Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

юна сăмах пирĕн базăра пур.
юна (тĕпĕ: юна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Усси ҫинчи хытса ларнӑ юна хупах ҫулҫипе шӑлса, вӑл Артамашов лашине чуптарса кайнӑ еннелле нумайччен пӑхса тӑчӗ.

Вытирая листком лопуха засохшую на усах кровь, он еще долго смотрел в ту сторону, куда скрылся Артамашов.

XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ку ӗҫ манӑн юна кайнӑ, юнӗ ҫавнашкал вылять.

Это вошло мне в кровь.

Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.

Темскер пур унӑн ӳт-пӗвӗнче, темскер вӑл, пӗтӗм юна ҫӗнӗ вӑй параканскер: те вӑл ҫак талӑк хушшинче ӗлӗкренпех пӗлес тесе пурӑннине пӗлнӗ, те хӑй ӑшӗнче сасартӑк темле ҫӗнӗ вӑйпа шанчӑк паракан савӑнӑҫлӑ ҫӗнтерӳ пуррине чухласа илнӗ.

То ли он узнал за эти сутки такое, что давно и тщетно хотел узнать, то ли он внезапно достиг в себе какой-то радостной, освежающей и обнадеживающей победы.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кирлӗ пулсан — ман юна илӗр.

Если надо — берите мою.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Учитель тӑван ҫӗршыв ҫинчен калама тытӑннӑ, ӗлӗкхи самана ҫинчен, эпир ак ҫакӑнпа туса ҫитернӗ ӗҫ ҫинчен, — ашшӗ ӗнсине ҫапса кӑтартрӗ, — хамӑр юна юхтарса ҫапӑҫса илни, сыхласа хӑварни ҫинчен…

Учитель им про родные края говорить стал, и про старые времена, и про все, что нам вот этим горбом досталось, — отец кулаком ударил себе сзади по шее, — и про то, что кровью нашей мы добыли и отстояли…

Улттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Манман-ха эпӗ вӗсене: ҫав мӑка пит-куҫсене, ҫав «нимӗнех те мар, пырать, хӑть эпӗ пуян хӗр пулин те, кил, ҫывхар тесе калакан пит-куҫлӑ пуян хӗрсене», ҫав вырӑнтан вырӑна куҫарса лартассине, мӑшӑрсем хушшинче явӑнакан, намӑса пӗлмен ҫав евчӗсене, ҫав ӗмӗртенпех, пыракан элексене тата ҫав юри-малли хӑтланнисене, астӑватӑп-ха эпӗ ҫав кама алӑ памалли, кама пуҫ сӗлтмелли, кампа сӑмах хушса калаҫмалли йӗркесене, асрах-ха ҫав сыпӑкран сыпӑка куҫса пыракан юна кайнӑ ӗмӗрхи кичемлӗх те (тата ҫаксене пурне те ахаль кӑна мар, ҫапла тума кирлӗ тесе ӗненсе тӑраҫҫӗ вӗт).

Представляются мне эти тупые лица, эти богатые невесты с выражением лица, говорящим: «Ничего, можно, подходи, хоть я и богатая невеста»; эти усаживанья и пересаживанья, это наглое сводничанье пар и эта вечная сплетня, притворство; эти правила — кому руку, кому кивок, кому разговор, и наконец эта вечная скука в крови, переходящая от поколения к поколению (и все сознательно, с убеждением в необходимости).

XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.

Енчен ак халь эпир алӑ сулса ларсан, хамӑр тытнӑ таса ӗмӗте суратпӑр пулсан, пӑлхаршӑн ҫапӑҫса тӑкнӑ юна та ҫӗршыва кӗллекен пушарсене мансан, пире мӑшкӑл пулнӑ пулӗччӗ, айӑпа кӗнӗ пулӑттӑмӑр.

А вот если мы теперь будем сидеть сложа руки, если мы станем оплевывать свой идеал, если забудем про кровь и пламя пожаров, в которых теперь гибнет Болгария, это будет позор и преступление.

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫак пӑлхавҫӑсем, турӑ каҫартӑрах, халь кӑна ман юна ӗҫесшӗн пулчӗҫ-ҫке…

— Эти бунтовщики, прости господи, ведь они хотели крови моей напиться…

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Каллех айӑпсӑр юна тӑктараҫҫӗ!

Опять невинно пролитая кровь!..

XXVIII. Вериговӑра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ку тӗрӗс вӑл: нимле япала та тӑвӑрласа юна ирӗккӗн ҫӳреме чармалла мар.

Это правда: надобно, чтобы обращение крови не задерживалось никакими стеснениями.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

«Суранри юна халех ӗмсе кӑларас пулать!

«Надо зараз же высосать кровь из ранки!

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун ҫинчен эпир пурте пӗлетпӗр: вӑл малтанах тӳп-тӳрӗ ҫул-йӗрпе пырать, унталла та, кунталла та пӑркаланмасть, эпир те — ун хыҫҫӑн, тытса чарма ҫук хӑватлӑ юхӑм пек пырса, ҫав чӑн-чӑн тӑван социализма утса ҫитӗпӗр, эпир хамӑр ҫав социализмшӑн ҫапӑҫнӑ-ҫке-ха, арӑмсене, ача-пӑчасене пӑраха-пӑраха хӑварса, ҫамрӑк пурнӑҫӑмӑрсем ҫинчен манса кайса, хамӑр юна та, ютсен юнне те пӗр хӗрхенмесӗр юхтарнӑ.

Мы все об этом знаем: он с самого начала идет прямой дорогой, туда-сюда не сворачивает, и мы — за ним, как неостановимый мощный поток, придем к настоящему родному социализму, мы сами же боролись за этот социализм, оставляя жен, детей, забыв о молодых жизнях, не жалея проливали и свою и чужую кровь.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней