Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Эсир юханшывсем тӑрӑх ҫӳреме пултаратӑр, — терӗ Элен.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Юханшывсем тусанлӑ тусем ҫинчен кӗрлесе анса, пӗр-пӗринпе пӗрлешсе хытӑ шавласа юхакан кӑпӑклӑ юхан шывсем пулнӑ пекех, вӑрҫӑ кӗмсӗртеттерме пуҫласассӑнах ту ҫинчи Буржуйсен Патшалӑхӗнче востанисем тапранса кайрӗҫ те, Тӳрем ҫӗрти Король ҫӗрӗнчен те, Юрлӑ патшалӑхран та, тата Шӑрӑх патшалӑх ҫӗршывӗнчен те хӑйсен ҫилӗллӗ сассисене пиншерӗн-пиншерӗн пачӗҫ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Ҫавӑн пекех, юханшывсем тусанлӑ сӑрт-тусем ҫинчен юхса анса кӗрлесе те кӑпӑкланса ыткӑнакан юхӑма хутшӑннӑ евӗр, вӑрҫӑн пӗрремӗш шавлӑ кунӗсенчех Ту Буржуинствинче пӑлхавсем пуҫланса кайнӑ, вара Тӳрем Королевствӑра, Юрлӑ Патшалӑхра, Шӑрӑх Государствӑра пиншер ҫилӗллӗ сасӑсем вӗсем ҫумне хутшӑннӑ.
Мальчиш-кибальчишпа унӑн ҫирӗп сӑмахӗ ҫинчен хывнӑ халап // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 147–157 с.
Вӗсем сарлака, аслӑ, ҫуркунне шывпа тулакан, симӗс курӑкпа витӗннӗ улӑхсем пулчӗҫ, унта вӗтӗ ҫӳҫесемпе хӑвасем сырса илнӗ вырӑнсем, пӗчӗк кӳлӗсем, юханшывсем, шыв кукрашкисем темӗн чухлех пулчӗҫ, — чӑннипех те вырӑссен вырӑнӗсем, вырӑс ҫынӗсем юратакан вырӑнсем пулчӗҫ, пирӗн авалхи юмахсенчи улӑп-паттӑрсем шурӑ акӑшсемпе кайӑк-кӑвакалӗсем тытма ҫӳренӗ евӗрлӗ вырӑнсем пулчӗҫ.
Тӑнкӑртатать // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 3–27 с.
Чӑнкӑ ҫыранлӑ пӗчӗк юханшывсем, начар пӗвеленӗ пӗчӗк пӗвесем, час-часах ҫурри таран тӑрри сӗвӗнсе ӳкнӗ тӗксӗм пӳртсемпе пӗчӗк ялсем, ҫатан тытса тунӑ пушӑ итемсем хӗрринче анасласа ларакан пӗчӗк хапхаллӑ тайӑлчӑк авӑн лупасӗсем тӗл пулаҫҫӗ.
III // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл хӑй курнӑ инҫетри ҫӗршывсем, пӗлӗтсенчен ҫӳллӗ тусем, шывсӑр пушхирсем, тинӗс пек юханшывсем, асамат пек чипер чечексем, кайӑксем ҫинчен каларӗ; хӑй ҫитсе курнӑ хуласен, халӑхсен ячӗсене асӑнчӗ… темле юмахри ятсене аса илтерчӗҫ вӗсем.
III // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Аялалла, Дон еннелле, сӗвек тӑвайккисемпе бахчасем тӑрӑх пӗчӗкҫӗ юханшывсем кӑпӑкланса ыткӑнаҫҫӗ.Вниз, к Дону, по косогору, по бахчам стремились вспенившиеся ручьи.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑрҫӑ тарӑхтарса тӑвӑнтарни малтанах сотньӑсемпе полксем тӑрӑх пӗчӗкҫӗ юханшывсем пек шӗпӗлтетсе юхнине, унтан сисмен ҫӗртенех хӑватлӑ юхӑма пӗрлешнине Григорий ҫийӗнчех асӑрхаймарӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Калӑр-ха, хир-хир урлӑ, вӑрман витӗр, палланӑ хуласен шавлӑ вокзалӗсенчен ирте-ирте ҫӗршер, ҫӗршер пысӑк та пӗчӗк юханшывсем урлӑ каҫса, сиртен камӑн Мускава каймалла пулман-тӑр?
