Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Мф 10

Раздел: Библи –> Матфей ҫырнӑ таса Евангели

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.18 10:16

Предложений: 28; Слово: 589

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Иисус, вуникӗ вӗренекенне чӗнсе илсе, вӗсене усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларма, кирек мӗнле чир-чӗртен те сыватма хӑват панӑ. 2. Вуникӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: пӗрремӗшӗ — Петр теекен Симон, унтан унӑн шӑллӗ Андрей; унтан Зеведей Иаковӗ, унӑн шӑллӗ Иоанн; 3. Филипп, Варфоломей, Фома, куланай пухакан Матфей, Алфей Иаковӗ, Фаддей теекен Леввей; 4. Симон Кананит тата Иисуса тытса панӑ Иуда Искариот. 5. Ҫакӑ вуникӗ вӗренекенне Иисус ҫапла каласа вӗрентсе янӑ: суя тӗнлӗ халӑхсем патне ан кайӑр, Самари хулине ан кӗрӗр; 6. чи малтан Израиль килӗн ҫухалнӑ сурӑхӗсем патне кайӑр; 7. ҫӳренӗ чухне: «Ҫӳлти Патшалӑх ҫывӑхарчӗ» тесе вӗрентӗр; 8. чирлисене сыватӑр, тилҫеллисене тасатӑр, вилнисене чӗртӗр, усалсене хӑваласа кӑларӑр; тӳлевсӗр илтӗр — тӳлевсӗрех парӑр. 9. Хӑвӑр валли пиҫиххийӗр ҫумне ылтӑн та, кӗмӗл те, пӑхӑр та ан чикӗр, 10. ҫул ҫине хутаҫ та, улӑштармалли тумтир те, ура сырри те, туя та ан илӗр: ӗҫлекене тӑрантарӗҫ. 11. Кирек епле хулана е яла ҫитсен те унта кам тивӗҫлӗ ҫын пулнине ыйтса пӗлӗр, вара мӗн кайичченех ун патӗнче пурӑнӑр; 12. пӳрте кӗнӗ чухне, ырӑ сунса: «канӑҫлӑх пултӑр ҫак киле» тейӗр; 13. килӗ тивӗҫлӗ пулсассӑн, ӑна сирӗн канӑҫлӑхӑр ҫитӗ; тивӗҫсӗр пулсассӑн, сирӗн канӑҫлӑхӑр хӑвӑрах таврӑнӗ. 14. Кам та пулин сире хапӑл тумасан, сӑмахӑра та итлемесен, эсир ҫав ҫуртран е ҫав хуларан тухса кайнӑ чухне урӑр ҫумӗнчи тусана силлесе хӑварӑр. 15. Чӑн калатӑп сире: сут кунӗ Содомпа Гоморра ҫӗрне ҫав хуларан ҫӑмӑлтарах пулӗ. 16. Акӑ Эпӗ сире сурӑхсене кашкӑрсен хушшине янӑ пек яратӑп: ӗнтӗ ҫӗлен пек чее пулӑр, кӑвакарчӑн пек йӑваш пулӑр. 17. Ҫынсенчен сыхланӑр: вӗсем сире сутпа айӑплама тытса парӗҫ, синагогисенче хӗнӗҫ-ватӗҫ сире. 18. Сире Ман пирки аслӑ пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ, ҫавсем умӗнче тата суя тӗнлӗ ҫынсем умӗнче Ман ҫинчен кӳнтелеме хушӗҫ. 19. Хӑвӑра сута тытса парсан, мӗнле каласси, мӗн каласси пирки ан пӑшӑрханӑр — мӗн каламалли ҫав сехетре хӑех тупӑнӗ: 20. эсир хӑвӑр каламӑр, сирӗн ӑшӑрта Аҫӑр Сывлӑшӗ каласа тӑрӗ. 21. Тӑванӗ тӑванне, ашшӗ ывӑлне вӗлерме тытса парӗ; ачисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ тӑрӗҫ, вӗсене вӗлерӗҫ; 22. Ман ятӑмшӑн сире пурте курайми пулӗҫ; вӗҫне ҫитиччен тӳсекенӗ ҫӑлӑнӗ. 23. Сире пӗр хулара хӗсӗрлесен, эсир тепӗр хулана кайӑр. Чӑн калатӑп сире: эсир Израиль хулисем тавра ҫӳресе те тухаймӑр, Этем Ывӑлӗ килӗ. 24. Вӗренекен вӗрентекенӗнчен аслӑ мар, тарҫӑ та хуҫинчен аслӑ мар: 25. вӗренекенӗ хӑйӗн вӗрентекенӗ пек пулсан, тарҫӑ хӑйӗн хуҫи пек пулсан ҫитет вара. Кил хуҫине веельзевул терӗҫ пулсан, унӑн кил-йышӗ ҫинчен тата япӑхрах каламӗҫ-и? 26. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсенчен ан хӑрӑр: пытарса хӑварни йӑлтах ҫиеле тухать, вӑрттӑнни те курӑнать. 27. Эпӗ сире тӗттӗм ҫӗрте каланине эсир ҫутӑ ҫӗрте калӑр; хӑлхаран каланине ҫурт тӑрринчен пӗлтерӗр. 28. Ӳте вӗлерсен те, чуна вӗлерейменнисенчен ан хӑрӑр; пуринчен ытла чуна та, ӳте те тамӑкра пӗтерме пултараканран хӑрӑр. 29. Икӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑка пӗр ассарипе сутмаҫҫӗ-и? Ҫапах вӗсенчен пӗри те Аҫӑр ирӗкӗсӗр ҫӗре ӳкмест; 30. сирӗн пуҫӑр ҫинче миҫе ҫӳҫ пӗрчи пулни те паллӑ; 31. ан хӑрӑр: эсир темӗн чухлӗ пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑкран пахарах. 32. Кам хӑй Мана ӗненни ҫинчен ҫынсем умӗнче каласа пӗлтерет, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче ун ҫинчен каласа пӗлтерӗп. 33. Кам ҫынсем умӗнче Манран тунать, Эпӗ те Ҫӳлти Аттем умӗнче унран тунӑп. 34. Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе ан шухӑшлӑр; Эпӗ канӑҫлӑх кӳме мар, хӗҫ кӳме килнӗ: 35. Эпӗ ывӑлне ашшӗнчен, хӗрне амӑшӗнчен, кинне хунямӑшӗнчен уйӑрма килтӗм. 36. Ҫыншӑн хӑйӗн кил-йышех тӑшман пулӗ. 37. Кам хӑй ашшӗне е амӑшне Манран ытларах юратать, ҫавӑ Мана тивӗҫлӗ мар; кам ывӑлне е хӗрне Манран ытларах юратать, ҫавӑ та Мана тивӗҫлӗ мар; 38. кам хӑй хӗресне илсе Ман хыҫҫӑн пымасть, ҫавӑ Мана тивӗҫлӗ мар. 39. Чунне сыхлакан ӑна ҫухатӗ, чунне Маншӑн ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ. 40. Сире хапӑл тӑвакан Мана хапӑл тӑвать; Мана хапӑл тӑваканӗ Мана Яракана хапӑл тӑвать; 41. пророка пророк ячӗшӗн хапӑл тӑвакан вара пророк сӑвапне илӗ; тӳрӗ ҫынна тӳрӗ ҫын ячӗшӗн хапӑл тӑвакан тӳрӗ ҫын сӑвапне илӗ. 42. Чӑн калатӑп сире: кам ҫак кӗҫӗннисенчен пӗрне, вӗренекен тесе, пӗр курка та пулин сивӗ шыв ӗҫтерет, ҫавӑ хӑй сӑвапне ҫухатмӗ, тенӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней