Поиск
Шырав ĕçĕ:
26. Манӑн ҫак сӑмахӑмсене итлесе те вӗсене пурӑнӑҫламан кирек кам та хӑйӗн ҫуртне хӑйӑр ҫине лартнӑ ӑссӑр ҫын евӗрлӗ; 27. ҫумӑр ҫунӑ, юханшывсем сарӑлса кайнӑ, ҫил-тӑвӑл тухнӑ — ҫав ҫурта ҫитсе ҫапнӑ; ҫурт ишӗлсе аннӑ, вӑл ишӗлни питӗ хӑрушӑ пулнӑ, тенӗ.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Манӑн ҫак сӑмахӑмсене итлесе вӗсене пурӑнӑҫлакан кирек кам та хӑйӗн ҫуртне чул никӗс ҫине лартнӑ ӑслӑ ҫын евӗрлӗ; 25. ҫумӑр ҫунӑ, юханшывсем сарӑлса кайнӑ, ҫил-тӑвӑл тухнӑ — ҫав ҫурта ҫитсе ҫапнӑ; вӑл ӳкмен, мӗншӗн тесессӗн ӑна чул никӗс ҫине лартнӑ.
Мф 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
61. Вӑл ҫӗре шӑварса тӑмашкӑн пушхирсене ҫӑлсем, ту тӑррисене юханшывсем юхса анмалла кӳлӗсем вырӑнаҫтарса тухнӑ.
3 Езд 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эй Ҫӳлхуҫамӑр, Санӑн ҫиллӳ юханшывсем ҫине ӳкрӗ-им? тарӑхӑву юханшывсем ҫине, хаярлӑху тинӗс ҫине ӳкрӗ-им, ҫавӑнпа Эсӗ Хӑвӑн утусем ҫине, Хӑвӑн хӑтаракан ҫар ураписем ҫине лартӑн-им?
Авв 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ юханшывсем хушшинче ларакан, йӗри-тавра шыв ҫавӑрса илнӗ Но-Аммон хулинчен лайӑхрах-и вара?8. Разве ты лучше Но-Аммона, находящегося между реками, окруженного водою,
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
78. Тинӗссемпе юханшывсем, Ҫӳлхуҫана мухтӑр, юрлӑр, Ӑна ӗмӗр-ӗмӗр аслӑласа тӑрӑр.78. Благословите, моря и реки, Господа, пойте и превозносите Его во веки.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Арман чулӗ тыт та тырӑ авӑрт; пӗркенчӗкне хыв, кӗпӳ аркине ҫӗкле, уру туни уҫӑлтӑр, вара каҫах юханшывсем урлӑ: 3. ҫарамасу уҫӑлӗ, ачаш вырӑну та курӑнӗ.
Ис 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хирӗн тискер кайӑкӗсем, шакалсемпе страуссем мухтавлӗҫ Мана, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пушхирсене шыв ярӑп, Хамӑн суйласа илнӗ халӑхӑма ӗҫтермешкӗн типӗ ҫеҫенхирте юханшывсем уҫӑп.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Шывсем урлӑ, юханшывсем урлӑ каҫӑн-и — вӗсем сана путараймӗҫ, санпа пӗрле — Эпӗ; вут-ҫулӑм витӗр утӑн-и — вӑл сана ҫунтараймӗ, ҫулӑм ӗнтмӗ сана.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Пирӗн унта юханшывсем вырӑнне, алтса тунӑ шыв ҫулӗсем вырӑнне аслӑ Ҫӳлхуҫамӑр пулӗ; унта кӗсменлӗ пӗр кимӗ те кӗреймӗ, пысӑк карап та иртеймӗ: 22. Ҫӳлхуҫа — пирӗн тӳре, Ҫӳлхуҫа — пирӗн саккунҫӑ, Ҫӳлхуҫа — пирӗн патша; Вӑл пире ҫӑлӗ.
Ис 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ун чухне тӗреклӗ те патвар халӑхран, аякранах хӑрушшӑн курӑнакан халӑхран, ҫӗрне юханшывсем ҫурса иртекен ҫӳллӗ те пурне те таптакан халӑхран Саваоф Ҫӳлхуҫана Сион тӑвӗ ҫине, Саваоф Ҫӳлхуҫа ячӗпе хисепленекен вырӑна, парне кӳрӗҫ.
Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй вӑр-варрӑн ҫӳрекен элчӗсем, кайӑр тӗреклӗ те патвар халӑх патне, аякранах хӑрушшӑн курӑнакан халӑх патне, ҫӗрне юханшывсем ҫурса иртекен ҫӳллӗ те пурне те таптакан халӑх патне кайӑр.
Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1-2. Эфиопи юханшывӗсен леш енчи ҫӗре — ҫунатсен шавӗ илтӗнсе тӑракан ҫӗре, тинӗс тӑрӑх, юханшывсем тӑрӑх хӑмӑш кимӗсемпе элчӗсем яракан ҫӗре — хуйхӑ ҫитӗ!
Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Чулравпа пенӗ евӗр, пӑр тӑкӑнӗ хаяррӑн; тинӗс шывӗ вӗсене курайми пулса ҫитӗ, юханшывсем вӗсене тискеррӗн путарӗҫ; 23. вӗсене хирӗҫ Хӑватлӑх сывлӑшӗ ҫӗкленӗ, вӗсене ҫавраҫил пек вӗрсе салатӗ.
Ӑсл 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Юрату ҫулӑмне аслӑ шыв сӳнтереймӗ, юханшывсем те хуплаймӗҫ ӑна.7. Большие воды не могут потушить любви, и реки не зальют ее.
Юрӑ 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пур юханшыв та тинӗсе юхать, тинӗсӗ пӗрех тулса тӑкӑнмасть: юханшывсем ӑҫталла юхнӑ, вӗсем халӗ те ҫавӑнталлах юхаҫҫӗ.
Еккл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33-34. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенӗн йӗркесӗрлӗхне пула Вӑл юханшывсем вырӑнне — пушхир, ҫӑлкуҫсем вырӑнне — типӗ ҫӗр, тулӑхлӑ ҫӗр вырӑнне тӑварлӑ ҫӗр тӑвать.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсӗ ӗлӗк Хӑвӑн сӑваплӑ ҫыннусене курӑнса калаҫнӑ чухне каланӑ: «Эпӗ паттӑрскере пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӑм, халӑх хушшинчен суйласа илнӗскере асла кӑлартӑм. 21. Эпӗ Давида, Хамӑн чурама, тупрӑм, ӑна Хамӑн таса ҫӑвӑмпа сӗртӗм. 22. Манӑн аллӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн хӑватӑм ӑна тӗреклентерӗ. 23. Тӑшман ӑна ҫӗнтереймӗ, усаллӑх ывӑлӗ ӑна хӗсӗрлеймӗ. 24. Унӑн тӑшманӗсене хӑй умӗнчех аркатса тӑкӑп, ӑна курайманнисене пӗтерӗп. 25. Манӑн чӑнлӑхӑм, Манӑн ырӑлӑхӑм унпа пӗрле пулӗ, Манӑн ятӑмпа унӑн мӑйраки ҫӗкленӗ. 26. Унӑн аллине тинӗс ҫине хурӑп, сылтӑм аллине юханшывсем ҫине тӑсӑп. 27. Вӑл Мана: Эсӗ манӑн Аттемӗм, манӑн Туррӑм, мана ҫӑлакан тӗрекӗм тесе чӗнӗ. 28. Эпӗ ӑна малтанхи ывӑлӑм тӑвӑп, ҫӗр ҫинчи патшасенчен чи чапли тӑвӑп, 29. ырӑлӑхӑма ӑна ӗмӗрлӗхе парӑп, унпа хывнӑ халал тӗрӗс тӑрӗ. 30. Унӑн вӑрлӑхне ӗмӗр-ӗмӗрех усрӑп, патшалӑхӗн ӗмӗрне тӳпе ӗмӗрӗ чухлӗ тӑвӑп. 31. Унӑн ывӑлӗсем Манӑн саккуна пӑрахсассӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса пурӑнмасассӑн, 32. Эпӗ панӑ йӗркесене пӑссассӑн, Эпӗ хушнине тытса тӑмасассӑн, 33. вӗсен йӗркесӗрлӗхне — туяпа, вӗсен ҫылӑхне ҫапкӑчпа пырса пӑхӑп; 34. ҫавах та унран ырӑлӑхӑма туртсах илмӗп, чӑнлӑхӑма улӑштармӑп. 35. Хамӑн халала пӑсмастӑп, Хам мӗн каланине урӑхлатмастӑп. 36. Пӗрре Эпӗ Хамӑн сӑваплӑхӑмпа тупа турӑм: Давида суйӑп-и вара?
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӗр те, ӑна тулли тӑваканӗсем те, тӗнче те, тӗнчере пурӑнаканӗсем те — пурте Ҫӳлхуҫанӑн: 2. ҫӗре Вӑл тинӗссем ҫине вырӑнаҫтарнӑ, юханшывсем ҫине тӗреклӗ лартнӑ.
Пс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Санӑн сӑну умӗнче тусемпе юханшывсем хӑйсен тӗпӗнчен хускалӗҫ, чулсем карас ӑвӑсӗ евӗр ирӗлӗҫ, анчах Эсӗ Хӑвӑнтан хӑракансене ырӑлӑх паратӑн, хӗрхенетӗн.
Иудифь 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.