Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 1 Пет 5

Раздел: Библи –> Сӑваплӑ Петр апостолоӑн мӗнпур ӗненекене янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.18 15:00

Предложений: 14; Слово: 227

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Эпӗ хам та кӗтӳҫӗ, Христос асапланнине курнӑ ҫын, килес мухтава пая кӗмелли ҫын, эпӗ халӗ сирӗн кӗтӳҫӗрсене тархаслатӑп: 2. Турӑ хӑвӑра шанса панӑ кӗтӗве тимлӗн пӑхӑр, тивӗҫлипе мар, чӗрӗр хушнипе Турра юрӑхлӑ тӑрӑшӑр уншӑн; ирсӗр пайташӑн мар, усӑ кӳресшӗн пӑхӑр ӑна; 3. Турра тивӗҫлӗ кӗтӗве пусмӑрласа ан пурӑнӑр, сирӗнтен курса вӑл ырра вӗренсе пытӑр; 4. кӗтӳҫӗсенӗн Пуҫлӑхӗ килсессӗн сире вара ӗмӗрлӗхе мухтава кӑларӗ. 5. Эсир те, кӗҫӗннисем, кӗтӳҫӗрсене пӑхӑнса тӑрӑр; пурте пӗр-пӗрне пӑхӑнса тӑрса, йӑваш ӑслӑ пулса ҫитӗр: Турӑ мӑнкӑмӑллисене хирӗҫ пырать, йӑваш кӑмӑллисене тивлет парать.

6. Ҫавӑнпа ӗнтӗ йӑвашланса Туррӑн хӑватлӑ аллинче тӑрӑр, вӑхӑчӗ ҫитсен Вӑл сире асла кӑларӗ. 7. Турӑ сирӗншӗн тӑрӑшать, ҫавӑнпа кирек мӗнле йывӑрлӑхра та Ӑна шанса тӑрӑр. 8. Чаруллӑ пурӑнӑр, сыхӑ тӑрӑр: сире хирӗҫ пыракан шуйттан, ахӑрса ҫӳрекен арӑслан пек, кама та пулин ҫӑтасшӑн ҫӳрет. 9. Тӑванӑрсем те тӗнчере ҫавӑн пек асапсем курнине пӗлсе, эсир ҫирӗп ӗненсе шуйттана хирӗҫ тӑрӑр. 10. Пире Иисус Христос урлӑ Хӑйӗн ӗмӗрлӗх мухтавне кӗме чӗнсе илнӗ пур тӗрлӗ тивлет те паракан Турӑ сире, эсир пӗр авка асапланнӑ хыҫҫӑн, Хӑех пӗтӗмпе ырӑ туса ҫитерӗ, тӗреклӗлентерӗ, хӑватлӑлантарӗ, ҫирӗп тӑвӗ. 11. Вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех мухтавлӑ, хӑватлӑ! Аминь.

12. Эпӗ сире хӑвӑр илнӗ тивлет чӑнах Турӑ тивлечӗ тесе шантарасшӑн ҫакна кӗскен анчах ҫырса Силуанран парса яратӑп; эпӗ ӑна сирӗн шанчӑклӑ тӑванӑр пулӗ тетӗп.

13. Хӑвӑра суйласа илнӗ пекех суйласа илнӗ Вавилонри ӗненекен ушкӑн тата Марк ывӑлӑм сире ырӑ сунса салам яраҫҫӗ. 14. Пӗр-пӗрне юратса чуптуса ырӑ сунӑр. Христос Иисусран сире пурсӑра та канӑҫлӑх пултӑр. Аминь.

Сайт:

 

Статистика

...подробней