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Ҫапла пӗтӗм Израиль, хавассӑн кӑшкӑрса, мӑйракапа трупа кӑшкӑртса, кимвал ҫапса, псалтирь тата цитра каласа, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчине куҫарса килнӗ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Еман, Асаф тата Ефан пӑхӑр кимвал ҫапса янӑраттарнӑ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Давид вара Садокпа Авиафар священниксене тата Уриил, Асаия, Иоиль, Шемаия, Елиел, Аминадав левитсене чӗнсе илнӗ те 12. вӗсене ҫапла каланӑ: эсир, левит тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем, хӑвӑр та тасалӑр, тӑванӑрсем те тасалччӑр, вара Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, арчине эпӗ ун валли хатӗрленӗ вырӑна куҫарса килӗр, 13. леш хутӗнче эпир ҫакна мӗнле тумаллине Турӑран ыйтмарӑмӑр та, ҫав ӗҫе эсир тумарӑр та, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр пире ҫапса ӳкерчӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл пӗтӗм ӗҫне Давид пек, хӑй ашшӗ пек, Ҫӳлхуҫана юрӑхлӑ туса пынӑ; 4. тӳпем вырӑнсене пӑрахӑҫланӑ, кӗлеткесене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, юманлӑха касса тӑкнӑ, Моисей тутарнӑ пӑхӑр ҫӗлене вакласа тӑкнӑ, мӗншӗн тесессӗн Израиль ывӑлӗсем ҫав ҫӗлен умӗнче ҫак таранчченех тӗтӗрнӗ, ӑна Нехуштан тесе чӗннӗ.
4 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.