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Чир, Черная тата Фроловка ятлӑ юханшывсем тӑрӑх, ҫӗрулпучӗсен аллинче пулнӑ ҫӗрсен чиккинче, украинецсен слободисемпе ҫума-ҫумӑнах — ҫеҫенхирти айлӑмсемпе варсенче — ҫӗнӗ хуторсем шӑта-шӑта тухнӑ.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫул тӑрӑх грузовик, лавсене хӑваласа ирте-ирте, каллех кайӑк пек вӗҫет, умра татах анлӑ йӗри-тавралӑх, станицӑсемпе хуторсем, садсем, кӗперсемпе юханшывсем, инҫетре хӑйӗн шӗвӗр тӑррине кӑнтса ларакан элеватор.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫав ҫурт-йӗрсем ҫумне гидроэлектричество станцисен питех те илемлӗ ҫурчӗсем хутшӑнчӗҫ: вӗсем пысӑк е пӗчӗк юханшывсем ҫинче лараҫҫӗ, вӗсенчен пуҫласа, ту хушшисемпе, хуралҫӑ башнисен юлашкийӗсем ҫумӗпе, пӗр станицӑран тепӗр станицӑна вӑйлӑ энерги ҫӳретмелли пралуксем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кондратьева тата тусем ҫинчен юхса анакан пӗчӗк юханшывсем интереслентернӗ, вӗсен шывне ҫӗнӗрен тунӑ пӗвесене яма палӑртнӑ.
XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Пурте илӗртет ӑна: акӑ, ырӑ ҫӗр ҫинче юханшывсем пек хумханакан чечексем, хӑмӑр-кӑвак чулсем хушшинчи калтасем, олив йывӑҫҫин эрешлӗ ҫулҫисем ӑшӗнчи ҫутӑ симӗс чӗнтӗр пек виноград садӗнчи кайӑксем, тӗксӗм тинӗс тӗпӗнчи пулӑсем тата хулан тӑвӑр та аташса каймалла урамӗсенчи тӗрлӗрен юлхавсем: шпагӑпа чӗрсе-тӑрмаласа пӗтернӗ питлӗ самӑр нимӗҫ, яланах мизантроп рольне выляма хӑнӑхнӑ актера аса илтерекен акӑлчан, кӑлӑхах ҫав тери акӑлчан пек пулма тӑрӑшакан американец тата шӑнкӑрма пек шавлӑ ҫӑмӑлттай француз, — ҫаксем пурте илӗртеҫҫӗ Пепене.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Юханшывран ӑшӑрах, юханшывсем кунта пӑр пекех сивӗ…
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Куҫа ешӗл уйсем, вӑрман катисем, авкаланчӑк хӑю пек юханшывсем, ҫулсемпе сукмаксем курӑнаҫҫӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫӑрттан вӑл, кӳлӗсенчи пӑр таткалансан тата юханшывсем сарӑлса кайсан ҫыран хӗрринелле туртӑнать.Щука-то, как в озерах лед треснет да речки разольются, все к берегу льнет,
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫав укрепленисем кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле — вӑрмансемпе шурлӑхсем урлӑ, кӳлӗсемпе юханшывсем хӗррипе ҫӗршер километра тӑсӑлнӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Географи вӑхӑтӗнче кӳлӗсенчен тусем, тусенчен юханшывсем, юханшывсенчен типӗ ҫӗрсем тӑва-тӑва хучӗ, вара пӗтӗм тӗнче чи малтанхи хаоса куҫса тӑнӑ пек пулчӗ.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
15. Мана татах каларӗ: эсӗ аскӑн арӑм ларакан ҫӗрте курнӑ юханшывсем вӗсем — этемсем, халӑхсем, йӑхсем, тӗрлӗ чӗлхеллӗ ӑрусем.
Ӳлӗм 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.