Поиск
Шырав ĕçĕ:
1. Эпӗ сирӗн пата Кенхрейӑри ӗненекен ушкӑнра пулӑшса тӑракан Фива тӑванӑмӑра яратӑп; 2. эсир ӑна сӑваплӑ ҫынсене епле хапӑл тума тивӗҫлӗ, Ҫӳлхуҫашӑн ҫапла хапӑл тӑвӑр; хӑвӑр патӑрта пурӑннӑ чухне унӑн мӗн ҫитменнине тивӗҫтерӗр, пулӑшӑр ӑна, вӑл хӑй те нумайӑшне пулӑшрӗ, мана хама та пулӑшрӗ.
Рим 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эпӗ сире хӑвӑр илнӗ тивлет чӑнах Турӑ тивлечӗ тесе шантарасшӑн ҫакна кӗскен анчах ҫырса Силуанран парса яратӑп; эпӗ ӑна сирӗн шанчӑклӑ тӑванӑр пулӗ тетӗп.
1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл: «Эпӗ — эсӗ хӗсӗрлекен Иисус. 16. Ӗнтӗ ҫӗкленсе, уру ҫине тӑр: Эпӗ сана Хамшӑн ӗҫлесе тӑраканӗ тӑватӑп, эсӗ хӑв мӗн курнине тата Эпӗ хӑвна мӗн уҫса парассине каласа кӑтартаканӗ пулӑн, курӑнасса та Эпӗ сана ҫавӑншӑн курӑнтӑм, 17. сана иудей халӑхӗ хушшинчен, суя тӗнлӗ ҫынсем хушшинчен суйласа илтӗм, халӗ ӗнтӗ Эпӗ сана вӗсенӗн куҫӗсене уҫма вӗсем патне яратӑп: 18. вӗсем сӗмлӗхрен ҫутталла ҫаврӑнччӑр, шуйттан аллинчен Турӑ енне тухчӑр, Мана ӗненнипе вӗсенӗн ҫылӑхӗсем каҫарӑнччӑр, тасалнисемпеле пӗрле пая кӗччӗр» терӗ.
Ап ӗҫс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: «уру сыррине салтса пӑрах: эсӗ тӑракан вырӑн — сӑваплӑ ҫӗр. 34. Египетра Хамӑн халӑхӑма хӗсӗрленине Эпӗ куратӑп, вӑл йынӑшнине илтетӗп: акӑ ӑна хӑтарма антӑм; халӗ ӗнтӗ кай, Эпӗ сана Египета яратӑп» тенӗ.
Ап ӗҫс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
49. Акӑ Эпӗ сирӗн ҫине Аттем пама пулнине яратӑп; ҫӳлтен хӑват иличчен эсир Иерусалим хулинче тӑрӑр, тенӗ.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Кайӑр, Эпӗ сире путексене кашкӑрсен хушшине янӑ пек яратӑп.
Лк 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ун ҫинчен: «акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн ангелӑма яратӑп, вӑл Сан валли Сан умӑнти ҫула хатӗрлесе хурӗ» тесе ҫырнӑ, вӑл — ҫавӑ.
Лк 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Турӑ Ывӑлӗ Иисус Христос ҫинчен пӗлтернӗ Евангели пуҫламӑшӗ: 2. пророксен кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «акӑ Эпӗ Санӑн умӑнтан Хамӑн ангелӑма яратӑп, вӑл Сан валли ҫул хатӗрлесе хурӗ».
Мк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫавӑнпа акӑ Эпӗ сирӗн патӑра пророксем, ӑсчахсем, кӗнекеҫӗсем яратӑп; эсир ӗнтӗ вӗсене хӑшне вӗлеретӗр, хӑшне хӗрес ҫумне пӑталатӑр, хӑшне хӑвӑр синагогӑрсенче хӗнесе-ватса пӗтеретӗр, хуларан хулана хӑвалатӑр; 35. сӑваплӑ ҫынсенӗн ҫӗр ҫине тӑкӑннӑ пӗтӗм юнӗ — таса Авель юнӗнчен пуҫласа парне вырӑнӗпе Турӑ Ҫурчӗ хушшинче хӑвӑр вӗлернӗ Варахия ывӑлӗ Захария юнӗ таранах — ҫиттӗр сире.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ун ҫинчен: «акӑ Эпӗ Сан умӑнтан Хамӑн хыпарҫӑма яратӑп, вӑл Сан валли Сан умӑнти ҫула хатӗрлесе хурӗ» тесе ҫырнӑ, вӑл — ҫавӑ.
Мф 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Акӑ Эпӗ сире сурӑхсене кашкӑрсен хушшине янӑ пек яратӑп: ӗнтӗ ҫӗлен пек чее пулӑр, кӑвакарчӑн пек йӑваш пулӑр.16. Вот, Я посылаю вас, как овец среди волков: итак будьте мудры, как змии, и просты, как голуби.
Мф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Иерусалим керемне те хӑвӑр аллӑра паратӑп, ӑна хуралламашкӑн аслӑ священника хӑйӗн кӑмӑлӗпе ҫынсем суйласа илсе лартма ирӗк паратӑп; 33. Иудея ҫӗрӗнче тыткӑна илнӗ кирек хӑш иудее те хамӑн пӗтӗм патшалӑхӑмра тӳлевсӗрех ирӗке яратӑп: пурте вӗсем хӑйсемшӗн те, выльӑхӗ-чӗрлӗхӗшӗн те хырҫӑ тӳлесрен ирӗклӗ пулччӑр.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Анчах вӑл вӗсенчен тӑрӑхласа кулнӑ ҫеҫ, вӗсене мӑшкӑлланӑ, чыссӑрласа пӗтернӗ, мӑнкӑмӑллӑн калаҫнӑ, 35. ҫиллессӗн тупа туса каланӑ: эхер те паян Иудӑпа унӑн ҫарӗ ман аллӑма ӳкмесессӗн, хам каялла ыррӑн-сыввӑн таврӑнсассӑн, ҫак Ҫурта вут тивертсе ҫунтарса яратӑп, тесе питӗ ҫилленсе тухса кайнӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Акӑ Эпӗ Ҫӳлхуҫанӑн аслӑ та хӑрушӑ кунӗ ҫитиччен сирӗн патӑра Илия пророка яратӑп.5. Вот, Я пошлю к вам Илию пророка пред наступлением дня Господня, великого и страшного.
Мал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ Эпӗ Хамӑн Ангелӑма яратӑп, вӑл Манӑн умӑмри ҫула хатӗрлесе хурӗ, эсир шыракан Ҫӳлхуҫа, эсир курас теекен халал Ангелӗ Хӑйӗн Ҫуртне пӗр кӗтмен ҫӗртен пырса кӗрӗ; акӑ Вӑл килет ӗнтӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Мал 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӑтӑлса юлнисем, хӑйсене халӑхсем хушшине тыткӑна илсе кайсассӑн, Эпӗ вӗсенӗн Манран уйрӑлнӑ аскӑн чӗрисене тата йӗрӗхсем хыҫҫӑн асса ҫӳренӗ куҫӗсене касӑлтарсассӑн, Мана аса илӗҫ; вӗсем хӑйсен ирсӗрлӗхӗсемпе туса тултарнӑ усал ӗҫӗсемшӗн хӑйсенчен хӑйсем йӗрӗнӗҫ, 10. вара Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ; вӗсем ҫине ҫакӑн пек хӗн-асап яратӑп тесе ахаль каламарӑм, тесе калать те.
Иез 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! тӑр та Израиль халӑхӗ патне кай, вӗсене Манӑн сӑмахӑмсене кала; 5. сана уҫӑмсӑр калаҫакан, ӑнланма йывӑр чӗлхеллӗ халӑх патне мар, Израиль килӗ патне яратӑп, терӗ, 6. уҫӑмсӑр калаҫакан, ӑнланма йывӑр чӗлхеллӗ халӑхсем патне мар — эсӗ вӗсен сӑмахне ӑнкарайман пулӑттӑн; ахӑртнех, Эпӗ сана вӗсем патне янӑ пулсассӑн та, вӗсем сана итленӗ пулӗччӗҫ; 7. Израиль халӑхӗ вара сана итлесшӗн пулмӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем Мана итлесшӗн мар, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫирӗп ҫамкаллӑ, хаяр чӗреллӗ.
Иез 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Хальхи ывӑлӗсен питне те кӗҫҫе ҫӗленӗ, вӗсем те хытӑ чӗреллӗ; Эпӗ сана ҫав ҫынсем патне яратӑп, эсӗ вӗсене ҫапла калӑн: «Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать!» тейӗн.
Иез 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сана Израиль ывӑлӗсем патне, пӑхӑнман ҫынсем патне, Мана хирӗҫ тӑнӑ ҫынсем патне, яратӑп, вӗсем тата вӗсенӗн ашшӗсем паянхи кунчченех Манӑн умра сутӑнчӑксем пулаҫҫӗ, терӗ.
Иез 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Дедан ҫыннисем, тарӑр кунтан, ту хушӑкӗсене пытанӑр: Эпӗ Исав ҫине хӗн-асап яратӑп — тавӑру вӑхӑчӗ ҫитрӗ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.