Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чернышевский, ҫынсене хӑйӗн романне вулаттарса, вӗсен чӗрисенче социализм пурпӗрех пуласса ӗненес ӗмӗте чӗртсе ярасшӑн пулнӑ.
«Мӗн тумалла?» роман ҫинчен // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 485–495 с.
Ирхине, каярах юлса вӑрансан вара, ӗлӗкхи сӑмахсем вырӑнне икӗ сӑмах ҫеҫ пӗр сӑмахпа кӗрешеҫҫӗ: «курнӑҫаймӑп» — «курнӑҫӑп-ха», — ирӗпех ҫапла пырать; ҫак кӗрешӳре пурте, пурте манӑҫа тухаҫҫӗ, «курнӑҫаймӑп» текен пӗчӗк сӑмаха хӑйӗнчен ярасшӑн мар хӑтланакан, ӑна ярса тытакан, тытса тӑракан пысӑкрах сӑмах та манӑҫа тухать; пӗчӗк сӑмахӗ вара тарса каять те ҫухалать, тарса каять те ҫухалать: «курнӑҫӑп-ха»; пысӑкрах сӑмах пӗчӗк сӑмаха хӑйӗнчен ярасшӑн мар пулса вӑй хунӑ чух пурте, пурте манӑҫа тухать, анчах вӑл хӑйӗнчен чӑнах та ямасть иккен, тытса тӑрать, ӗлӗкхи пӗчӗк сӑмаха ниҫта та тартас мар тесе, хӑйне пулӑшма тепӗр пӗчӗк сӑмаха чӗнет: «ҫук, курнӑҫаймӑп…» «ҫук, курнӑҫаймӑп», — ҫапла, халӗ ӗнтӗ икӗ сӑмах улшӑнчӑк кӑмӑллӑ пӗчӗк сӑмаха хӑйсен хушшинче ҫирӗп тытса тӑраҫҫӗ, вӗсенчен вӑл ниҫта та тараймӗ, вӗсем ӑна хӑйсен хушшине хӗстерсе хунӑ: «ҫук, курнӑҫаймӑп» — «ҫук, курнӑҫаймап…»
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Мӗнле те пулин платниксен е час-часах алли-урисем касӑлакан ытти ӑстасен артельне леҫсе ярасшӑн пуль тесе, Кирсанов Рахметова темӗн пысӑкӑш банкӑпа эмел парса ярать.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эп хӑюланса пынӑҫемӗн вӗсем, хаюлӑхӑмпа ытларах хавхаланса, мана ҫисе ярасшӑн пулчӗҫ.Но чем смелее я становился, тем больше они желали сожрать меня, — они заразились моей смелостью.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Хамӑр колхозникӗн, Игнатенок Михаилӑн арестленӗ амӑшӗ Разметнова ҫавӑтса пынӑ чухне: «Антихриста ҫавӑтса пыраҫҫӗ! Тамӑк тӗпӗнчи саттанана!..» — тесе кӑшкӑрса пынӑ тата хӑй, ытти хӗрарӑмсем пулӑшнипе, унӑн мӑйне хӗрес ҫакса ярасшӑн пулнӑ, анчах пирӗн Разметнов юлташ, чӑн-чӑн коммунист тивӗҫне тытса, унашкал мӑшкӑлпа килӗшме пултарайман!
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Эпир совет влаҫне хирӗҫ мар, хамӑр хуторти йӗркесӗрлӗхсене хирӗҫ, эсир пур пире пӗтӗм совет влаҫне хирӗҫ ҫавӑрса ярасшӑн.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Мана акӑ нимӗн сӑлтавсӑрах сасӑ прависӗр тӑратса хӑварчӗҫ, хутортан кӑларса ярасшӑн пулчӗҫ.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Карчӑккипе иккӗшӗ ӑна, тирне сӳсе тирпейлеме майлӑрах пултӑр тесе, каштаран ҫакса ярасшӑн пулчӗҫ; чылайччен асапланчӗҫ, анчах нимӗн те тӑваймарӗҫ (мӑнтӑрланса кайнӑ пӑру йывӑр!), карчӑк, пӑрӑва кайри пӗҫҫинчен тытса ҫӗкленӗ чухне, пилӗкне хускатрӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара чир-чӗртен сиплекен карчӑк унӑн ҫурӑмӗ ҫине эрнипех пӗчӗк чугун ӳпӗнтере-ӳпӗнтере лартса аппаланчӗ.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Кӑвакарнӑ ҫӑкӑр хытти тупсан, ачасем, уншӑн хирӗҫсе, тавлашса каяҫҫӗ; пӗри те тепри хӑвӑртрах хыпса-ҫӑтса ярасшӑн пулса, вӗсем, йытӑ ҫурисем пек, пӗр-пӗринпе вӑрҫаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Пурнӑҫ урапи ҫинчен ывӑтнӑ ҫынсем ҫав пурнӑҫа тарӑнӑн ӑнланни мана тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтеретчӗ, ҫавӑнпа та вӗсен калавӗсене эпӗ тӑранайми итлеттӗм, Коновалов вӗсене калавҫӑн философине хирӗҫлес тесе тата мана тавлашӑва кӗртсе ярасшӑн пулса итлетчӗ.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Девяткин сӑмаха урӑх еннелле пӑрса ярасшӑн пулчӗ: участока кӗресси, паллах ӗнтӗ, ытла йывӑр ӗҫ те мар, анчах унта кӗме тӗттӗмленсен, ҫӗрле пулсан лайӑхрах.
25-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗррехинче ҫапла Локтевӑра ӑна урам урлӑ ярасшӑн мар пулса пилӗк ача хирӗҫ тӑчӗҫ.Однажды в Локтеве его не пропускали через улицу пять мальчишек.
18-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Пирӗн ята ярасшӑн, — Санька хӑлхинчен пӑшӑлтатрӗ Девяткин.
8-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл Татьяна Родионовнӑна Векшин мучи хӗрсене Катерина бригадине ярасшӑн мар тесе ятлани ҫинчен каласа пачӗ, вӑл халех кунта хӑй килесшӗн пулни ҫинчен пӗлтерчӗ.
4-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Каласа парсан, ӑша ҫеҫ вӑркатасси пулӗ, — калаҫӑва пӑрса ярасшӑн пулчӗ Катерина, анчах Машӑпа Санькӑн тархасланӑ пек пӑхакан куҫӗсене курсан, сак ҫине ларчӗ.
3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑна вӑрмана кайса ярасшӑн.
Шупашкарта упа ҫӳренӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23350.html
Эпӗ пӗлетӗп, эсир мана хӑваласа ярасшӑн мар, анчах эсир ман вырӑнта пулма та пултараймастӑр, ҫавӑнпа сире эпӗ тарма шутлани тӗлӗнтерет.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Лешӗ Обломов килнӗшӗн хӗпӗртерӗ, ӑна апат лартмасӑр ярасшӑн пулмарӗ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломов именнине ирттерсе ярасшӑн пулса, хӑйне ирӗккӗн тыткалама тӑрӑшрӗ; ҫавӑнпа та вӑл пӗр купа сухари, бисквит, крендель пуҫтарса тытрӗ, хӑйпе юнашар ларакан кулса ячӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗлӗкхи Калеб, питӗ лайӑх вӗрентнӗ сунарҫӑ йытти пек, сыхлама панӑ апат-ҫимӗҫе тӗкӗниччен вилсе каять; ку вара хӑйне шанса паманнине те мӗн те пулин ҫисе е ӗҫсе ярасшӑн ҫеҫ пӑхкаласа ҫӳрет; лешӗ улпутсене ытларах ҫитересшӗн тӑрӑшнӑ, ҫимесен — хуйхӑрса ҫӳренӗ, ку акӑ турилкке ҫине мӗн хурса панине улпучӗ пӗтӗмпех ҫисе ярасран хуйхӑрать.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956