Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 2 Ҫулс 13

Раздел: Библи –> Ҫулсеренхи иккӗмӗш кӗнеке

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.05 17:58

Предложений: 26; Слово: 467

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Иеровоам вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Авия иудейсен патши пулса тӑнӑ. 2. Вӑл Иерусалимра виҫӗ ҫул патшара ларнӑ; унӑн амӑшӗ, Гива хулинчи Уриил хӗрӗ, Михаия ятлӑ пулнӑ. Авия Иеровоампа вӑрҫӑ вӑрҫнӑ. 3. Авия вӑрҫа харсӑр ҫынсенчен суйласа илнӗ тӑватҫӗр пин ҫынран тӑракан ҫар илсе тухнӑ; Иеровоам вара ӑна хирӗҫ сакӑрҫӗр пин ҫынпа тухнӑ, кусем те ҫавӑн пекех харсӑр та суйласа илнӗскерсем пулнӑ. 4. Авия пӗр Ефрем тӑвӗ тӑррине, Цемараим тӑррине, улӑхса тӑнӑ та ҫапла каланӑ: эй Иеровоам, эй пӗтӗм Израиль, итлӗр-ха мана! тенӗ. 5. Пӗлместӗр-им эсир, Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри, [ӗмӗрлӗхе хывнӑ] тӑвар халалӗ тӑрӑх, Давида, ӑна хӑйне тата ун ывӑлӗсене ӗмӗрех Израиль патши пулма халалланӑ! 6. Анчах та Иеровоам — Нават ывӑлӗ, Давид ывӑлӗн Соломонӑн чури — хӑйӗн хуҫине хирӗҫ тӑнӑ. 7. Унӑн тавра ӑҫтиҫук ҫынсем, пӑсӑлнӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ та Соломон ывӑлне Ровоама хирӗҫ чӑмӑртаннӑ; Ровоам ӗнтӗ ҫамрӑк пулнӑ, хавшак чӗреллӗ пулнӑ, вӗсене хирӗҫ тӑрайман. 8. Халӗ вара эсир, хӑвӑр питех те йышлӑн пулнипе тата хӑвӑра Иеровоам турӑ тесе туса панӑ ылтӑн пӑру кӗлеткисене шанса, Давид ывӑлӗсен аллинчи Ҫӳлхуҫа патшалӑхне хирӗҫ тӑма шутлатӑр. 9. Эсир мар-и-ха, Ҫӳлхуҫа священникӗсене, Аарон ывӑлӗсене тата левитсене хӑваласа ярса, хӑвӑр патӑрта ытти ҫӗрсенчи халӑхсенни пек священниксем лартса тухрӑр? Хӑйне халаллӑ тӑвасшӑн пӑрупа ҫичӗ така илсе пыракан кирек мӗнле ҫын та сирӗн патӑрта суя турӑсен священникӗ пулса тӑрать. 10. Пирӗн вара — Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр; эпир Ӑна пӑрахман, Ҫӳлхуҫана священниксем, Аарон ывӑлӗсем, тата хӑйсен ӗҫӗнчи левитсем ӗҫлесе тӑраҫҫӗ. 11. Вӗсем ирсерен те каҫсерен Ҫӳлхуҫана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳреҫҫӗ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗреҫҫӗ, таса сӗтел ҫине ретӗн-ретӗн парне ҫӑкӑрӗсем хураҫҫӗ, кашни каҫ ҫунса тӑччӑр тесе ылтӑн ҫутаткӑҫпа унӑн лампадисене ҫутаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр панӑ йӗркене тытса тӑратпӑр, эсир вара ӑна пӑрахнӑ. 12. Пирӗнпе пӗрле Турӑ, Вӑл пирӗн умран пырать; Унӑн священникӗсем те пирӗнпе пӗрле, вӗсем сире хирӗҫ вӑрҫӑ труписене кӑшкӑртаҫҫӗ. Эй Израиль ывӑлӗсем! аҫӑрсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррипе вӑрҫӑ ан вӑрҫӑр: ӑнӑҫлӑ пулас ҫук, тенӗ Авия.

13. Ҫав хушӑра Иеровоам вӗсен хыҫне пӗр ушкӑн ҫар пытарса тӑратнӑ, ҫапла ӗнтӗ вӑл хӑй иудейсем умӗнче пулнӑ, пытанса тӑнисем вӗсен хыҫӗнче пулнӑ. 14. Иудейсем ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ ӗнтӗ вӗсене умран та, хыҫран та ҫапӑҫу кӗтет; вара вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗнме тытӑннӑ, священниксем трупасемпе кӑшкӑртса янӑ. 15. Иудейсем хыттӑн кӑшкӑрса янӑ. Вӗсем кӑшкӑрса ярсассӑн, Турӑ Авияпа Иуда умӗнче Иеровоампа израильсене пӗтӗмпе ҫапса хуҫнӑ. 16. Израиль ывӑлӗсем иудейсенчен тарма пуҫланӑ, Турӑ ӗнтӗ вӗсене иудейсен аллине ӳкернӗ. 17. Авияпа унӑн халӑхӗ вӗсене вӑйлӑн аркатса тӑкнӑ; Израилӗн пилӗкҫӗр пин ҫын пӗтнӗ, вӗсем чи хастаррисем пулнӑ. 18. Вара Израиль ывӑлӗсем йӑвашланнӑ, вӑйлисем Иуда ывӑлӗсем пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем хӑйсен ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине шанса тӑнӑ. 19. Авия, Иеровоама хыҫҫӑнах хӑваласа кайса, унӑн хулисене — Вефильпе ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Иешанӑпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене, Ефронпа ӑна пӑхӑнса тӑракан хуласене — туртса илнӗ. 20. Ӗнтӗ Авия ӗмӗрӗнче Иеровоам ура ҫине ҫӗкленсе йӑл илеймен, Ҫӳлхуҫа ӑна халтан ӳкернӗ, вӑл вилнӗ вара. 21. Авия вӑй илсе тӗреклӗленнӗ; унӑн вунтӑватӑ арӑм пулнӑ, унӑн ҫирӗм икӗ ывӑлпа вунултӑ хӗр ҫуралнӑ.

22. Авиян ытти ӗҫӗ-хӗлӗпе уйрӑм ӗҫӗсене, унӑн сӑмахӗсене Адда пророк каланинче ҫырса кӑтартнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней