Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Неем 12

Раздел: Библи –> Неемия кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.05 19:16

Предложений: 26; Слово: 649

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Салафиил ывӑлӗпе Зоровавельпе тата Иисуспа пӗрле таврӑннӑ священниксемпе левитсем ҫаксем: Сераия, Иеремия, Ездра, 2. Амария, Маллух, Хаттуш, 3. Шехания, Рехум, Меремоф, 4. Иддо, Гиннефой, Авия, 5. Миямин, Маадия, Вилга, 6. Шемаия, Иоиарив, Иедаия, 7. Саллу, Амок, Хелкия, Иедаия. Кусем — Иисус пурӑннӑ чухнехи священниксен пуҫлӑхӗсемпе вӗсен тӑванӗсем. 8. Левитсем: Иисус, Биннуй, Кадмиил, Шеревия, Иуда тата Матфания; Ҫӳлхуҫана аслӑланӑ чухне ҫак Матфания хӑйӗн тӑванӗсене, юрӑҫсене, ертсе пынӑ; 9. вӗсен тӑванӗсем Бакбукия тата Унний кӗлӗ тунӑ чухне вӗсемпе тӗлме-тӗл тӑнӑ. 10. Иисусран — Иоаким, Иоакимран — Елиашив, Елиашивран — Иоиада ҫуралнӑ, 11. Иоиадаран — Ионафан, Ионафанран — Иаддуй ҫуралнӑ.

12. Иоаким вӑхӑтӗнче священниксен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем ҫаксем пулнӑ: Сераия килӗнчен — Мераия, Иеремия килӗнчен — Ханания, 13. Ездра килӗнчен — Мешуллам, Амария килӗнчен — Иоханан, 14. Мелиху килӗнчен — Ионафан, Шевания килӗнчен — Иосиф, 15. Харим килӗнчен — Адна, Мераиоф килӗнчен — Хелкия, 16. Иддо килӗнчен — Захария, Гиннефон килӗнчен — Мешуллам, 17. Авия килӗнчен — Зихрий, Миниамин килӗнчен, Моадия килӗнчен — Пилтай, 18. Вилга килӗнчен — Шаммуй, Шемаия килӗнчен — Ионафан, 19. Иоиарив килӗнчен — Мафнай, Иедаия килӗнчен — Уззий, 20. Саллай килӗнчен — Каллай, Аммок килӗнчен — Евер, 21. Хелкия килӗнчен — Хашавия, Иедаия килӗнчен — Нафанаил.

22. Левитсене, ӑру пуҫӗсене, — Елиашив, Иоиада, Иоханан тата Иаддуй вӑхӑтӗнче, священниксене вара Персире Дария патшана лариччен кӗнекене кӗртнӗ. 23. Левий ывӑлӗсене, ӑру пуҫӗсене, ҫулсеренхи кӗнекене Елиашив ывӑлӗ Иоханан пурӑннӑ вӑхӑтран маларах кӗртнӗ. 24. Левитсен пуҫлӑхӗсем: Хашавия, Шеревия, Кадмиил ывӑлӗ Иисус тата вӗсен тӑванӗсем; Давид, Турӑ ҫынни, йӗркеленӗ пек, Турра мухтавланӑ чухне вӗсен пӗр ушкӑнӗ тепӗр ушкӑнӗпе тӗлме-тӗл тӑнӑ. 25. Матфания, Бакбукия, Овадия, Мешуллам, Талмон, Аккув — хапха хуралҫисем, вӗсем хапха ҫумӗнче кӗлетсене хуралланӑ. 26. Вӗсем Иоседек ывӑлӗн Иисусӑн ывӑлӗ Иоаким пурӑннӑ вӑхӑтра, Неемия ҫӗр пуҫлӑхӗ тата Ездра кӗнекеҫӗ, священник, пурӑннӑ вӑхӑтра пулнӑ.

27. Иерусалим хӳмине тасалӑх тивлечӗ кӳмешкӗн левитсене мӗнпур вырӑнтан чӗнтерсе пурне те Иерусалима пуҫтарнӑ: ҫак уява чаплӑн та савӑнӑҫлӑн ирттермешкӗн вӗсен мухтав юррисемпе тав юррисем юрласа, кимвал ҫапса, псалтирьпе кӗсле каласа тӑмалла пулнӑ. 28. Вара Иерусалим таврашӗнчен, Нетофа ялӗсенчен юрӑҫсен ывӑлӗсем пуҫтарӑннӑ, 29. Беф-Гаггилгалран та, Гева ҫӗрӗнчен те, Азмавет ҫӗрӗнчен те килнӗ — юрӑҫсем хӑйсен ялӗсене Иерусалим таврашӗнче лартнӑ пулнӑ. 30. Священниксемпе левитсем ӗнтӗ хӑйсем те кӗлтуса тасалнӑ, халӑха, хапхасемпе хӳмесене те кӗлтуса тасатнӑ. 31. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ Иудея пуҫлӑхӗсене хӳме ҫине илсе кайрӑм, Турра мухтавласа пымашкӑн икӗ пысӑк ушкӑн йӗркелерӗм, пӗр ушкӑнӗ хӳме тӑрӑх сылтӑмалла, Тислӗк хапхи еннелле, кайрӗ. 32. Ун хыҫҫӑн Гошаия тата Иудея пуҫлӑхӗсен ҫур йышӗ пычӗҫ, 33. вӗсемпе пӗрле пынисем: Азария, Ездра, Мешуллам, 34. Иуда, Вениамин, Шемаия, Иеремия, 35. трупа тытнӑ священниксем тата Ионафан ывӑлӗ Захария, — Ионафан вара — Шемаия ывӑлӗ, Шемаия — Матфания ывӑлӗ, Матфания — Михей ывӑлӗ, Михей — Закхур ывӑлӗ, Закхур — Асаф ывӑлӗ, — 36. тата унӑн тӑванӗсем: Шемаия, Азариил, Милалай, Гилалай, Маай, Нафанаил, Иуда тата Хананий пычӗҫ, вӗсем пурте Турӑ ҫынни Давид тутарнӑ кӗвӗ-ҫемӗ сӑпрайӗ тытнӑччӗ; вӗсен умӗнчен Ездра кӗнекеҫӗ пычӗ. 37. Вӗсем, Ҫӑлкуҫ хапхи патӗнчен иртсе, Давид ҫурчӗ ҫумӗнчи картлашкапа хӑпарчӗҫ те, Давид ҫурчӗ тӗлӗнчен иртсе, тухӑҫ енчи Шыв хапхи еннелле кайрӗҫ. 38. Юрӑҫсен тепӗр ушкӑнӗ вӗсене хирӗҫ пычӗ, ун хыҫҫӑн эпӗ тата ҫур халӑх пычӗ, Кӑмака пашнинчен пуҫласа Анлӑ хӳме патне ҫитиччен хӳме тӑрӑх пытӑмӑр, 39. Ефрем хапхипе Кивӗ хапхаран, Пулӑ хапхипе Хананел пашнинчен, Меа пашнинчен иртсе, Сурӑх хапхи патне ҫитрӗмӗр, Тӗрме хапхи умӗнче чарӑнса тӑтӑмӑр. 40. Унтан юрӑҫсен икӗ ушкӑнӗ те Турӑ Ҫурчӗ патӗнче чарӑнса тӑчӗ, эпӗ те, манпа пӗрле пуҫлӑхсен ҫур йышӗ те унтахчӗ, 41. унти священниксем: Елиаким, Маасея, Миниамин, Михей, Елиоенай, Захария, Ханания — вӗсем пурте трупа тытнӑччӗ, 42. тата Маасея, Шемаия, Елеазар, Уззий, Иоханан, Малхия, Елам, Езер пулчӗҫ. Юрӑҫсем хыттӑн янӑраттарса юрларӗҫ; аслийӗ вӗсен Израхия пулчӗ.

43. Вара ҫав кун пысӑк парнесем кӳтӗмӗр, савӑнтӑмӑр, ӗнтӗ Турӑ вӗсене пысӑк савӑнӑҫ пачӗ. Хӗрарӑмсем те, ача-пӑча та питӗ хаваслӑччӗ, Иерусалимӑн хавасӗ аякка-аякка илтӗнсе тӑчӗ. 44. Ҫав кунах эпир тата управӑш-пӳлӗмсене пӑхса тӑма ҫынсем уйӑртӑмӑр: вӗсен ӗнтӗ малтанхи ҫимӗҫсемшӗн, вуннӑмӗш пайшӑн яваплӑ пулмаллаччӗ, священниксемпе левитсене саккун тӑрӑх тивӗҫекен пая кашни хула ҫывӑхӗнчи уй-хиртен пуҫтарса тӑмаллаччӗ. Иудейсем ӗнтӗ кӗлӗ тӑвакан священниксемпе левитсене курса тем пекех хӗпӗртерӗҫ! 45. Кусем вара, Давидпа унӑн Соломон ывӑлӗ хунӑ йӗркепе, хӑйсен Туррине ӗҫлесе тӑчӗҫ, пурне те кӗлтуса тасатрӗҫ, вӗсем юрларӗҫ те, хапха умӗнче те тӑчӗҫ. 46. Ӗнтӗ тахҫанах, Давидпа Асаф вӑхӑтӗнчех, юрӑҫсене ертсе пыраканӗсем пулнӑ, ҫавӑн чухнех Турра мухтаса та тав туса юрламалли юрӑсем юрланӑ. 47. Зоровавель вӑхӑтӗнче те, Неемия вӑхӑтӗнче те израильсем пурте юрӑҫсемпе хапха хуралҫисене кашни кунлӑха пай уйӑрса панӑ, левитсене вара Турра кӳрекен парнерен тивӗҫекен таса пая панӑ, левичӗсем ӑна Аарон ывӑлӗсене парса тӑнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней