Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иез 2

Раздел: Библи –> Иезекииль пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 13:24

Предложений: 12; Слово: 236

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ ҫакӑн евӗрлӗ курӑнчӗ. Ҫакна курсассӑн, эпӗ ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм, вара Калакан сассине илтрӗм, Вӑл мана ҫапла каларӗ: этем ывӑлӗ! уру ҫине тӑр, Эпӗ санпа калаҫӑп, терӗ. 2. Вӑл каланӑ хушӑра ман ӑшӑма Сывлӑш кӗчӗ те мана ура ҫине тӑратрӗ, эпӗ вара хама Калакана илтрӗм. 3. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! Эпӗ сана Израиль ывӑлӗсем патне, пӑхӑнман ҫынсем патне, Мана хирӗҫ тӑнӑ ҫынсем патне, яратӑп, вӗсем тата вӗсенӗн ашшӗсем паянхи кунчченех Манӑн умра сутӑнчӑксем пулаҫҫӗ, терӗ. 4. Хальхи ывӑлӗсен питне те кӗҫҫе ҫӗленӗ, вӗсем те хытӑ чӗреллӗ; Эпӗ сана ҫав ҫынсем патне яратӑп, эсӗ вӗсене ҫапла калӑн: «Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать!» тейӗн. 5. Итлӗҫ-и вӗсем, итлемӗҫ-и, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — пӑлханакан халӑх; анчах вӗсем хӑйсен хушшинче пророк пуррине пӗлсе тӑччӑр. 6. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, вӗсенчен ан хӑра, вӗсен сӑмахӗнчен те ан хӑра, вӗсем саншӑн йӗплӗ курӑксем, чикекен ҫум курӑкӗсем пулсан та, хӑв скорпионсем хушшинче пурӑнсан та, ан хӑра; эсӗ вӗсен сӑмахӗнчен ан хӑра, вӗсен сӑнӗнчен ан шиклен: мӗншӗн тесессӗн вӗсем — пӑлханакан халӑх. 7. Эсӗ вӗсене Манӑн сӑмахӑмсене кала — итлӗҫ-и вӗсем, итлемӗҫ-и сана, мӗншӗн тесессӗн вӗсем — чурӑс халӑх.

8. Эсӗ вара, этем ывӑлӗ, Эпӗ хӑвна мӗн каланине итле; ҫав пӑлханакан халӑх пек чурӑс ан пул; ҫӑварна уҫ та — Эпӗ мӗн панине ҫисе яр, терӗ. 9. Вара курах кайрӑм: акӑ ман енне алӑ тӑсӑлчӗ, акӑ ҫак алӑра — ҫыру чӗркемӗ. 10. Вӑл ҫакна ман умӑма уҫса хучӗ, акӑ ҫав чӗркеме тул енчен те, шал енчен те ҫырса тухнӑ, ун ҫине: «куҫҫуль, тата асап, тата хуйхӑ» тесе ҫырнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней